Республикӑра
![]() Кӑҫал Пӑрачкав районӗнче Африка мурӗ пулчӗ. Халӗ унта карантин мар ӗнтӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. Напольное ялӗнчи ветеринари участокӗн заведующийӗ суд тенкелӗ ҫине ларӗ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл Африка мурӗ пуҫланнине пуринчен те пытарма тӑрӑшнӑ. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 14-мӗшӗччен заведующи ялти икӗ ҫыннӑн сыснисене сипленӗ. Чӗрчунсем Африка мурӗпе чирлени палӑрнӑ ӗнтӗ, ҫапах вӑл никама та пӗлтермен. Ҫурлан 5-мӗшӗнче тата 9-мӗшӗнче икӗ сысна вилнӗ. Ветеринар тӗпчев ирттерес, ҫӳлтисене кун пирки пӗлтерес вырӑнне хуҫисене чӗрчунсене ял хӗррине пытарма сӗннӗ. Кӑштахран тепӗр ҫыннӑн сысна вилнӗ. Ун хыҫҫӑн ҫеҫ Африка мурӗ пирки пӗлтернӗ, карантина хупнӑ. Заведующин икӗ машинине арестленӗ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта управляющи компанийӗсем Шупашкар ҫыннисене ҫур миллион тенкӗлӗх улталанӑ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурт-йӗр саккунне пӑснине тупса палӑртмашкӑн 51 мероприяти ирттернӗ. Кун хыҫҫӑн управляющи компанийӗсем йӗркене пӑснӑ 43 тӗслӗхе пӗтернӗ, ҫынсем коммуналлӑ тӑкаксемшӗн 479,9 пин тенкӗ ытларах тӳлени ҫиеле тухнӑ. 22 материала пӑхса тухма янӑ. Вӗсенчен саккӑрӑшне – Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцине, пӗри – миравай судьяна, иккӗшӗ – Роспотребнадзора, вунпӗрӗшӗ – прокуратурӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Раҫҫейри 85 регионта та географи диктантне ҫырӗҫ. Пӗлтӗр акцие Общество Канашӗн Попечительлӗхӗн Председателӗ Владимир Путин тата Вырӑс географи обществи пуҫарнипе йӗркеленӗ. Диктантра 30 задани пулӗ. Вӗсем йывӑрлӑхӗпе пӗрешкел мар. Вӗсене пурнӑҫламашкӑн 45 минут парӗҫ. Пӗлтӗрхи пекех, диктанта И.Н.Ульянов ячӗллӗн ЧПУра ҫырӗҫ (ҫӗнӗ корпус). Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсенче, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче те лапамсем йӗркелӗҫ. Диктанта ҫырас текенсен тӗнче тетелӗнче регистрациленме пулать ӗнтӗ. Тӗплӗнрех 8(8352) 45-26-53 номерпе шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме пулать, координаторӗ – Инна Витальевна Никонорова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 43-мӗш шкул ачисем апатпа наркӑмӑшланса пульницӑна лекни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта вӗренекен 7 шӑпӑрлана инфекци уйрӑмне вырттарнӑ. Телее, халӗ вӗсене киле яма тытӑннӑ. Ачасем наркӑмӑшланнине шута илсе Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ плана кӗртмен тӗрӗслев ирттерме палӑртнӑ. Паян хулари 58 шкула тӗрӗслевпе ҫитнӗ. Апатланӑшри вӗри апата уйрӑмах тимлӗ пӑхнӑ. 43-мӗш шкула халӗ куҫран вӗҫертмеҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче муниципалитет вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисемпе канашлу иртнӗ. Унта шкул ачисене апатлантарас йӗркене пӑхса тӑрассине ҫирӗплетме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, республикӑри Наци вулавӑшӗнче «Актуальность перевода на национальные языки и с национальных языков в российском и европейском контексте» (чӑв. Наци чӗлхисене куҫарнин тата наци чӗлхисенчен куҫарни Раҫҫей тата Европа контекстӗнче) ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ ҫыравҫӑсемпе тӑлмачсем иртнӗ ӗмӗрен 20-30-мӗш ҫулӗсене аса илсе калаҫнӑ. Аса илтеретпӗр, унта Раҫҫейри тата Европӑри литературоведсем, ҫыравҫӑсем, тӑлмачсем хутшӑннӑ. Ҫавра сӗтелтисем ҫӗршыври халӑхсен наци литературине пулӑшмалли программа проектне хатӗрлеме йышӑннӑ. Вӗсем 20-мӗш ӗмӗрӗн 20—30-мӗш ҫулӗсенче СССР халӑхӗсен Центриздатӗнче наци чӗлхеллӗ хайлавсене пичетленине аса илнӗ. Кайран «Советская Россия», «Современник», «Молодая гвардия» тата ыттисем наци авторӗсен вырӑсла куҫарнӑ ӗҫӗсене кун ҫути кӑтартнӑ. Ҫавра сӗтелте куҫаруҫӑсем хатӗрлес ыйту пирки те пуҫ ватнӑ. Анчах хальлӗхе унӑн татӑклӑ хуравӗ ҫук. Мероприятин резолюци пайӗнче тӑлмачсене хатӗрлес тытӑм пирки шухӑшласа пӑхмаллине палӑртнӑ. Наци литературин чи лайӑх хайлавӗсене Куҫару институчӗпе пӗрле пулса куҫарассине те резолюцие кӗртсе хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Чернышевский урамӗнчи киоска турттарса кайнӑ. Вӑл текех ӗҫлемӗ. Ӑна мӗншӗн илсе пени те паллӑ: унта унччен «фанфурик» сутнӑ. Киоск Чернышевский урамӗнчи 6-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Ӑна юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче турттарса кайнӑ. Ҫитес вӑхӑтра Шупашкарти тепӗр 5 киоска ҫавнашкал шӑпа кӗтет. Спиртлӑ шӗвек сутакан киосксене илсе пересси пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушу алӑ пуснӑ. Ҫитес вӑхӑтра турттарса каймалли пилӗк киоск хуҫисене кун пирки хулари пурлӑх комитечӗ асӑрхаттарнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче троллейбуспа, автобуспа, маршруткӑпа ҫӳремелли билет хакне хӑпартасси пирки калаҫнӑ. Общество транспорчӗпе ҫӳренӗшӗн тата багажшӑн тӳлемелли укҫа виҫине пысӑклатас проекта ырланӑ. Ҫӗнӗ тарифсем 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗҫ. Хулаҫум автовокзалӗнчи автобуссемпе ҫӳремешкӗн те хаклӑрах пулӗ. Юлашки хутчен хаксене 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ӳстернӗ. Хальхинче билет хакӗсем мӗнле пулассине вырӑнти хӑйтытӑмлӑх палӑртӗ. Ларура йышӑннӑ тӑрӑх, кашни муниципалитет билет тата пӗр уйӑх ҫӳремелли билет хакне палӑртма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Хӗл ҫывхарать, Чӑваш Енри хӑш-пӗр хуҫалӑхра вара ҫӗрулми пуҫтарса кӗртмен-ха. Сӑлтавӗ — ҫумӑр ҫуни. Юр лариччен ҫӗрулмине пухса пӗтерес тесе хуҫалӑхсем ҫынсене ӗҫе илӗртме тытӑннӑ. Александр Артемьев хуҫалӑхӗнче купӑста хӗрсе кайсах пуҫтараҫҫӗ. Лаптӑк пысӑк. Ҫӗрулмине те часах пухса кӗртеймен. Ара, ӑна алӑпах пуҫтарма тивет-ҫке-ха. Нӳрӗ ҫӗр ҫине техника кӗреймест. Фермер вырӑнти халӑха та ӗҫе явӑҫтарать. Канмалли кунсенче район администрацийӗн, вырӑнти ял тӑрӑхӗн ӗҫченӗсем те уя тухаҫҫӗ. Хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫлеҫҫӗ вӗсем. Ҫапах кашнине пӗрер михӗ ҫӗрулми тиветех. Ҫӗрпӳ районӗнче вара чылай хуҫалӑхра ҫӗр сухалаҫҫӗ, ку ҫум курӑк шӑтасран сыхлать. Районти хуҫалӑхсем тыр-пула, пахча ҫимӗҫе пухса кӗртнӗ ӗнтӗ. Ҫӗрулми анисем ҫеҫ пушанман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Нелли Краснова Пӗтӗм Раҫҫейри тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен ӑсталӑх класӗнче Гран-прие ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Мускавра юпан 24-25-мӗшӗсенче иртнӗ. Тӑван чӗлхе педагогӗсен (ҫав шутра вырӑс чӗлхи те пур) ӑсталӑх класне 2007 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Куҫӑн мар майпа иртнӗ тапхӑра 300 ытла вӗрентекен хутшӑннӑ. Жюри чи лайӑх 40 педагога суйланӑ, вӗсене Мускава финала чӗннӗ. Финалистсен йышне Нелли Анатольевна та кӗнӗ. Нелли Краснова методика пособийӗсен, чӑваш чӗлхи енӗпе хатӗрленӗ вӗренӳ пособийӗсен авторӗ. Унӑн вӗрентекенӗсем хула тата республика шайӗнче иртекен конкурссенче малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл Раҫҫей Президенчӗн премине те тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Кӗр кунӗсем ҫитсен ӗлӗк-авал чӑвашсем чӳк ирттернӗ. Ваттисене аса илнӗ, Турӑсенчен ырлӑх ыйтнӑ. Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ҫыннисем те авалхи йӑласене манас мар тесе чӳк ирттернӗ. Ӑна вӗсем ахаль вырӑнта мар, ял ҫыннисем ӗлӗкех чӳклеме ҫӳренӗ таса вырӑнта йӗркеленӗ. Вӑл ялпа юнашарти Ҫӑва вӑрманӗнче вырнаҫнӑ. Ӗлӗкех кунта ҫӑва пулнӑ иккен, ҫавӑнпа вӑрманне те ҫав ята панӑ. Ҫӑваран хальхи вӑхӑтра нимӗнле йӗр те юлман тесен те юрать — йывӑҫсем кӑна кашласа лараҫҫӗ. Ҫавах та ҫӑва йӗри-тавра чавса тухнӑ канавсем халӗ те сыхланса юлнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, ҫӑвапа юнашарах чӳк вырӑнӗ те пулнӑ. Вӑл тӗпӗ-йӗрӗпе ҫухалман, унӑн вырӑнӗ ватӑсем урлӑ пирӗн вӑхӑтччен ҫитнӗ. Пухӑннисем ваттисене асӑнса чӑх пуснӑ, ырӑ хӑватсене пурнӑҫра пулӑшса пыма ыйтнӑ. Ку ӗҫре чӳк йӗркине пӗлекен Фёдор Мадуров пулӑшнӑ. Вӑл чӳк йӗркине каласа панӑ, чӳклеме пулӑшнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |