Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Спорт

Кантӑр Корейӑра юниорсен самбо енӗпе тӗнче ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди унта ҫӗнтернӗ.

Команда йышне Чӑваш Енӗн пикисем те кӗнӗ. 48 килограмм тайман виҫе категорийӗнче Эдера Лаврентьева ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Казахстанри Айжан Жилкубаевӑна 12:0 шутпа выляса илнӗ.

44 килограмм тайман виҫе категорийӗнче Вера Лоткова ҫӗнтернӗ. Вӑл Казахстанри Жадыри Пайыза 1 минут та 11 ҫеккунтра ҫӗнме пултарнӑ.

Наталья Степанова вара ылтӑн медаль илеймен. Вӑл финалта Монголири спортсменкӑна выляса ярса кӗмӗл медаль илнӗ.

Пӗтӗмпе Раҫҫей спортсменкисем ӑмӑртура 25 медале тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/73510
 

Республикӑра

Шупашкарпа Канаш хушшинче ҫӗнӗ йышши электропуйӑс ҫӳреме тытӑннӑ. Халӗ вакун питӗ хӑтлӑ. Хытӑ ларкӑч вырӑнне — ҫемҫе кресло. Телевизор тата wi-fi та пур.

Билет хакӗсем вара ҫавсемех юлнӑ. Ҫулсерен Чӑваш Енре хулаҫум пуйӑсӗсемпе 75 пин ҫын усӑ курать.

Вакунри ҫӗнӗ интерьера тунӑ чухне дизайнерсем пассажирсен кӑмӑлӗсене тивӗҫтерме тӑрӑшнӑ. 30 ҫулти вакун халӗ ҫӗнӗ пекех курӑнать: урайӗнче — кавир, чӳрече ҫинче — карӑ.

Халӗ вакунри кашни пассажир тӗнче тетелне тӳлевсӗр кӗме пултарать. Анчах ҫӗнӗлӗхе те хӑнӑхмалла-мӗн. Зинаида Клеверова пассажир ав хура аттипе таса вакуна кӗме шикленнӗ. Ара, варалас килмест-ҫке-ха. Ҫавӑнпа чылайӑшӗ кивӗ вакунрах каять.

Дача сезонӗ вӗҫленсен тепӗр вакуна вӗҫертӗҫ. Ҫапла ҫӗнни ҫеҫ тӑрса юлӗ. Билет хакӗ ӳсмӗ. Халӗ Шупашкартан Канаша ҫитмешкӗн 264 тенкӗ-мӗн. Пуйӑс унта 2,5 сехетре ҫитет.

 

Культура «Бичурин тата хальхи самана» музей
«Бичурин тата хальхи самана» музей

Юпан 11-мӗшӗнче «Регион — Тӗмен» ПТРК ӗҫченӗсем Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музейре сюжет ӳкернӗ. Н.Я.Бичурина халалланӑ пӗртен пӗр музейпа Раҫҫей тата ют ҫӗршыв журналисчӗсем кӑсӑкланаҫҫӗ.

«Регион — Тӗмен» ПТРК журналисчӗ Александр Лищенко Никита Бичурин пултарулӑхӗпе темиҫе ҫул кӑсӑкланать ӗнтӗ. Вӑл ун пирки фильм ӳкересшӗн. Александр унӑн йӗрӗпе чылай тӑрӑхра пулса курнӑ. Акӑ халӗ журналист Шупашкар районӗнчи музее ҫитсе курнӑ.

Журналистпа тӗлпулу иртнӗ. Раҫҫей журналисчӗ экспозицисене вырнаҫтарничен, Бичурин ҫинчен пухнӑ материалтан тӗлӗннӗ. Музей ӗҫченӗ Оксана Николаевна ӑна Н.Я.Бичурин ятне асра тытас тӗллевпе мӗнле мероприятисем ирттернине каласа кӑтартнӑ.

 

Персона Геннадий Хлебников
Геннадий Хлебников

83 ҫула кайса паян Чӑвашри ятлӑ-сумлӑ, паллӑ ҫынсенчен пӗри, чӑваш литературин тӗпчевҫи Геннадий Хлебников вилсе кайнӑ.

Геннадий Хлебников 1932 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шанарпуҫ ялӗнче учитель ҫемйинче ҫуралнӑ.

Вӑл — «Чувашский роман», «Современная чувашская литература», «Пултарулӑх тӗшши», «Меслетпе ӑсталӑх», «Чувашская литературная классика и ее наследие» монографисенӖ чӑваш литературин нумай учебникӗн авторӗ. Чӑваш литературоведенийӗпе критики пирки ӑслӑлӑх ӗҫӗ нумай ҫырнӑ.

Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентес ӗҫе те Геннадий Хлебников самай ҫӗнӗлӗх кӗртнӗ. 1972 ҫулта унӑн «Тӑван литература, 6-мӗш класс валли» вӗренӳ пособийӗ пуҫласа кун ҫути курнӑ. Кайран ӑна тӳрлетсе тата хушса 12 хутчен кӑларнӑ. 1973 ҫулта вӑл 10-мӗш класс валли чӑваш литератури пичетленӗ.

Чӑваш филологийӗпе культурин профессорӗ пулнӑ май Хлебников И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тӑрӑшнӑ. Студентсемпе заняти ирттернипе пӗрлех вӑл «Ҫилҫунат» поэзи кружокне ертсе пынӑ.

Малалла...

 

Персона Николай Прокопьев (сылтӑмри)
Николай Прокопьев (сылтӑмри)

Паянтан Шупашкарти Ленин район администрацине Николай Прокопьев ертсе пыма тытӑнӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ.

Николай Прокопьев ӗҫ биографине Канашри савутсенчен пӗринче 1968 ҫулта штамповщкран тытӑннӑ. Механик та пулса ӗҫленӗ, Чулхулари чукун ҫулӑн Хусанти уйрӑмӗнче электромеханикра тӑрӑшнӑ. 1987 ҫулта ӑна Шупашкарти станцин вокзал пуҫлӑхне шаннӑ. 2004 ҫулчченех ҫавӑнта тӑрӑшнӑ вӑл. Кайран Прокопьев «Савва-техника» тулли мар яваплӑ обществӑн филиалӗн управляющийӗ пулса тӑнӑ. 2004–2008 ҫулсенче «Орион» тулли мар яваплӑ обществӑра пай пуҫлӑхӗнче, пуҫлӑхра тӑрӑшнӑ. 2008 ҫулта ӑна шӑпа Шупашкар хулин Ленин район администрацине илсе ҫитернӗ. Унта вӑл унта пуҫлӑх ҫумӗнче тимленӗ

Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн вырӑнӗ унччен ҫав должноҫре ӗҫленӗ Владимир Филиппова транспорт тата ҫул-йӗр министрне лартнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/73502
 

Афиша

Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Анатолийпе Надежда Никитинсем тепӗр ҫӗнӗ шоу хатӗрлеҫҫӗ — хальхинче вӑл Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра.

Питӗ пысӑк шоура сире ҫӗнӗ программа кӗтет. Сирӗн умра «Янташ» ушкӑн тата ытти паллӑ артистсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ.

Билетсене культура керменӗн кассинче, «Детский мир» лавккара тата билет салатакансенчен туянма май пур.

Пурне те хапӑл туса кӗтеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://yandash.ru/a/news/
 

Пӑтӑрмахсем

Хӑйсен таварне е фирмине рекламӑлас тесе пиар-менеджерсем мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ. Шупашкарта, ав, пӗрисем сӑра сӗтелӗ умне ҫарамасланнӑ хӗре тӑратнӑ. Чӑн-чӑн ҫынна мар-ха, рекламӑра. Ҫавӑн пек рекламӑна фирма утӑ уйӑхӗнче тӗрлӗ тӗслӗ экранпа кӑтартнӑ.

Видеороликра стриптиз ташлакан хӗр сӑнӗ пулнӑ, унсӑр пуҫне купальникпа ташлакансене те кӑтартнӑ, тепри вара сӑра сӗтелӗ умӗнче купальникпа саркаланса тӑнӑ. Кун пек рекламӑна ватти-яшши — пурте — курайнӑ.

Монополипе кӗрешекен службӑн эксперт канашӗ пӑхса тухнӑ та кун пек рекламӑна ырламан. Халӗ ку рекламӑна сарма пӑрахнӑ пулин те малтан кӑтартнишӗн яваплисен административлӑ майпа явап тытма тивет-тӗр, мӗншӗн тесен ку енпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvashia.fas.gov.ru/news/13860
 

Республикӑра Филипп Киркоровпа Михаил Игнатьев
Филипп Киркоровпа Михаил Игнатьев

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн пресс-служби республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев юпан 12-мӗшӗнче Филипп Киркоров юрӑҫпа тӗл пулни пирки хыпарлать. Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Шупашкара «Другой» (чӑв. Урӑхла) шоу-программӑпа килнӗ.

Михаил Игнатьев паллӑ юрӑҫа ӑшӑ кӑмӑллӑ чӑваш ҫӗрӗ хапӑл иккенне палӑртнӑ. Филипп Киркоров концерчӗ Шупашкарта Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен кунне лекнине палӑртнӑ. «Чӑваш Енре пурӑнакансен 42 проценчӗ ялта пурӑнать, эсир пирӗн пата килни — аграри регионӗшӗн парне», — тенӗ Игнатьев.

Унтан Михаил Васильевич Киркорова Шупашкарта юпан 9–11-мӗшӗсенче Пӗтӗм тӗнчери спорт канашлӑвӗ иртни, унта ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хутшӑнни пирки каласа кӑтартнӑ. Форума хутшӑннисем тата мероприяти хӑнисем ӑна йӗркеленине пысӑка хурса хакланине асӑнса хӑварнӑ.

Киркоров вара хӑйне юратакансене лайӑх шоупа савӑнтарассине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 500 вырӑнлӑх зал-и е 100 пинлӗх стадион-и — унӑн коллективӗ яланах тулли йышпа сцена ҫине тухса халӑха савӑнтарать иккен.

Сӑнсем (6)

 

Пӑтӑрмахсем

Пуйма каякан вилсе килнӗ теме юрататчӗ кукамай. Ӗҫӗ ҫукран та Мускавалла е ытти хуланалла талпӑнать пуль-ха ялти чӑваш арӗ-арӑмӗ, Анчах тепӗр чухне вӗсем унтан вилсе таврӑнаҫҫӗ. Ҫапах та кунта маларах илсе панӑ каларӑш вырӑнлах та мар, тен. Пулас инкекӗ килте ларса та пулать-тӗр темелле-ши?..

Шӑматкун Мускав облаҫӗнчи Красногорск районти Путилково ялӗнче икӗ чӑваш арҫынни вилнӗ. Вӗсем саккӑрмӗш хутран персе аннӑ-мӗн. Иккӗшӗ те монтажник-бетонщикра тӑрӑшнӑ. Инкек хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнманран сиксе тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Вилнӗ арҫынсем 31 ҫулта пулнӑ.

Халӗ ку инкек сӑлтавне йӗрке хуралҫисем тӗрӗслеҫҫӗ тесе пӗлтерет «Интерфакс» информагентство.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.interfax.ru/moscow/401345
 

Ӳнер

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ куракан патне ҫӗнӗ проект ҫитерессишӗн тӑрӑшать. Вӑл Светлана Дорожко ҫамрӑк режисерӑн «Спящая Красавица» (чӑв. Ҫывӑракан пике) ятлӑ спектаклӗ пулӗ. Вӑл кунти ҫын мар, ӑна спектакль лартма Санкт-Петербургран Чӑваш Ене чӗнсе илнӗ.

Спектакле Питӗрти театр академине вӗренсе пӗтернӗ Евгения Терентьева художник-постановщик капӑрлатать. Хӑй вӑл Шупашкартанах, маларах Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ.

Театрта ҫамрӑк йыш сцена ӗҫне ҫӗнӗ варкӑш кӗртсе куракана тыткӑнласса шанаҫҫӗ.

Премьерӑна юпан 19-мӗшӗнче кӑтартасшӑн. Спектакль лартма театр Раҫҫейӗн Культура министерствин грантне ҫӗнсе илнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2931, 2932, 2933, 2934, 2935, 2936, 2937, 2938, 2939, 2940, [2941], 2942, 2943, 2944, 2945, 2946, 2947, 2948, 2949, 2950, 2951, ... 3618
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.