Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Акан 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче черетлӗ «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ, ӑна ятарласа регионсен хушшинчи VII «Кӗнеке халахсене килӳшӳ тупма пулӑшать» фестивале уҫнӑ кун ирттерчӗҫ.

Ку литература конкурса 2002 ҫулта йӗркеленӗ. 2004 ҫултанпа ӑна кашни икӗ ҫул хушшинче ирттерме килӗшсе таталнӑ. Ӑмартӑвӑн тӗп спонсорӗ — «Чӑваш Ен» ятлӑ социаллӑ тата культура программисене пулӑшакан фонд. Конкурса пуҫарса янӑранпа хаклавҫӑсем патне пурӗ 474 ӗҫ ҫитнӗ.

Хальхи ӑмӑрту пӗлтӗрхи пушӑн пӗрремешӗнчен пуҫласа кӑҫалхи пушӑн 31-мӗшӗччен пычӗ. Ӑна И.Я. Яковлевӑн юбилейне халалласа ирттерчӗҫ.

Пурӗ литература конкурсне 74-ӑн хутшӑнчӗҫ. Вӗсенчен 89% — хӗрачасемпе хӗрсем. Чӑваш Енри хастарсемсӗр пуҫне Санкт-Петербургпа Калуга хуинсенчен те хутшӑннине пӗлтерсе хӑвармалла. Пурӗ 86 хайлав ярса панӑ. 45 чӑвашла, 41 — вырӑсла. Ҫамрӑк ҫыравҫӑсем ытларах хӑйсене поэзинче тупасшӑн пулчӗ (пур ӗҫсен 63%), сахалтарах — драматургире (3 ӗҫ кӑна). 5 хутшӑнакана ҫӗнтерӳҫӗ кубокне пачӗҫ, тата тепӗр 20 ӗҫе лайӑх хаклав пачӗҫ.

 

Ҫӗнтерӳҫем ҫаксем пулӗҫ:

1.

Малалла...

 

Ыран, кӑнтӑрла, 13 сехетре «Чӑваш Ен» наци радиовӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ скверта, наци вулавӑшӗ умӗнче, ятарлӑ митинг иртӗ — пухӑннӑ халӑх ҫӗнӗ радиостанцине итлеме пултарӗ.

Эфира радиостанци Йӗпреҫри (УКХ 72,41 МГц) тата Ҫӗрпӳри (FM 105,0 МГц) передатчиксем урлӑ тухӗ. Пралук тӑрӑх ӑна Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере тата Канашра виҫҫӗмӗш кнопка урла итлеме пулӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

АКА
20

Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ
 Николай Ларионов-Йелмел | 20.04.2009 15:26 |

Пуш уйахӗн 26-мӗшӗнче Чӗмпӗрти чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗн 1000-мӗш номерӗ тухрӗ. Пӗрремӗш кӑларӑмӗ вара 1989 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче тухнӑччӗ. Хаҫат кӑҫал 20 ҫул тултарать.

 

Ака уйӑхӗн 16-мӗш кунӗнче «Красноармейски иккӗмӗш шкулӗ» муниципаллӑ вӗрентӳ учрежденийӗнче районти шкулсенчи чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлекен ачасем хушшинче «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ-конкурс иртрӗ. Унта пӗрремӗш турта ҫӗнтернӗ 10 вӗренекен хутшӑнчӗ. Конкурса ачасем хӑйсен пӗлӳ шайне тӗрӗслерӗҫ. Жюри членӗсен вӗсенчен 5 ача суйласа илмелле. Вӗсенчен пӗри вара виҫҫӗмӗш турта ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑрӗ, «Ҫамрӑк ӑсчах — 2009» медаль ҫӗнсе илӗ.

Ку конкурс кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртет ӗнтӗ. Пӗрремӗшӗнче «Ҫамрӑк ӑсчах — 2007» ята Трак чӑвашла-нимӗҫле гимнази вӗренекенӗ Степанова Татьяна ҫӗнсе илнӗччӗ, «Ҫамрӑк ӑсчах — 2008» ята вара Пикшик шкулӗн вӗренекенӗ Анисимова Надежда тивӗҫнӗччӗ. Конкурс проекчӗн идейине пурнӑҫа кӗртекенӗ — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Михайлов Виталий Михайлович.

Конкурс йӗркипе ҫак сайтра паллашма пулать: http://mixailov.21426s06.edusite.ru/

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Акан 16-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче те ҫуракине тухрӗҫ. Чи пӗррӗмӗш ку ӗҫӗ «Гигант» ЯХПК-ан I бригади пуҫарӑнчӗ. «Ирень» ятлӑ сорта лартас умӗн удобренипе имҫамлаҫҫӗ — шӑтма пулӑшакан Террасила, Алга 600 микроудобренине, ӳсме пулӑшакан Новосила хута яраҫҫӗ.

Уй-хирте тӑрӑшса ӗҫлекенсене район пуҫлӑхӗ С.А. Николаев та пырса саламларӗ, ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗ.

Сӑнӳкерчӗксем

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

АКА
16

Шыв лӗпӗшӗн каҫӗ
 Ирина Дегтярева | 16.04.2009 00:30 |

Ака уйӑхӗн 15-мӗш кунӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн вулав залӗ илемлӗ сӑмахлӑх тусӗсемпе тулчӗ. Вӗсен йышӗнче пултарулӑх интеллигенцийӗн тӗрлӗ сийӗсем пурччӗ. Пӗрисем – чӑваш литературин сумлӑ тӗчевҫисем: Юрий Артемьевпа Георгий Федоров профессорсем, Валентин Абрамовпа Юрий Яковлев тата Вячеслав Ендеровпа Вера Никифорова ӑсчахсем. Теприсем – проза ӑстисем: Борис Чиндыковпа Аристарх Дмитриев, Надежда Ильинапа Измаил Исемпек тата Владимир Степановпа Ион Шеремет. Виҫҫӗмӗшсем – поэзи пахчин шӑпчӑкӗсем: Раиса Сарпипе Петӗр Яккусен, Марина Карягинӑпа Надежда Сельвестрова. Чӗлхеҫӗсем те самаях йышлӑ: Атнер Хусанкайпа Геннадий Дегтярев, Александр Кузнецовпа Леонид Петров... Кӗвве-ҫемме кӑмӑллакансем Николай Казаков композитора тӳрех палласа илчӗҫ.

Малалла...

 

АКА
14

Илемлӗ чӑваш тӗрри…
 kunadina | 14.04.2009 10:30 |

Илемлӗ чӑваш тӗрри,

Илемлӗ чӑваш тӗрри

Тӗрлеме пӗлсен кӑна.

Халӑх юрринчен

 

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче чӑваш тӗррин пуянлӑхӗпе кӑсӑкланакансем валли «Тӗрӗ тӗнчи» клуб уҫӑлчӗ. Клуба вулав центрӗн ертӳҫи Татьяна Уразаева уҫрӗ. «Ҫак клубӑн пӗлтерӗшӗ – чӑваш халӑхӗн авалхи пуянлӑхне упраса хӑварасси тата ҫамрӑк ӑрӑва парса хӑварасси» - пуҫларӗ сӑмахне вӑл.

Чӑваш тӗррин историри аталанӑвӗ пирки, хальхи вӑхӑтра мӗн шайра аталанса пыни пирки Валентина Минеева ал-ӗҫ ӑсти каласа пачӗ. Унӑн ҫак кунсенче тӗрлесе пӗтернӗ, 18 ӗмӗрти орнаментсенчен йӗркеленӗ, сӗтел ҫиттийӗ чӑн-чӑн асамлӑх пекех туйӑнчӗ залра ларакансемшӗн. Кунта кашни эрешӗ мӗне те пулсан пӗлтерет. Вӗсенче алӑ ӑстисем халӑх историне, хӑйсен кун-ҫулне ҫырса хӑварнӑ. «Чи варринче – хӗвел, тӑватӑ айккинче уйӑх паллисем», - тӑсрӗ сӑмахне тӗрӗҫӗ. Залра ытларах Калинин районне кӗрекен шкул ачисем тата Шупашкарти механикӑпа техника техникумӗн студенчӗсем пулчӗҫ. Вӗсем Валентина Алексеевнӑна тӑршшӗпех хӑйсене интереслентерекен ыйтусем парса пычӗҫ.

Малалла...

 

Акан 23-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Янташӑн» черетлӗ концерчӗ иртет — вӗсен ҫӗнӗ программине курма кӑмӑллакансене пурне те унта чӗнетпӗр! Ҫӑвӑн пекех сире савӑнтарма чӑваш эстрадин ытти ҫӑлтӑрӗсем те хутшӑнӗҫ. Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланать.

 

Билетсене ҫак телефонпа туянма пулать: 8-919-650-42-93 (Леонида ыйтмалла).

«Янташ» — чӑваш эстрада ушкӑнӗ. Ӑна Анатолий Никитин 1992 ҫулта йӗркелесе янӑ. Кунта чылай юрӑҫ пӗрремӗш утӑмсем тунӑ: Елена Османова, Маргарита Туринге, Галина Скворцова, Елена Кузьмина, Григорий Вакку тата ыттисем те.

 

Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула районти пултаруллӑ вӗренекенсем СССР космонавт-летчикӗ А.Г.Николаев 80 ҫул, Х.М.Миначев академик 100 ҫул, СССР тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ халӑх учителӗ П.Н.Чернов 80 ҫул ҫитнине халалланӑ 4-мӗш наукӑпа практика конференцине пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑҫалхи конференци Раҫҫейри Ҫамрӑксен тата Чӑваш Республикинчи Ҫӗр ӗҫченӗсен ҫулталӑкӗпе тӗл килчӗ. Чаплӑ уява Елчӗк район пуҫлӑхӗн ҫумӗ - вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн ертӳҫи Л.В.Левый, СССР Халӑх учителӗ П.Н.Чернов, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ П.М.Смирнов хутшӑнчӗҫ, сӑмах каларӗҫ. Шкулта мухтавлӑ юбилярсен ячӗсемпе чаплӑ стендсем йӗркеленӗ. Халӑх музейӗн ертӳҫи А.П.Смирнов мухтавлӑ ентешсен ӗҫӗ-хӗлне палӑртса анлӑ доклад турӗ.

Петр Никифорович Чернов 1929-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗ аслӑ аттелӗх вӑрҫи ҫулӗсемпе тӗл килнӗ май ҫӑмӑлах пулман.

Малалла...

 

2009 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта пуҫламӑш класс вӗрентӳҫисен ирӗкри семинарӗ иртрӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе Тутарстан, Пушкӑрт Республикин, Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсен пуҫламӑш класс шкул вӗрентӳҫисем пуҫтарӑнчӗҫ. Семинара ЧРИО ӗҫтешӗ педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Е.П. Кондратьева доцент ертсе пычӗ.

Элӗкри вӑтам шкулти пуҫламӑш класс вӗрентӳҫисем аслӑ категориллӗ ӑстаҫӑсем Т.Г. Чашкова, Ф.Н. Иванова, Н.Л. Иванова, Г.Г. Арсентьева кӳршӗ республикӑсемпе облаҫсенчи шкул ӗҫтешӗсем валли наци шкулӗнчи чӑваш чӗлхи уҫӑ урокӗсене, ҫаплах уроксем хыҫҫӑн 1-4 классенче вӗренекенсемпе вӑйӑпа хевтелӗх ӗҫӗсене ирттерсе кӑтартрӗҫ.

Семинарпа пӗрлех шкул директор ӗҫӗсене тытса пыракан В. К. Волков мультимедиапрезентаци меслечӗпе Элӗк шкулӗн пурнӑҫӗпе пӗтӗм енлӗ паллаштарчӗ. В.М. Путеровпа Т.Г. Чашкова авторсен электронлӑ пулӑшу хатӗрӗсен семинарӗ те иртрӗ.

Аякри чӑваш вӗрентӳҫисем Элӗкри литературӑпа тӑван ен тӗпчев халӑх музейне ҫитсе курчӗҫ.

Хӑнасем уроксемпе семинара хавхаланса ырларӗҫ, вӗрентӳҫӗсене уроксемшӗн, шкулра хӑйсене хапӑл йышӑннӑшӑн чӗререн тав турӗҫ, малашне те пултарулӑх ӗҫӗсенче ӑнӑҫу сунса сывпуллашрӗҫ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3563, 3564, 3565, 3566, 3567, 3568, 3569, 3570, 3571, 3572, [3573], 3574, 3575, 3576, 3577, 3578, 3579, 3580, 3581, 3582, 3583, ... 3633
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 20

1843
181
Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ.
1889
135
Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ.
1895
129
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
95
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1952
72
Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
2000
24
Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...