Сывлӑх
![]() Чӑваш Республикине федераци хыснинчен ВИЧ-инфекципе тата В, С гепатитсемпе кӗрешекен антивируслӑ препаратсене туянмашкӑн укҫа ҫитнӗ — 50,2 миллион тенкӗ. Пӗлтӗр антиретровируслӑ терапипе ВИЧ-инфекципе чирлӗ 426 ҫын усӑ курнӑ. Ку сиплеме палӑртнисен 100 проценчӗ, шутра тӑраканнисен — 35,5%. Вӑхӑтра сипленни ҫын вилес, сусӑрланас хӑрушлӑха чакарать, пурнӑҫа вӑрӑмлатать. Федераци бюджетӗнчен укҫа вӑхӑтра уйӑрни асӑннӑ ҫак чирсемпе нушаланакансене пулӑшӗ. Кӑҫал ВИЧ-инфекципе чирлӗ 450–500 ҫынна сиплеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче Раҫҫей чемпионӗн А.В. Горшковӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн кире пуканӗ йӑтас енӗпе уҫӑ турнир иртнӗ. Турнира Канаш районӗнчи Янкӑлч шкулӗн вӗренекенӗсем те хутшӑннӑ: А.Романова, М.Подилкина, С.Шемякина, В.Филиппова. Вӗсен маттурлӑхне палӑртмалла. Тупӑшу пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн Янкӑл шкулӗн команди 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ушкӑн ертӳҫи Валерий Филиппов та хӑйӗн виҫе категорийӗнче 1-мӗш вырӑн илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче йӗрке хуралне Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи пӗр ҫуртра ватӑ ҫын виллине тупнине пӗлтернӗ. Кинемей 1927 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Тӗрӗслев материалӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кинмей пӗччен пурӑннӑ. Хваттершӗн тӳлемелли коммуналлӑ тӑкаксем пухӑннӑран Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем ватӑскерӗн алӑкне ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Хваттере кӗрсен хуҫин виллине тупнӑ. Ӑна пусмӑрласа велернин йӗрӗ ҫук. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн килӗнче 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫакна ун ҫумӗнче тупнӑ транспортпа ҫӳремелли билет тата лавккаран туяннӑ сӗт хутаҫӗ ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта унӑн вилли унтах выртнӑ. Халӗ ӗҫ тӗлӗшӗпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӗҫӗн Тивӗш ялӗнче пурӑнакан Марфа Тимофеева РФ Президентӗнчен, Владимир Путинран, саламӑ ҫырӑвне илнӗ. Мӗн ятпа? Марфа Тимофеевна 100 ҫул тултарнӑ. Ҫавӑн пекех юбиляра ял тӑрӑхӗн администрацийӗ, ял халӑхӗ, тӑванӗсем саламланӑ. Марфа Тимофеева 1914 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫавалхӗрри Кӑнаш ялӗнче ҫуралнӑ. Ватӑскер ялти шкулта, унтан Канашри педагогика училищинче вӗреннине паян та ӑшшӑн аса илет. 1935 ҫулта вӑл Кӗҫӗн Тивӗшри учителе Константин Григорьева качча тухнӑ. Марфа Тимофеевна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланиччен Кӑшаркасси шкулӗнче ӗҫленӗ. Пӗрремӗш ачине ҫуратсан колхозра вӑй хунӑ. Марфа Тимофеева тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ. 100 ҫул тултарнӑ кинемейӗн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Вӑл пилӗк ачине пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ. Иккӗшӗ пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлнӑ. Виҫҫӗмӗш ывӑлӗ Ангорска кайнӑ та хыпарсӑр ҫухалнӑ. Унран халӗ те нимӗнле хыпар та ҫук. Марфа Тимофеевнӑпа юнашар — хӗрӗсем Алевтина тата Надежда. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Мӗншӗн пурӑнать ҫӗр ҫинче этем? Мӗн-ха вӑл ҫыннӑн пурнӑҫӗнчи тӗп тӗллев? Ҫак ыйтусем ҫине хуравлама ырӑран та ырӑ, сӑпайлӑран та сӑпайлӑ чӑваш хӗрарӑмӗн шӑпин, пурнӑҫӗн саманчӗсене палӑртса хӑварас килет. Этемӗн ҫӗр ҫинчи тӗп тӗллевӗ – хӑй вырӑнне тупса, пӗтӗм кӑмӑлтан, чуна парса ӗҫлесе, халӑха, ҫӗршыва усӑллӑ ҫын пуласси. Ҫакӑн пек ҫынна, Клара Александровна Смеловӑна, сумлӑ юбилей ячӗпе саламлама пухӑннӑ та ял халӑхӗ нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мулкачкасси ял клубне. Клара Александровна Смелова 1934 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Муркаш районне кӗрекен Ҫурлатӑри ялӗнче учитель ҫемьинче ҫуралса ӳснӗ. Ашшӗ, Алексеев Александр Алексеевич, шкулта ӳкерӳ тата черчени предмечӗсене вӗрентнӗ. Амӑшӗ, Федосия Сергеевна, мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Муркаш шкулӗнче пуҫламӑш класс ачисене ӑс панӑ. Ҫын хӑйӗн тивӗҫне мӗнле пурнӑҫласа пырасси ҫынран хӑйӗнчен нумай килет. Мӗн ачаранах йывӑрлӑх тути-масине астивнисем вара нимӗнле ыйту ҫине те ҫиелтен пӑхмаҫҫӗ. Акӑ, Клара Александровна Смелова 31 ҫул хушши Орининти ял вулавӑшӗнче вай хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Мӑкшӑ Республикин тӗп хулинче — Саранскра — мордва чӗлхипе (мӑкшӑ тата ирҫе) тата литературипе регионсен хушшинчи XVI олимпиада иртнӗ. Унта Мӑкшӑ Республикинчи вӗренекенсем, Пушкӑртри, Тутарстанри, Пенза тата Ӑренпур облаҫӗсенчи ачасем хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенчи шкулсенче вӗренекенсем олипиадӑна хутшӑннӑ. Екатерина Кулясова тата Дарья Солдайкина (иккӗшӗ те Пӑрачкав районӗнчи Напольное шкулӗнчен) пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Республика ачисем мордва литературинче те маттур пулнӑ. Екатерина Кулясова — иккӗмӗш вырӑна, Дарья Солдайкина виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Дарья «Пултарулӑх секцинче» те 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Мария Кузнецова (Улатӑр районӗнчи Алтышево шкулӗ) 2-мӗш пулнӑ, Екатерина Кулясова — 3-мӗш. Олипиада ҫӗнтерӳҫисене Хисеп хучӗсемпе, кубоксемпе чысланӑ. Олимпиада М.Е.Евсевьев ячӗллӗ Мордва патшалӑх педагогика институчӗ ҫумӗнче иртнӗ. Ачасем ӗҫсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра верентекенсем валли «Наци учебникӗ: истори, хальхи вӑхӑт, малашлӑх» семинар тата «ҫавра сӗтел» иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() ялти Ҫемен Элкер ячӗллӗ шкул умӗнчи палӑк Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет. Йӗпреҫсем хӑйсен ентешне астӑваҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Пысӑк Упакассисем юбилее паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Ялти вулавӑшра поэт пултарулӑхӗпе пурнӑҫне уҫса кӑтартакан уҫӑ альбом тунӑ. Ҫемен Элкер — сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, драматург, публицист. Унӑн хайлавӗсене чылай чӗлхепе куҫарнӑ. Унӑн хайлавӗсене чӑваш литературин кӗнекине, хрестоматине кӗртнӗ май ачасем юратса вулаҫҫӗ. Пысӑк Упакассисем Ҫемен Элкер ятне нихӑҫан та манмӗҫ. Поэт ҫуралса ӳснӗ урам, вӑл вӗреннӗ тата ӗҫленӗ шкул унӑн ячӗпе хисепленеҫҫӗ. Шкулта Ҫемен Элкер ячӗллӗ музей пур. Унта — сӑвӑҫӑн алҫырӑвӗсем, ҫырӑвӗсем, сӑнӳкерчӗкӗсем, картинисем, хальхи поэтсен, унӑн тӑванӗсен асаилӗвӗсем. Семен Васильевич ҫуралса ӳснӗ пӳрт умӗнче асаилӳ палли вырнаҫтарнӑ. Поэт юбилейне уявлас тӗлӗшпе Йӗпреҫре чылай мероприяти иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тунтикун, нарӑсӑн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин электронлӑ тата кино документацийӗн патшалӑх архивӗнче чӑваш киноӳкерӳҫисем пухӑннӑ, пӗр шухӑшлӑ пулса перлӗх йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ. Пухӑва тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» канал ертӳҫи Олег Цыпленков, «КоЮр» киновидеопӗрлӗхӗн ертӳҫрисем Константин Ефремовпа Юрий Сергеев, «Салам» ТМЯП ертӳҫисем Елизавета Разумовӑпа Владимир Карсаков, «Диал» ТМЯП («Аксар» студи) элчи Иван Иванов, «Орион» видеостуди ертӳҫи Вячеслав Оринов, «Iltimerstudio» видеостуди ертӳҫи Алексей Ефремов тата патшалӑх архивӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Пуханнисем пушӑн 28-мӗш кунӗнче «Хальхи лару-тӑрура кино ӳкересси: ҫӗнӗ аталану ҫулӗсем» ҫавра сӗтелте те (патшалӑх архивӗнчех иртмелле) чӑвашла кино ӳкерес йытӑва хускатма калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Валерьян Викторов Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче Раҫҫей парламенчӗн ҫӳлти палатин спикерӗ Валентина Матвиенко хушӑвӗпе килӗшӳллӗн аппарата вӑхӑтлӑха пӗрремӗш ҫумӗ Валерьян Викторов ертсе пырӗ. Валерьян Николаевич 1951 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗнче Канаш хулинче ҫуралнӑ, патшалӑх ӗҫченӗн карьерине чӑваш ҫӗрӗ ҫинче тытӑннӑ. 1993 ҫулта вӑл Федераци Канашне суйланнӑ, ӑна И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ректорӗпе Лев Кураковпа пӗрле депутата суйланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл вице-президент кандидачӗпе Леонид Прокопьевпа пӗрле Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хутшӑннӑ. Хӑшӗ-пӗри калаҫнӑ тӑрӑх, суйлав умӗн Валерьян Николаевич чӑваш чӗлхине вӗренме тытӑннӑ. Хӑй халӗ палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл чӗлхене юрӑхлӑ пӗлет. Пӗрремӗш турта Викторов сасӑсен 18% пухса виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ (Николай Федоровпа Лев Кураков хыҫҫӑн). Иккӗмӗш турта Элтепӗр вырӑнне Николай Федорова (халӗ РФ ял-хуҫалӑх министрӗ) суйланӑ. Ҫак тапхӑр хыҫҫӑн Валрьян Викторовӑн «Мускав» страници пуҫланнӑ. 1994 ҫулта Федераци Канашӗн председателӗн ҫумӗ пулса тӑнӑ. 1996 ҫулта РФ Президенчӗн администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫамрӑксен юрӑ пултарулӑхӗн «Дебют» фестивале И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнерпе музыка факультечӗ йӗркеленӗ, вӑл унӑн ҫумӗнче иртет. Мӗн тӗллевпе ирттереҫҫӗ-ха ӑна? Пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртмашкӑн, Чӑваш Енри район-хуласенчи пултарулӑх ушкӑнӗсемпе, уйрӑм ҫынсемпе ҫыхӑну йӗркелемешкӗн. Фестиваль кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут йӗркеленнӗ, вӑл регион шайӗнчи статуса илнӗ. Ҫак вӑхӑтра фестиваль этрада тата халӑх юррисене шӑрантаракан 300 ытла вокалиста пӗр тӗвве пухнӑ. Кӑҫал вӑл нарӑсӑн 21-мӗшӗнче иртнӗ. Гран-прие Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ вӑтам шкулта 11-мӗш класра ӑс пухакан Константин Павлов тивӗҫнӗ. Ҫав шкулти ансамблех «Вокал ансамблӗсем» номинацире 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |