Республикӑра
![]() Юрий Кислов депутат (сулахайри) Ӗнер чӑваш парламенчӗн депутачӗсене халӑх тарҫи пулнине ӗнентерекен значоксем тыттарнӑ. Депутат значокӗсене субординацие пӑхӑнса валеҫнӗ: малтан парламент ертӳҫине, унтан — спикер ҫумӗсене, кайран — комитет ертӳҫисене, юлашкинчен — ахаль депутатсене. Александр Белов журналист ҫырнӑ тӑрӑх, значоклӑ пулнисем протокол сӑнӳкерчӗкӗ валли ӳкерӗннӗ май кашни хӑйне май тытнӑ. Шупашкарти Ҫӗнӗ Кӑнтӑр микрорайонӗнчен депутата суйланнӑ Роман Каляев Валерий Филимонов спикера тӑванла ыталаса илнӗ, Петр Краснов регалине типпӗн илсе ҫаврӑнса утнӑ, Игорь Моляков сӑмах калама ӑнтӑлнӑ. Депутата пуҫласа суйланнисем значока тимлӗн сӑнанӑ пулсан, унччен те халӑх тарҫи шутланнисемшӗн вӑл хӑнӑхнӑ япалан туйӑннӑ. Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн пуҫлӑхӗ Юрий Кислов малтанхи значока кӑмӑлланине палӑртнӑ, мӗншӗн тесен унӑн йӗппи (булавки) меллӗрех пулнӑ, хальхи валли вара пиншака шӑтарма тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Зинаида Аниськина Тутарстанри Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнче халӑх театрӗ ӗҫлет. «Сувар» хаҫатра Константин Малышев журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна халӗ Зинаида Аниськина ертсе пырать. Акӑ епле ҫырса кӑтартнӑ вӑл: «Ачасемпе ҫулталӑкне 2 спектакль хатӗрлет Зинаида Владимировна. 15 ача ун патне актер ӑсталӑхне вӗренме ҫӳрет. Эрнере икӗ хутчен шкул хыҫҫӑн пухӑнаҫҫӗ вӗсем клуба. Денис Аниськин, Ангелина Агапова, Карина Яшмурзина, Полина Григорьева, Роман Чухунов, Вадим Ефремов – чи пултаруллисем. Ялти театр сезонӗ кӗркунне клуба ӑшӑ парсан пуҫланать. Премьерӑсене ял-йыш та кӗтет. Декорацисене те ял театралӗсен хӑйсен тума тивет. Клубри хӗрарӑмсене мӑшӑрӗсем пулӑшаҫҫӗ. Костюмсемпе ҫеҫ йывӑр. Уйрӑмах ачасем валли тӗрлӗрен выльӑхсен тумӗсене тума хӗн. Аслисен репертуарӗ – йӑлтах чӑвашла. Аслӑ ушкӑна шкулта тата ача пахчинче ӗҫлекенсем ҫӳреҫҫӗ, пенсионерсем те сахал мар. Анчах кунта та йывӑрлӑхсӑр мар. Зинаида Аниськина шухӑшӗпе, хальхи драматургсен пьесисемпе хатӗрленӗ спектакльсене ялта лартма йывӑр. Чебановӑн комедийӗсене кӑна сцена ҫине кӑларма ҫӑмӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти вӗрентекенсем Йошкар-Ола хулинче Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти шкулсенче ӗҫлекен чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен тата шкулсенчи директорсен вӗренӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗсен ушкӑнӗ Чӑваш Республикипе юнашар вырнаҫнӑ кӳршӗ Мари Эл Республикин тӗп хулине — Йошкар-Олана — ҫул тытнӑ. Унта вӗсем хулари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 14-мӗш гимназире «Вӗренекенсен этнокултьтура аталанӑвӗ» ятлӑ семинарта пулнӑ. Мари Эл Республикинче пурӑнакан ӗҫтешсем пирӗн делегацие уроксемпе класс тулашӗнчи ӗҫсен тӗсӗсене кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех вӗрентекенсем хула центрӗнче ҫӗкленекен ҫӗнӗ архитектура микрорайонне ҫитсе курнӑ, тӗрлӗ паллӑ вырӑнсенче экскурире пулнӑ. Вӗрентекенсене уйрӑмах ҫармӑссем хӑйсен тӗп хулин историне, унпа ҫыхӑннӑ паллӑ ҫынсен ячӗ-шывне ҫӗклеме тӑрӑшни кӑмӑла кайнӑ тата Европа шайӗнче тӑракан архитектура ҫурчӗсемпе парксем, урамсемпе лапамсем ҫӗклеме вӑй-хал ҫитерни тӗлӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Республикинче ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулмасть. Кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ. Паян иккӗмӗш сессири черетлӗ лару иртнӗ. Ӑна Валерий Филимонов ертсе пынӑ. Парламентари 30 ыйту пӑхса тухнӑ. Депутатсем ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй тивӗҫне пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Куншӑн 37 депутат сасӑланӑ, виҫҫӗшӗ вара хирӗҫ пулнӑ. Унӑн тивӗҫӗсене ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй пурнӑҫласа пырӗ. Эппин, ку ӗҫ Юрий Кручинин ҫине тиенӗ. Парламентари ку должноҫе регионти хыснана перекетлес тӗлӗшпе пӗтерме йышӑннӑ. Аса илтерер: ачасен прависене унччен Вячеслав Рафинов хӳтӗленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Нумаях пулмасть Пятница телеканалпа кӑтартакан «Магаззино» кӑларӑм ертӳҫи Александр Молочко Шупашкара килсе кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Ӳкерӳ авӑн уйӑхӗн варринче иртнӗ. Кӑларӑм эфира хӑҫан тухасси паллӑ. Кӑларӑма Пятница телеканалпа ҫитес эрнере курма май пулӗ. Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 18 сехетре эфира тухӗ вӑл. Шупашкарти лавккасене тӗрӗсленӗ кӑларӑмпа «Магаззинӑн» виҫҫӗмӗш сезонӗ вӗҫленӗ. Аса илтерер: Александр Молочко Шупашкарта авӑнӑн 18-22-мӗшӗсенче пулнӑ. 5 кунра вӑл Тӗп пасара, «Смак» лавккана, «Акатуй» супермаркета тӗрӗсленӗ. Александр Молочко вӗсенчен пӗрне те наклейка ҫыпӑҫтарса хӑварман. Кӑларӑм ертӳҫи Шупашкар лавккисенче таракансем чупнине, срокран тухнӑ апат-ҫимӗҫ сутнине, ҫимӗҫсенче нитрат нумаййине тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Юрма» агрохолдингра тата Чӑлха харпӑкӗнче парӑмсем пысӑк. Ҫавна май вӗсенче сивӗ шыва чарса лартма йышӑннӑ. «СУОР» компанин пӗр объектӗнче сивӗ шыва вӑхӑтлӑха пама чарнӑ ӗнтӗ. Асӑннӑ организацисем парӑма ку эрне вӗҫӗнче татма шантарнӑ-ха. Унсӑрӑн «Водоканал» АУО вӗсене сивӗ шыв пама пӑрахӗ. Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Юрма» агрохолдингӑн парӑмӗ 2,6 миллион тенкӗрен иртнӗ. Чӑлха харпӑкӗн вара сахалрах — 929 пин тенкӗ. Шыв пама пӑрахни - парӑмсене татма хистени. «Водоканал» ку мелпе сайра хутра ҫеҫ усӑ курать – парӑма татма ыйтнин усси пулмасан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() РФ Генпрокурорӗн ҫумӗ Сергей Зайцев хушнипе ЧР прокуратури тӗнче тетелӗнче Шупашкарти 19, 28 тата 54-мӗш шкулсенче ачасене 10-мӗш класа йышӑнма пӑрахни пирки пичетеленӗ хыпара тӗрӗсленӗ. Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӳлерех асӑннӑ шкулсенче ачасене чӑнах та 10-мӗш класа йышӑнман-мӗн. Прокуратура ҫул ҫитмен ачасен прависене хӳтӗлес тӗллевпе Шупашкар хула администрацин пуҫлӑхӗ тата шкулсен ертӳҫисем тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, йӗркене пӑснине пӗтерме хушнӑ. Кунсӑр пуҫне 9 вӗренӳ учрежденийӗ тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Мускавра PIR Expo-2016 пӗтӗм тӗнчери курав конференцийӗ иртет. Ку – общество апатланӑвӗнче чи пысӑк пулӑм. Вӑл паян, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, вӗҫленнӗ. Куравпа килӗшӳллӗн Пӗтӗм Раҫҫейри кулинари енӗпе «Студентсен ПИРӗ» ҫамрӑксен чемпионачӗ иртнӗ. Унта Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем хутшӑннӑ. Пирӗн ентешсем арт-класс енӗпе икӗ медаль ҫӗнсе илнӗ. Полина Николаева «Туй ҫӑкӑрӗ» номинацире ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Мария Ягина вара «Ача-пӑча торчӗ» номинацире кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен хӗрарӑмсем Катерина Галицына юррипе авкаланса ташланӑ. Видео халӑх тетелне лекнӗ. Ӗҫ тумтирӗпе пулнӑран тухтӑрсем службӑра пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫынсене васкавлӑ пулӑшма хатӗр тухтӑрсенчен пӗри, ҫӳллӗ кӗлӗллӗ хитре пушмак тӑхӑнни, самай хуҫкаланать. Тепӗр ӗҫтешӗ те унпа ташлать. Виҫҫӗмӗшӗ видео ӳкерет. Хӑйсен ташшине пысӑка хурса хакланӑ май видеона курсан пурте тӳнсе кайӗҫ тесе калаҫҫӗ. Видео ӳкеренни: «Секси-хырӑмӑрсене кӑтартӑр», — тесе сӗннӗрен тухтӑрсенчен пӗри тумтирне ҫӗклесе хырӑмне кӑштах кӑтартса илет. Видеоролик вӗҫӗнче хӗрарӑмсем: «Секси скорой помощи, кугесинская подстанция!» (чӑв. Васкавлӑ пулӑшу сексийӗ, Кӳкеҫ подстанцийӗ!) — тени илтӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() РФ Патшалӑх Думин Финанс комитечӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗ комитет ертӳҫине Анатолий Аксакова Наци финанс канашне кӗртме сӗннӗ. Унтисем Чӑвашран депутата суйланнӑскере Патшалӑх Думин представителӗ евӗр ярасшӑн. Кун пирки Анатолий Аксаковӑн официаллӑ страницинче паян пӗлтернӗ. Сӗннӗ кандидатсем хушшинче ҫавӑн пекех экономика политики енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Сергей Жигарев тата хысна тата налук енӗпе ӗҫлекеннин ертӳҫи Андрей Макаров пур. Наци финанс канашӗ Раҫҫей банкӗн коллегилле органӗ шутланать. Халӗ ӑна Раҫҫей финанс министрӗ Антон Силуанов ертсе пырать, унӑн ҫумӗ — Раҫҫей банкӗн ертӳҫи Эльвира Набиуллина. Канашра ҫавӑн пекех РФ Президент Администрацийӗн, правительствин тата парламентӑн икӗ палатин пайташӗсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |