Хулара
![]() «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле. Тем тӗрлӗ ҫын та пур. Шупашкарта пурӑнакансене пӗр ыйту канӑҫсӑрлантарать. Камран тата мӗнле пулӑшу ыйтмаллине пӗлмеҫҫӗ вӗсем. Ҫаппа-ҫарамас ҫӳрекен кӳршӗ канӑҫ памасть вӗсене. «Про Город» хаҫатран кӳршисем пулӑшу ыйтнӑ. Кӳрши картишре амӑшӗ ҫуратнӑ тумпа ҫӳренине пӗрре мар асӑрханӑ вӗсем. Арҫын хӑйне ӑнланмалла мар тытать-мӗн, пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмпа ялан вӑрҫӑнать, хваттерте шавлать. Ирина, кӳрши, ҫакӑ йӑлӑхтарнӑран урӑх ҫӗре пурӑнма куҫнӑ. Ара, кун пек кӳршӗпе пурӑнма хӗн вӗт. Арҫын эрех ӗҫсен пач улшӑнать-мӗн. Темиҫе ҫул каялла вӑл Иринӑн хваттерне ҫӑраҫҫине ҫӗмӗрсе кӗнӗ те асар-писер хӑтланнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна тӗрмене хупмасӑр ҫулталӑк ҫурӑллӑха айӑпланӑ. Тепӗртакран вӑл каллех йӗркене пӑснӑ, ун чухне тӗрмене 7 уйӑхлӑха лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Усӑ курнӑ батарейкӑсене ҫӳп-ҫап контейнерне пеме юраманнине, ахӑртнех, хӑшӗ-пӗри пӗлмест. Кун пирки халӑха хыпарлама тӑрӑшаҫҫӗ. Кӗҫнерникун, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарти Модӑсен ҫурчӗ умӗнче экологи акцине ирттереҫҫӗ. Унта ҫынсенчен усӑ курнӑ батарейкӑсене пухаҫҫӗ. Акцие шӑпах ҫак кун ирттерни ахальтен мар. Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунӗ. Акци 16 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен иртӗ. Усӑ курнӑ батарейкӑсене ахалех йышӑнаҫҫӗ, укҫа тӳлемелле мар. Вӗсене кайран утилизацилӗҫ. Пӗлмешкӗн: батарейкӑра ҫын организмӗшӗн сиенлӗ металсем – ртуть, свинец, кадми, никель, марганец, лити – пур. Вӗсене тухса пемелле мар, унсӑрӑн тавралӑха варалӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Лана Прусакова – маттур спортсменка. Ҫакна унӑн ҫитӗнӗвӗсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Пирӗн ентеш черетлӗ ҫитӗнӳ палӑрнӑ. Слоуп-стайл дисциплинӑра вӑл чи лайӑххи пулнӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче вӑл чи ҫамрӑкки пулнӑ. 15 ҫултискер Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти училищинче ӑсталӑхне туптать. Лана пур тапхӑрта та палӑрнӑ, чи нумай балл пухнӑ. Вӑл 500 очко пухнӑ. Ӑмӑртӑвӑн кашни тапхӑрӗнче Лана 100 очко ҫӗнсе илнӗ. Слоуп-стайл дициплинӑра Красноярск крайӗнчи Анастасия Пашинова иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗшне вара Челипе облаҫӗнчи Елизавета Чеснокова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑвашавтотранса ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пырать. Иван Моторин ӑна алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ертӳҫӗ пуканне Сергей Аказеев йышӑннӑ. Чӑннипе, 5 кандидат хутшӑннӑ конкурсра ӑна пушӑн 23-мӗшӗнчех суйланӑ. Чӑвашавтотранс йывӑр лару-тӑрура пулнине палӑртмалла. Патшалӑх унитари предприятийӗ ӗҫченӗсене вӑхӑтра шалу тӳлеменни пирки хыпарсем тӑтӑшах тухаҫҫӗ. ЧР транспорт министрӗ ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кредит парӑмӗ ӳснине, кадрсем кайнине палӑртнӑ. Вӑл ку лару-тӑруран тухма май пуррине каланӑ. Ун чухне гендиректор должноҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Сергей Аказеев ПУПра оптимизаци тӑвассине пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче автобус маршручӗсене оптимизацилемен. Ку ӗҫ ҫапах планра-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче саксофон фестивалӗ иртнӗ. Ку учрежденишӗн ҫапла фестиваль ҫӗнӗлӗх мар. Ӑна театрта вунпӗрмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Хальхи те яланхиллех классика программипе пуҫланнӑ. Ӑна Хусантан килнӗ "Артсакс" квартет уҫнӑ. Фестивале йӗркелекен Анна Кашкарова ӗнентернӗ тӑрӑх, фестивале пӗрре килнисем ытти чухне те хаваспах ҫитеҫҫӗ. Анчах халӑха мӗн те пулин ҫӗннипе тӗлӗнтерессишӗн унччен пулманнисене те пухаҫҫӗ. "Артсакс" ҫавӑн йышши ҫӗнӗ ушкӑнсенчен пӗри шутланать те. Куракансене Хусан хӑнисем академилле темиҫе хайлавпа савӑнтарнӑ. Асӑннӑ хуларан «Бёрдскетчерс» квинтет та килнӗ. Анчах вӑл джас парнеленӗ. Саксофон фестивальне хутшӑннӑ ытти ушкӑн та куракансем валли асра юлмалли номерсем сахал мар хатӗрленӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Пухура. Тимӗр Акташ тунӑ сӑн Шупашкарти «Ирбис» хӑна ҫуртӗнче ӗнер «Демократическая коалиция» (чӑв. «Демократиллӗ коалици» е «Демократиллӗ пӗрлӗх») партисен ушкӑнне йӗркелекенсенчен пӗрипе — «Демократический выбор» (чӑв. Демократиллӗ суйлав) парти ертӳҫипе Владимир Миловпа — тӗлпулу йӗркеленӗччӗ. Унта пулса курнӑ Тимӗр Акташ пире 2 сехетлӗ пуху мӗнле иртни пирки каласа пачӗ. Владимир Милов хӑй Кемерово хулинче ҫуралнӑ. Мускаври ту-сӑрт патшалӑх университетӗнче пӗлӳ пухнӑ. 2002 ҫулта вӑл Энергетика министрӗн ҫумӗ пулнӑ, 2012–2015 ҫулсенче — «Демократиллӗ суйлав» парти ертӳҫи. «Демократиллӗ коалици» (унта «Парнас», Алексей Навальнӑйӑн «Прогресс партийӗ» тата ыттисем кӗреҫҫӗ) кӑҫал кӗркунне иртекен суйлава хутшӑнас шухӑшлӑ. Шупашкарти тӗлпулӑва «Парнас» партийӗн вырӑнти уйрӑмӑн ертӳҫи Дмитрий Семёнов уҫнӑ. Ун хыҫҫӑн хӑна сӑмах илнӗ, вӑл Раҫҫейри экономикӑпа политикине тишкерсе панӑ. Ҫавӑн пекех хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл Раҫҫей хутшӑнакан вӑрҫӑсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ, РФ Президенчӗн рейтингне хак панӑ. Владимир Милов шухӑшӗпе кӗркуннехи суйлава хутшӑнмаллах. Унӑн шухӑшӗпе Раҫҫейри улшӑнусене саккунсене улӑштарса ҫеҫ тума пулать. |
Культура
![]() Районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх театрӗ куракансене спектакльпе савӑнтарчӗ — ҫак эрнере сцена ҫине Федор Павловӑн «Ялта» премьерине кӑларчӗҫ. Хӑй вӑхӑтӗнче чӑваш драма театрӗ ку спектакльпе республикӑри кашни яла тенӗ пекех ҫитнӗ-тӗр, анчах та юлашки ҫулсенче нумайӑшӗ ун сюжетне манма та ӗлкӗрнӗ пулӗ, ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ пӗлмест те. Ҫавӑнпа та Вӑрнар халӑх театрӗн режиссерӗн Галина Иванован классикӑна яланлӑхах асра хӑварас тӗллевӗ питӗ те тӗрӗс пулнӑн туйӑнать. Хӑй ку ӗҫе кӳлӗннӗ ҫулсенче вӑл чылай спектакле халӑх патне ӑнӑҫлӑ ҫитерме пултарчӗ. Пӗлтӗр куракансем «Нарспие» чаплӑн йышӑнчӗҫ, театр ушкӑнӗ унпа хамӑр, кӳршӗллӗ районсенчи чылай ялта пулчӗ. Ку спектакльти чаплӑ вылявшӑн республикӑри «Мухтав ахрӑмӗ» фестивальте тӗрлӗ номинацире тӑхӑр диплом илме тивӗҫрӗҫ. «Ялта» спектакле те халӑх тӳрех йышӑнни ҫынсем ӑна тепӗр кун та сӳтсе явнинчен палӑртма май килчӗ. Премьерӑпа вырӑнти артистсем иртнӗ ӗмӗрӗн чӑн пурнӑҫне кӑтартма пултарни паха. Спектакле калӑплаканӗсенчен пысӑк пайӗ — районти культура ҫурчӗсенче тимлекенсем. Массӑллӑ сценӑсене Ҫӗрпелти, Хирпуҫӗнчи, Санарпуҫӗнчи, Мӑн Явӑшри, Кӗҫӗн Кипекри, Уйкас Кипекри тата Мӑн Турхан ял тӑрӑхӗсенчи ӗҫченсене явӑҫтарнӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ район прокуратури район администрацийӗ хыснапа мӗнле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫӗрпӳре стадион хута кайнӑ чухне 1 миллион тенкӗ ҫухални тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ӑна тумашкӑн район администрацийӗ тата «Глобус» строительство компанийӗ контракт алӑ пуснӑ. Ӑна хута ямашкӑн 41 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Проектпа смета документацийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, трибунӑсене 3 миллион ытла тенкӗлӗх тунӑ. Анчах прокуратура ӑна йӳнӗрех хакпа пурнӑҫланине палӑртнӑ. Ҫапла муниципалитет хыснине 1 миллион тенкӗ тӑкак кӑтартнӑ. Район прокурорӗ материалсене следстви органӗсене тӗрӗслемешкӗн ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫул-йӗр ҫинче ачасемпе пулнӑ аварисене шучӗ 30 процент ытла чакнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 11 аварире ҫул ҫитмен 12 ача шар курнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларах чухне ҫуран ҫӳрекенсем ҫине урапа кӗрсе каять. Ҫӳлерех асӑннӑ тапхӑрта 6 ачана ҫапса хӑварнӑ. Икӗ тӗслӗх ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта пулнӑ, тепӗр иккӗшӗ — ҫуртсен картишӗнче. Икӗ тӗслӗхре ачасем хӑйсем ҫул-йӗр правилине пӑснӑ. 7–11 ҫулсенчи тӑватӑ ача шар курнӑ. Икӗ тӗслӗхре 12–15 ҫулсенчисем суранланнӑ. Аварисенчен чылайӑшӗ ирхи 7 сехетрен пуҫласа 9 сехетчен тата 12-15 сехетсенче пулаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑҫал ҫуркунне таҫта ҫӗтнӗ тейӗн — ҫанталӑк савӑнтармасть-ха. Анчах синоптиксем пӑшӑрханмалла маррине систереҫҫӗ. Кӗҫех Чӑваш Ене ӑшӑ килмелле. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, ҫак канмалли кунсенче термометр 15–20 градус ӑшӑ таранах хӑпармалла. Ыран республикӑра ҫанталӑк лайӑхах пулмӗ — юрпа ҫумӑр ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, антициклон хуҫаланма пуҫлӗ. Ун чухне хӗвел пӑхӗ, 10 градус ӑшӑ пулӗ. Акан 8-мӗшӗнче каллех ҫумӑр ҫӑвӗ. Апла пулсан та сывлӑш температури 7–12 градуса ҫитӗ. Шӑматкун вара Ази антициклонӗ килӗ. Ун чухне типӗ, хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Сывлӑш температури те 20 градус таранах ӑшӑ пулӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал ҫанталӑк тепӗр эрне варричченех хуҫаланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |