Республикӑра
![]() «Элара» савутӑн гендиректорӗ Андрей Углов (сылтӑмри) предприятипе паллаштарать Паян, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Хӑрушсӑрлӑх Канашӗн Секретарӗпе Николай Патрушевпа тата РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи тулли парваллӑ элчипе Михаил Бабичпа республикӑри предприятисенче хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗпе еплерех ӗҫленипе кӑсӑкланнӑ. Вӗсем Г.А. Ильенко ячӗллӗ «Элара» ӑслӑлӑхпа производство комплексӗпе паллашнӑ. Организацин гендиректорӗ Андрей Углов ҫӗршыври авиацие тӗрлӗ хатӗрпе тивӗҫтерсе тӑракан концернсен шутӗнче пулнине аса илтернӗ, Су, МиГ, Ту самолетсем валли ятарлӑ хатӗрсем калӑпласа кӑларнине пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне Бе-200 самолет-амфибисем, «Камова» тата «Миля» фирмӑсен вертолечӗсем валли те тӗрлӗ хатӗр ӑсталаҫҫӗ. Предприяти чукун ҫул предприятийӗсемпе те килӗштерсе ӗҫлет. Сумлӑ йыш Шупашкарти «Экра» предприятие, Ҫӗнӗ Шупашкарти каяш пухакан полигона та ҫитсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫитес уйӑхран хваттер укҫи хакланӗ. Ҫапла вара газшӑн та, шывшӑн та, ҫутӑшӑн та ытларах тӳлеме тытӑнӑпӑр. Шупашкар хулине илес пулсан, ӑшӑшӑн тӳлесси кӗсьене мӗн чухлӗ ҫӳхетме тивесси ҫурта мӗнле компани ӑшӑпа тивӗҫтернинчен килет. «Т Плюс» хака 6,7% хӑпартӗ, «КТ» текенни — 4,4%. Газ плитиллӗ кил хуҫисен ҫутӑ укҫине ҫитес уйӑхран 6,4% нумайрах тӳлеме тивӗ, электричество плитиллисен — 6,6%. Шывшӑн тата таса мар канализацишӗн хак тепӗр чӗрӗк чухлӗ ӳсмелле. Тӳре-шара ҫынсене сахал тупӑшлисене субсиди парса пулӑшни пирки аса илтерет. Кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна республикӑн тӗп хулинче коммуналлӑ пулӑшу ҫӑмӑллӑхне кӳме хыснаран 51,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫӑмӑллӑхпа 6,7 пин тыла ҫемье усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "У Петровича" кафе Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ эрнесерен ирттерекен канашлӑва ирттернӗ. Унта яланхиллех тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра тӳре-шара Раҫҫей кунне епле ирттернине те тишкернӗ. Республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин Шупашкарти хӑш-пӗр кану учрежденийӗсем право йӗркине тата хӑрушсӑрлӑха пӑханманнине палӑртса хӑварнӑ. Сӑмахне ҫирӗплетме вӑл тӗп хуламӑрти Мир проспектӗнче вырнаҫнӑ «У Петровича» кафене асӑннӑ. Апатлану предприятийӗ унта пырса ҫӳрекенсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тӑрӑшмасть тесе шухӑшлать иккен Сергей Неяскин министр. Сӑмах май, кафе йӗрке хуралҫисемпе — полицин участокри пункчӗпе — кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ. Министр ун пек учрежденисен ӗҫне чарса лартма сӗннӗ. Михаил Игнатьев Элтепер министр каланипе килӗшнӗ май яваплисене ку ыйтупа ҫине тӑма хушса каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Мускаври "ҫавра сӗтел" Раҫҫей кунӗнче Мускаври йӑхташӑмӑрсем Акатуй ирттернӗ. Унсӑр пуҫне хастарсем Раҫҫей кунне халалланӑ мероприятисем те йӗркеленӗ. Вӗсене Чӑваш енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ тата Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ йӗркеленӗ. Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче Чӑваш Ен Раҫҫей йышне кӗнӗренпе 465 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫавра сӗтеле» те пуҫтарӑннӑ. Унта Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗн ертӳҫи Анатолий Григорьев, Мускаври чӑваш культурин обществин ертӳҫин ҫумӗ Гурий Крылов, дивизи командирӗ пулнӑ Василий Чапаев мӑнукӗ Татьяна Чапаева, ирӗклӗ мелпе кӗрешессипе тӗнче чемпионӗ ята темиҫе хутчен те тивӗҫнӗ Сергей Корнилаев, Чӑвашран тухнӑ офицерсен ентешлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ Иван Николаев, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ строителӗ, «Строитель плюс» фирма гендиректорӗ Анатолий Петров тата ыттисем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() РФ вице-премьерӗ Игорь Шувалов Ҫӗршывӑн вице-премьерӗ Игорь Шувалов ҫынсене хӑвӑртрах хваттер туянма сӗннӗ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл «Россия 1» телеканалпа пыракан «Воскресный вечер с Владимиром Соловьевым» кӑларӑма хутшӑннӑ чух палӑртса хӑварнӑ. Игорь Шувалов шучӗпе хальхи вӑхӑт ҫурт-йӗр туянмашкӑн меллӗ. Эконом-класс шутланакан ҫурт-йӗр хакӗ юлашки вӑхӑтра, чӑн та, пӗр вырӑнта тӑрать. Банксем ипотека кредитне хаваспах параҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах халӑх шухӑшне пухакан Пӗтем Раҫҫейри центр ҫынсен иккӗ-виҫҫӗмӗш пайӗ кулленхи тӑкаксене чакарнине пӗлтерет. 87 проценчӗ вара кредит илме хӑрать иккен. Ҫынсем кивҫен укҫа илме тӑхтаса тӑнине кура кредит учрежденийӗсем халӑха илӗртмелли ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ мелсем шыраҫҫӗ. Ҫурт-йӗр сутӑнманни строительсене те чӑрмав кӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн ҫуртне юсаса ҫӗнетесшӗн. Кун пирки паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче РФ Гражданла хӳтӗлев, инкеклӗ лару-тӑру ӗҫӗсен, ҫутҫанталӑк инкекӗсен шырлӑхне сирес ӗҫсен министерствин Тӗп регионти центрӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Баженовпа тата РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Атӑлҫи регионсенчи центрӗн пуҫлӑхӗпе Игорь Паньшинпа Михаил Игнатьев Элтепер тӗл пулнӑ чух сӑмах хускатнӑ. Михаил Игнатьев федераци округӗнчи тӗп управленипе республикӑри влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем килӗштерсе, тухӑҫлӑ ӗҫленине, регионта пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе пысӑк тимлӗх уйӑрнине каланӑ. Ӗҫлӗ курнӑҫӑва Чӑваш Енри ГКЧС ертӳҫи Вениамин Петров, РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ершепуҫӗнчи ФАП Вӑрнар районӗнчи Ершепуҫӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗкленет. Тухтӑр пӳртне тӑвассине "Чӑваш Республикинче ял ҫыннисене медицинӑпа санитари пуҫламӑш пулӑшӑвӗ кӳрессипе хушма мерӑсем ҫинчен" республика Элтеперӗн 2012 ҫулхи хушӑвне пурнӑҫланӑ май тытӑннӑ. ФАПа вӑрнарсем ҫак уйӑх вӗҫӗччен туса пӗтересшӗн. Ӗҫе пурнӑҫлакан "Анкер" строительство организацийӗ никӗс ярса пӗтернӗ, халӗ стенасене хӑпартать. Апла пулин те ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ кирлӗ шайра пырать тееймӗн. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство графикран юлса пулса пырать. Ӗҫе хӑвӑртлатассишӗн епле мерӑсем йышӑнассине каламан-ха район администрацийӗн сайтӗнчи хыпарта. Ӗҫе пурнӑҫлама республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ыйтнине вара палӑртса хӑварнӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Кӑҫал ҫул-йӗре юсас ӗҫе ЧР Правительстви 4 миллиард тенкӗ ытла тӑкаклама хатӗр. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫӗнӗ ҫул сарӗҫ, теприсенче киввисенех юсӗҫ. Вӑрнар районӗнче хӗл лариччен 5 ҫухрӑм ҫул сарма палӑртнӑ. Вӑрманкасси ялӗнче кӗҫӗх ҫӗнӗ ҫул пулӗ. Халӗ 920 метр тӑршшӗ участокра ӗҫ хӗрсех пырать. Вӗтӗ чул сапнӑ ӗнтӗ. Ҫӗнӗ ҫулӑн сахалтан та 4 ҫул чӑтмалла. Подрядчик ӗҫе уйӑх вӗҫлениччен туса пӗтерме шантарнӑ. Ялта ҫул питӗ япӑх. Ҫӗнӗ ҫул сарма тытӑнсан халӑхӑн кӑмӑлӗ те ҫӗкленнӗ. Урапапа ҫӳрекенсем ҫеҫ мар, ҫуран утакансем те кӑмӑллӑ. Вӗсем валли тротуар та пулӗ. Ҫулсене тытса тӑма тата юсама 38 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ӗҫӗн 40 процентне пурнӑҫланӑ ӗнтӗ. Ҫитес вӑхӑтра Ярмушка тата Упнер ялӗсенче ҫӗнӗ ҫул сармалла.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнчи лаша клубӗ ҫумӗнче ӑмӑрту иртнӗ. Вӑл канмалли кунсенче пулнӑ. Ӑмӑрту лаша спорчӗн виҫӗ тӗсӗпе иртнӗ. Ӑна ҫурхи ӗҫсем вӗҫленнине халалласа ирттернӗ. Тупӑшӑва 40 ҫын хутшӑннӑ. Ачасем, спортсменсем, спорта юратакансем вӑй виҫнӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем хӑвӑртлӑхра, тӗрлӗ чӑрмава парӑнтарассинче вӑй виҫнӗ. Тӑхтавсем вӑхӑтӗнче Пукане театрӗн артисчӗсем ачасем валли постановкӑсем лартнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене дипломпа, парнесемпе, медальпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӗмен облаҫӗнче «Туслӑх кӗперӗ» ятпа наци культурисен фестивальне йӗркеленӗ. Мероприяти хальхинче Чечеклӗ бульварта иртнӗ. «Вслух.ру» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк ӑмӑр пулин те халӑх уява йышлӑн пуҫтарӑннӑ тесе пӗлтерет. Тӗмен облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Якушев кашни халӑхӑн картишне кӗрсе ҫаврӑннӑ. Чӑвашсене те хисеп тунӑ вӑл. Тӑван халӑхӑмӑрӑн апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхнипех ҫырлахман вӑл: чӑвашсем ташша чӗннӗ те вӗсем пӗрер ҫаврӑм ташлама та кӑмӑл тунӑ. Кӗпӗрнаттӑра Омутнинск районӗнчи Вера Егорова чӑваш хӗрарӑмӗ кӗмӗл укҫаран ӑсталанӑ ҫемье реликвийӗпе те паллаштарнӑ. Йӑхран йӑха парса пыракан пуянлӑха коллекционерсем малтан машинӑлла, кайран тракторла туянма хатӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |