Ял пурнӑҫӗ
![]() Ялта ӗҫ ҫукран ҫамрӑксем те тараҫҫӗ. Ҫапла каланине час-часах илтме тӳр килет. Тӗрӗссипе, ҫапла-ха: ӗҫ выранӗ сахалтарах. Анчах ял йӗри-тавра пушӑ уй саркаланать. Унта ҫум курӑк ашӑрать. Ялта пурӑнас кӑмӑл пуррине, тем тесен те, нимӗнле чару та ҫук: хӑвӑн вӑйна шанса ӗҫле ҫеҫ. Ялта тӗпленнӗ ҫынсене патшалӑх та пулӑшма тӑрӑшать ав. Кунтисем хӑйсен пуҫарӑвӗшӗн грант илме пултараҫҫӗ. Унӑн проекчӗпе правительство ларӑвӗнче ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов паллаштарнӑ. Грант пулӑшӑвне виҫӗ енпе парӗҫ: кану лапамӗ йӗркелесси, культура палӑкӗсене сыхласси, чӑваш халӑхӗн культурине йӗркелесси. Правилӑсемпе килӗшӳллӗн, унӑн 2 миллион тенкӗрен ытла, проектӑн пӗтӗмӗшле сумминчен 60 процентран ытла пулмалла мар. Кун пирки ЧР влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ. Ҫак проекта пурнӑҫламашкӑн муниципалитетсене республика хысни субсиди евӗр уйӑрса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() http://forum.zarulem.ws сайтри скриншот Васкавлӑ медпулӑшу машинин водителӗ Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче тухтӑрсен бригадине кӗтсе ларнӑ чухне пульӑран пытанма тивнӗ. Ку пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, паллӑ мар ҫын пневматика пӑшалӗнчен 4–5 хут пенӗ. Ҫавна май васкавла медпулӑшу машинин кантӑкӗсем ҫӗмӗрӗлнӗ. Телее, аманнисем ҫук. Вырӑна полици нарячӗ ҫитнӗ, следстви ӗҫне пуҫӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри эмел лавккисенче спиртлӑ препаратсене пули-пулми сутма чарӗҫ. Ҫакна тума мӗн хистенӗ-ха? «Симӗс ҫӗлен» авӑрне лекнисем шӑпах ҫакнашкал эмелсемпе наркӑмӑшланаҫҫӗ. Шупашкарта ҫак ыйтӑва ҫавра сӗтелре сӳтсе явнӑ. Унта пысӑк аптекӑсен ертӳҫисене те чӗннӗ. Эрех-сӑрапа туслашнисем укҫа перекетлес тесе аптекӑра спиртлӑ шӗвек туянаҫҫӗ. Пӗлнӗ-пӗлмен препарата кӳпсе лартаҫҫӗ, наркӑмӑшланнӑскерсене пульницӑна илсе ҫитереҫҫӗ. Чӑваш Республикинче, 2012 ҫулпа танлаштарас пулсан, алкоголизм чирӗпе апӑракансен йышӗ 0,3 процент чакнӑ. Эрех-сӑрапа наркӑмӑшланакансен хисепӗ те пӗчӗкленнӗ. Ҫапах ку ыйту халӗ те ҫивӗч-ха. ЧР Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Богданова аптекӑсене «фанфуриксене» спиртлӑ мар шӗвексемпе ылмаштарма сӗннӗ. Харпӑр аптекӑсен ертӳҫисене ҫакнашкал проектӑн меморандумне панӑ. Икӗ пысӑк аптека тетелӗ ҫакнашкал условисене йышӑннӑ. Вӗсем ыттисене тӳре-шарасен пуҫарӑвне шута илме чӗнсе калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑхӑтлӑха. Виҫӗ уйӑхлӑха. Ҫапла тума Шупашкар хулинчи Ленин районӗн сучӗн йышӑнӑвӗпе палӑртнӑ. Кӑра утӑм тума Ростехнадзорӑн Атӑлҫи управленийӗ «ОЭС» текен тулли мар яваплӑ обществӑна планпа килӗшӳллӗн тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн тӗв тунӑ. Ҫунтармалли-сӗрмелли материал упранакан резервуара промышленноҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑсса усӑ курнӑ иккен. Резервуарӑн усӑ курмалли вӑхӑчӗ тухса кайнӑ. Инкек тавраш пулсан персоналӑн резервуар тӗлӗшпе мӗн тумаллине те палӑртни пулман-мӗн. Предприяти пирки тӗрӗслевҫӗсем административлӑ саккуна пӑсать тесе пӗтӗмлетнӗ. Кӑлтӑка пӗтерме 90 кун вӑхӑт пур-ха вӗсен… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӳ министерствипе Китайӑн Сычуань провинцийӗнчи компанисем килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ. Сӑмахпа кӑна мар, виҫӗ енлӗ килӗшӳ тусах ҫирӗплетнӗ. Паллӑ пулӑм пушӑн 25-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Килӗшӳре ял хуҫалӑх, туризм, хӑна усламӗ, транспорт инфраструктури тӗлӗшпе ӗҫлессине палӑртнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑн патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗ вӗҫӗмех тӗрӗслевсем ирттерет. Тӗслӗх вырӑнне пуш уйӑхӗн 17–21-мӗшӗсене илес тӗк ҫав вӑхӑтра 15 тӗрӗслев йӗркеленӗ. Вӗсенчен тӑваттӑшне инспекторсем предприяти-организацисенче ӗҫ сыхлавӗн правилисене пӑхӑннипе пӑхӑнманнине палӑртас тӗллевпе йӗркеленӗ, вунпӗрӗшӗнче — право ыйтӑвӗсемпе. Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвне инспекций типӗ цифрӑсем тӑрӑх асӑнса кайнӑ та, ӑҫта епле кӑлтӑк палӑртнине каламан та, ҫапах та шухӑшламалӑх пур. 15 тӗрӗслев вӑхӑтӗнче инспекторсем ӗҫ законодательствине пӑснӑ 65 тӗслӗхе асӑрханӑ. Сӑмах май калас тӑк, йӗркене пӑснинчен пысӑк пайӗ, 56 тӗслӗхӗ, ӗҫ сыхлавӗн парвилисене пӑхӑманнипе ҫыхӑннӑ. Тӗслӗх вырӑнне ӗҫ сыхлавӗпе инструкцисем ирттерменнине, шалӑва хӑҫан тӳлемеллине палӑртманнине, ӗҫрен каякан ҫынна ҫав кунах тӳлесе татманине асӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви асӑннӑ ведомствӑн аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗме йыхравлать. Ун пеккисем пилӗк аслӑ шкул таран иккен: Мускавра академи, Санкт-Петербургра университет, Воронеж, Иваново тата Екатеринбург хулисенче институтсем. Вӗсенче «Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ» специальноҫпа специалистсене тата бакалаврсене хатӗрлеҫҫӗ. Пӗлӗве куҫӑн майпа ӑша хывтараҫҫӗ. Вӗреннишӗн укҫа тӳлемелле мар. Вӗреннӗ вӑхӑтра тӳлевсӗр апатлантарассине, укҫа пырса пулӑшассине, ҫи-пуҫ тата вӗреннӗ вӑхӑтра пурӑнма вырӑн уйӑрса парассине пӗлтереҫҫӗ. Унта вӗренме кӗрес текенсен салтака кайма «А» ушкӑнпа юрӑхлӑ пулмалла. Пӗрлӗхлӗ экзамена лайӑх тата питӗ лайӑх паллӑпа тытнине тӗпе хураҫҫӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин аслӑ шкулӗсене 24 ҫула ҫитичченхисене йышӑнаҫҫӗ. Тӗплӗнрех ведомствӑран ыйтса пӗлме май пуррине ӗнентереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Канашлу вӑхӑтӗнче Услам илес тесе теприсем тем тума та хатӗр. Эрех черккине путнисен чирӗпе усӑ курса теприсем, ав, спиртлӑ хатӗрсене сутаҫҫӗ. Халӑхра вӗсене «фанфурик» тенипе пӗлеҫҫӗ. Саккунӗ вӗсене сутма чармасть. Пит-куҫа тасатма тесе ҫырнӑскерсене ирӗклӗнех ярӑнтараҫҫӗ вара ун йышшисем. Вӗсене туянакансенчен ытларахӑшӗ ӑна ал-урана сӗрме туянманнине пӗлмен ҫын ҫук-тӑр. Муркаш районӗнче пӗчӗк тата вӑтам уҫсламҫӑсен инвестици вӑй-халне сӳтсе явма пухӑннӑ ларура ытти ыйтупа пӗрлех «фанфурик» темине те хускатнӑ. Сӑмах май, районӑн тӗп тухтӑрӗ В.Г. Данилов район администрацийӗнче иртнӗ пӗр планеркӑра ҫав хатӗре сутса укҫа тӑвакан усламҫӑсен хакӗ ниме тӑмасть тесех палӑртнӑ. Ҫын инкекӗпе усӑ курса укҫа тӑвакансем совеҫе сутса яманах-тӑр тесе муркашсем тем пекех шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Культура ҫулталӑкне ирттернӗ май вӗсен пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемеллех тесе шут тытнӑ май Етӗрне районӗнче ӳкерме, юрлама вӗрентекенсеме технологи учителӗсене ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пултарнӑ. Унта вӗсем «Раҫҫей гуманитари, информаци тата культура уҫлӑлӑхӗнче» темӑна сӳтсе явнӑ. Маларах каланӑ предметсене ӑша хывтаракансем ача чӑн-чӑн ҫын пулса ӳстӗр тесе мӗнле меслетсемпе усӑ курнине тишкернӗ. Ҫак ӗҫе лайӑхлатас тесен мӗн тумалли пирки те калаҫнӑ. Район администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ информацире кам мӗнле доклад туни таранах асӑнса кайнӑ-ха. Ларура калаҫнин тӗп шухӑшӗ, унта калани тӑрӑх пӗтӗмлетсен, ака уйӑхӗнче музейра Н.П. Петрова тата В.Г. Петрова вӗрентекенсен куравне йӗркелесси. Тата унта хӑш-пӗр вӗрентекенӗн опычӗпе паллашма май килнӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑвай районӗнчи вӗренӳ отраслӗ ачасем ҫурхи каникулта каннӑ вӑхӑтра вӗсен апатланӑвне тӗрӗс епле йӗркелемеллине сӳтсе явма шут тытнӑ. Канашлӑва Тӑрмӑшри вӑтам шкулта ирттернӗ. Унта чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен районти станцинче тӑрӑшакансем те пырса ҫитнӗ. Яваплисене вӗсем сӗтӗн тата ашӑН техника регламенчӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Выльӑх-чӗрлӗхрен продукцине епле упрамалли пирки те чарӑнса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне апат-ҫимӗҫ юлашкине тӗрӗс утилизацилесси таранах калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |