Республикӑра
![]() Украинӑран тарса килнисем Украинӑран Чӑваш Ене тарса килсе Сусӑр ачасемпе ҫул ҫитменнисен реабилитаци центрне вӑхӑтлӑх килсе вырнаҫнисене ҫӑмӑллӑхлӑ тарифлӑ сим-карттӑсем валеҫсе панӑ. Официаллӑ информацире пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика лаптӑкӗнчи карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсене таркайсене ҫӑмӑллӑхлӑ условиллӗ ҫыхӑнупа тивӗҫтерме ыйтса каланӑ. Таркайсемпе Украинӑри тӑванӗсемпе йӳнӗ тарифпа калаҫма май пурришӗн питӗ савӑннӑ имӗш. Любовь Валова ятлӑ хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, вӑл кӗрӳшӗн ҫемйишӗн пӑшӑрханать — лешсем унтах юлнӑ. Вӗсен хӑйсен те ниҫта кайма ҫук иккен. Темиҫе кун каялла вӗсен пӳрчӗн кантӑкӗсем юлман, ҫуртӑн стени те ҫурӑлса кайнӑ. Кун пирки вӗсене кӳршисем темиҫе кун каялла пӗлтернӗ. Сӑмах май каласан, ҫурлан 11-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑна вӑхӑтлӑх хӳтлӗх шыраса 454 ҫын килнӗ, вӗсенчен 21-шӗ таркай статусне илес тенӗ. Сӑнсем (18) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Сӑр урлӑ каҫакан кӗпер Ҫак кунсенче Вӑрнар тата Етӗрне районӗсенчи автоҫулсем ҫинче тӗл пулакан пӗлтерӗшлӗ пысӑк кӗперсене юсассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Мӑн Ҫавал юханшыв урлӑ каҫаканнине «Нурӑс–Патӑрьел–Елчӗк» автоҫул ҫинче ҫӗнетеҫҫӗ, Сӑр урлӑ каҫаканнине — «Никольски–Етӗрне–Нурӑс» автоҫул ҫинче. Юсав ӗҫӗсем епле шайра пынипе «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн ертӳҫи Игорь Прусаков тата «Чӑвашавтодор» акционерсен обществин тӗп инженерӗ Николай Арденков вырӑна тухса паллашнӑ. Вӑрнар районӗнче, тепӗр майлӑ каласан Мӑн Ҫавал ҫинче, мӗнпур ӗҫ калӑпӑшӗн 12 процентне пурнӑҫланӑ, Етӗрне районӗнче, Сӑр юханшывӗ урлӑ каҫаракан кӗпере 85 процент юсанӑ. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов тата Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин пай пуҫлӑхӗ Инесса Ядранская айӑплава ирттерекен ачасем патне паян тӗрлӗ парне ӑсатнӑ. Кун пирки ачасен хӳтӗлевҫин аппарачӗ хыпарлать. Пушкӑртстанри Стерлӗ (Стерлитамак) хулинче вырнаҫнӑ арҫын ачасемпе яшсен юсанмалли учрежденийӗнче пирӗн республикӑри 42 ача айӑплав ирттерет иккен. Пӗчӗкле йӑнӑш ҫул тӑнӑ мӑнтарӑнсем тӑван ҫӗршӗн тата ҫемьешӗн тунсӑхлаҫҫӗ тесе хыпарлать Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй аппарачӗ. Ҫурлан 14-мӗшӗнче колонире спартакиада иртмелле-мӗн те, ҫавӑнта кирлӗ пулать тесе ачасем валли футбол тата волейбол мечӗкӗсем, чӑваш наци символикиллӗ футболкӑсем ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Урамра, унчченхипе танлаштарсан, кӑштах сивӗтнӗ. Пӑшӑрханма кирлӗ мар. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче каллех ӑшӑтмалла. Синоптиксем уйӑхра юлнӑ кунсем нормӑран темиҫе градус ӑшӑрах пуласса шантараҫҫӗ. Метеорологсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче Чӑваш Енре 20 градус ытла ӑшӑ пулӗ. Ыран, ҫурлан 12-мӗшӗнче, улшӑнусем пулмаҫҫӗ. Кӑнтӑрла пӗлӗтлӗ, хушӑран уяртакан ҫанталӑк пулӗ. Сывлӑш температури 22–23 градус таран хӑпарӗ. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗнчен вӗрӗ. Ҫӗрле 16–18 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫурлан 13-мӗшӗнче ӑшӑтӗ. Анчах хӗвел пӗлӗтсем хыҫне пытанӗ. Ҫумӑр ҫумалла мар. Кӑнтӑрла 22–15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле — 20–21 градус. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче палӑрмаллах ӑшӑтӗ. Синоптиксем каллех 30 градуслӑ шӑрӑх пуласса пӗлтереҫҫӗ. Ҫурлан 11–20-мӗшӗсенче Чӑваш Енри ҫанталӑк нормӑран 4–5 градус ӑшӑрах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Хула кунӗнче тата ун умӗн, ҫурлан 16-мӗшӗнче, Шупашкарта эрех-сӑра сутассине чакарӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ ЧР Министрсен Кабинечӗ постановлени йышӑннине пӗлтерет. Хула кунне халалланӑ массӑллӑ мероприятисем иртекен вырӑнта эрех-сӑра сутма пачах чарӗҫ. Ҫак кунсенче хулари чылай лавкка сентрисем ҫинчен алкоголь шӗвекне пуҫтарӗҫ. Общество апатланӑвӗн предприятийӗсем те менюран эрех-сӑрана кӑларӗҫ. Предприяти ертӳҫисене йӗркене пӑссан штраф тӳлеттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫурлан 10-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ялӗ уява пухӑннӑ. Ҫынсем культура центрӗ умӗнче ирех хӗвӗшме тытӑннӑ. Аксарин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ О.В.Семенов ентешӗсене уяв ячӗпе саламланӑ. Уява Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Э.В.Упракина та килнӗ. Ялти чи хастар ҫынна Н.В.Чупракова Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Концерта Аксаринти тата Ӗсмелти (Октябрьскинчи) культура центрӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах юбилярсене, хӑнасене саламланӑ. Уявра чӑвашсен йӑлипе килӗшӳллӗн шӳрпе пӗҫернӗ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫурлан пӗр кунӗнче Елчӗкри культурӑпа кану центрне Раҫҫей тата чӑваш эстрадин «ҫӑлтӑрӗсем» пуҫтарӑннӑ. Вӗсен хушшинче Алла Пугачева та, Филипп Киркоров та, хӑй вӑхӑтӗнче Евровиденире ҫӗнтернӗ Дима Билан та тата ыттисем пуҫтарӑннӑ. Анчах вӗсем чӑн-чӑн артистсем мар, вӗсене евӗрлекенсем пулнӑ. Районти тӗрлӗ клубран пухӑннӑскерсем «Один в один» шоу-концерт кӑтартнӑ. Уява канӑва йӗркелес енӗпе ӗҫлекен методист Марина Кузьмина Алла Пугачеван «Эй, вы там» юррипе пуҫланӑ. Ун хыҫҫӑн сцена ҫине Натали (ӑна Екатерина Цыганова евӗрленӗ), Николай Басков (Диана Кириллова), Ирина Аллегрова (Екатерина Федотова), Григорий Лепс (Анастасия Барская) хӑпарнӑ. Елена Пыркина Витас пек юрланӑ, Лидия Скворцова — Надежда Кадышева пек. Тепӗр тесен пурне те асӑнса пӗтереймӗн. Вырӑнтисем концерт пурне те килӗшнине ӗнентереҫҫӗ. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шӑматкун Ҫӗрпӳ хули 425 ҫулхине палӑртнӑ. Уяв хулари тӗп стадионта пуҫланнӑ. Унта хула ҫыннисемпе хӑнисем тӗрлӗ мероприятие тата шоуна хутшӑннӑ. Ҫӗрпӳри историпе таврапӗлӳ музейӗ хӑйӗн эскпоначӗсене курава тӑратнӑ. Унсӑр пуҫне алӗҫ ӑстисен куравне те йӗркеленӗ. Пӗчӗккисем валли вӑйӑ программи хатӗрленӗ. Пултаруллӑ амӑшӗсем валли «Ача-пӑча кӳмисен куравӗ» тата «Тӗлӗнтермӗш пепке» фестиваль-конкурс иртнӗ. Хӗрсем ҫӳллӗ кӗлӗллӗ пушмак тӑхӑнса тупӑшнӑ, арҫынсем — ҫӑматӑ тӑхӑнса. «Юратнӑ хула» уҫӑ фестивальте чӑваш, вырӑс юррисем янӑранӑ, тӗрлӗ халӑх ташшине кӑтартнӑ. Уявӑн официаллӑ пайне республикӑн Правительствин ертӳҫин ҫумӗ — строительство министрӗ Олег Марков, Ҫӗрпӳ ентешлӗхӗн ертӳҫи Владимир Егоров тата ыттисем хутшӑннӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов тата район пуҫлӑхӗ Татьяна Кузьмина хулан паянхи ҫитӗнӗвӗнче аслӑ ӑрӑвӑн тӳпи тесе палӑртнӑ. Кирек епле уяври пекех пултаруллисене тӗрлӗ Хисеп грамотипе тата Тав хучӗпе чысланӑ. Ҫӗрпӳ хулин хисеплӗ ята кӑҫал Игорь Никифоров тата Владимир Филимонов тивӗҫнӗ. Сӑнсем (84) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӑҫта систермелли пирки Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви ҫак енӗпе ӗҫлекен федераци ведомстви пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. Аса илтеретпӗр, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫ вырӑнӗсенче туртма чарчӗҫ. Ку вӑл офиссене, производство цехӗсене, савутсене тата ыттине пырса тивет. Ҫуртсенче туртмалли пӳлӗмсем пурри саккуна пӑсни шутланать. «Туртма юрамасть» паллӑ вырнаҫтарманни те ҫавӑнтах кӗрет. Ӗҫ паракан ҫав самантсене пӑхса тӑмасан ун пирки Роспотребнадзора е Патшалӑхӑн пушар надзорне евитлеме юрать. Асӑннӑ органсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн 90 пин тенкӗлӗх штрафлаҫҫӗ. Общество апатланӑвӗн предприятийӗсенче туртнишӗн те ҫӑхавламалла. Кафесемпе ресторансенче, барсемпе ҫыртмаллисенче, столовӑйсенче кӑна мар, ҫуллахи уҫӑ верандӑсенче те мӑкӑрлантарма юрамасть. Картишсенче — ача-пӑча тата спорт лаптӑкӗсенче тата пурӑнмалли ҫуртсенче (лифтсенче, подъездсенче тата карталшкасем ҫинче) туртма та чарнӑ. Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисем ирӗк памасӑр туртмалли ятарлӑ вырӑнсем те йӗркелме юрамасть. Саккуна пӑсакансем пирки полицин участокри уполномоченнӑйне е полицине систермелле. Шкулсенче, поликлиникӑсенче тата ача пахчисенче туртакансене курсан Роспотребнадзора е Патшалӑхӑн пушар надзорне евитлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Василий Григорьевичпа Аполинария Николаевна Григорьевсем Кевер чул — ҫирӗп. Пӗрлешнӗренпе 60 ҫул хыҫа хӑварнине ахальтен мар ҫак чул ятне панӑ. Нумаях пулмасть Муркаш районӗнче пурӑнакан Василий Григорьевичпа Аполинария Николаевна Григорьевсем кевер туя паллӑ тунӑ. Вӗсем 1954 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнче пӗрлешнӗ. Пурнӑҫра йывӑрлӑхсем сиксе тухсан та мӑшӑр яланах пӗр-пӗринпе юнашар пулнӑ. Григорьевсем 2 ачана ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ 4 мӑнукӗпе, вӗсен 4 ачипе киленеҫҫӗ. Григорьевсене Катикасси ял тӑрӑхӗн специалисчӗ А.Григорьева, Ветерансен канашӗн председателӗ В.Волкова тата ыттисем саламланӑ. Уявра юбилярсем валли «Ҫӑлкуҫ» фольклор ансамблӗ юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |