![]() Ҫак уйӑхӑн юлашки вырсарникунӗнче Ҫарпа тинӗс флочӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Историе илсен, ҫар флотне 1696 ҫултах йӗркелеме йышӑннӑ. Ун пирки пӗрремӗш Петӗр патша ятарлӑ Хушӑвах кӑларнӑ. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхса иртнӗ. Ҫарпа тинӗс флочӗ аталаннӑ, ку енӗпе службӑра тӑракансене халалласа уяв кунӗ те туса хунӑ. Комсомольски салинче вара моряксене асӑнса палӑках уҫма шут тытнӑ. Ӑна Ҫарпа тинӗс кунӗ умӗн, шӑматкун, ирхи 11 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫурла уйӑхӗ ҫывхарнӑ май улатӑрсем хӑйсен пысӑк уявне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ, ара хулана хута янӑран 461 ҫул та ҫитет. Ҫак ятпа Улатӑрта тӗрлӗрен мероприятийӗсем ирттерме палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне уява килнӗ хӑнасене автобус эксурсийӗ савӑнтарӗ. Ятарласа ҫӳрем валли транспорта Улатӑр автотранспортлӑ предприяти — ГУП «Чувашавтотранс» филиалӗ — уйӑрса парӗ. Экскурси маршручӗ хулари историллӗ вырӑнӗсем тӑрӑх иртӗ. Хулана курма кӑмӑл тӑвакансен Ҫветтуй-Троици арҫынсен мӑнастирне, таврапӗлӳ музейне, ҫав кунхине ӗҫлекен куравсене кӗрсе тухма май пулӗ. Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче автобусем кӑсӑклӑ ҫӳреве хутшӑнма пур кӑмӑл тӑвакансене 10, 12 тата 14 сехетсенче хула администраци умӗнчи тӳремре кӗтеҫҫӗ. Билетне вара экскурси ирттернӗ кунне е хальтерех Улатӑрти автотранспорт предприятинче диспетчер пунктӗнче туянма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов тата унӑн ҫумӗ Татьяна Казакова Хӗрлӗ Чутай районӗнчи культура учрежденийӗсенче пулнӑ. Чи малтанах вӗсем районти культурӑпа кану центрне ҫитсе курнӑ. Тепри вара — Питеркасси ялӗнчи Культура ҫуртӗнче. 1977 ҫулта хута янӑскер ҫак ҫулсенче самай япӑхса кайнӑ-мӗн. Ҫавна май вӑл вунӑ ҫула яхӑн хупӑнса ларнӑ. Пӗлтӗр вара ӑна юсама шут тытнӑ. Тӗплӗн юсама республика тата муниципалитет хыснисенчен укҫа уйӑрнӑ та самай ӗҫ ирттернӗ. Кайран министрпа ҫумӗ Мӑн Этменти Культура ҫуртне ҫитнӗ. Кӑҫал ӑна ҫутӑ, сасӑ, видеопроекци тата ытти хатӗрпе тивӗҫтермелле иккен. Ҫавӑн пекех сцена ҫине тухмалли тумсем те уйӑрӗҫ. Ҫав мул валли тупрана вӑл республика хыснинчен тивӗҫнӗ. Ятарлӑ конкурс витӗр тухса. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ-мӗн. Сӑнсем (30) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Упири (Красноармейски районӗ) шкулта федерацин Чӑваш Енти инспекторӗ Геннадий Федоров пулнӑ. Унта тӗрӗс ҫултан пӑрӑнса харсӑрланнӑ ачасене ыттаҫҫӗ. Вӑл хупӑ шкул шутланать. Геннадий Семеновичпа пӗрле республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова тата Красноармейски район пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков ачасене епле условире пурӑнтарнипе паллашнӑ, шкул ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗррине тӗрӗсленӗ. Район администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫнӑ кӗске хыпарта Геннадий Федоров мӗн сӑлтавпа килнине тата епле асӑрхаттарусем тунине палӑртман. Вӗренӳ заведенине ӗҫӗ-хӗлӗнче кирлӗ сӗнӳсем панӑ тенӗ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шупашкар авиацийӗн историйӗнче — ҫӗнӗ аталану. Унта уйрӑм ҫын самолёчӗсемпе ӗҫлекен пилотсене вӗрентсе кӑларма тытӑннӑ. Пӗлӗве малтан вӗсем хут тӑрӑх шӗкӗлченӗ. Каярах мӗн вӗреннине вӗҫевре тӗрӗсленӗ. Унтан вара хайхисен пӗлӗвне экзамен тыттарсах тӗрӗсленӗ. Халӗ вӗсем Пӗтӗм тӗнчери стадартпа килӗшсе тӑракан свидетельствӑллӑ пулса тӑнӑ. Апла тӑк пилотсем самолет «штурвалӗ» умне хӑюллӑнах ларма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вӑрмар районӗнчи ял тӑрӑхӗсен специалисчӗсене выльӑх-чӗрлӗх йышне шутлама вӗрентнӗ. Тӗрӗсрех, ҫакна статистика хучӗ ҫинче тӗрӗс епле ҫырса пымаллине. Ҫакна ӑнлантарма республикӑн Ял хуҫалӑх министерствипе Патшалӑхӑн статистика комитечӗн террриторинчи органӗн ӗҫченӗсем таранах килсе семинар ирттернӗ. Ял тӑрӑхӗсен специалисчӗсене вӗсем статистика отчетне электронлӑ майпа пама та вӗрентнӗ. Вӑрмар поселокӗн администрацинче вара Чӑвашстат специалисчӗсем Хуҫалӑх кӗнекине епле ҫырса пынине тӗрӗсленӗ, сӗнӳсемпе пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шӑмӑршӑ районӗнче ял тӑрӑхӗсенчи социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ҫуртсене епле тытса тӑнине, вӗсен тирпейлӗхне ятарлӑ тӗрӗслев ирттерсех пӑхса ҫаврӑннӑ. Район администрацийӗн сайтӗнче мероприяти пирки черетлӗ тесе палӑртнине шута илсен ку вӑл йӑлана кӗнӗ пулӑм евӗр пӗтӗмлетме май килет. Комисси йышне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Фадеев хӑй ертсе пынӑ-мӗн. Тӳре-шараран тӑракан йыш Карапай Шӑмӑршӑ, Чукал тата Кивӗ Чукал ял тӑрӑхӗсене ҫитнӗ. Комисси шкулсене, ача-пӑча пахчисене, фельдшерпа акушер пункчӗсене, культура ҫурчӗсене кӗрсе ҫаврӑннӑ. Вӗсен территорийӗсене тасалӑхпа хӑтлӑх енчен хакланипе пӗрлех хӗле епле хатӗрленнине тӗрӗсленӗ. Карапай Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗнче «Утмӑлтурат» ача пахчинче чӳречесене ылмаштарнӑ, картасене ҫӗнетнӗ, ача-пӑча лаптӑкӗсене хӑтлӑх кӗртнӗ. Чукал ял тӑрӑхӗнчи шкул та ачасене йышӑнма хатӗр. Кивӗ Чукалти шкулта вара юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Унта шыв та кӗртеҫҫӗ, канализаци те тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Республикӑн тӗп хулинче тата тепӗр икӗ ача пахчи уҫма палӑртаҫҫӗ. Вӗсем влали вырӑнӗсене тупса хунӑ ӗнтӗ: пӗри Октябре 50 ҫул урамри 24-мӗш «А» ҫуртра пулӗ, тепри — Элкер урамӗнчи 10-мӗш «А» ҫуртра. Анчах вӗсене малтан юсаса ҫӗнетмелле. Ӗҫе кам пурнӑҫлассине палӑртма конкурс ирттернӗ ӗнтӗ, ҫӗнтерӳҫисем те паллӑ. Хула администрацийӗ вӗсемпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен кӑҫалхи чӳк уйӑхӗ тӗлне проектпа шырав ӗҫӗсене туса ҫитермелле. Кайран вара строительство организацине палӑртассипе конкурс пулӗ. Унта кам юсассине палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пӗлтерӳ суту-илӗве аталантарма пулӑшнине тӗпе хурса хӑйсен пулӑшӑвне сӗнекенсем епле кӑна пӗлтерес меслет шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ-ши! Пӗлтерӳсене пули-пулми, ӑҫта кирлӗ унта ҫакса ҫӳрени хулана илемсӗрлетет тесе шухӑшланӑран Шупашкар влаҫӗсем ҫавӑн йышшисене административлӑ майпа явап тыттарасси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫак кунсенче кӑна хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн ӗҫченӗсем ятарлӑ тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем кирлӗ-кирлӗ мар вырӑна пӗлтерӳ ҫакса ҫӳрекенсен хуҫисене — ун йышшисене вӗсем хальхичне саккӑрӑшне асӑрханӑ — пӗлтерӳ ҫакма вырӑн палӑртман ҫӗре ҫыпӑҫтарма юраманни пирки телефонпа шӑнкӑравласа асӑрхаттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ку пулӑма йӑлана кӗрекенсен шутне те кӗртме юрать пулӗ. Унта паллӑ спортсменсем, республика шайӗнчи паллӑ ҫынсем – услам'ӑсем, политиксем, журналистсем – хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал ӑна ҫурла уйӑхӗ 18-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра ирттерме палӑртнӑ. Унта пысӑк йышпа пухӑнасса шанаҫҫӗ. Халӗ кӑмӑл тӑвакансенчен заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ. «Ҫӑлтӑрпа» йӗркелекен ирхи зарядкӑна 15 пин ытла ҫын пухӑнассКу пулӑма йӑлана кӗрекенсен шутне те кӗртме юрать пулӗ. Унта паллӑ спортсменсем, республика шайӗнчи паллӑ ҫынсем — усламҫӑсем, политиксем, журналистсем — хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал ӑна ҫурлан 18-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре ирттерме палӑртнӑ. Унта пысӑк йышпа пухӑнасса шанаҫҫӗ. Халӗ кӑмӑл тӑвакансенчен заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ. «Ҫӑлтӑрпа» йӗркелекен ирхи зарядкӑна 15 пин ытла ҫын пухӑнасса шанаҫҫӗ. Анчах тӗп «ҫӑлтӑрӗ» кам пулассине хальлӗхе вӑрттӑнлӑхра тытаҫҫӗ-мӗн. Мероприятие пӗтӗмлетсе чи ҫамрӑк тата чи аслӑ хутшӑнакана хавхалантарма шухӑшлаҫҫӗ.а шанаҫҫӗ. Анчах тӗп «ҫӑлтӑрӗ» кам пулассине хальлӗхе вӑрттӑнлӑхра тытаҫҫӗ-мӗн. Мероприятие пӗтӗмлетсе чи ҫамрӑк тата чи аслӑ хутшӑнакана хавхалантарма шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |