Ял хуҫалӑхӗ
![]() Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен Чӑваш Енре ҫӗрсен «халӑх инвентаризацийӗ» пуҫланать. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура икӗ ҫул хушшинче пушӑ выртакан тата тухӑҫсӑр усӑ курман ҫӗрсен реестрне хатӗрлеме тӗллев лартнӑччӗ. ЧР Пурлӑх министерствинче иртнӗ ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, акци вӑхӑтӗнче тӗллевлӗ мар усӑ куракан лаптӑксене тупса палӑртӗҫ, вӗсене ӗҫлеттерме тытӑнӗҫ. Инвентаризаци ял-салари пушӑ ҫӗрсене пырса тивӗ. Ӗҫлӗ комиссисем тата ятарлӑ ушкӑнсем йӗркелеме палӑртнӑ. Вӗсем хуҫасӑр лаптӑксене шута илӗҫ, вӗсене пӑхмашкӑн вырӑна тухӗҫ. ЧР Пурлӑх министерстви муниципалитет халӑхне кампание хастар хутшӑнма чӗнет. Граждан хастарӗсем мӗн пур ыйтӑва уҫӑмлатма шантараҫҫӗ. Ӗҫе икӗ тапхӑрпа ирттерӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗ валли пӗтӗмлетӳсем тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Кӑҫал пирӗн республикӑра патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи 22 пурлӑха приватизацилесшӗн. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Пурлӑх министерстви пӗлтернӗ. Ҫав шутра унитарлӑ предприяти пӗрре иккен, акционерсен уҫӑ обществисен акцисен тӑхӑр «хутаҫне» сутса яма шухӑшлаҫҫӗ. Патшалӑх пурлӑхне сутнипе хыснана 188 миллионран кая мар тенкӗлӗх тултарма ӗмӗтленеҫҫӗ. Муниципалитетсен харпӑлӑхӗнчи пурлӑх та сутлӑха тухӗ. Ун пеккисем 200 яхӑн объект-мӗн. Сӑмах хӑш обьект пыни пирки каласан, республикӑн приватизаци планне Ҫӗрпӳри ветсанутильзавод кӗнине палӑртмалла. Акционерсен уҫӑ обществисенчен тӑххӑрӑшӗн акцийӗсене сутлӑха кӑларасшӑн. Вӗсенчен иккӗшӗн: «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗн» тата Вӑрмарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗн акцийӗсене 100 проценчӗпех сутасшӑн. Приватизаци списокӗнче «Чӑвашкредитпромбанк» та, «Николаевски» суту-илӳ комплексӗ те, «Чувашская» ҫупа сыр бази те, «Чӑвашметалл» та, «Чувашия» санатори те пур. Кунсӑр пуҫне тепӗр икӗ аптека та ҫӗнӗ хуҫа тупма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрле хулинче пӗр усламҫӑна суд пиллӗк ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние хупма тата 1 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Айӑплава арҫын ҫынсене ҫурт-йӗрсӗр тӑратса хӑварнӑшӑн тивӗҫнӗ. Хӑйӗн хура ӗҫне вӑл эрех ӗҫме юратакансене хаяр шӗвекпе хӑналанӑ хыҫҫӑн пурнӑҫланӑ теҫҫӗ. «Хура» риелтор 2009 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пӗр арҫынна ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ хыҫҫӑн хӑйне 800 пин тенкӗпе хваттер сутса яма, укҫана илни ҫинчен хут ҫырма ӳкӗте кӗртнӗ. Лешӗ килӗшнӗ. Туянаканни ултавҫӑн арӑмӗ пулнӑ. Тепӗр арҫынна хваттер сутни пирки килӗшӗве ӳсӗрле хайхи лешӗ ӳсӗр чухне алӑ пустарнӑ. Ҫапла иккӗн хваттерсӗр тӑрса та юлнӑ. Ултавҫӑн авӑрне лекнисен шутӗнче тепӗр арҫын та пур иккен. Кунсӑр пуҫне хваттерсене ылмаштарма шут тытнӑ икӗ хӗрарӑм та шар курнӑ. Вӗсенчен пӗри нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ, тепри 145 пин тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. «Хура» риелтор Ҫӗмӗрле хулин админситрацийӗнче ӗҫлекен икӗ тӳре-хӗрарӑмпа та пӗр чӗлхе тупнӑ. Вӗсене сӗтев сӗнсе хайхискер хӑйӗн мӑшӑрне аукционта ҫӗнтерме пулӑшма ыйтнӑ. Лешсем килӗшнӗ. Сӑмах май каласан, хайхисене суд 6 тата 5 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ, патшалӑх службинче ӗҫлеме чарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑри 31 предприяти пӗр миллиард тенкӗ ытлалӑх продукци туса илнӗ. Кун йышшисен шучӗ юлашки ҫулсенче ӳссе пырать иккен. 2011 ҫулта хайхисен шучӗ 25-пе танлашнӑ, пӗлтӗр — 27. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, «миллиардҫӑсен клубне» хальхинче республикӑри икӗ стройорганизаци — «СУОР» тата «9-мӗш ЖБК» тата тӑватӑ промышленноҫ предприятийӗ — «Чӑвашторгтехника», ИЦ Бреслер, «Элинокс» тата ЧЭТА — кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах миллиардҫӑсен списокӗнчен туха ӳкнисем пуррине те пӗлтерет Regnum информаци агентстви. Вӗсем — «Молочное дело» тата «Перкарбонат» обществӑсем. Пӗлтӗр вӗсем продукцие миллиард тенкӗлӗхех кӑларайман. Миллиардҫӑсен шутӗнче республикӑри промышленноҫ предприятийӗсенчен 57 проценчӗ кӗнӗ-мӗн. Ҫак шутра пурте пӗлекен «Акконд», «Химпром», «Элара», Промтракторӑн темиҫе подразделенине (вӗсем халӗ кашниех уйрӑм обществӑсем шутланаҫҫӗ), ВНИИР, Чапаев ячӗллӗ савут, «Букет Чувашии» савут, «Дорисс», «Чӑвашавтоҫул» тата ыттисем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӗлӗнмелле пек те, анчах Канаш районӗнчи Ӑвӑспӳрт Кипеч ялӗнче пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ тӑнлавран пӗрре янклаттарса янипе пуҫ мимине чӗтретме пултарнӑ. Ахаль-махаль ҫыннӑнне те мар, йӗрке хуралҫине. Тата урамри пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтесре те мар — шалти ӗҫсен пайӗнче. Вӑйлӑ пулнӑ-тӑр ҫав. Каччӑна йӗрке хуралҫисем халӑх ҫӳрекен вырӑнта ӳсӗр ҫӳренӗшӗн тытса чарнӑ-мӗн. Протокол ҫырма тесе хӑйсемпе пӗрле лартса кайнӑ. Полици ҫуртне ҫитсен каччӑ чӑрсӑрланнӑ — пакунлисенчен пӗрне тӑнлавран пӗрех туртса панӑ. Лешӗ тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтмалла шар курнӑ. Шур халатлисем сурана сывлӑха ҫӑмӑл сиен кӳнӗ тесе йышӑннӑ. Йӗрке хуралҫине хирӗҫ тӑнӑ качча пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние икӗ ҫуллӑха хупса хумалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Енчен те эсир Андроидлӑ смартфонпа усӑ куратӑр пулсан — сире валли ҫӗнӗ хыпар пур. Нумай пулмасть чӑвашла-вырӑсла словарӗн 3.0 версийӗ тухнӑ. Унта 25 пин ытла сӑмах кӗрет. Ӑна ӑсталакансенчен пӗр — Александр Андреев ҫамрӑк. Ҫӗнӗлӗхсен йышӗнче сӑмахсене ҫӑмӑлтарах тупма май туса панине тата пирӗн электронлӑ сӑмахсар пулӑшнипе (унта Чӑваш халӑх сайчӗсӗр пуҫне «Хавал» пӗрлӗх те хутшанать) сӑмах пуххине тӳрлетнине асӑннӑ. Ҫавӑн пекех малашне вӑл приложени экрана айӑккӑн тытсан та чиперех ӗҫлемелле. Чӑвашла-вырӑсла тата вырӑсла-чӑвашла сӑмах пуххине хӑвӑр смартфонӑр ҫине тӳлевсӗрех уҫласа илсе лартма пултаратӑр. Паянхи кун тӗлне статистика тӑрӑх ӑна тӗрлӗ ҫын пин ытла хут хӑйне валли лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Константин Горбатовӑн «Хӗллехи пейзажӗ» Нарӑсӑн 28-мӗшӗнче 10.30 сехетре Наци библиотекинчи «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра «Тӑван ҫӗр пейзажӗсем» курав уҫӑлать. Кӑҫал хушма пӗлӳ паракан учрежденисен ӳнер преподавателӗсен III республика курав конкурсне 58 ҫын хутшӑннӑ: Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Елчӗк районӗсенчи, Канаш, Куславкка, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисенчНарӑсӑн 28-мӗшӗнче 10:30 сехетре Наци вулавӑшӗнче «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра «Тӑван ҫӗр пейзажӗсем» курав уҫӑлать. Кӑҫал хушма пӗлӳ паракан учрежденисен ӳнер преподавателӗсен III республика курав конкурсне 58 ҫын хутшӑннӑ: Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Елчӗк районӗсенчи, Канаш, Куславкка, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисенчи ӳнер шкулӗсенчен. РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Виктор Бритвин, Мари Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Валерий Чеботкин, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Андрей Антохин экспертсем пулнӑ. Наци вулавӑшӗнче Экспертсен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ, унта 116 ӗҫрен чи лайӑххисене суйланӑ. Пейзаж живопиҫӗ — сӑнав ӳнерӗнчи чи лирикӑллӑ, туйӑмлӑ жанр. Ӳнерҫӗ куравҫӑ курма пултарайман илеме уҫса кӑтартать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче пепке сахал ҫуралнӑран ача пахчисем хупӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ ӗмӗрте демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑх еннелле улшӑнма тытӑнчӗ. Ара, ача ҫуратакансене тӳре-шара пулӑшать. Ав иккӗмӗш ачашӑн амӑшӗн капиталне параҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш ача ҫуратакансене ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев 100 пин тенкӗ памалла турӗ. Вӗсене ҫӗр лаптӑкӗ те тӳлевсӗр уйӑрса параҫҫӗ. Темиҫе ҫул каялла ача пахчисенче черет темӗн тӑршшехчӗ. Тӳре-шара ҫак пӑтӑрмаха пӗтермешкӗн тӗллев лартнӑччӗ. Ӗҫ ӑнӑҫса пырать. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе ача пахчисенче 4 501 вырӑн йӗркеленнӗ. Вӗсенчен 84,5% — Шупашкарта. Кӑҫал кӑна республикӑра 762 вырӑн хатӗрленӗ. Пирӗн республика ача пахчисенче вырӑн хатӗрлес тӗлӗшпе Раҫҫейри регионсен хушшинче — тӑваттӑмӗш. — 3 ҫултан аслӑрах ачасен черечӗ пӗтнӗ. Халӗ хамӑр ума ҫӗнӗ тӗллевсем лартмалла, — тенӗ Алексей Ладыков. Шупашкарта патшалӑх-харпӑр патрнерство хастар аталанать. Шупашкар хула хыснинчен харпӑр ача пахчисене ҫӳрекен шӑпӑрлансем валли субсиди уйӑраҫҫӗ. Кунашкал документа пӗрремӗш хут йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпара вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Светлана Ермакова пуҫлӑх йӗлтӗрҫӗсем валли ҫулсерен ӑмӑрту ирттерет иккен. Хальхинче те халӑх йышлӑ пухӑннӑ. Тупӑшӑва кӳршӗллӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑри, Тутар Республикинчи Пӑва районӗнчи спортсменсем те пырса ҫитнӗ. Ҫавсен хушшинче Чӑваш Енӗн чемпионӗсемпе призерӗсем Денис Ермолаев, Дарья Ермолаева, Евгений Карпов, Елена Иванова, Кирилл Степанов та пулнӑ. Ҫавсемпе Шӑмалак шкул ачисем — Светлана Сергеева, Роман Романов, Семен Львов, Ирина Матвеева — тивӗҫлипе тупӑшнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн депутачӗ Александр Ермолаев йӗлтӗрҫӗсене хӑй ятӗнчен парнесемпе хавхалантарнӑ. Александр Гаврилов усламҫӑ тутлӑ апатпа хӑналанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑрлач уйӑхӗнче шартлама сивӗ самаях пулчӗ. Ун чухне республикӑра шӑнса вилнисем пулчӗҫ, ӳте тӑм илнипе больницӑна лекнисем йышланчӗҫ. Иртнӗ эренере ҫанталӑк питех сивӗ пулмарӗ-ха, анчах шӑнса вилнӗ тӗслӗхсем пур. Шупашкарта пӗр эрнере тӑватӑ ҫын шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӗсенчен виҫӗ тӗслӗхӗнче эрех-сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн инкек сиксе тухнӑ. Кун пирки хулари пӗрлехи диспетчер службинчен пӗлтернӗ. Ҫак тӗслӗхсем тӗлӗшӗпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче ирхи 7 сехетре Хевеш урамӗнче икӗ ҫамрӑк каччӑ виллине тупнӑ. Пӗри — 20-ре, тепри 25 ҫулта пулнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем эрех-сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн шӑнса вилнӗ. Вӗсен 25 ҫулти юлташне больницӑна ӑсатнӑ. Ҫав кунах ҫӗрле Миттов бульварӗнче 53 ҫулти арҫын виллине асӑрханӑ. Вӑл та шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Халӗ 56-ри хӗрарӑм мӗн сӑлтавпа пурнӑҫран уйрӑлнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Унӑн ӳтне нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Президент бульварӗнчи суту-илӳ комплексӗ умӗнче тупнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл пӗтӗм оргнизмӗ шӑннӑран вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |