Республикӑра
![]() Пурнӑҫра тӗрлӗрен ҫаврӑнса тухма пултарать те, ҫынсен юристсенчен куҫӗнчен те пӑхма тивет. Кун пеккисене тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвӗ кӳрекен службӑсем пулӑшма пултараҫҫӗ. Ҫак ыйтупа нумаях пулмасть Шупашкар районӗнче иртнӗ канашлусенчен пӗринче хускатнӑ. Канашлӑва асӑннӑ район прокурорӗн ҫумӗ Рафаил Ахмадуллин та хутшӑннӑ. Халӑха право пӗлӗвне тӳлевсӗр кӳни шутне ҫынсене пичет продукцийӗ урлӑ кирлӗ информаципе хыпарлани те кӗнине пӗлтерчӗҫ Шупашкар район прокуратуринче. Сӑмах май каласан, райадминистрацин юридици секторӗ те ҫынсене укҫасӑрах пулӑшнине ӗнентерет. Иртнӗ ҫул, сӑмахран, хайхи тӳре-шара патне 19 ҫын пынӑ. Асӑннӑ муниципалитета илсен, тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвне унта уйӑхӑн иккӗмӗш тата тӑваттӑмӗш кӗҫнерникунӗнче, ирхи 8-тан пуҫласа 17 сехетчен, Кӳкеҫри Шоссе урамӗнчи 15-мӗш ҫуртри 11-мӗш пӳлӗмре кӳреҫҫӗ. Кӳкеҫри Совет урамӗнчи 4-мӗш ҫуртри «Защита» (чӑв. «Хӳтлӗх») ваккатсен коллегийӗн ваккатӗнчен Эрнест Анатольевич Ивановра та тӳлевсӗр консультаци илме пулать. Унӑн телефонӗсем: (8-83540) 2-16-47 тата 8-937-386-63-40. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Алена Иванов тунӑ сӑн Шупашкар хула администрацийӗ Ефремов купса бульварӗнчи суту-илӳ ҫурчӗсене пуҫтарма ыйтать. Унта сувенирсем сутаҫҫӗ. Вӗсене алӑстисем хӑйсем хатӗрленӗ. Ҫапла майпа 40 ытла ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлма пултарать. Анчах мэри кун вырӑнне урӑх вариант сӗнет. 15 ҫурта кӳлмек ҫумӗнче вырнаҫтарма сӗнеҫҫӗ. Кӑҫаллӑха вара ҫуртсене хӑйсен вырӑнӗнчех хӑварнӑ. Ольга Салмина «Про Город» хаҫат редакцийӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫынсем унта хӑйсем ӑсталанӑ япаласене сутаҫҫӗ. Анчах Китайран кӳрсе килнӗ йӳнӗ ӑпӑр-тапӑрпа суту тӑвакан та пур-мӗн. Шупашкар хула администрацийӗн потребитель рынокне тата предпринимательлӗхе аталантарас енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗ Фасиха Солдатова каланӑ тӑрӑх, Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисем Китай япалисене сутни пирки ҫӑхавлаҫҫӗ. Кун пирки сутуҫӑсене темиҫе те асӑрхаттарнӑ. Ҫитменнине, хӑш-пӗр сутуҫӑ хӑйӗн хыҫҫӑн ҫӳп-ҫап хӑварать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Шупашкар районӗнчи вулавӑшсенче чӑвашла вуламалли пӗрлехи кун ирттернӗ. Ӑна республикӑра иртекен «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2014-2015гг.» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулсенчи чи вуланакан кӗнеке) конкурс пынӑ май йӗркеленӗ. Шупашкар районӗн централизациленӗ вулавӑш тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Галина Тимофеева акци тӗллевне тӑван литературӑна, наци культурине юратма хӑнӑхтарассипе ӑнлантарать. Салапайкассинче, тӗслӗхрен, унти шкулта 6-мӗш класра вӗренекенсем Питрав Ибасовӑн «Ылтãн пӗркенчӗк» кӗнекинчи калавсене вуланӑ. Чӑрӑшкассинчи вулавӑшра «Асанне юмахӗсем» кӗнекепе паллашнӑ. Ҫак кунсенче районти вулавӑш ӗҫченӗсем вулакансен хаклавӗсем хушшинче иртекен «Хамӑрӑнне вула» конкурс материалӗсене малалла пухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ район прокуратури тасатмалли сооруженисен тӗлӗшпе саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ. Туҫи ял тӑрӑхӗнче сооруженисем ӗҫлемен, шыв вара Ҫавала тасалмасӑрах лекнӗ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, объекта пӑхса тӑман, сооруженисем япӑх ӗҫленӗ. Ҫапла майпа таса мар шыв Ҫавала лекнӗ. Кунсӑр пуҫне тасатмалли сооруженисем авариллӗ лару-тӑрура пулнине, вӗсене юсамаллине тупса палӑртнӑ. Юханшыва лекекен шыв тӗлӗшпе лаборатори тӗрӗслевӗ пулман. Кунашкал йӗркене пӑснине Иккӗмӗш Вӑрманкас ял тӑрӑхӗнче те тупса палӑртнӑ. Район прокуратури ял тӑрӑхӗн администраци пуҫлӑхӗсене ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерме представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре 200 тата 2000 тенкӗлӗх укҫа кӑларма тытӑнасшӑн. Ку ӗҫе ҫитес ҫул пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. Кун пирки журналистсене Тӗп банкӑн пуҫлӑхӗ Эльвира Набиуллина пӗлтернӗ. Хальлӗхе кунашкал укҫасем мӗнле пуласси паллӑ мар. Ӑна халӑх шухӑшне шута илсе хатӗрлӗҫ. Ҫапах ун ҫине Раҫҫейри регионсен символӗсене кӑтартӗҫ. Ку — йӑла ӗнтӗ. Халӑх шухӑшне палӑртас ӗҫе темиҫе уйӑхран пуҫласшӑн. Кунашкал купюрӑсем ҫынсене тавар туяннӑ чухне ҫӑмӑллӑх парӗ. Ытларахӑшӗ 100, 500, 1000 тата 5000 тенкӗллӗххисемпе усӑ курать-ҫке-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() ШӖМӗн Чӑваш Енри министрӗ Сергей Неяскин Чӑваш Енре Шалти ӗҫсен министерствине урӑх ҫын министр пулса ертсе пырӗ. Вӑл — полицин генерал-майорӗ Сергей Неяскин.Унччен вӑл Сарӑту облаҫӗнче ШӖМре тӑрӑшнӑ. Сергей Неяскин Мӑкшӑ Республикинче 1959 ҫулта ҫуралнӑ. Вырӑнти патшалӑх педагогика институтӗнче, каярах Раҫҫей ШӖМӗн Чулхулари аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов ӗҫрен каяссине пӗлтернине эпир иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех ҫырнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫӗнӗ хыпарпа вӑл хӑйӗн ӗҫтешӗсене видеоконференци мелӗпе территори подразделенисемпе ирттернӗ канашлура каланӑччӗ. Маларах Сергей Семенов министра Чӑваш Ен умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тесе орден медалӗпе чысланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() А.Н. Пояндаевпа Сергей Утриван Ҫитес шӑматкун, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Исток» историпе йӑх тӗпчевҫисен клубӗ черетлӗ ларӑва пухӑнать. Кун йӗркинче: • «Основы генеологии» (чӑв. «Йӑх тӗпчевӗн никӗсӗ») вӗренӳ пособийӗн хӑтлавӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор Л.А. Ефимов ҫырса хатӗрленӗ. Хӑйӗн йӑхне тӗпчекенсемшӗн вӑл кӑсӑклӑ кӗнеке пулма тивӗҫ, ӑна автортан туянма май пур. • Чӑаш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн йӑх тӗпчевҫисен секци ертӳҫи А.Н. Пояндаев хатӗрленӗ хӑтлавпа паллашни. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл Улхаш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ Фёдор Тихонов пирки каласа парӗ. Тӗлпулура кашни йӗх-нӗсӗле тӗпченӗ чухне сиксе тухакан ыйтусем ҫине хурав тупма, шырав меслечӗсемпе паллашма пултарӗҫ. Клубӑн ларӑвӗ ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче иртӗ. Сире 10 сехетре 137-мӗш пӳлӗмре кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Елчӗк районӗнче пысӑк инкек пулнӑ. унта 18 ҫулти пикене урапа ҫапса хӑварнӑ. Ку ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 23 сехет те 45 минутра пулнӑ. Елчӗк тата Аслӑ Елчӗк ялӗсен хушшинче 18 ҫулти хӗре ҫапса хӑварнӑ. Ҫамрӑкскере вилмеллех амантнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Lada Priora урапа водителӗ хӗр ҫине кӗрсе кайнӑ та вырӑнтан тарнӑ. Каярахпа ӑна йӗрке хуралҫисем тытнӑ. Руль умӗнче ларакан 29 ҫулти арҫын ӳсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Канаш чиккине улӑштарассине ҫирӗплетсе саккуна алӑ пуснӑ. Хальхи территори хулана аталанмашкӑн ҫитмест, ӑна пысӑклатмалла. Кун пирки ЧР влаҫ органӗсен пресс-служби хыпарлать. Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ саккунпа килӗшӳллӗн, Канаш хула округне Хучел ял тӑрӑхӗн ҫӗрӗсем те кӗрӗҫ. Монохула унта промышленноҫ тата социаллӑ объектсем хута ярӗ. Территори инвестицисем илӗртмешкӗн май парӗ. Ку таранччен Канашра инвесторсене илӗртмелли пушӑ ҫӗрсем пулман. Халӗ вара индустри паркӗ валли те вырӑн пур. Унта 800 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пулӗ, 1,5 миллиард тенкӗлӗх инвестици илӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Иккассинче пурӑнакансене ялта чиркӳ тӑвас ыйту икӗ ушкӑна пайласа янӑ. Авал чиркӳллӗ ял пулнӑскерте храм тӑвассине пӗрисем ырласа та хӑпартланса йышӑннӑ пулсан теприсем ку шухӑшпа килӗшесшӗн мар. Килӗшеҫҫӗ те пуль-ха, тен, анчах вӗсем чиркӳ Тӑван ҫершывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк вырӑнӗнче хӑпарса ларма пултарассине хирӗҫ-мӗн. Вырӑнти тӳре-шара, ҫав шутра районтисем те, чиркӳ вырӑнӗпе ыйту татӑлманнине ӗнентереҫҫӗ иккен-ха. Ҫынсенчен хӑшӗсем ҫапах та палӑк патне кирпӗч турттарса килнине кура сисчӗвленсе кайнӑ. «Эпир чиркӗве хирӗҫ мар, анчах ӑна урӑх тӗлте хӑпартмалла», — шухӑшлаҫҫӗ вӗсем. Ыйту мӗнлерех татӑлса пӗтессине вӑхӑт кӑтартса парӗ. Чиркӗве хӑпартма тӗп спонсор пулса ҫав ялти Сергей Анисимов пулӑшасшӑн. Ӗҫе нимелле пурнӑҫласшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |