Политика
![]() pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ. Кун пек йышӑнӑва Чӑваш Енӗн Конституцийӗн 72-мӗш статйипе килӗшӳллӗн алӑ пуснӑ. Сергей Геннадьевич унччен Председателӗн ҫумӗ пулнӑ. Хушӑва Олег Николаев Элтепер нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Раҫҫӗйӗн Следстви комитече Чӑваш Енре пулса иртне пӑтӑрмаха тӗрӗслет. Халах тетелӗнче пӗлтерне тӑрӑх, кӑҫалхи карлач уйӑхӗнче 33 ҫулти арҫын вырӑнти поликлиникӑна хырам ыратнӑран кайна. Вал спортсмен пулнӑ. Анчах футболист сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗслемен иккен. Тепӗр уйӑх ҫурӑран ҫеҫ унӑн сывлӑхне компьютер томографийӗ туса тӗрӗсленӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна васкавлӑн пульницӑна вырттарнӑ. Анчах ҫамрӑк арҫынна йӗркеллӗ сиплемен-мӗн, вӑл вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Шупашкар округӗнчи Лепетер ялӗнче пурӑнакан Ирина Семенова питомникре тӗрлӗ чечек ӳстерет. Вӑл хуларан яла куҫса килнӗ. Ӳсен-тӑранпа ӗҫлеме ӑна питӗ килӗшет. Унӑн «Ирин сад» ятлӑ питомникӗнче 40 тӗрлӗ пӗтнӗкрен пуҫласа тимьян, шалфей, розмарин таранах. Ку уншӑн услам кӑна мар, чун киленӗҫӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Красноярск крайӗнче хӗрарӑм икерчӗ нумай ҫисе пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унта Ҫӑварни пулнӑ май икерчӗ ҫиекенсен конкурсӗ иртнӗ. Хӗрарӑм ҫӑварне икерчӗ чикнӗ те чикнӗ, хӑй чӑмламан та. Ҫӗнтерес умӗн темиҫе минут маларах вӑл сывлайми пулса ларнӑ. Тухтӑрсем хӗрарӑма ҫӑлма тӑрӑшнӑ, анчах икерчӗ апат ҫулне пӳлсе лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Патшалӑх автоинспекцийӗн Муркаш округӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Щербаков асламӑшне 100 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ. Мария Щербакова Эветккссинче пурӑнать. Вӑл йывӑрпа ҫитӗннӗ. Шкула та каяйман, аслисене килте пулӑшнӑ. Хӗрача хӑй тӗллӗнех ҫырма, вулама, шутлама тата тӑмра калама вӗреннӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан Мария вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте ӗҫленӗ. Каҫсерен салтаксем валли нуски, алсиш ҫыхнӑ. 1947 ҫулта Мария Петровна Семен Щербакова качча тухнӑ. Вӗсем 2 хӗр те 2 ывӑл ӳстернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() "Контактри" сӑн Ҫӑварни вӗҫленсе пырать. Шупашкарти Николаев паркӗнче хӗле 3 метр ҫӳллӗш сӑмаварпа тата Илемпи ятлӑ чӑваш пикипе ӑсатасшӑн. Пушӑн 1-2-мӗшӗсенче унта «Сударыня Масляница» анлӑ уяв иртӗ. Сӑмаварпа сӑн ӳкерӗнме пулать. Илемпи хӑйӗн кӗлеткипе, чаплӑ тумӗпе тӗлӗнтерӗ. Паллах, икерчӗпе те сӑйланма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Муркаш округӗнчи Чуманкасси ялӗнче пурӑнакан нумай ача амӑшӗ декретра ахаль лармасть. Вӑл соцконтракт ҫырса хӑйӗн ӗҫне пуҫарнӑ. Халӗ Екатерина Владимировнӑн хӑйӗн студийӗ пур, вӑл хӑйне меллӗ графикпа ӗҫлет. Сӑмах май, Волковсен 5 ача: 3 ывӑл та 2 хӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн 60 ҫулти Валерий Иванович нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле округне ашшӗн килне пурӑнма куҫнӑ. Ялта вара вутӑ-шанкӑ кирлӗ. Унӑн пенсийӗн пысӑк пайӗ эмел туянса пӗтет. Арҫынна «Старость в радость» ыркӑмӑллӑх фончӗ пулӑшнӑ. Вӗсем Ҫӗмӗрлери комплекслӑ центр ӗҫченӗсемпе пӗрле ун валли вутӑ туяннӑ. Кун пек пулӑшӑва Валерий Ивановича кӑна паман. Тепӗр 20 ҫынна вутӑ кӳрсе панӑ. Вӗсем те кӑмака хутса пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак эрнере Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «ЧУВАШИЯ. XX век» наци драматургийӗн лабораторийӗн иккӗмӗш тапхӑрӗ ӗҫленӗ. Проект кураторӗсем — Александр Вислов, Екатерина Морозова тата Ольга Тургай — хатӗр текстсене сӳтсе явса авторсене сӗнӳ-канаш панӑ. Лабораторин иккӗмӗш тапхӑрӗнче сӗннӗ текстсене карта лартса пӗтерме йышӑннӑ. 2026 ҫулта вара режиссер лабораторийӗ ӗҫлӗ, вӑл чи лайӑх текстсене куракана экскиз евӗр кӑтартма май парӗ. «Драматургсен конкурсӗ хӑйӗн ӗҫне режиссер лабораторийӗ пулса маллала тӑҫни савӑнтарать. Финал тӗлне эпир 3 пьесӑлла пуласса шанатпӑр», – тенӗ Александр Вислов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Прокуратура тунӑ сӑн Вӑрнарта пурӑнакансем такам пӑшалтан пенӗ сасса илтнӗ те кун пирки полицие пӗлтернӗ. Вӗсем пӑшал евӗр япала йӑтнӑ арҫынна та курнӑ. Вырӑна полицейскисем тата район прокурорӗ ҫитнӗ. Пӑшаллӑ арҫын вара алӑка уҫма хирӗҫленӗ. Ҫавӑнпа йӗрке хуралҫисем ҫурта чӳрече урлӑ кӗрсе арҫыннӑн пӑшалне туртса илнӗ. Перекенни – Хусанти 42 ҫулти арҫын, вӑл больницӑра шутра тӑрать. Халӗ тӗрӗслев пырать. Ӑна район прокурорӗ хӑй тӗрӗслесе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |