Республикӑра
![]() Административлӑ правӑна пӑснӑ машинӑсене ятарлӑ стоянкӑсене илсе кайма пултарнине пӗлетпӗр-ха. Тӗслӗхрен, автомобиле юраман вырӑнта (газон е тротуар ҫинче) лартсан ҫавӑн пек ҫӗре илсе каяҫҫӗ. Машинӑна унтан илсе тухас тесен хуҫин маларах кӑлтӑкшӑн штраф тӳлемеллеччӗ тата автомобиле турттарса кайнин тӑкакне саплаштармаллачӗ. Ӗнертенпе ку йӗркене улшӑну кӗртнӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ алӑ пуснӑ 75-мӗш номерлӗ саккунта тытса чарнӑ машинӑсене ятарлӑ стоянкӑна куҫарассин йӗркине улшӑну кӗртнӗ. Ҫапла вара хуҫи кӑлтӑкне ҫийӗнчех пӗтерсен машинӑна ятарлӑ вырӑна илсе кайнишӗн укҫа тӳлеттермӗҫ. Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: автомобиле ятарлӑ вырӑна илсе кайнишӗн мӗн чухлӗ тӑкакланассине республикӑн Тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Хырхӗрри ялӗ картта ҫинче Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри тӗп шкулӗ ҫак кунсенче тӗрлӗрен пулӑмсемпе пуян пулнӑ. Вӗсен шутне 5-7 классем валли ятарласа ирттернӗ «Хаваслӑ стартсене» кӗртмелле. Кашни класс ултӑ ачаран тӑракан команда хатӗрленӗ: виҫшер арҫын ача тата виҫшер хӗрача. Малтанах хутшӑнакансем хӑйсемпе паллаштарнӑ, ушкӑнсене ятсем панӑ. Ун хыҫҫӑн хӗрӱ тупӑшу пуҫланнӑ. Еплерех кӑна вӑй виҫмен пулӗ ҫамрӑк спортсменсем: ункӑпа баскетбол ҫӑмхисене маларах кустарса ҫитерессипе те, урасене йӗлтӗр сырса спортзалӑн тепӗр вӗҫне чупса ҫитсе тӗл перессипе те, харӑсах виҫшер пысӑк мечӗк йӑтса чупассипе те, шурӑ хут листине алсемпе тытмасӑр йӑтассипе те — тата ытти нумай хаваслӑ тупӑшусенче. Ҫиччӗмӗшсем, паллах, пӗрремӗш вырӑна алран вӗҫертмен. Вӗсенчен кӑшт ҫеҫ кая юлса улттӑмӗшсем иккӗмӗш, пиллӗкӗмӗшсем – виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Куракансем — шкул ачисемпе вӗрентекенсем — ӑмӑртакансене тупӑшу вӑхӑтӗнче алӑ ҫупса хавхалантарнӑ, вӗҫӗнче ҫӗнтерӱҫӗсене ҫак майпах саламланӑ. «Хаваслӑ стартсене» «Ҫамрӑксем — сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн» акци шучӗпе Алексей Викторович Гаврилов хатӗрленӗ, хӑйех ертсе пынӑ. |
Хулара
![]() Шупашкарта кавӑн фестивалӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта ҫак ҫимӗҫрен хатӗрленӗ ӗҫсене курма май пулнӑ. Фестиваль Николаев ячӗллӗ паркра иртнӗ. Фестиваль йӗркелемешкӗн ятарласа 3 тонна кавӑн туяннӑ. Пӗрремӗш юр ӳкнӗ пулин те «ТыкваПарк» фестивале йӗркеленӗ. Унта кӑсӑклӑ тӗрлӗ экспозици нумай пулнӑ. Вӗсене ачасем ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле хатӗрленӗ. Конкурссем те ирттернӗ. Михӗре сиксе, шӳтлӗ эстафетӑра тупӑшса парнесем ҫӗнсе илнӗ. Кунашкал фестивале тӑтӑшрах ирттерме палӑртнӑ: икӗ уйӑхра пӗр хутчен. Тепрехинче юр кӗлеткесен фестивальне ирттересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Муркаш районӗнчи Москакассинче пурӑнакан Неонила Белова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл халӗ 10 мӑнукпа, вӗсен 12 ачипе, 2 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Ҫулӗсем самай пулин те кинемей шӳтсене ӑнланать, хастар пулма тӑрӑшать. Юбиляр уявне ҫемйипе паллӑ тунӑ. Ҫамрӑк чухне Неонила Степановна Шупашкарти ҫар хӳтӗлевӗн савутӗнче тӑрӑшнӑ. 1939 ҫулта вӑл ӗҫтешне качча тухнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан упӑшки Семен Федорович фронта тухса кайнӑ. Неонила Степановна килте ачапа юлнӑ. Телее, мӑшӑрӗ вӑрҫӑран сывах таврӑннӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем йӗркеллех пурӑннӑ, колхозра ӗҫленӗ. Неонила Степановнӑна сумлӑ юбилейпе саламлама районти тӳре-шара та килнӗ. Вӗсем кинемее ҫирӗп сывлӑх ӑнӑҫу суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Канмалли кунсенче Шупашкар хула администрацийӗ Тӗп пасар ҫывӑхӗнче суту тӑвакан ҫынсене тӗрӗсленӗ. Саккуна пӑсса сутнӑшӑн вӗсене штрафсем ҫырса панӑ. Администраци пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслев вӑхӑтӗнче саккуна пӑсса суту тӑвакан 60 ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӗсене пурне те кун пирки асӑрхаттаракан хутсем валеҫсе панӑ. Унта чӑвашла та, вырӑсла та ҫырса ӑнлантарнӑ. Администраци тивӗҫлӗ органсене вӗсен продукцине туртса илсе экспертизӑна пама, унтан тӗп тума ыйтнӑ. Халӗ хала администрацийӗ Тӗп пасарпа ватӑсене, ялтан сӗт юр-варӗ, пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла сутма килекенскерсене, вырӑнсене йӳнӗрехпе тара парасси пирки калаҫса татӑласшӑн. Сӑмах май, юпан 17-30-мӗшӗсенче Шупашкарти административлӑ комисси йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсен тӗлӗшпе 39 протокол ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Халӗ унчченхи пек ҫуркунне тата кӗркунне вӑхӑта пӗр сехет маларах е каярах куҫармаҫҫӗ. Куншӑн хӑшӗ-пӗри кӑмӑлсӑрланать. Ара, ҫулла хӗвел ирхи 3-рех тухать, кӗркунне каҫхине час тӗттӗмленет. Теприсемшӗн вара ҫак вӑхӑт меллӗрех. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи пӗр регион виҫҫӗмӗш сехет зонипе пурӑнма тытӑнӗ. Сӑмах — Сарӑту облаҫӗ пирки. Ҫӗнӗ ҫултан пуҫласа вӗсем ҫӗнӗ вӑхӑт ҫине куҫӗҫ. Сехет йӗппине 1 сехет маларах куҫарӗҫ. Эппин, сарӑтусем Ҫӗнӗ ҫула пирӗнтен 1 сехет маларах кӗтсе илӗҫ. Анчах ку шухӑша пур ҫын та ырламан. Палӑртмалла: кунашкал вӑхӑтпа, Мускавринчен 1 сехет маларах, пурӑнма Самар, Чӗмпӗр, Аҫтӑрхан облаҫӗсенче, Удмурт Республикинче хӑнӑхнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чӑнкасси ял тӑрӑхӗн депутачӗ суд сакки ҫине ларнӑ. 44 ҫулти арҫын арӑмне тата хӗрне хӗненӗшӗн явап тытнӑ. Ку кӑҫалхи утӑ уйахӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ. Ун чухне депутат эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ. Ку, паллах, арӑмне килӗшмен — вӑл кӑмӑлсӑрланма пуҫланӑ. Депутата вара арӑмӗн асӑрхаттарӑвӗ уртарса янӑ. Вӑл хӗрарӑма питӗнчен ҫапма пуҫланӑ. 14 ҫулти хӗрӗ амӑшӗн хӳттине кӗнӗ. Анчах ашшӗ ҫавах чарӑнман — ачана та хӗненӗ. Ун хыҫҫӑн ҫеҫ вӑл лӑпланнӑ. Киревсӗр ӗҫӗшӗн депутатӑн явап тытма тивӗ. Вӑл патшалӑха 180 сехет ӗҫлесе татӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти 43-мӗш шкулта ачасем столовӑйри апатпа наркӑмӑшланнӑ, вӗсенчен хӑшӗсем пульницӑна лекнӗ факта республика правительствин ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, сиплев учрежденийӗсене 7 ачана вырттарнӑ, наркӑмӑшланнисене 20 тӗслех шута илнӗ. Роспотребнадзор управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская шкулта самай кӑлтӑк асӑрханине пӗлтернӗ. Холодильник тата кирлӗ ытти оборудовани пур пулин те столовӑй ӗҫченӗсем апат-ҫимӗс хатӗрлессин тата упрассин йӗркине пӑснӑ. Тирпейленӗ чух та йӗркеллӗ тасатса ҫуман. Вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев шкулта тӗрӗслев ӗҫне тивӗҫлипе йӗркелеменнине палӑртнӑ. Ӳпкевӗ шкул ертӳҫине те, апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерекен «Кулинар плюс» ОООна та тивнӗ. Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче шкула вӑхӑтлӑха хупнӑ, ачасене керкуннехи каникула янӑ. Михаил Игнатьев Элтепер яваплисене явап тыттарма чӗнсе каланӑ, кирлех пулсан ӗҫрен хӑтарма та юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шорккари кинеми-мучисем Шупашкар районӗнчи Шорккари ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансем утса сывлӑха ҫирӗплетесшӗн. Скадинави утти текен меслетпе вӗсем паян пурте пӗрле пулса уҫӑлма тухнӑ. Икӗ алла пӗрер туя тытни организмри мӗнпур мышцине ӗҫлеттерет тенӗрен мучи-кинемисем хулӑ касса тунӑ патаксем ҫине таянса асфальт ҫулпа утса ҫаврӑннӑ. «Утса ҫӳресен чӗре те лайӑхрах ӗҫлет, юн та лайӑхрах чупать, апат та лайӑхрах анать», — теҫҫӗ Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн Шорккари уйрӑмӗнче канлӗх тупнӑ ватӑсем. Уҫа сывлӑша кинеми-мучисене ваттисен ҫурчӗн ӗҫченӗсем эрнере 3—4 хутчен илсе тухаҫҫӗ. Пӗччен ларса юласран урапапа ҫӳрекен сусӑр та ыттисемпе пӗрле уҫӑлма хаваспах тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн правительствин паянхи ларӑвӗнче хӑш муниципалитета мӗн чухлӗ укҫа килнине тишкернӗ. Ку ыйтупа тухса калаҫнӑ Иван Моторин премьер-министр хуласемпе районсен тӗп тӗллевӗ халӑхӑн пурнӑҫ условине лайӑхлатасси тесе каланӑ. Муниципалитетсен инвестици паспортне те хатӗрлемелле. Хуласем тата 15 район ку ӗҫе пурнӑҫланӑ. Элӗк, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсем ку ӗҫе тӑсса янӑ. «Муниципалитетсен пушӑ инвестици лапамӗсем пирки информацие ҫӗнетсех тӑмалла», — асӑрхаттарнӑ премьер-министр. Иван Моторин шучӗпе муниципалитетсем ҫӗр лаптӑкӗпе туллин усӑ курассипе ячӗшӗн ӗҫлеҫҫӗ. Инвестици илсе килессипе 2014—2015 ҫулсенче тата 2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Шупашкар тата Етӗрне районӗсенче, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хули лайӑх тимленӗ. Улатӑр, Куславкка, Шӑмӑршӑ районӗсем, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Канаш хулисем начар тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |