Культура
![]() Олег Прокопьевӑн кӗнеки кун ҫути курнӑ. Кун пирки «Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтерет. Кӗнеке «Чӑвашӑм, пурӑн!» ятлӑ, унта сӑвӑсем кӗнӗ. Вӑл тин кӑна, ҫак кунсенче, Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Автор сӑвӑсене сакӑр ушкӑна пайласа вырнаҫтарнӑ: «Ялти тӗрленчӗксем», «Юрату тата ырату», «Тӗрӗслӗх шыравӗ», «Тивӗҫ», «Юратупа эс килтӗн тӗнчене», «Тухату», «Витӗркуру – асӑрхаттару». Палӑртмалла: ку – Олег Прокопьевӑн иккӗмӗш кӗнеки. Пӗрремӗшӗ «Шыв ҫинчи сар хӗвел ҫулӗпе» ятлӑ, вӑл 2008 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Вӑрнар округӗнчи Ярмушка ялӗнче пурӑнакан спортсменка Надежда Лаврентьева Китайри Тайбэ хулинче спорт ветеранӗсен хушшинче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери ҫуллахи вӑйӑсенче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 5 ҫухрӑм дистанцие пӗрремӗш парӑнтарнӑ. Халӗ Надежда ҫӗнӗ ӑмӑртӑва хатӗрленет. Хальхинче унӑн 10 пин ҫухрӑма парӑнтарма тивӗ. Палӑртса хӑварар: Китайри ӑмӑртӑва 107 ҫӗршыври 30 ҫултан аслӑрах 25 пин ытла спортсмен пухӑннӑ. 65 ҫултан аслӑраххисем 2 пин ытла спортсен пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Правда ПФО» архивӗнчи сӑн «Пенсионерсен социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей партийӗн» регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Степанов ку дожноҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясси пирки заявлени ҫырнӑ. «Правда ПФО» интернет-хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл парти председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Ворожцов ӗҫӗсемпе килӗшменнипе каять. Сӑмах май, нумаях пулмасть Игорь Молякова тата Владислав Солдатова «Тӗрӗслӗшӗн Раҫҫейрен» партие дискредитациленӗшӗн кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "На связи" форумри сӑн Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫуртра 1967-2002 ҫулсенче общество деятелӗ, финанс министрӗ пулнӑ Аркадий Гладков пурӑннӑ. Ҫак, кунсенче унта астӑвӑм хӑмине ҫакнӑ. Хӑмана уҫнӑ ҫӗре унӑн тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем килнӗ. Хӑйӗн аслӑ ӗҫтешне хисеп тума пӗрремӗ вице-министр – финанс министрӗ Михаил Ноздряков та ҫитнӗ. Аркадий Михайлович Канаш районӗнчи Пикших ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Ен министерствинче ахаль ревизортан министра ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи Уйкас Хачӑк ялӗнче пӗрисен гаражӗнчи мотоцикл ҫухална. Кун пирки кил хуҫи хӗрарӑме йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Икӗ урапаллӑ транспорт хуҫи хӗрарӑмӑн ывӑлӗ пулнӑ. 200 пин тенкӗ тӑракан мотоцикла пакунлисем уйра тупнӑ. Йӗрке хуралҫисен овчарки вара Алексей Васильев кинолога тата тӗпчевпе оперативлӑ служба ӗҫченӗсене ялти пӗр арҫын килне ертсе кайнӑ. Судпа унччен айӑпланнӑ 30 ҫулти арҫын гаража ҫивиттинчен аннӑ иккен. Мотоциклта бензин пӗтиччен ярӑнса ҫӳренӗ те кайран транспорта хирте пӑрахса хӑварнӑ. Арҫын тӗлӗшпе халӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 166-мӗш стайин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри хӗрарӑм-усламҫӑ ҫынсене шӑнман пӑрпа лартса янӑ. Пӑтӑрмах пирки иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм пӗлтернӗ. Пӳрт тӑвас ӗмӗтпе ҫунатланнӑ хӗрарӑм ипотека илнӗ. 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӑл строительство организацийӗсенчен пӗринпе килӗшӳ тунӑ. 41 ҫулти хӗрарӑм-усламҫӑ ертсе пыракан фирма ӗҫе пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗ валли вӗҫлеме шантарнӑ. Саккасҫи укҫана пӗтӗмпех, 5 миллион тенкӗ ытла, тӳлесе хунӑ пулин те туса пӗтермен. Кӑҫалхи кӑрлач йӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗччен усламҫӑ тӗлӗшпе тата тепӗр ултӑ ҫын пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем те унпа пӳрт тума килӗшӳ тунӑ та шантарнине кӗтсе илеймен. Хӗрарӑм ҫынсене пурӗ 35 миллиона яхӑн тенкӗлӗх улталанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалах оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекен икӗ артиста «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ят панӑ. Ят-сума тивӗҫнисем — Татьяна Бахтина вокалист (солист) тата Татьяна Прытченкова вокалист (солист). Хисеплӗ ят парасси ҫинчен калакан 73-мӗш номерлӗ Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() t.me/VolgaOperaBallet сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Шупашкарти «Атӑл Опера» театрта Пӗтӗм тӗнчери VI оперетта фестивалӗ иртӗ. Фестиваль А. Петровӑн «Мы хотим танцевать» музыкӑлла камичӗпе уҫӑлӗ. Иваново хулинчи музыка театрӗ Шупашкара «Бесприданница», «Алые паруса», «Три мушкетера» мюзиклсемпе, «Любовь и голуби» музыкӑлла камитпе тата «Принцесса на горошине» музыкӑлла юмахпа килӗ. Фестиваль гала-концертпа хупӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() www.kino-teatr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артистне «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ. Ку хисепле ята Илья Гурьев вокалист тивӗҫнӗ. Ӑна театр ӳнеринч тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн чыслас тенӗ. Илья Гурьев 1986 ҫулта ҫуралнӑ. 2021-2005 ҫулсенче Вологдӑри музыка училищинче дирижёрпа хор уйрӑмӗнче вӗреннӗ, 2005-2010 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университетӗнчи ӳнер факультетӗнче ӑс пухнӑ. 2009 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() vtomske.ru сайтри сӑн Шупашкарта васкавлӑ медпулӑшу водителӗ 18 ҫул тултармасӑрах руль умне ларнӑ ҫамрӑка тытса чарма пулӑшнӑ. Ҫамрӑка чарас тесе йӗрке хуралҫисем хыҫҫӑн хӑваланӑ. Васкавлӑ медпулӑшу водителӗ Виталий Андреев ҫакна асӑрхасан вӗсене пулӑшас тенӗ – ҫула пӳлнӗ. Ҫапла ВАЗ-2109 машинӑпа пынӑ ҫамрӑкӑн чарӑнма тивнӗ. Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ пулӑшу центрӗнче Виталий Владимировича куншӑн ырӑ сӑмах каланӑ. Сӑмах май, вӑл экстреннӑй служба водителӗнче 14 ҫул ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |