![]() Кашни ҫын уйрӑм енпе кӑсӑкланать. Такам пулӑ тытса лӑпкӑллӑх туять, теприсем лӗпеш тытас тесе улӑхсем тӑрӑх кускалаҫҫӗ, виҫҫемӗшсене вара сунар илӗртет. Анчах кашни япалан хӑйӗн виҫи пулмалла. Тем тесен те саккун — ҫын пайтишӗсенчен ҫӳллӗрех, ҫавӑнпа та ҫынсен ҫирӗплетнӗ йӗркесене пӑхӑнмалла. РИА хыпар агенстви пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ ҫак кунсенче сунар йӗркине пӑснишӗн штрафсене ӳстерекен саккуна аллӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Малашне вара, тӗслехрен сунар ӗҫӗ-хӗлнӗ ятарлӑ ҫирӗплетне вӑхӑтра мар пурнӑҫлакансене пӗр е икӗ ҫулчченех сунара тухма ирекне туртса илӗҫ. Пӗлтерӗшлӗ вырӑнсенче ӗҫлекенсенчен 50 пин текеллӗ штраф «шӑйӑрса» илӗҫ тата сунар хатӗрне те туртса илме пултарӗҫ. Сунарҫӑ билетне, сунар пурлӑхне тупма панӑ ятарлӑ ирӗке, сунарҫӑ пӑшалне упрама тата усӑ курма паракан ирӗке е путевкӑна кӑтартма килешменнисене ҫӗнӗ йӗркепе сунартан 1-2 ҫулччен хӑтарма пултарӗҫ. Сунар ресурсне кӗрекен пуклак чӗрнелле чӗрчунсене тата упасене ятарлӑ ирӗксӗр тытакансене вара 3 ҫуллӑха сунар ӗҫӗ-хӗлнӗ ирттерме ирӗке туртса илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Спорт ҫулӗ-йӗренче пирӗн ентешсем куллен тенӗ пекех ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ ригионӗсене ҫитсе ӑмӑртусенче Республика чысне тивӗҫлипех хӳтӗлеҫҫӗ. Питӗр хулипе ҫуммӑн вырнаҫнӑ Юкки ялӗнче утӑн 17-22-мӗшсенче велочупу-маунтинбайкпа чемпионат, Раҫҫей первенстви тата Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусем иртнӗ. Ҫак ӑмӑртусенче пирӗн ентешсем тунӑ ҫитенӳсем ҫинчен эпир пӗрре мар хыпарланӑччӗ. 1995-1996 ҫулсенче ҫуралнӑ юниорсем хушшинче Муркаш районӗнчи В. Егоров ячӗллӗ АҪСШӗн вӗренекенӗ, Раҫҫейӗн спорт мастер кандидачӗ, Семенова Марина «кросс-кантри» дисциплинӑра кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫак ӑмӑртура ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Чӑваш Республикин чысне хӳтӗлекен тата тепӗр спортсменка Кристина Кириллова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Мочаловӑн ҫӗнӗ плакачӗ / Н. Плотников сӑнӳкерчӗкӗ Муркашри суд малалла пырать. Тунтикун айӑплакан енӗн икӗ кунтелейне итлеме май пулнӑ пулсан, паян тепӗр иккӗшне чӗнсе илнӗ. Юнкунри суда икӗ пая пайлама пулать — малтанхинче хӳтӗлекен ен евитсем тыттарчӗ, тепринче кунтелейсен хуравӗсемпе паллашрӗҫ. Чи малтан суд Илле Иванов тӑратнӑ евитсене (ходотайствӑсене) пӑхса тухрӗ. Айӑпланакан вӗсене чӑвашла ҫырнӑран тӑлмачӑн куҫарма тивнӗ иккен. Куҫару тӗрӗсех пулнине ҫирӗплетме Трихалкин судья вӗсене вуласа та пачӗ, хӳтӗлекен ен хирӗҫлемен хыҫҫӑн сӳтсе явма пуҫларӗҫ. Илле Иванов ӑна шиклентерекен темиҫе саманта асӑннӑ иккен, вӗсенчен пӗри — ӗҫе пуҫарма пуҫтарнӑ хутсен папки ҫинче тӳрлетӳ пуррине асӑрханинче. Хӳтӗлевҫӗсем датӑра тӳрлетӳ пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме экспертиза тума ыйтрӗҫ, суд вӗсемпе килӗшмерӗ, ку япала пӗлтерӗшсӗр пулнине ҫирӗплетрӗ. Тепӗр евитре хӳтӗлевҫӗсем ҫак статьяна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне чӗлхе енчен экспертизӑна яма ыйтрӗҫ. Ваккатсемпе прокурорсен ку тӗлӗшпе мӗн шутланине пӗлнӗ хыҫҫӑн тӳре пӗр ҫур сехетлӗхе йышӑну тума кайрӗ. Таврӑннӑ хыҫҫӑн паллӑ пулчӗ — гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне хушма ӗҫ пырса тивмӗ, тепӗр майлӑ каласан суд хӳтӗлевҫӗсен сӗнӗвӗпе килӗшмерӗ. |
![]() Чӑваш пикисен маттурлӑхӗ чӑнахах та тава тивӗҫ. Вӗсен спортри ҫитенӗвӗ республикӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн спортсменкӑсемпе эпир тивиҫлипех мухтанма пултаратпӑр. Ытларикун, утӑн 22-мӗшӗнче Пенза хулинче VI Раҫҫейри вӗренекенсен ҫуллахи Спартакиадӑра ирӗклӗ мелпе кӗрешнипе юлашки тапхӑр ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Унта 46 килограмм таран йывӑрӑ категоринче пӑхӑр медале Вӑрнар районӗнчи АҪСШра вӗренсе тухнӑ, халӗ ЧУОР-СДЮСШОР-5 студенки Иванова Анастасия ҫӗнсе илнӗ. Настьӑна тата унӑн тренерӗсене — Егорова Д.Г. тата Львова Ю.Г. — медале ҫӗнсе илнӗ ятпа саламлатпӑр, спортра малашлӑхра та ҫитенӳсем тума сунатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ял ҫыннин ӗҫсӗр ларма вӑхӑт ҫук. Анкартинче пахча, витере выльӑх-чӗрлӗх, пӳртре ҫемье — ӗҫӗ туллиех. Ҫапах ялта ҫынсем пурнӑҫа ӗҫлесе кӑна ирттермеҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче анлӑ сарӑлнӑ ял кунӗсенче юрӑ-кӗвӗ шӑрантарса, ташӑ ҫапса савӑнаҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗн Атнар ял тӑрӑхӗнче ҫулсерен ҫуллахи кунсенче Ял кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Иккӗмӗш Хурашаш ялӗн ҫыннисен хӑйсен пуҫарӑвӗпе пысӑк, савӑнӑҫлӑ уяв кунне паллӑ тунӑ. Ку уяв нумай хӑнана, ял ҫыннисене илӗртнӗ. Чи малтанах сӑмаха Антар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов илнӗ. Вӑл пурне те уяв ячӗпе саламланӑ, телей, ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх суннӑ. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ вара Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнӗрӗн 70 ҫулӗ тӗлнелле ҫӗнӗ палӑксем хута ямалли ҫинчен калаҫнӑ. Ял ҫыннисем ку шухӑша ырланӑ, вара «нимелле» палӑксене туса лартмаллипе килӗшнӗ, ку ӗҫ валли ятарлӑ комисси тата яваплисене суйланӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ялӑн чи ватӑ ҫыннине, нумай ҫул пӗрлӗ пурӑнакан мӑшӑра тата ялӑн обществӑлла пурнӑҫне хутшӑнакансене асӑнмаллӑх парнесемпе чысланӑ. Хыҫҫӑн Иккӗмӗш Хурашаш ял ҫыннисемпе, хӑнисене «Ҫартмас» фольклор ансамблӗ тата Хӗрлӗ Чутайӑн культурӑпа кану центрӗн коллективӗ хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш музыка ӳнерӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ Олимпиада Агакова ҫуралнӑранпа ӗнер 95 ҫул ҫитрӗ. Вӑл Етӗрне районӗнчи Ҫуткасси ялӗнче вӗрентекен ҫемйинче ҫуралнӑ. Етӗрнери педагогика училищинче, каярах Шупашкарти музыка училищи ҫумӗнчи икӗ ҫуллӑх хатӗрленӳ курсне ҫӳренӗ. Ун хыҫҫӑн виҫӗ ҫул хушши вокал уйрӑмӗнче ӑс пухнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫлансан училище хупӑнать, Олимпиада Яковлевна вара Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫлеме тытӑнать. Ансамбльпе пӗрле ҫара та концертпа кайнӑ вӑл. 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗнче хӑй ирӗкӗпе фронта тухса каять. Бронепуйӑс пулемет расчечӗн ҫапӑҫуҫи пулать вӑл, салтак тивӗҫне зенит дивизионӗнче пурнӑҫлать. Молдавипе Венгрие ирӗке кӑларассишӗн пынӑ ҫапӑҫусене хутшӑнать. Вӑрҫӑ вӗҫленсен вӑл тӑван тӑрӑха таврӑнать, училищӗре пӗлӗве малалла туптать. Чӑваш радиовӗн вокал ансамблӗнче ӗҫлеме тытӑнать, концертсемпе тухса ҫӳрет. Сцена ҫинче вӑл кӑмӑл-туйӑма ирӗке янипе, вокал ӑсталӑхне ҫӳллӗ шайра кӑтартнипе палӑрса тӑнине аса илет Пӗтӗм Раҫҫейри музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Зимин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ шахматла выляссипе уҫӑ турнир ирттернӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери шахмат кунне (утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ) халалланӑ. Тата ҫак вӑййа районта сарассишӗн ирттерни пирки хыпарлать район администрацийӗн сайчӗ. Вӑййа 30 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем икӗ ушкӑна пайланнӑ: 17 ҫултан кӗҫӗнреххисене тата унтан аслӑраххисене. Хӗрсенчен Светлана Петрова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, каччӑсенчен — Дмитрий Замков. Шахматла вылякансен чи кӗҫӗнни тӑххӑрти Наталья Харитонова пулнӑ. Йӗркелӳҫӗсем ӑна та хавхалантарма йышӑннӑ — Тав хучӗпе тата парнепе чысланӑ. Хӗрарӑмсенчен вара Г.Г. Ефимова ҫӗнтернӗ, арҫынсенчен — Л.Е. Краснов. Вӑл пӗлтӗр те хутшӑнса мала тухнӑ. Вӑййа 76 ҫулти Л.Е. Краснов Муркаш районӗнчи Тивӗшрен пырса ҫитнӗ. Вӑл Муркаш районӗн сакӑр хут чемпионӗ иккен. Ӑмӑртӑва йӗркелеме Пантелеймоновсен ҫемйи нумай пулӑшнӑ. Вӑййа та вӗсем ҫемйипех хутшӑннӑ. Кӗҫӗн Шетмӗре пурӑнакан Галина Никитина вара пылак апат-ҫимӗҫ йӑтса пынӑ, унпа вӑл ачасене хӑналанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин салтакӗсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен пӗлмен ҫын та ҫук пуль. Вӗсем тарпа, юнпа паянхи мирлӗ пурнӑҫшӑн ҫапӑҫнӑ. Пурнӑҫ йывӑрлӑхӗсене чӑтса ирттерсе паянхи самана таранах пурӑнса ҫитнӗ ветерансем темиҫӗ хутлӑ герой ятне те илме тивӗҫ. Утӑн 23-мӗшӗнче Канаш районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валентина Алантьева, Канаш хулин тата Канаш районӗн халӑхӑн социаллӑ хӳтелев пайӗн пуҫлӑхӗ Надежда Маркелова Катек ялӗнче пурӑнакан Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Евдоким Егорович Егорова 95 ҫулхи юбилейпа ӑшшӑн саламланӑ. Ҫирӗп сывлӑх, нумай ҫул пурӑнма суннӑ, Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗн Владимир Путинӑн ҫыру саламне вуласа панӑ, алла тытарнӑ, чечек тата асӑнмлӑх парнепе чысланӑ. Ҫак кунхине юбиляра ҫывӑх тӑванӗсем, ял ҫыннисем те ӑшӑ салам сӑмахӗсем каланӑ. Е.Е.Егоров Катек ялӗнчех 1918 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗнче ҫуралнӑ, кунтах ӳснӗ. 1938 ҫулта ӑна чукун ҫул ҫарне хӗсмете илнӗ. Юбиляр каласа панӑ тӑрӑх, вӑл «чукун ҫулӗнчен фронта ҫул тытнӑ», чукун ҫул ҫарӗ шутӗнче ҫапӑҫнӑ, Днепр, Кременчуг урлӑ кӗперсем, 95 ҫухрӑмлӑ ҫӗнӗ чукун ҫула тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Республикӑри чылай вулавӑшӗ евӗрех Муркаш районӗнчи ҫак учрежденисенчен хӑшӗ-пӗрисем те ҫынсене патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳме тытӑннӑ. Документсене вӗсем «пӗр чӳрече» меслетпе йышӑнаҫҫӗ. Ку пулӑшӑва ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчен районти тӑхӑр вулавӑш: Мӑн Сӗнтӗрти, Ильинкӑри, Катькасри, Кашмашри, Анаткассинчи, Чуманкассинчи, Шетмӗпуҫӗнчи, Юнкӑри тата Йӳҫкассинчи — кӳрет иккен. Вӗсенче муниципалитетсем кӳрекен 29 йышши пулӑшӑва илме пулать. Унччен вара районти специалистсем — район администрацийӗн информаципе тивӗҫтерекен пайӗн пуҫлӑхӗ В. Лаврентьева, Муркаш районӗнчи нумай ӗҫ тӑвакан центр директорӗ Т. Королькова тата Муркаш районӗн тӗп вулавӑшӑн директорӗ И. Николаева культура учрежденийӗсем ҫӗнӗлле ӗҫлеме хатӗррине тӗрӗсленӗ. Вӗсем компьютерсемпе оргтехникӑн, ҫыхӑнӑвӑн тӑрӑмне хакланӑ, ӗҫре кирлӗ сӗнӳсемпе пулӑшнӑ. Сӑнсем (12) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫак ятпа нумаях пулмасть ҫӗнӗ программа пурнӑҫа кӗме пуҫланӑ. Унӑн уссине Вӑрмар районӗнчи пӗр ҫамрӑк туйса-ӑнланса илнӗ ӗнтӗ — ара вӑл унпа килӗшӳллӗн технолог пулса ӗҫлеме вырнаҫнӑ-ҫке. Алла тин ҫеҫ диплом илнӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа паллакан-тӑвакан пулмасан ӗҫе вырнаҫма пӗртте ҫӑмӑл мар. «Пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ» программа ҫук опыта ӗҫре пухма май парать иккен. 18–20 ҫулхи, ӗҫ опычӗ ҫук, ӗҫлӗх центрӗнче шутра тӑракан ҫамрӑксене унпа килӗшӳллӗн вӑхӑтлӑх вырӑнпа тивӗҫтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |