Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнче Акатуя унчченхи ҫулсенче яланах Кӳкеҫ ҫывӑхӗнчи уҫланкӑра ирттерекенччӗ. Республика кунне Шупашкарта кӑна мар, пӗр-пӗр районта та уявланӑ йӑлапа-ши, Шупашкар районӗсем те ӑна халӗ пӗр-пӗр ял тӑрӑхӗнче йӗркелеме тытӑнчӗҫ. Республика кунӗпе танлаштарсан, икӗ ҫӗрлӗ иртмест вӑл — Акатуй валли суйланӑ ял тӑрӑхӗнче кӑна. Ҫавӑнпа та ку ҫӗнӗлӗхе хурлакансем те ҫук мар. Апла-и, капла-и, пӗлтӗр ӑна Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче ирттернӗччӗ, кӑҫал Ҫӗньял ял тӑрӑхне пуҫтарчӗҫ. Шупашкареньсен Акатуйӗ ҫӗртмен 14-мӗшӗнче пулчӗ. Унта яланхиллех ял тӑрӑхӗсенчи ӑстасен куравне йӗркеленӗ, саламсем спорт вӑййисем, юрӑ-ташӑ пулнӑ. Тӑван района уявпа саламлама республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пырса ҫитнӗ. Экономика кӑтартӑвӗ кӑҫал Шупашкар районӗнче пӗлтӗрхинчен пысӑкраххине палӑртнӑ вӑл. Аш-пӑш туса илесси, сӑмахран, 19 процент пысӑкланнӑ, сӗт — 4 процент. Пӗрчӗллисен лаптӑкне ҫулсерен ӳстерсе пыраҫҫӗ-мӗн. Акатуя пухӑннисене «Раҫҫей–2014» автомобиль экспедицине хутшӑнакансем те саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Тӗпчевҫӗсен пӗр ушкӑнӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Ҫӗр айӗнче шыв саппасӗ пур. Сахал мар. Ку тӗнчери океансенчипе танлашать-мӗн. Тӗпчевҫӗсен ӗҫӗсене New Scientist ятлӑ журнал страницисенче пичетленӗ. Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав шыв рингвудитра иккен. Вӑл 700 километр тарӑнӑшӗнче. Шыв саппасӗ нумаййи Ҫӗр ҫинчи шыв планета улшӑннӑ май пулнине ӗнентерекен гипотезӑна ҫирӗплетет. Ку шыва Ҫӗр ҫине кометӑсем илсе килнине хирӗҫлет-мӗн.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Андрей Даниловпа Наталия Корсакова И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенӗсем ҫамрӑк ӑсчахсен Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗн лауреачӗсем пулса тӑнӑ. Ӑслӑлӑхра пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ, тӗпчев ӗҫӗсенче кӑтартупа палӑрнӑ Наталия Корсаковӑп тата Андрей Данилова эксперт комиссийӗ ҫӗршыври чи лайӑх ӑҫчахсен йышне кӗртнӗ. Наталия Корсакова — офтальмологипе отоларингологи кафедрин профессорӗ. Андрей Данилов — журналистика кафедрин профессорӗ. Чыслав Тамбоври Г.Р.Державин ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче пулнӑ. Конкурса пӗтӗмпе Раҫҫей регионӗсенчен 450 ытла ӑсчах хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Шупашкарти музыка училищи валли туяннӑ «Steinway» рояль Ыран Шупашкарти музыка училищин концерт пӳлӗмӗнче рояль концерчӗ пулать. Вӑл каҫхи 6 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Роялӗ ахаль мар — «Steinway» маркӑпа кӑларнӑскер. Ҫӗнӗ рояле Чӑваш Республикин хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа уйӑрнӑ. Музыка инструменчӗ 7 миллион тенкӗ тӑрать. Ун пек рояльсене тӗнчери чи лайӑх концерт залӗсем валли туянаҫҫӗ иккен. Рояле Чӑваш илсе киличчен музыка училищи ыйтнипе ӑна Раҫҫей халӑх артисчӗ Денис Мацуев пианист-виртуоз тӗрӗсленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Чӗрчунсен правине сыхлас енӗпе чан ҫапакан ҫынсене ку хыпар савӑнтармалла. Мехикӑра Хула канашӗ циркра чӗрчунсене усӑ курма чаракан йышӑну тунӑ. Чарӑва пӑхмасӑрах чӗрчунсене аренӑна илсе тухакансене 45 пин доллартан пуҫласа 60 пин доллар таран штрафлама тытӑнӗҫ. Ҫапах та саккун хӑш-пӗр ирӗке парать-ха. Акӑ, дельфинсен шыври шоуне ҫынсем ӳлӗмрен те курса савӑнӗҫ. Йӑлана кӗнӗ Мексика родеоне те чарма шухӑшламаҫҫӗ. Мексика циркӗнче ӗҫлекен Стивен Пэйн кун пек ҫемҫелӗх пуррине кура саккунта икӗпитлӗх сӗмӗ сисӗннине палӑртнӑ. Ун шучӗпе вӑл ӗҫлекен Ringling Bros цирк чӗрчунсене сыхлас ыйтупа влаҫрисемпе ӗҫлеме хатӗр. Енчен те тӳре-шара циркри чӗрчунсен условине лайӑхлатассишӗн тӑрӑшать пулсан ку ыйтӑва татса памалла тесе шухӑшлать иккен эпир маларах асӑннӑ Стивен Пэйн. Енчен влаҫрисем урӑх тӗллевӗллӗ пулсан цирк федераци округӗн тулашӗнчи куракансене савӑнтарма хистет. Циркра ӗҫлекенсен чӗрчунсене вӗсем начар тумаҫҫӗ. Чӗрчунсене циркра усӑ курмалла мар текенсем урӑхларах шухӑшлаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов маттуррисене чыслать Вӑрнар районӗнче халӑх Акатуя пухӑннӑ. Районти ял тӑрӑхӗсем йӑла-йӗркене кӑтартакан экспонатсене илсе килнӗ, хӑнасене килти сӑрапа, кукӑльпе, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе хӑналанӑ. Акатуя савӑнӑҫлӑн паллӑ тунӑ. Сӑлтавӗ те пур. Вӑрнарсем ака-сухана вӑхӑтра вӗҫленӗ. Акмалли лаптӑка та пысӑклатнӑ. Район уявне ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов килнӗ. Вӑл Вӑрнар районӗнче ял хуҫалӑхӗ те, промышленноҫ та аталаннине палӑртнӑ. Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхне Леонид Николаева Хисеп грамотипе чысланӑ. «Санары» агрофирма трактористне Владимир Крипчакова «ЧР тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» ят панӑ. Владимир Матвеев «ЧР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Фермер хуҫалӑхне аталантармашкӑн Владимир Балыков, Алевтина Иванова, Григорий Лукин гранта тивӗҫнӗ. Аш-какай комбиначӗн инженерӗ Эдуард Зайцев, «Мураты» ЯХПК тракторисчӗ Борис Шариков, фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Фадеев пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн социаллӑ тӳлев илнӗ. Уява Вӑрнар районӗн «Туслӑх» ентешлӗхӗ те килнӗ. Спортсменсем тӗрлӗ ӑмӑртура вӑй виҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gov.cap.ru сайтри сӑнсем Патӑрьел районӗнче те «Акатуя — Сабантуя» уявланӑ. Икӗ ҫак уява патӑрьелсем темиҫе ҫул каяллах пӗрлештернӗ. Кӑҫал вӑл «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра 63-мӗш хут иртнӗ. Уява яланхилле сумлӑ хӑнасем ҫитнӗ. Паллах, чи маттуррисене чысланӑ. Чи лайӑх хуҫалӑхсене, ӗҫченсене Хисеп хучӗсем панӑ. Сцена ҫине пултарулӑх ушкӑнӗсем тухнӑ. Кунта Эрӗнпур облаҫӗнчен, Красноярск хулинчен килнӗ. Чӗмпӗр облаҫӗнчен тата Тутарстанран та делегацисем ҫитнӗ. Кӑнтӑрла ипподромра эстафета пуҫланнӑ. Лашасем тата вӗсен хуҫисем «Ылтӑн такан» кубока ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Ҫӗнтерӳҫе 10 пин тенкӗ укҫа, ылтӑн такан тата така парнеленӗ. Йывӑр атлетикӑра, кире пуканӗ йӑтассинче, штанга йӑтассинче те тупӑшнӑ. Ҫавӑн пекех армрестлерсем, ирӗклӗ кӗрешӳҫӗсем, шашистсем, шахматсисем вӑй виҫнӗ. Ярмӑрккӑра алӗҫ ӑстисен куравӗ те ӗҫленӗ. Вӗсен йышӗнче — Патӑрьелти ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗн, РФ тат ЧР ӳнерҫисен союзӗн пайташӗ Мидхат Шакиров тата Светлана Кудрявцева тӗрӗҫӗ. Районти 19 ял тӑрӑхӗ хӑйсен «картишне» кашнинех йыхравланӑ, ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ, купӑс каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Пуля витермен ҫитти Америкӑри Оклахома штачӗн ӑсчахӗсем пуля витермен ҫитти шухӑшласа кӑларнӑ. Ку хатӗр ҫемҫе те кӑпӑшка иккен, анчах хӳтлӗх енӗпе полицейскисем тата ҫар ҫыннисем усӑ куракан бронежилетсенчен кая мар-мӗн. Пуля витермен ҫиттие торнадо вӑхӑтӗнче е хӗҫ-пӑшалтан пеме тытӑнсан шкулта усӑ курма шухӑшлаҫҫӗ иккен. Вилӗмрен хӑтарма пултаракан ҫиттие виҫӗ тӗрлӗ виҫепе кӑлараҫҫӗ-мӗн. Ӑна ҫурӑм ҫине е кӑкӑр тӗлне ҫирӗплетсе хума пулать. Вӑл — тилӗ тӗслӗ. Ҫиттие шухӑшласа кӑларнисем ӗнентернӗ тӑрӑх хайхи япала мӗнпур йышши хӗҫ-пӑшалтан 90 процент хӳтӗлет имӗш. Торнадӑна пула ҫурт-йӗр ишӗлсе пуҫласан та ачасене вӑл чӗрӗ-сывӑ упраса хӑварӗ. Чаплӑ ҫитти хакӗ пин доллар таран тӑрать. Шкулсемпе общество организацийӗсем ӑна пысӑк партипе туянсан кӑларакансем йӳнӗрехпе сутма хирӗҫ мар-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Хӗрлӗ профессура ҫурчӗ» Шупашкарти Карл Маркс урамӗпе Воробьев композиторсен урамӗ хӗресленнӗ тӗлте вырнаҫнӑ 18 хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурт культура эткерлӗхӗн объекчӗ шутланать. Ӑна 1930-мӗш ҫулӗсенче хӑпартса лартнӑ. Асӑннӑ ҫурта конструктивизм тапхӑрӗнче тунӑ. Ҫав архитектура стилӗпе Шупашкарта хӑпартнӑ пурӑнмалли ҫуртсенчен упранса упранса юлни те тӗп хулара вӑл кӑна. Унӑн проектне Чӑвашстройкантурӑн проектпа конструктор бюровӗ 1929–1930-мӗш ҫулсенче хатӗрленӗ иккен. Ҫурта 1930–1932-мӗш ҫуртсенче тунӑ. Малтанласа ӑна 1930 ҫулта уҫнӑ Чӑваш патшалӑх педагогика инстиутчӗн профессорӗсемпе преподавателӗсене пурӑнтармалли общежити евӗр усӑ курнӑ. Шупашкар ҫурт тӑвӑмӑн историне ҫурт «Хӗрлӗ профессура ҫурчӗ» евӗр кӗрсе юлнӑ. Культура эткерлӗхӗн ҫуртне Республика кунӗ тӗлне юсаса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Ленин кӳлепи Беларуҫ Республикинчи Краково хулинчи Рональд Рейган (Ҫӗнӗ Гута) Тӗп тӳремӗнче пролетариат ертӳҫине Владимир Ленина халалланӑ фонтан-палӑк уҫнӑ. Пӗчӗк кӑна кӳлепене «Пуласлӑх фонтанӗ» тесе ят панӑ иккен. Вӑл сарӑрах тӗслӗ. Унччен пулман фонтана тӗрлӗрен хаклакансем тупӑннӑ. Хӑшӗсем Ленин «патша ҫуран ҫӳрекен вырӑнти евӗр» тӑнине (пролетариат ертӳҫине скульптура ҫапла кӑларса тӑратнӑ) шӳт вырӑнне хурса лӑпкӑн йышӑннӑ. Анчах Октябрьти революци ертӳҫинчен тӑрӑхлаҫҫӗ тесе чылайӑшӗ тарӑхнӑ иккен. Ун пек палӑк валли хулара вырӑн ҫук текенсем те пулнӑ имӗш. Палӑка ҫӗртмен 9-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Рейган лапамӗнче темиҫе кун тӑнӑ хыҫҫӑн скульптурӑна Лазьня-Нова театр картишне куҫарса кайӗҫ. Ҫӗнӗ Гута районне 1951 ҫулта туса пӗтернӗ. Совет влаҫӗ ӑна Краковӑн пролетариат районӗ пулать тесе шухӑшланӑ. 1989 ҫулччен Рональд Рейган лапамӗнче Ленин палӑкӗ пулнӑ. Ҫамрӑксем советсене хирӗҫле темиҫе пин ҫынлӑ демонстрацисем ирттернӗ хыҫҫӑн влаҫра ларакансем палӑка аркатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |