Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
Ҫӗнӗ маршрут
Ҫӗнӗ маршрут

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫӳрекен 61-мӗш троллейбус кӑштах маршрутне улӑштарӗ. Троллейбуссем «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ патӗнчен Эгер бульварне, Ҫӗнӗ автовокзал енне, пӑрӑнмӗҫ, 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспекчӗпе кайса «Пичет ҫурчӗ» патӗнчен иртӗҫ. Малалла хальхи маршрутпах кайӗҫ.

Маршрут ҫинче 14 троллейбус ӗҫлет. 2 транспорт резервра пулмалла. Аса илтерер: вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона Шупашкарти Медицина центрӗпе ҫыхӑнтарать.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ҫулпа пынӑ чухне пӗр трактора асӑрханӑ.

Анатри Кушмара ялӗнче экипажа хирӗҫ мини-трактор сиксе тухнӑ. Ҫивӗч куҫлӑ инспекторсем тракторист хӗрӗнкине тӳрех сиснӗ.

Чӑнкасси ялӗнче пурӑнакан 63 ҫудлти арҫын ике ҫул каялла хӗрӗнкӗ пуҫпа пӗрре ҫакланнӑ-мӗн, халӗ вӑл каллех ӗҫне пуҫпа руль умнк ларнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/gibdd121/6760 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/gibdd121/6760 сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкарта 16 сехет те 45 минутра, васкалӑ пулӑшу машини велосипедпа ярӑнакан ачана амантнӑ.

Ачса тротуарпа ярӑнса пынӑ иккен. Хулари 1-мӗш клиника пульницин территорине кӗрекен тухтӑрсен машини ачана пырса лектернӗ. 6-мӗш класра вӗренекен ача чӗркуҫҫине ыраттарнӑ, ӳтне чӗрсе янӑ. Арсын ачана ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/6760
 

Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Каҫал тӑрӑхӗнче ватӑ ҫынсене ялти тухтӑр урама утма илсе тухнӑ. Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Кайнлӑк ялӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗ Инна Алякина «Хастар вӑрӑм ӗмӗр» шкул йӗркеленӗ. Ҫавна май вӑл ял ҫыннисене скандинави мелӗпе утма тухма хавхалантарать.

Фельдшер ҫынсене икӗ алла пӗрер туя тытса утни чӗрепе юн тымарӗсен тытӑмне лайӑхрах ӗҫлеттернине, мышцӑсене ҫирӗплетнине каласа кӑтартать.

 

Хулара

Шупашкарти Лапсар проездне тинех юсама пуҫланӑ. Шӑтӑк-путӑкла ҫав ҫул пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Нумаях пулмасть лав вырӑнтан хускалнӑ.

Чӑваш Енӗн Строительство министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, юсав ӗҫне ҫанталӑк май парсан тӳрех тытӑннӑ. «Объект ҫав тӑрӑхри районсенче пурӑнакансемшӗн ҫеҫ мар, экономикӑшӑн та пӗлтерӗшлӗ», — тесе хыпарлать маларах асӑннӑ ведомство. Унта пысӑк промышленность предприятийӗсем вырнаҫнӑ.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Николай Семёновпа Зоя Илларионова режиссерсем ӳкернӗ «Парӑм» фильма Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль программине кӗртнӗ. Тӗп роле Зоя Илларионова калӑплать. Ӑна ыран, ҫy yйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Ҫамрӑксен театрӗн пысӑк залӗнче 18:00 сехетре курма май пулать. Тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.

Сюжечӗ интереслӗ: хӗрарӑма тухтӑpceм усал шыҫӑ атланнине пӗлтернӗ. Вӑл вара вилнӗ амӑшне тӗлӗкре пӗрмай курать. Лешӗ парӑма татма тата анатри чӑвашсен йӑлине пӑхӑнма ыйтать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкартан Чулхулана кайма тухнӑ автобус паян инкеке лекнӗ. Транспортра экскурсие кайма тухнӑ шкул ачисем ларса пынӑ. Автобус Чулхулана ҫитеспе умри ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ.

Ачасене вӑхӑтлӑха ҫывӑхри шкула вырнаҫтарнӑ. Унтан вӗсене Шупашкара илсе килнӗ. Ачасем шар курман.

Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, машинӑсем те ытлашши шар курман.

 

Вӗренӳ
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Прокуратура Тӑвай округӗнчи Енӗш Нӑрваш шкулӗнче мӗн пулса иртнине тӗрӗслӗ.

Сӑлтавӗ акӑ мӗнре: юлашки шӑнкӑравра шкулта 10-мӗш класра вӗренекен пӗр хӗрача тухса калаҫнӑ чухне ӑна директор тата хӑш-пӗр учитель сӑмахсемпе кӳрентернине пӗлтернӗ. Видеона тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Ӑна Интернет хӑрушсӑрлӑхӗн лигин пуҫлӑхӗ Екатерина Мизулина асӑрханӑ.

 

Республикӑра
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Патӑрьелте шаплатнӑ сасӑ илтӗннӗ. Ҫынсем хӑраса кайнӑ, кун пирки йӗрке хуралне пӗлтернӗ.

Кун хыҫҫӑн ҫулсене пӳлнӗ, тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Мӗн пулнӑ-ха унта? Патӑрьелти пӗр ҫурт никӗсӗ аннӑ иккен. Ҫавна май темиҫе чӳрече ҫурӑлнӑ.

Йӗрке хуралҫисем вырӑна тӗрӗслесен нимӗнле сирпӗнекен хатӗр те тупман. Патӑрьел администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, лару-тӑрӑва куҫран вӗҫӗртмеҫҫӗ.

 

Раҫҫейре
proza.ru сайтри сӑн
proza.ru сайтри сӑн

Ҫӗршыв Правительстви килте слон,акула, крокодил усрама чарнӑ. Ку списокра ытти чӗр чун та пур. Пурӗ – 121 чӗрчунпа тискер кайӑк.

Килте тигр, упа, пингвин, бегемот, наркӑмӑшлӑ ҫӗленсемпе эрешменсем усрани те саккуна пӑсни пулӗ.

Ку ҫӗнӗлӗх кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑй илет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-152992737_6500378
 

Страницӑсем: 1 ... 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, [51], 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, ... 3951
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелле. Ҫемьепе пӗрле апатланӑр е эрнен пӗрремӗш ҫурринче туссемпе уҫӑлса ҫӳре. Ку эрне юратнӑ ҫын валли вӑхӑт уйӑрма та аван - хӑвӑра та савӑнӑҫ пулӗ. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпарсем илтетӗр е тӑшмана тӗл пулатӑр. Ку кӑмӑла пӑсӗ.

Ҫурла, 02

1928
97
Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1955
70
Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1960
65
Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1960
65
Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1968
57
Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...