Персона
![]() Александр Магарин Паянтанпа Чӑваш наци телекуравне Александр Магарин ертсе пыма пӑрахнӑ. Республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин кун пирки хушӑва ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ Алла Салаева тӗлӗшпе ӗнер Михаил Игнатьев Элтепер Указ кӑларнинче вӑл урӑх ӗҫе куҫнипе сӑлтавланӑччӗ-ха, Александр Магарин пирки апла калани ҫук. Наци телекуравне вӑл 2014 ҫулхи кӑрлачра ертсе пыма тытӑннӑччӗ. Унччен ку пукан темиҫе уйӑх ҫӗнӗ хуҫине кӗтсе пушӑ ларнӑччӗ. Ӗнер, сӑмах май каласан, тепӗр хушу та пулнӑ. Вӑл — республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗпе ҫыхӑннӑскер. Николай Якимова ку должноҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Ку утӑм мӗнпе ҫыхӑннине те премьер-министр хушӑвӗнче ӑнлантарса тӑман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Пурнӑҫра тӗлӗнсе каймалла пулӑмсем сиксе тухаҫҫӗ. Нумаях пулмасть паллаканӑмсенчен пӗри тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Ӑна... чӗлхе вӑрӑммишӗн ят лекнӗ.
Чӑн та, вӑрӑм чӗлхеллисене нихӑш саманара та юратман-ха. Тӗрӗссине калакансем юмахра кӑна ҫӗнтереҫҫӗ пулӗ. Тепӗр тесен, юмахра та вӗсем малтанласа шар кураҫҫӗ. Аса илер-ха, акӑ, Константин Ивановӑн "Икӗ хӗр" юмахне.
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян 36-мӗш Указа алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Алла Салаева тӗлӗшпе хатӗрленӗ. Указпа килӗшӳллӗн, Алла Салаевӑна ку должноҫран кӑларнӑ. Мӗншӗн? Урӑх ӗҫе куҫнӑран. Анчах малашне вӑл мӗнле должноҫ йышӑнассине хальлӗхе пӗлтермен. Указ алӑ пуснӑ кунранпа вӑя кӗнӗ. Аса илтерер: Алла Салаевӑна ку должноҫе пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнчӗ ҫирӗплетнӗ. Вӑл — педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. 2003 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен — Шупашкар хула администрацийӗнче культура управленийӗн пуҫлӑхӗнче, 2012 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнчен администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Про Город" хаҫат тунӑ сӑн Раҫҫейре ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫине пысӑклатасшӑн. Ку виҫене 21 процент хӑпартма палӑртнӑ. РФ Правительствинче саккун проектне ырланӑ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫатӗнче» пӗлтереҫҫӗ. Халӗ ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫи (МРОТ) 6204 тенкӗпе танлашать. Саккун проекчӗ вара ку виҫене 1296 тенкӗ ӳстерме сӗнет. Ҫапла кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа ӑна 7500 тенкӗпе танлаштарма сӗннӗ. Ҫапла майпа утӑ уйӑхӗнчен МРОТ Чӑваш Енре, Раҫҫейри пекех, 20,9 процент ӳсме пултарать. Ку виҫе ӳсӗ-и е ҫук-и — саккун проектне йышӑннипе йышӑнманнинчен килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Унӑн фоторобочӗ Чӑваш Енре хӑрушӑ преступнике шыраҫҫӗ. Вӑл Атӑлҫи федераци округӗнче 30 ытла ҫынна вӗлернӗ-мӗн. Арҫын пӗччен пурӑнакан 75–90 ҫулсенчи хӗрарӑмсене тапӑннӑ. РФ ШӖМӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхискер вӗсен шанӑҫне кӗнӗ, хӑйне социаллӑ служба е урӑх тытӑм ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑмсем ӑна хваттере кӗртсен арҫын вӗсене пӑвма тытӑннӑ. Тӗлӗнмелле те, пурлӑхне вӑрламан вӑл. Арҫын 20–35 ҫулсенчи пек курӑнать, 170–175 сантиметр ҫӳллӗш. Ҫӳҫӗ — ҫутӑ, куҫӗ тӗттӗм мар. Хура куртка, ҫавӑн тӗслех шӑлавар, ҫыхнӑ калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Полици ӗҫченӗсен унӑн фоторобочӗ ҫеҫ пур. Ҫак арҫынна йӗрке хуралӗ тахҫантанпах шырать. Следствие ҫак арҫын кам пулнине уҫӑмлатма пулӑшнӑ ҫынна 1 миллион тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялӗнчи халӑх «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем ача пахчишӗн тӳлемелли тӑкак пысӑккипе кӑмӑлсӑр. Валентин Николаев ача пахчинче шӑпӑрланшӑн кунне 100 тенке кайса ларнине пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах ку тӑкак Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта — 80-90 тенкӗ. Ҫӗнӗ Тутаркассинчи ача пахинчи тӳлеве темиҫе уйӑх каялла ӳстернӗ. Шупашкар район администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн шкул умӗнчченхи информаципе аналитика центрӗн методисчӗ Альбина Князева каланӑ тӑрӑх, тӳлеве кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен хӑпартнӑ. Асӑннӑ ача пахчинче ӑна 2 ҫул ӳстермен-мӗн. Роспортебнадзорӑн ӗҫченӗсем темиҫе хут та тӗрӗслевпе ҫитнӗ, апатлану пахалӑхӗ тивӗҫтерменнине палӑртнӑ. Тӳлеве ӳстерни вара менюна пуянлатма, рациона пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, чӑкӑт кӗртме май панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти ҫулсем чи япӑххисен йышне кӗнӗ. Тӗп хула Чулхулапа, Тӗменпе пӗр танах — вӗсенче 1 тӑваткал метр ҫула юсамашкӑн чи нумай укҫа тӑкаклани паллӑ. Кун пирки Общество халӑх фрончӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Атӑлҫи федераци округӗнче Шупашкарти К.Воробев урамӗнчи ҫула юсас ӗҫ чи хакла ларнине палӑртнӑ. 1 тӑваткал метршӑн 14 182 тенкӗ тӑкакланӑ. Общество халӑх фрончӗн хастарӗсем унта шӑтӑк-путӑк асӑрханӑ. Чи йӳнӗ ҫулсене те Чӑваш Енрех асӑрханӑ. Котовский, Париж Коммунин, Ушаков урамӗсенче 1 тӑваткал метра 648 тенкӗпе юсанӑ. Унран йӳнӗреххи — Чӗмпӗрти Рябиков урамӗнчи (632 тенкӗ). Общество хастарӗсем Раҫҫейри ҫулсене 2015 ҫулхи утӑ-раштав уйӑхӗсенче тишкернӗ, юсанисене тӗплӗн пӑхнӑ. Шупашкарти ҫулсем пирки вӗсен сахал мар тиркешмелли пулнӑ. Ҫапах вӗсем пирӗн хулари ҫулсем ытла япӑх пулнине палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Николай Шелепи ҫыравҫӑ Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗ Николай Шелепи ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗҫ. Ун ячӗпе 14 сехетре литература каҫӗ иртмелле. Николай Шелепи Тутарстан Республикин Аксу районӗнчи Ҫӗнӗ Ӳселте хресчен кил-йышӗнче 135 ҫул каялла, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ҫуралнӑ. Литература вучахне вӑл 1905-1907-мӗш ҫулсенче чӗртсе янӑ. «Ҫӗлен» ятлӑ аллегорилле сӑвви 1907-мӗш ҫулта «Хыпар» хаҫатра кун ҫути курнӑ. Цензура тытса чарасран сӑвва «Тав» ятпа пичетленӗ. Каярах Шелепи «Ваҫанкка», «Ҫарӑмҫанпа Хӑнтӑрҫа» поэмӑсем, «Константинополь хулине туни ҫинчен чӑваш ваттисем калани» сӑвӑ ҫырать. Сатирӑлла хайлавсемпе пӗрлех ҫар темипе те шӑрҫалать, ачасем валли те калӑплать. Тутар ҫыравҫисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарать, тутарла та хӑй ҫырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Александр Кураков артист Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Александр Кураков паян 55 ҫул тултарнӑ. Хыпар ятӗнче курак таврӑннӑ чухне ҫуралнӑ терӗмӗр те, тӑван тӑрӑха кӑнтӑр енчен ҫав кайӑксем тата маларах таврӑнаҫҫӗ-ха, Александр Кураков вӗсенчен мӗн тесен те кӑшт юлнӑ. Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралса ӳснӗ каччӑ 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищине вӗренсе пӗтернӗ. Артист ӑсталӑхне ҫӗршывӑн тӗп хулинче туптанӑ нумай ҫын пекех уншӑн та Шупашкарти академи драма театрӗ тӑван пулса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл, ытти ӗҫтешӗ пекех, чылай сӑнар калӑпланӑ. Пысӑккине те, пӗчӗккине те юратса вылянӑ. Театр ӳнерне аталантарма тӳпе хывнӑшӑн ӑна Чӑваш Енӗн Культура министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Юхма Мишши ҫыравҫӑ Патӑрьелсем хайсен ентешӗсене асра тытса тата Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа «Янӑра, чӑваш сӑмахӗ» сӑвӑ хитре вулакансен конкурсне ирттернине эпир пӗлтернӗччӗ. Вӑл тӑрӑхри культурӑри паллӑ ҫынсенчен пӗри вӑл, аса илтеретпӗр, Юхма Мишши. Сӑкӑтра ҫуралнӑскер кӑҫал 80 ҫул тултарать. Ыран, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 14 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ҫыравҫӑн сумлӑ кунне халалласа юбилей каҫӗ иртмелле. Республикӑн Культура министерстви Юхма Мишшин пултарулахӗ калӑпӑшлӑ тесе хакланӑ май вӑл писатель те, поэт та, драматург та, академик та, историк та, философ та, публицист та, тӑлмачӑ та тесе палӑртать. Унӑн кӑларӑмӗсен йышӗ 300-тен те иртнине, унӑн хайлавӗсене ҫынсем юратса вуланине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |