Культура
![]() Шупашкарти «Кӑнтӑр» культура ҫуртӗнче Кино ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн «Юрла, купӑс, янра, такмак!» конкурс иртнӗ. Унта вокал ансамблӗсем, купӑсҫӑсем, баянҫӑсем, такмак юрлакансем хутшӑннӑ. Пурте икӗ тӗрлӗ хайлавпа сцена ҫине тухнӑ. Вӗсенчен пӗрне Раҫҫейре ӳкернӗ киноран пулине шӑрантарма тивнӗ. Иккӗмӗшне хӑйсен кӑмӑлне кура суйланӑ. Куракансем конкурсҫӑсене ҫӑвар карсах итленӗ. Жюри пайташӗсене вара йывӑр килнӗ: кама суйламалла? «Инструменталист» номинацире Владимир Яковлев мала тухнӑ. «Вокалист» номинацире вара «Зарянка» вокал ансамблӗ 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков Шупашкар районӗнчи Тренкасси ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» хальхи вӑхатра ҫӑмӑлах мар вӑхӑта тӳссе ирттерет. Кун пирки маларах, иртнӗ ҫулхи раштав вӗҫӗнче, республикӑн правительствин шайӗнче те сӑмах хускатнӑччӗ. Предприяти укҫана айккинелле ярать тесе Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗ унпа судлашса та илнӗччӗ. Ура ҫинче ҫак таранччен ҫирӗп тӑнӑ предприятие вайсӑрлатма юраманнине такам та ӑнланмалла. Хамӑр ҫӗршывра тавар туса илекенсене пулӑшма тӑрӑшакан саманара «Чӑваш бройлерне» те тӗкӗ кӳрес шанчӑк пур. Кун пирки хапрӑкра пулнӑ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пӗлтернӗ. Предприятие пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантаракан федераци корпорацийӗнчен ҫӑмӑллӑхлӑ кредит памалла. Маларах ун пеккине корпораци Чӑваш Енри ултӑ проект валли уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫак кунсенче Сургут хулинче ҫамрӑксем хушшинче, 1994–1997 ҫулсенче ҫуралнисен йышӗнче, кире пуканне йӑтас енӗпе Раҫҫей ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Тӳрех палӑртар: пирӗн спортсменсем унта виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑртӑва Раҫҫейри 26 регионти 180 яхӑн спортсмен ҫитнӗ. Чӑваш Ен чысне ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Борис Глинкин патӗнче ӑсталӑхне туптакан тӑватӑ спортсмен хӳтӗленӗ. 68 килограмм тайман виҫе категорийӗнче Александрова Анастасия 123 хут ҫӗклесе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Павлов Александрпа Иванов Алексей та кире пуканне пуринчен ытларах йӑтса малти вырӑна йышӑннӑ. Малинников Евгений икӗ енлӗ кӗрешӳре 100 очко пухнӑ, РФ спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Чӗрӗ уроксем» проектпа килӗшӳллӗн, Улатӑр хулинче Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекен ачасем пулнӑ. Хӑнасем Улатӑрти таврапӗлӳ музейӗнче экспозицисемпе паллашнӑ. Унтан хулари паллӑ вырӑнсене ҫитнӗ. Улатӑрсен авалхи йӑла-йӗрке упранса юлнӑ. Вӗсем типӗ вӑхӑтӗнче тӑри евӗр булка пӗҫереҫҫӗ. Ӑна хатӗрлес енӗпе «Караван» кафере ӑсталӑх класӗ иртнӗ. Хӑнасем чустана йӗтӗрпе якатса унран кайӑк евӗр ӑсталанӑ. Хӑнасем мӑнастирсене те ҫитнӗ. Ку ҫулҫӳрев ачасемшӗн усӑллӑ пулнине гимнази директорӗ Инна Исаева та палӑртнӑ. Проект старт илнӗ ӗнтӗ. Улатӑра шкул ачисем малашне те ҫитсе курӗҫ, унпа паллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Наталия Соловьева «Кӗмӗл сасӑ» фестивале 2000-мӗш ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Ҫак кунсенче 17-мӗш 15–35 ҫулсенчи 35 юрӑҫ «Кӗмӗл сасӑ-2016» фестиваль-конкурса хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхӗпе куракансене савӑнтарнӑ. Вӗсен шутӗнче: Иркутскпа Ямал-Ненец автономи округӗнчен, Екатеринбургран, Челепирен, Самартан, Ӗренпуртан, Тутарстанпа Пушкӑртстанран, Пензӑран, Мурманскран тата Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи 15 ҫамрӑк фестивале хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Гала концертра юрӑҫсене Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, ЧНКн пӗрремӗш вице-президенчӗ Валерий Клементьев саламласа пурне те ӑнӑҫусем суннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче 5 юрӑҫ пулнӑ. Ыттисем те тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗшӗн парнесем тивӗҫнӗ. «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль ҫӗнтерӳҫин ятне Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ял тӑрӑхӗнчи Вӑрманкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыкӑпа ӳнер факультечӗн 1-мӗш курс студентки Наталия Соловьева тивӗҫнӗ. Гран-при тивӗҫнӗ Наталияна планшет, Крыма кайма путевка тата тухъя парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2014-2015 годов» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулсенчи чи вуланакан кӗнеке) республикӑри конкурс малалла пырать. Ҫавна май Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем «Читай наших» (чӑв. Хамӑрӑннисене вула) ятпа вулакансен хаклавӗсем хушшинче конкурс ирттерме шут тытнине эпир пӗлтернӗччӗ. «Литертаурӑллӑ Чӑваш Ен» конкурс иртнӗ май асӑннӑ районти вулавӑшсенче тӑрӑшакансем вулакансем хушшинче тепӗр тупӑшу та шутласа кӑларнӑ. «Селфи: Моя любимая чувашская книга» (чӑв. Селфи: Манӑн юратнӑ чӑваш кӗнеки) ят панӑскере кирек кам та хутшӑнма пултарать. Кӗнеке вулакан ҫын сӑнарӗ урлӑ вӗсем чӑваш кӗнекипе кӑсӑклантарасшӑн. Кӗнеки маларах асӑннӑ литература конкурсӗн списокне лекнӗскер пулмалла. Списокпа кунта паллашма пулать. Сӑнӳкерчӗксене ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене chbibl3@cap.ru электрон адреспа ярса памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫал Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул умӗн 25 метр ҫӳллӗш чӑрӑш лартсан чылайӑшӗ кӑмӑлсӑрланнӑ. Ара, ҫӗршывра кризис пырать, пирӗн вара 7 миллион тенке яхӑн парса елка туяннӑ. Ун ҫине пӑхсан чылайӑшӗн савӑнас мар, макӑрас килнӗ ахӑртнех. Ҫак чӑрӑша туяннӑ организацие халӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Сумми пысӑках мар та — ҫапах 20 пин тенкӗ. Кун пирки Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн пресс-службинче пӗлтереҫҫӗ. Чӑрӑша «Пултаруллӑ хула» АУ 6,6 миллион тенкӗпе туяннӑ. 4 миллион тенкине хула хыснинчен илнӗ, ытти — спонсортан. Кун тӗлӗшпе Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ кӑсӑкланнӑ. Вӗсем ыйтнипе прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ вӑл. Ӑна юридици сӑпачӗн шайӗнче туяннӑ-мӗн. УФАС организаци директорне 20 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сӗтев илнӗшӗн явап тытма тивнине пӗлсе тӑрсах ҫак утӑма тӑвать хӑшӗ-пӗри. ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствин экс-ӗҫченне Наталья Губинӑна шӑпах ҫакнашкал тӗслӗхшӗн айӑпласшӑн. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм 2014 ҫулхи ҫурларан пуҫласа пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗччен Шупашкарта 80–200 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Ку ӗҫре унӑн пулӑшуҫи пулнӑ. Лешӗ сӗтевӗн 10 процентне хӑйне илнӗ. Укҫа панӑшӑн ведомствӑн экс-ӗҫченӗ хура тата тӗслӗ металсене хатӗрлеме, ҫӗнетме, сутма ирӗк паракан лицензи тыттарнӑ. Следстви комитечӗ, ФСБ, ШӖМ ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе ҫак хура ӗҫе тӑрӑ шыв ҫине кӑларма май килнӗ. Наталья Губинӑна черетлӗ взятка панӑ чухне тытса чарнӑ. Хӗрарӑма йӗплӗ пралук леш енне 12 ҫул таран ӑсатма, пысӑк штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Татьяна Акимова Ханты-Мансире биатлон енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Унта Чӑваш Енри виҫӗ спортсмен хутшӑнать. Атӑлҫи федераци округӗн пӗрлештернӗ командине Татьяна Акимова, Светлана Бочкарева, Валентина Телицина тата Ульяна Кайшева кӗме пултарнӑ. Чӑваш спортсменки Татьяна Акимова эстафета чупӑвне хутшӑнса ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Эстафетӑна 15 команда хутшӑннӑ. Атӑлҫи федераци округӗн пӗрлештернӗ команди чи маттурри пулнӑ, финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Кӗмӗл медале Новосибирск облаҫӗнчи спортсменсем йышӑннӑ. Тӗмен облаҫӗн команди вара виҫҫӗмӗш пулнӑ. Ӑмӑртӑва Чӑваш Енри биатлон шкулӗнче вӗренекен Павел Магазеев, Вячеслав Акимов тата Евгений Петров та хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн колонийӗсенче айӑплава ирттерекенсем Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Чикагори тӗрмере ларакансемпе шахматла выляссипе тупӑшӗҫ. Пуҫа ватмалли вӑйӑ турнирӗ ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртмелле. Унта Питӗрти, Ленинград, Белгород, Аҫтӑрхан, Челепи, Чулхула облаҫӗсенчи тата Чӑваш Енри колонисенчисем хутшӑнӗҫ. Шахмат ӑмӑртӑвне видеоҫыхӑну мелӗпе йӗркелӗҫ. Раҫҫей тата ют ҫӗршыв тӗрмисенче ларакансем хушшинче шахмат турнирне унччен те йӗркеленӗ. Кӗркунне Швейцарири тӗрмерисемпе вылӗҫ. Айӑпланнисен хушшинчи ҫак тупӑшӑва шахмат енӗпе темиҫе хутчен те тӗнче чемпионӗ пулса тӑнӑ Анатолий Карпов пуҫарнӑ. Асӑннӑ службӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службин пуҫлӑхӗ Сергей Герасимов пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи шахмат турнирне юсанмалли 1-мӗш колонире ларакан ҫын хутшӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |