Республикӑра
![]() Шупашкартан Самара тата Ӗпхӗве самолетсем ҫӳретесси Федерацин Атӑлҫи округӗнче авиарейссене аталантарма ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑ пилотлӑ проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне 200 ытла ҫын Ӗпхӗве кайса килнӗ. Аса илтеретпӗр, асӑннӑ направленипе самолетпа ҫула тухакан пассажирсене ҫул укҫин ҫуррине кӑна тӳлеттереҫҫӗ. Тепӗр ҫуррине федераци тата регион хысниcем хӑйсем ҫине илнӗ. Маларах асӑннӑ Ӗпхӳре нумаях пулмасть Атӑлҫи федераци округӗнчи канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ. Инҫе ҫула вӗсем самолетпа кайнӑ. Йыша ертсе пынӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев авиарейссем пурри аваннине палӑртса хӑварнӑ. Сӑмах май, Ӗпхӗве тата Самара самолетсене субсидилесе 2016 ҫулччен ҫӳреттерӗҫ. Пушкӑртстанӑн тӗп хулине ҫитме 1 750 тенкӗрен пуҫласа 1 900 тенкӗ таран тӳлемелле, Самара — 1 400 тенкӗрен тытӑнса 4 395 тенкӗ таран. Ӗпхӗве самолет икӗ сехете яхӑн вӗҫет, Самара — сехет ҫурра яхӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа Раҫҫйӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Атӑлҫи регионти центрӗн пуҫлӑхӗ Игорь Паншин генерал-лейтенант тӗл пулнӑ. Унта вӗсем пушар хӑрушсӑрлӑхӗ, гражданла оборона, халӑха ҫутҫанталӑк тата техногенлӑ инкекрен сыхлас лару-тӑрӑва регионсенче тӗрӗсленин пӗтӗмлетӗвне тишкернӗ. Хаклав пуш уйӑхӗн 17–26-мӗшӗсенче иртнӗ. Паньшин генерал-лейтненат Чӑваш Ене тӗрӗслевҫӗсем лайӑхпа палӑртнине пӗлтернӗ. Татса памалли ыйтусем сиксе тухсан вӗсене ҫийӗнчех сӳтсе явнӑ, тытса памалли ҫул-йӗре планласа хунӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Красноармейскинчи халӑх театрӗ Трак енри халӑха спектакльсем кӑтартнӑ хыҫҫӑн кӳршӗ районсене тухма тытӑннӑ. Канаш районӗнчи Малти Тукай ялӗ Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ умӗн чӑн-чӑн парнене тивӗҫнӗ. Трак енри артистсем Николай Сидоровӑн «Шупашкарти савни» камитпе килнӗ. Постановка пурне те килӗшнӗ. Трак енри халӑх театрӗн ертӳҫи тата режиссерӗ Клавдия Васильева Малти Тукай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ-мӗн. Артистсене спектакль вӗҫленсен чунран тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Муркаш районӗнчи Турай ялӗн ачисем шкула ҫӳхе пӑр тӑрӑх утаҫҫӗ. Нимӗн те тӑваймӑн — шкула ҫитмешкӗн пӗве урлӑ каҫмалла. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтерет. Вӑрӑм пӗве Турай ялне икӗ пая уйӑрать. Шкул вара ҫуртсен леш енче вырнаҫнӑ. Ачасен е кӳршӗ ял урлӑ ҫаврӑнмалла (кун пек 3 ҫухрӑм пулать), е тӳрех пӗве урлӑ каҫмалла. Шӑпӑрлансем, уйрӑмах аслӑ классенче вӗренекенсем, кӗске ҫула суйлаҫҫӗ. Ҫитӗннисем вара ҫакна хӑраса сӑнаҫҫӗ. Малтан ачасем шкул автобусӗпе ҫӳренӗ. Халӗ, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов каланӑ тӑрӑх, вӑл илсе ҫӳреймест. Автобуса сӗрмелли-ҫунтармалли материалсемпе тивӗҫтермешкӗн укҫа сахал уйӑрнӑ-мӗн. Николай Павлов пӗве урлӑ кӗпер хывмашкӑн та укҫа ҫуккине пӗлтернӗ. — Пӑр шӑтӑртатать, ачасем ҫапах ҫӳреҫҫӗ. Халӗ, ҫуркунне хӑш вырӑнта пӑр катӑлассине пӗлеймӗн, — тенӗ ялта пурӑнакан пӗр ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() mamainfo.com.ua сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри Хулари 1-мӗш клиника пульници ҫӗнӗ йышши компьютер технологийӗ пуррипе мухтанма пултарать. Вӑл ача кӗтекен хӗрарӑмӑн кӑмӑл-туйӑмне сӑнама пулӑшать. Ҫӗнӗлӗхпе хӑҫан усӑ кураҫҫӗ-ха? Хӗрарӑм ача ҫуратас умӗнхи тапхӑрта. Уйрӑмах ку варти пепке патологипе ҫуралас хӑрушлӑх пуррисене пырса тивет. Ҫак технологие шӑпах малтан вӗсемпе усӑ курма тытӑнӗҫ. Психофизиологи хатӗрленӗвӗ пулас амӑшне кӗлетке тӗлӗшӗнчен те, кӑмӑл тӗлӗшӗнчен те хатӗрленме пулӑшӗ. Ҫӗнӗлӗх ача кӗтекенскере стреса парӑнтарма пулӑшӗ, тӗрӗс сывлама вӗрентӗ. Аппарат пулӑшнипе хӗрарӑм организмӗнчи психоэмоци йеркене кӗрет. Занятисем вӑхӑтӗнче профессионал психолог хӗрарӑмӑн психологи шайӗнчи сывлӑхне палӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Пушӑн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, Канаш районӗнче терлӗ мероприяти иртнӗ. Ачча ял тӑрӑхӗнче халӑх пултарулӑхӗн «Иксӗлми Канаш ен ҫӑлкуҫӗсем» район фестивалӗпе килӗшӳллӗн черетлӗ курав пулнӑ. Аччари тата Пайкилтри ушкӑнсем концерт кӑтартнӑ. Сцена ҫинче ӳнер пултарулӑхӗн мӗн пур жанрӗ пулнӑ. Пайкилт ял тӑрӑхӗнчи Николайпа Марина Семеновсем «Юрату утравӗ» юрра шӑрантарнӑ. «Хӗлхем» вокал ансамблӗ «Край родной», «Пурнӑҫ урапи» юрӑсене, Ирина Чернова «Сарӑ кайӑк» юрра юрланӑ. Ачча ял тӑрӑхӗнчи «Шевле» фольклор ансамблӗ путарулӑхӗпе кашнинчех тӗлӗнтерет. Хальхинче те вӑл куракансене тыткӑнланӑ: халӑх юррисем шӑрантарнӑ, тӑван тӑрӑхӗнчи йӑлапа паллаштарнӑ. Ачча шкулӗнчи 3-мӗш класра вӗренекен Ангелина Лаврентьева «Авас терӗм» юрӑпа сцена ҫине тухнӑ. Валерий Корытников «Вӑрман кӳллинче» шӑрантарнӑ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫакнашкал ятпа Патӑрьелти тӗп вулавӑшра А.Ф. Талвир ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ курав йӗркеленӗ. Унта писателӗн пурнӑҫне, пултарулӑхне ҫутатакан статьясене, унӑн портретне, буклетсем, альбомсем вырӑн тупнӑ. Куравра вулавӑшӑн таврапӗлӳ пухмачӗнче упранакан сайра тӗл пулакан кӗнекесем (1952–1958 ҫулсенче тухнисем) тӗп вырӑн йышӑннӑ: «Эсӗ инженер пулатӑн», «На Буинском тракте», «Живая ветка», «Сабантуй в Буинске», «До войны, на войне, после войны», «Фундамент». Таврапӗлӳ секторӗн заведующийӗ Нина Мазякова кӗнеке куравӗпе паллаштарнӑ. Патӑрьелти 2-мӗш шкулӑн чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Г.Ф.Хлебникова А.Талвир ячӗллӗ музей пирки, ҫыравҫӑ пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Музей шкулта тахҫантанпах пур. А.Талвиран мӗн пур хайлавне тенӗ пекех вырӑс чӗлхине куҫарнӑ. Алексей Талвир (Алексей Филиппович Башкиров) Патӑрьелте 1909 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шкул пӗтерсен Мускава кайнӑ, СССР халӑхӗсен Тӗп издательствин чӑваш секцинче ӗҫленӗ. Унтан Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университетне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Вула, Элӗк ен!» наци кӗнекин фестивалӗпе килӗшӳллӗн Элӗкри тӗп вулавӑшра Кармал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ поэтпа, прозаикпа Никита Ларионовпа тӗлпулу иртнӗ. Никита Ларионович — педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, ЧР тата РФ Писательсен союзӗн членӗ, хӑвӑрт утассипе СССР спорт мастерӗ. Вулакансем ӑна «Йӗпкӗн хӗрлӗ хӑю», «Олимп каҫалӑкӗ», «Хӗр тупри» кӗнекесемпе ытларах пӗлеҫҫӗ. Халӗ вӑл Элӗк салинче кун кунлать. Никита Ларионов тӗп вулавӑша час-часах ҫӳрет. Никита Ларионовичӑн вӑй-халӗ тапса тӑрать кӑна. 2010 ҫулта унӑн «Ват ӑшши» сӑвӑсен пуххи тухнӑ. Тепӗр ҫулхине — «Кӑмӑл пайӑркисем», 2012 ҫулта — «Ҫыру мехелӗ», «Асамлӑ мас», 2013 ҫулта «Анфиса, Аниса», «Сӗрен кӗперӗ» кӗнекесем кун ҫути курнӑ. Автор прозӑра та, поэзире те ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Тӗлпулура ҫыравҫӑ «Ҫыру мехелӗ» пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Вӑл «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри кӗнеке — 2012» республика конкурсне хутшӑнать. Кӗнекене «Ҫыру мехелӗ», «Хрусталь ваза», «Награда хуҫине тупать» повеҫсем тата ытти хайлав кӗнӗ. Мероприятире «Учитель. Спортсмен. Писатель» хӑтлав кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Ҫӗнтернӗ проект Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацинче моряксене халалланӑ палӑк проекчӗсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫакна «ЧР Ҫар-тинӗс флочӗн ветерансен союзӗ» пуҫарнӑ. — Ҫак палӑк Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫ хунӑ чӑваш морякӗсен ячӗпе пулӗ. Палӑк ҫине пахсан вӑл тинӗс тематикипе ҫыхӑнни тӳрех паллӑ пултӑр. Конкурса хутшӑнакансем умне ҫакнашкал тӗллев лартрӑмӑр, — тенӗ «ЧР Ҫар-тинӗс флочӗн ветерансен союзӗн» председателӗ Владимир Крюковский. Конкурс ҫӗнтерӳҫине пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнчех палӑртмалла пулнӑ. Анчах комисси членӗсем ӑна кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен тӑсма йышӑннӑ. Ҫак вӑхӑтра конкурс тӗнче шайӗнчи статуса тивӗҫнӗ. Чехи Республикин ӳнерҫи Мартин Кютер хӑйӗн проектне ярса панӑ. Конкурс комиссине ЧР Ӳнерҫисен союзӗн членӗсем кӗнӗ. Шупашкарти авторӑн ӗҫӗ ытларах балл пухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта Мускав ҫынни. Виҫҫӗмӗш вырӑна Питӗрти автор тивӗҫнӗ. Халӗ проект чи йывӑр тапхӑра — пурнӑҫа кӗртессине — куҫать. Ӳнерҫӗсем ҫакнашкал конкурссем валли фонд тума сӗннӗ. — Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗсене те хутшӑнса курнӑ май ҫакна калаятӑп: конкурсҫӑсем валли фонд йӗркелесен аван. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта ачасем 34 ҫулти арҫыннӑн виллине тупнӑ. ЧР Тӗпчев комитечӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Пржевальский урамӗнчи гаражсем хушшинче асӑрханӑ. Арҫын ӳчӗ ҫинче ҫӗҫӗпе чикнӗ вырӑнсем пулнӑ. Ку ӑна пусмӑрласа вӗлернине ҫирӗплетет. Кун тӗлешпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Следовательсен, полици ӗҫченӗсен тискер ҫак ӗсе кам тума пултарнине кӗске вӑхӑтрах тупса палӑртма май килнӗ. Вӑл — Шупашкарти пурӑнакан 38 ҫулти арҫын. Ҫакскер тӗлӗшпе ҫынна вӗлернӗшӗн 2003 ҫулта пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ. Халӗ айӑпланакана тытса чарнӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче хайхискер хур курнӑ ҫынпа харкашнӑ. Иккӗшӗ те эрех ӗҫнӗ. 38-ти 34 ҫулти арҫынна ҫӗҫӗпе 15 хут чикнӗ. Малтанах вӑл стамескӑпа усӑ курнӑ, унтан ҫӗҫӗ ҫине куҫнӑ. 34-ри арҫын ҫавӑнтах вилнӗ. Айӑпланакан преступлени йӗрне сирес тесе вилене юр айне пытарнӑ та ҫухалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |