Ял хуҫалӑхӗ
![]() Съезд ҫак ҫуртра иртнӗ Чӑваш Енӗн аграрийӗсем Раҫҫейӗн ял тӑрӑхӗсен депутачӗсен Волгоград хулинче иртнӗ сьездне хутшӑннӑ. Чӑваш Ен хресченӗсенчен йышра Елчӗк районӗнчи «Прогресс» акционерсен хупӑ обществин ертӳҫи Петр Скворцов, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Нива» кооператив председателӗ Владимир Мурайкин, Красноармейски районӗнчи Леонид Посадский фермер пулнӑ. Ял тӑрӑхӗсен депутачӗсен съезчӗ терӗмӗр те, пирӗн патри халӑх тарҫисем те унта хутшӑннӑ. Депутатсен съездне аграрисем епле лекнӗ-ши тесе ытлашши пуҫ ватма кирлӗ мар. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви кун пирки ӑнлантарнӑ тӑрӑх хакласан, унта чаплӑ хресченсем кайма тивӗҫнӗ. Елчӗк районӗнчи «Прогресс» хуҫалӑх, акӑ, Чӑваш Енӗн аграри отрасльне йӗркелекен хуҫалӑхсенчен пӗри шутланать. «Нива» выльӑх-чӗрлӗх продукцине туса илет иккен, Леонид Посадский фермер сурӑх ӗрчетет. Тӗрлӗ ӑратлӑ ҫак выльӑх паян унӑн 100-е яхӑн-мӗн. Услама вӑл ӗҫ пуҫаракан фермерсене патшалӑх уйӑракан укҫана — «кӗмӗл» виҫи 1 миллион тенкӗ ытла — тивӗҫнипе пуҫарнӑ. Съезда ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑннӑ 2 пине яхӑн делегат хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Малти ретре — ҫӗнӗрен удостоверени илнӗ тӳресем Чӑваш Республикин Аслӑ судӗнче нумаях пулмасть ҫӗнӗ тӳресене удостоверени панӑ. Ҫапла вара этем шӑпине (айӑплава ҫирӗплетессипе ҫирӗплетмесси, айӑплӑ тесен мӗнле явап тыттарасси вӗсенчен килет-ҫке) татса пама ҫӗнӗрен ултӑ ҫын ирӗк илнӗ. Тӳресене ҫирӗплетекен хутсене ҫӗршывӑн Президенчӗ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн председателӗн ҫумӗ пулса тӑни ҫинчен калакан хута Анатолий Петрова тыттарнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула сучӗн председателӗ тесе — Вера Шуркована, унта тӳрере тӑрӑшма — Наталья Смаевана, Шупашкарти Ленин район сучӗн председателӗн ҫумӗ пулма тесе Юрий Сорокина ырланӑ, унти суд тӳрине — Наталья Фоминана, асӑннӑ хулари Калинин район сучӗн председателӗн ҫумне — Татьяна Дмитриевӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Праски Виттин эскизӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗнер, акан 7-мӗшӗнче, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» тавра ҫыхӑнну ыйтусене сӳтсе явма тепӗр хут пуҫтарӑннӑ. Калаҫӑва кӗскен пӗтӗмлетсен ҫак хыпарсене пӗлтерме пулать. Наци радиовӗ валли текста вуланӑ та иккен, ку ӗҫе РСФСР тата Чӑваш АССРӗн халӑх артистки Нина Яковлева пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн пекех тепӗр шухӑш — республика тулашӗнчи чӑвашсем валли ятарлӑ видео хатӗрлесси. Ӑна YouTube видеохостингра е тепӗр вырӑнта лартасшӑн (видео диктант пуҫлансан курӑмланӗ). Ларура мероприятин логотипне — элемне — хатӗрлес ыйтӑва та хускатнӑ. Кунта Праски Витти ӑсталанӑ ӗҫе суйласа илнӗ. Аса илтеретпӗр, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» эрнекун, акан 25-мӗшӗнче, 13 сехетре иртмелле. Ҫырас шухӑшлисем Чӑваш Рсепубликин вӗренӳ институтне е И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пымалла. Ҫавӑн пекех килте те ҫырма пулать — Марина Карягина ҫырнӑ текста Наци радиовӗн эфирӗнче вуласа парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Республикин Арбитраж сучӗн ҫурчӗ Чӑваш Республикин Арбитраж судне мина хунӑ текен информаци тӳрре килмен. Хӑратакан ҫак хыпара паян, ирхи 10 сехет те 40 минутра, телефонпа хыпарланӑ. Арбитраж сучӗн йышӑну пӳлӗмне шӑнкравлаканӗ арҫын пулнӑ иккен. Хӑрамалли хыпара илтсен йӗрке сыхлакан органсене часрах пӗлтернӗ. Лешсем тата ытти васкавлӑ службӑсем пӗрле пулса ӗҫе кӳлӗннӗ, сирпӗтекен хатӗре шырама тытӑннӑ. Судра ӗҫлекенсене тата унта пынисене урама йӑпӑр-япӑр кӑларса тӑратнӑ, ҫурта пур енчен ҫавӑрса илнӗ. Кӑнтӑрла тӗлне шырав ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Нимле мина та тупман. Унтан тата тепӗр шырав пуҫарнӑ. Хальхинче — суя шӑнкӑрав хуҫине. Терроризм пирки суйса пӗлтернӗшӗн ӑна 3 ҫуллӑха хупса хума пултараҫҫӗ. |
Культура
![]() Спектакльти самант Ҫамрӑксен театрӗ Тутарстанри Ҫӗпрел районти Хурӑнвар Шӑхаль ялӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ гастрольте пулнӑ. Аса илтеретпӗр, ку проект чӑвашсен диаспорисем тӑрӑх гастрольпе ҫӳрес программӑна Раҫҫейӗн Культура министерствин шайӗнче ырланӑ укҫа-тенкӗпе пурнӑҫланать. Шупашкар артисчӗсем унта пулнӑ куна Ҫӗпрел районти шкул ачисем валли Театр кунӗ тесе пӗлтернӗ. Районти 20 шкул ачисем Чӑвашри профессилле артистсем вылянине курса киленнӗ. Вӗсем валли артистсем Иосиф Дмитриев лартнӑ «Чӗрӗ сӑмах» спектакле кӑтартнӑ. Унта Ҫеҫпӗл Мишши, Геннадий Айхи, Петӑр Хусанкай, Митта Ваҫлей поэтсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Спектакль урлӑ чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине кӑтартнӑ. Кино- тата фотохроника иртнӗ вӑхӑта таврӑнма пулӑшать. Спектакль хыҫҫӑн «Чӑваш культурипе чӗлхе сумлӑхӗ» темӑпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Куракансемпе спектаклӗн авторӗ тата режиссерӗ Иосиф Дмитриев (Трер) хӑй тӗл пулнӑ. Унта пуҫтарӑннисем ӳнер, вӗренӳ тата шкул пӗр тӗвӗре пулни пирки калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Шӑматкун, акан 12-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗ пурне те «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурса пырса курма чӗнет! Вӑл Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче кӑҫалхипе вунпиллӗкмӗш хут иртӗ. Кӑнтӑрла 11 сехетре малтан пӗтӗмлетӳ конкурсӗ пулать, каҫхине вара, 18:00 сехетре — гала-концерт! Билечӗсене ЧНК-ра туянма май пур. Ҫавӑн пекех филармонире тата «Детский мир» (чӑв. Ача-пӑча тӗнчи) суту-илӳ ҫуртенче туянма пулать. Конкурс тапхӑрӗнчине итлеме 100 тенкӗ кирлӗ пулӗ, каҫхи гала-концерта кӗме — 200 тенкӗ. Уяв каҫне конкурсантсемпе пӗрле Вячеслав Христофоров, Валентина Кузнецова, Елена Османова, Алексей Шадриков, Алексей Московский, Валерий Клементьев, Алина Федорова, Андрей Кузнецов, Светлана Печникова, Денис Пугач тата ыттисем хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Валерий Притуленко спортсмен Нумаях пулмасть Канашри «Локомотив» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗнче кире пуканӗ йӑтассипе Чӑваш Республикин уҫӑ Кубокӗ иртнӗ. Тупӑшӑва хӗрарӑмсем те арҫынсемпе танах хутшӑннӑ. Уҫа турнирта пирӗн ентешсем ҫеҫ вӑй виҫмен. Унта Мӑкшӑ, Тутар республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи спортсменсем те хутшӑннӑ. Улатӑрсем тивӗҫлипе мухтанма пултараҫҫӗ. Уҫӑ Кубокра Улатӑр хулин чысне кире пуканӗ йӑтассипе Тӗнчен, Европӑн, Раҫҫейӗн темиҫе хут чемпионӗ, Гиннесс рекорчӗсен кӗнекин рекордсменӗ Валерий Притуленко Владимир Сабановпа Сергей Васюнькин спорт ветеранӗсем, Евгений Кочетков ҫамрӑк спортсмен хӳтӗленӗ. Улатӑр спортсменӗсем ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисем, призерӗсем пулса тӑнӑ. Валерий Притуленко, Сергей Васюнькин, Евгений Кочетков хӑйсен виҫе категорийӗсенче пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Владимир Сабанов иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫӗнтерӳҫӗсем Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ял шахматисчӗсен XXIII республика турнирӗ иртнӗ. Кӑҫал унта Элӗк, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Вӑрнар, Шупашкар, Патӑрьел, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри районӗсем, Ҫӗнӗ Шупашкар хули хутшӑннӑ. Ҫакнашкал турнира 1992 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Вӑл ҫулсерен Чӑваш Республикинчи чи вӑйлӑ шахматистсене пухать. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Вӑрнар районӗнчи В.Наумов чи пӗрремӗш ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 2010 ҫулта каллех ҫак ята тивӗҫнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи М.Герасимов, В.Гусев, Ҫӗрпӳ районӗнчи В.Гусев тӗрлӗ ҫулсенче виҫӗ хут ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи А.Кудянов икӗ хут малти вырӑна йышӑннӑ. Куславккари Г.Илларионов, Пӑрачкаври В.Лазарев, Ҫӗрпӳри С.Дмитриев, А.Сергеев, Шупашкар районӗнчи Ишлейри А.Александров, Вӑрмарти Н.Ермолаев, Сӗнтӗрвӑрри хулинчи И.Казаков, А.Марков, В.Николаев та хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Вӑрмар районӗнчи хӗрача Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑнса 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Мария Тимофеева Пысӑк Енккасси шкулӗнче 10-мӗш класра ӑс пухать. Тавралахӑн ҫамрӑк тӗпчевҫисен Пӗтӗм Раҫҫей конкурсне РФ вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви ирттерет. Вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче пулнӑ. Ӑна шкулсенче вӗренекенсене тавралӑхри экологи ыйтӑвне тӗпчеме илертес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Конкурс икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Регион шайӗнчи тапхӑр 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен пулнӑ. Федераци шайӗнчи тапхӑр пуш уйӑхӗнче иртнӗ. Унта ӗҫсене финала хутшӑнмашкӑн суйланӑ. Финал тапхӑрӗ куҫӑн майпа иртнӗ. Унта конкурсҫӑсем хӑйсен ӗҫӗсене сӑмах вӗҫҫӗн хӳтӗленӗ. Регион шайӗнчи тапхӑрта Мария Тимофеевӑн ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Ҫапла майпа хӗрача финала хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Финалта Мария хӑйӗн ӗҫне ҫӳллӗ шайра хӳтӗлесе «Ландшафт экологийӗ тата геохими» номинацире 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Мария Тимофеевӑн ертӳҫи — биологин пысӑк квалификациллӗ учителӗ Т.Р.Табакова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Комсомольски районӗн ҫыннисем Пӗтӗм тӗнчери театр кунне ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уявланӑ. Ҫак кун Каҫал ен халӑхӗ премьерӑна васканӑ. Культурӑпа кану центрӗнче В.Х.Зайцева яччӗллӗ халӑх театрӗ Н.Айзманӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Кай, кай Ивана» спектакль кӑтартнӑ. Режиссерӗ — Лариса Носова. Паллах, премьера умӗн сцена ҫинче уяв ячӗпе саламсем янӑранӑ. Культурӑпа кану центрӗн директорӗ М.А.Илларионова зала пухӑннӑ ҫынсене Культура ҫулталӑкӗпе тата Театр кунӗпе саламланӑ. «Кай, кай Ивана» спектакльти рольсене Виталий Хораськин, Лидия Карзакова, Владимир Павлов, Валентина Курицына, Алексадра Петрова, Валерий тата Галина Ванюркинсем, Алевтина Исаева, Нина Антонова, Лариса Носова, Тит Титов, Владимир Павлов тата «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗн артисчӗсем калӑпланӑ. Сасӑ операторӗн тивӗҫне Виктор Кокшин пурнӑҫланӑ. Халӑх премьерӑна килӗштернӗ. Ҫакна тӑвӑллӑн алӑ ҫупни те ҫирӗплетнӗ. Спектакль лартакансем сцена ҫинче чӑваш халӑхӗн наци уйрӑмлӑхне уҫса панӑ. Артистсем сӑмах «вӑййи» тата хусканусем урлӑ чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗхне ҫутатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |