Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

23 ҫулти каччӑ «каҫхи лӗпӗшпе» ҫӗр каҫма шутланӑ та 1 миллион та 300 пин тенкӗсӗр юлнӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Мускавран Шупашкара килнӗ программист интернет-сайтра ҫӑмӑлттай хӗр шыранӑ, анчах вӑл ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ.

Ҫав ҫынсем Шупашкара килнӗ хӑнана икӗ кун улталаса тӑнӑ. Темӗн те пӗр шутласа кӑларса тӗлпулушӑн, таксишӗн укҫа куҫарттарнӑ. Ҫапла ҫӑмӑлттай хӗр кӗтекен йӗкӗт мӗн пур укҫине ултавҫа куҫарса панӑ.

Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫурлан 24-мӗшӗнче Куславкка округӗнчи Кивӗ Тӗрлемес ялӗнчи автозаправкӑра ӗҫлекенсем фура водителӗ кабинӑран нумай вӑхӑт тухманнипе кайса тӗрӗслеме шутланӑ. Лешӗ унта тӑнсӑр выртнӑ.

Тӳрех медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем Ставрополь крайӗнче пурӑнакан 46-ри арҫынна тӑна кӗртнӗ. Анализ илсен юнра юраман япаласем пуррине тупса палӑртнӑ.

Полици фура салонне пӑхнӑ хыҫҫӑн наркотик тӗрки тата шприцсем тупнӑ. Водитель наркотике ҫул ҫинче вӑрттӑн вырӑнтан илнӗ иккен.

Вӑл Мускаври транспорт компанийӗнче ӗҫлени паллӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Политика
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Ҫамрӑксен политикин управленине ертсе пыма Алексей Иванова шаннӑ. Йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Алексей Иванов Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫуралнӑ. Муниципалитет службинче 10 ҫул ытла ӗҫленӗ. 2014 ҫултанпа вӑл тӑван районӗн администрацийӗнче финанс пайӗнче специалист пулса тӑрӑшнӑ. 2018 ҫултанпа информатизаци, цифра аталанӑвӗн тата информаци технологийӗсен пайӗн пуҫлӑхӗнче тимленӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ те пулнӑ.

Юлашки вӑхӑтра вӑл эпир маларах асӑннӑ управленире пуҫлӑх ҫумӗ пулса тимленӗ.

 

Кӳршӗре
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӗмпӗр хулинче иҫӗм ҫырлин фестивалӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентеш те палӑрнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм (шел те, ятне пӗлеймерӗмӗр) фестивальте «Раҫҫейӗн иҫӗм ҫырлин карттине» кӑтартнӑ. Вӑл «Чи пысӑк ҫырла» номинацире ҫӗнтернӗ. Куншӑн ӑна 15 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_78602
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Канаш округӗнчи Тури Юнтапа ялӗнче пурӑнакан мӑшӑр, Ефремовсен ҫемйи, ылтӑн туйне паллӑ тунӑ.

Петр Николаевичпа Мария Ивановна пӗр-пӗрне мӗн ачаран пӗлеҫҫӗ. Вӗсем кӳршеллӗ ӳснӗ.

Шкул хыҫҫӑн Мария Улатӑрта вӗреннӗ, Петр вара – Ленинградра. Кайран каччӑ ҫара кайнӑ, унтан таврӑнсан хӗре качча тухма ыйтнӑ.

Петр Николаевич Канашри аш-какай комбинатӗнче ӗҫленӗ, Мария Ивановна Горький чукун ҫул ҫинче завсклад пулнӑ.

Вӗсем 4 ача ӳстернӗ, халӗ мӑшӑра 7 мӑнукӗ телей кӳрет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15170
 

Ял пурнӑҫӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре шӑпӑрлансене пӗчӗкрен ҫӗр ӗҫне хӑнӑхтараҫҫӗ. Ку вӑл ахальтен мар ӗнтӗ.

Лаша пуласси тихаран паллӑ, ҫын пуласси ачаран тесе каланӑ ваттисем.

Чӑваш Енре ачасене ял пурнӑҫне тата ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫе юратма хӑнӑхтарас тесе ача пахчисенче агролабораторисем уҫнӑ. Паянхи куна ун пекки 137 ача пахчинче пур.

Проекта 146 аграри предприятийӗ, кооперативсемпе фермерсем хутшӑнаҫҫӗ.

Аграри лабораторийӗсем Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче – 19, Муркаш тӑрӑхӗнче — 12, Шупашкар тӑрӑхӗнче – 10.

 

Ял пурнӑҫӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Атайкассинче пурӑнакансен шучӗ ӳссе пырать. Паян унта 1520 ҫын пурӑнать иккен. 2020 ҫултипе танлаштарсан ку вӑл чӗрӗк пай чухлӗ нумайрах.

Хула ҫывӑхӗнчи ял аталанӑвӗпе республика Элтеперӗ Олег Николаев паллашнӑ. Халӑх йышланни, Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби шухӑшланӑ тӑрӑх, республика ертӳҫисем ял пурнӑҫне лайӑхлатма тӑрӑшнипе ҫыхӑннӑ.

Унта 2020 ҫулта уҫнӑ 110 ачалӑх ача пахчи ӗҫлет, ача пахчинче вара агролаборатори те пур. Агролабораторире шӑпӑрлансене ҫӗр ӗҫӗпе паллаштараҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи Ҫӗньял Очӑкасси ялӗнче ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 16-ри яш аманнӑ. Вӑл мотоциклпа ҫула тухнӑ, анчах транспорт ҫинчен персе аманнӑ.

Ача мотоцикл ҫинчен ӳкнине курсан пӗр арҫын пулӑшма васканӑ, вӑл ӑна яла илсе ҫитернӗ, унтан васкавлӑ пулӑшу машинипе тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи «Чурачикское» акционерсен обществи асӑннӑ муниципалитетри пысӑк ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен пӗри. Халӗ унта 510 пуҫ пӑру вырнаҫмалӑх тепӗр корпус уҫнӑ. Ҫӗнӗ инвестици проектне хуҫалӑх 80 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ.

Ӳлӗмрен выльӑх-чӗрлӗх комплексне тата анлӑлатасшӑн-пысӑклатасшӑн. Тепӗр 750 пуҫлӑх вите тума пуҫланӑ, пуррисене вара юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне 1000-шер ӗне вырнаҫмалӑх тепӗр икӗ корпус хута яма ӗмӗтленеҫҫӗ.

Хуҫалӑхра республика Элтеперӗ Олег Николаев пулса курнӑ.

 

Культура

Ҫулла вӗҫлениччен К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Последняя попытка» (чӑв. «Юлашки шанчӑк») камит кӑтартӗҫ. Ӑна ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче курма пулать.

Спектакле Михаил Задорновӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ. Сцена ҫинче – «юрату виҫкӗтеслӗхӗ». Мӑшӑр пӗрлешнӗренпе 20 ҫул ҫитнине паллӑ тума хатӗрленет. Кӗтмен ҫӗртен ҫамрӑк хитре хӗрарӑм шока кӗртсе ӳкерекен хыпарпа кӗрсе тӑрать.

Мӗн пӗлтерет вӑл? Спектакле кайса курсан пӗлетӗр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/hyparchuvashia
 

Страницӑсем: 1 ... 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, [55], 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, ... 4024
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 04

1987
38
Насул Антал, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...