Культура
![]() «Тысяча и одна ночь» балета Шупашкарта лартакан Давид Авдыш (сулахайри) Евгений Плющенкон хореографӗ те пулнӑ Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ кӑҫал ака уйӑхӗн 22–26-мӗшӗсенче иртет. Ӑна Фикрет Амировӑн «Тысяча и одна ночь» спектакль премьери уҫмалла. Ӑна пирӗннисем Санкт-Петербургри специалистсемпе пӗрле лартаҫҫӗ иккен. Асӑннӑ балет чӑваш сценишӗн ҫӗнӗ мар-ха. Пуҫласа ӑна 1989 ҫулта лартнӑ. Хальхинче ӑна ҫӗнетсерех кӑтартма шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл классикӑлла версирен уйрӑлса тӑмалла-мӗн. Балета сцена ҫине кӑларма балетмейстер пулса либретто авторӗ Давид Авдыш тата Анна Устинова ятлӑ ҫамрӑк художник хутшӑнмалла. Фестивалӗн иккӗмӗш кунӗнче Адольф Аданӑн «Корсар» балетне курма май килӗ. Ӑна ҫармӑссен Э. Сапаев ячӗллӗ патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ӑстисем кӑтартӗҫ. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче маларах асӑннӑ «Тысяча и одна ночь» балета хуласемпе районсенче пурӑнакансене кӑтартӗҫ тесе хыпарлать REGNUM информагентство. Те вырӑна тухса кӗрӗҫ ӗнтӗ, те район-хуларан куракансене ятарласа пухӗҫ – калама хӗн, мӗншӗн тесен ӑна уҫӑмлатман. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Петр Чайковскин «Лебединое озеро» балечӗ килентерӗҫ. Одетта тата Одиллия ролӗсене Раҫҫей халӑх артистки, Пысӑк театр солистки Мария Аллаш калӑплӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ачасем куравпа паллашаҫҫӗ Ҫак ятпа Пӑрачкаври ӳкерчӗк галерейинче Чӑваш ӳнер музейӗн филиалӗн — Хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн центрӗ куҫса ҫӳрекен куравӗн хӑтлавӗ иртнӗ. Курава уҫнӑ май художник пултарулӑхӗ ҫинчен фильм кӑтартнӑ. Пултарулӑх ҫыннипе маларах асӑннӑ центр заведующийӗ Владимир Бамбурин та паллаштарнӑ. Сӑмах май, Владимир Бамбурин — художник, график, йывӑҫ касакан ӑста. Вӑл Элли Юрьев геральдист пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Аса илтеретпӗр, Элли Михайлович — Чӑваш Республикин Патшалӑх гербӗн тата Патшалӑх ялавӗн авторӗ, литературӑпа ӳнер енӗпе Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри геральдика обществин член-корреспонденчӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни. Юрьева живопись, тӗрлӗ графика, геральдика, эмблема, вексилиографи, шрифт, орнамент тата медаль ӳнерӗсен, фотографика енӗпе пултаруллине палӑртаҫҫӗ. Куравпа чи малтанах Пӑрачкаври вӑтам шкулта вӗренекенсем паллашнӑ. Ҫав кунах пичет графики енӗпе мастер-класс йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Экскурси вӑхӑтӗнче Хулари ачасен ҫурхи каникулсем иртсе те кайрӗҫ ӗнтӗ, ялтисен вара тин ҫеҫ пуҫланчӗҫ. Ҫак кунсене Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекенсем усӑллӑ ирттерес шутпа тӗп хуламӑра ҫул тытрӗҫ. Малтанах вӗсем Трактор историйӗн музейне ҫитсе курчӗҫ. Кунта курмалли-тӗлӗнмелли пайтах: авалхи вӑхӑтри суха пуҫӗнчен пуҫласа хальхи хӑватлӑ тракторсемчченех! Вӑхӑт ҫинчен мансах ҫӳрерӗҫ ачасем экспонатсем хушшинче. Ҫӳрерӗҫ ҫеҫ мар, кӑмӑла кайнӑ тимӗр утсем ҫине ларса та курчӗҫ! Унтан «Мадагаскара» ҫул тытрӗҫ: пин-пин ҫухрӑмра вырнаҫнӑ утрав ҫине мар ӗнтӗ, паллах, 3D форматлӑ кино курма кинотеатра. Малалла ҫул хальхи вӑхӑтри историн архивне выртрӗ. Кунта та тӗлӗнмелли нумай пулчӗ. Ачасем документсене еплерех упранине хӑйсен куҫӗсемпе курма пултарчӗҫ, чылай сӑнӳкерчӗксемпе паллашрӗҫ. Ҫур ӗмӗр каялла тунӑ хамӑр ял ҫыннисен сӑнӳкерчӗкӗсене курса тӗлӗнчӗҫ. Уйрӑмах паллӑ ентешӗмӗр Андриян Николаев сӑнӗсем кӑсӑклантарчӗҫ. Экскурсие яланхилле Атӑл хӗрринче вӗҫлерӗҫ ачасем. Ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа килелле ҫул тытрӗҫ. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Аччакасси ҫамрӑкӗсен пултарулӑхӗ Ака уйӑхӗн 1-мӗшне пӗрисем Кулӑш кунӗ теҫҫӗ. Теприсем нумай шухӑшласа тӑмаҫҫӗ — Ухмах кунӗ теме кӑмӑллаҫҫӗ. Чи пахи — кӑмӑл-туйӑма шӳтпе ҫӗклеме тепӗр сӑлтав пурри. Юлташсене тыттарса выляса-кулнинче ним япӑххи те ҫук ӗнтӗ. Шӳте ӑнланакан ҫынпа пулсан пушшех те аван. Канаш районӗнчи Аччакассинчи культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ҫамрӑксене кулӑ е кулӑшла сӑн-пит ӳкерме ыйтнӑ. Вӗсене пӑхсан хӑв та кулса ярӑн теҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Чӑн та, кам епле пултарать, ҫавӑн пек ӳкернӗ ҫамрӑксем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Солтан Шиганов — халӑх инструменчӗсемпе вылякан ӑста Шӑмӑршӑ районӗнчи Пӑчӑрлӑ Пашьел вӑтам шкулӗнче нумаях пулмасть тӑватӑ халӑх ҫыннисен юрри-кӗвви янӑранӑ. Ачасем патне Хусан хӑни килсе ҫитнӗ. Вӑл — педагог тата халӑх музыка инструменчӗсемпе вылякан Солтан Шиганов. Хусан ҫынни ачасен умӗнче «Халӑх кӗвви-ҫемми халӑхсен шӑпине кӑтартни» темӑпа лекци ирттернӗ. Калаҫу тӗллевне Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен культурине тата лирикине чӗртсе тӑратассипе, аталантарассипе тата упраса хӑварассипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ачасем нукай курайӗ, тальянка епле янӑранине хаваслансах итленӗ-мӗн. Тӑватӑ тӳмеллӗ пӗчӗк купӑспа, сӑрнайпа, икӗ шӑтӑклӑ йывӑҫ курайпа тата ытти тӗрлӗ инструментпа та ачасем кӑмӑлтан паллашнӑ. Тӗлпулура чӑваш, вырӑс, тутар тата ҫармӑс юррисем, ташӑ ҫеммисем янӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑвашла ята ҫухатнӑ «Лакомка» Шупашкарта общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсем епле вырнаҫнине тӗрӗслеме тытӑннӑ. Сумлӑ комиссие ҫул-йӗр инспекторӗсем тата инженери коммуникацийӗсене пӑхса тӑракан организацисен ертӳҫисем кӗнӗ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, сӑмахран, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Маклыгин ертсе пыракан ушкӑн Калинин районӗнчи 9 вырӑна ҫитсе пӑхнӑ: «Гастелло урамӗ», «Лакомка», «Ача-пӑча медицина центрӗ», «Больница комплексӗ», «Пролетари урамӗ», «Ҫӗнӗ автовокзал», «Энергозачасть», «Шупашкарти трикотаж», «Спартак» стадион» ятлӑ чарӑнусене. Хула тӳрисене тӗрӗслеве пуҫарма хулара пурӑнакансем ҫӑхавлани хистенӗ. Ҫынсем чарӑнусем майлӑ вырнаҫманни е автоҫула ытла ҫывӑххи пирки пӑшӑрханнӑ. Кунта сӑмах халь тӑваканнисем пирки пырать. Вӗсем юр-ҫумӑртан хӳтӗлекенскерсем кӑна мар, суту-илӳ павильонӗллӗскерсем те. Ҫапла чарӑну тума ҫӗр лаптӑкне Шупашкар хула администрацийӗ аукцион урлӑ тара панӑ. Чӑн та, халӑх ахальтен шалӑпламан иккен. Хальхи вӑхӑтри нормативсенче чарӑнусем ҫулран 3 метртан ҫывӑхрах пулмалла мар тесе палӑртнӑ иккен. Йӗркепе килӗшсе тӑманнисене нормативпа «ҫураҫтармалла». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Куславкка районӗнчи Кунер ялӗн ҫыннисемшӗн кану кунӗ чӑн-чӑн уява ҫаврӑннӑ. Кунти информаципе культура центрне Тутар Республикинчи Чуллӑ Ҫырти «Чӗкеҫ» халӑх ансамблӗ ҫитнӗ. Лӑк тулли зал хӑнасене хавас пулнӑ. Хаклӑ хӑнасене Кунер ял тӑрахӗн пуҫлӑхӗ В.В.Юсов, «Семенов» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Семенов, информаципе культура центрӗн директорӗ Б.Я.Федоров ӑшӑ сӑмахсемпе кӗтсе илнӗ. Концерта 25 ҫын хутшӑннӑ. «Чӗкеҫ» чӑваш халӑх ансамблӗн пултарулӑхӗ Кунер ҫыннисене тыткӑнланӑ. Концерт 2 сехете яхӑн тӑсӑлнӑ. Кунер ял тӑрӑхӗнчи «Настроение» (чӑв. Кӑмӑл) инструмент ушкӑнӗ Ҫырчаллӑ артисчӗсемпе танах пулнӑ. Вӗсем те сцена ҫине тухнӑ: концерта вӗҫленӗ. Чӑваш юрри янӑрасан артистсем зала тухса куракансемпе ташланӑ. Концерт вӗҫленсен ансамбль ертӳҫи Елена Кандюкова Кунер ял тӑрӑхӗн халӑхне ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗшӗн тав тунӑ, малашне те тӗл пулма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Пӑва ҫемье вулавӗн библиотеки «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсне вунӑ ҫул ытла хутшӑнать. Кӗнеке куравӗ вулакансен кашнинчех ҫӗнӗ, кӑсӑклӑ литературӑпа савӑнтарать. Кӑҫал унта 2012 ҫулта тухнӑ 15 хайлав кӗнӗ. Нарӑс уйӑхӗнче библиотекӑра «Кӗнеке вулатпӑр — 2012» курав йӗркеленӗ. Вулавӑша ҫӳрекенсене вӗсене вуласа тухма, килӗшнӗ хайлав пирки ҫырса пӗлтерме сӗннӗ. 1–4-мӗш класра вӗренекенсем вара ача-пӑча кӗнекисемпе паллашнӑ, вӗсене сасӑпа вуланӑ. Шӑпӑрлансем Лев Кадкинӑн «Ослиный мост», Светлана Гордеевӑн «Весёлая карусель», Людмила Васильевӑн «Зайкина семья» хайлавӗсене тимлӗн итленӗ. Чылай автор ҫак конкурса пӗр хут кӑна хутшӑнман. Вӗсен йышӗнче — Улькка Эльмен, Сергей Павлов, Аркадий Казанов, Ордем Гали, Людмила Сачкова тата ыттисем. Кураври кӗнекесем вулакансен кӑмӑлне кайнӑ. Вӗсем — чӑвашла повеҫсемпе калавсем: Сергей Павловӑн «Тӗтре», Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана», Аркадий Казановӑн «Ырату», Нелли Петровскаян «Тухатмӑш», В.Кузьминӑн «Вӗҫев» тата ытти хайлавсем. Вырӑс хайлавӗсене ытларах ҫаксене килӗштереҫҫӗ: П. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен черетлӗ ҫар призывӗ пуҫланнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, РФ хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйне 154 пин салтак кӗрӗ. Кӑҫал салтаксем валли улшӑнусем пулӗҫ. «Новости» рекламӑпа информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫӑл ҫар комитечӗсенче хӗсмете каякансене алла сӗрмелли крем, душра ҫӑвӑнмалли крем, шӑл пасти, шӑл щетки, хырӑнмалли станок тата гель, дезодорант, алшӑлли парӗҫ. Салтаксене портянкӑсемпе атӑ вырӑнне нускипе, хӗллехи тата ҫуллахи берцӑсемпе, аялти ӑшӑ тумпа тивӗҫтерӗҫ. Ҫар билечӗсӗр пуҫне ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакана электронлӑ картта парӗҫ. Вӑл унпа ӗмӗр тӑршшӗпех пулӗ. Картта ҫинче гражданин ҫар тивӗҫне ӑҫта пурнӑҫлани, хӑш чаҫран куҫни, мӗнле хӗҫ-пӑшалпа ӗҫлеме пӗлни пирки тата ытти информаци пулӗ. Пӗтӗмпе 58 информаци: салтакӑн кӗлетке калӑпӑшӗнчен пуҫласа ашшӗ-амӑшӗн ячӗ-шывӗ таранах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Пушӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Леонид Волков тата ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов Мускавра йӗркеленӗ чӑваш чӗлхин курсне ҫитсе курнӑ. Аса илтерер: пирвайхи заняти пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче иртнӗ. Вӗрентекенӗ — И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн журналистика факультетне пӗтернӗ, чӑваш культурипе историне тӗпчекен Евгений Степанов. Заняти эрнере пӗр хут — шӑматкун — иртет. Хальлӗхе курса тӗрлӗ ӳсӗмри 20 ҫын ҫӳрет. Унта Чӑваш Енрен тухнӑ ҫынсем кӑна мар, ӗмӗрӗпех Мускавра пурӑнакансем те (вӗсем чӑвашсемпе ниепле те ҫыхӑнман) ҫӳреҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Мускав авиаци институчӗн преподавателӗ Сергей Иванов курсра вӗренет. Вӑл хӑйӗн диссертацине хӳтӗлеме хатӗрленнӗ вӑхӑтра та занятисене сиктермен. Владимир Иванов чӑваш чӗлхипе ытти наци ҫыннисем те кӑсӑкланнинчен тӗлӗннӗ. Вӑл Чӑваш Республикинче ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентме хирӗҫ пулнине кулянса палӑртнӑ. Ҫакна илтсен курссене ҫӳрекенсем акӑ мӗн каланӑ: ачасем темиҫе чӗлхе пӗлни хӑйсемшӗнех усӑллӑ пулнине, ку вӗренӳре пулӑшнине аслисен чухламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |