Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш академи драма театрӗнче Василиса Петрован юбилей каҫӗ иртӗ. Мероприяти 18 сехетре пуҫланӗ. Василиса Петрова — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӑл 1960 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Ванькушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври Пӗчӗк театр ҫумӗнчи М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Унтанпа Чӑваш патшалӑх академи драма тетарӗнче ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() pchd21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Василий Эктел ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ. Вӑл — художник, чӑваш писателӗ, литература критикӗ, СССР Писательсен союхӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Тӑван Атӑл» журнал премийӗн лауреачӗ. Пултарулӑх ҫулӗн малтанхи тапхӑрӗнче лирика сӑввисемпе историпе философи поэмисем ҫырнӑ. Унсӑр пуҫне публицистикӑпа тата прозӑпа та ӗҫленӗ. Вӑл Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Учительте, Елчӗк районӗн архитекторӗнче, Шупашкарти электроаппарат завочӗн художникӗнче, Чӑваш телекуравӗнче, «Ялав» тата «Пике» журналсен редакцийӗсенче ӗҫленӗ. Ҫӗнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче республикӑри Профессионал писательсен фондне тата «Калем» издательствӑна ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Ен спортсменки Татьяна Александрова хӗллехи ишев енӗпе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура тӑватӑ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу Калининград облаҫӗнчи Славск хулинче иртнӗ. Татьяна 25,50, 100 тата 200 метра ирӗклӗ майпа ишсе финиша чи малтан ҫитнӗ. Ӑмӑртӑва Раҫҫейри 40 хулари, Латвири тата Беларуҫри 150 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Спортсменсем уҫӑ бассейнра 5 градус ӑшӑ шывра ишнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарти Эгер бульварӗнче пурӑнакан хӗрарӑмӑн хваттерӗнчен лайӑх мар шӑршӑ тухнӑ, кӳршисем куншӑн ҫӑмхаласа ывӑннӑ. Приставсем те ку ыйтупа ӗҫленӗ. Хваттере дезинфекци тумалла пулнӑ. Анчах хӗрарӑм ниепле те хушнине пурнӑҫламан. Приставсем тинех ӑна хваттере ҫӳп-ҫапран тасаттарнӑ. Хӗрарӑм административлӑ майпа явап тыттарасран хӑранӑ ахӑртнех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Кӳршӗре
Ульяновск облаҫӗн чӑвашӗсем хӑйсен тӑван чӗлхепе тухса тӑракан пӗртен-пӗр „Канаш“ хаҫачӗ тухма тытӑннӑранпа 35 ҫул ҫитнине анлӑн палӑртрӗҫ. „Киндяковка“ Культура керменӗнче ҫӳллӗ шайра иртрӗ. - Паян коллектив питӗ пӗчӗк, виҫӗ ҫынран кӑна тӑрать пулин те, Иван Яковлевӑн халалӗнчи „Эпӗ туса пӗтереймен ӗҫсене эсир туса пӗтерӗр“ девиза тӗпе хурса ӗҫленипе эпир кашни эрнере 8 страницӑллӑ, илемлӗ тӗслӗ хаҫата вулакан патне вӑхӑтра ҫитеретпӗр, Ульяновск облаҫӗн летопиҫне ҫырса пыратпӑр. Пӗр сывлӑшпа сывлакан, пӗр тӗллевпе ӗҫлекен, маттур та пултаруллӑ ҫынсем, чӑн-чӑн профессионалсем вӗсем, манӑн ӗҫтешӗмсем Ирина Данилова яваплӑ секретарь тата пай пуҫлӑхӗ Елена Алексеева. Облаҫри тӗрлӗ ял-хулана ҫитсе пиншер ҫын шӑпипе тата чӑваш мероприятийӗсемпе паллаштарать вулаканӑмӑрсене Елена Геннадиевна. Ирина Николаевна ҫав материалсене вырӑнлӑ лартма, илемлетме маҫтӑр. Хӑй те ятарлӑ пӗр страница илсе пырать. Пысӑк тав вӗсене, ҫавӑн пек йывӑр лава туртса пынӑшӑн, - палӑртрӗ хӑйӗн сӑмахӗнче тӗп редактор Елена Николаевна Мустаева. |
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗр ашшӗ-амӑшне йыта туянса парас тенӗ. Хайхисем Лабрадор ӑратлӑ йытта килӗштернӗ. 31 ҫулти учитель йытӑ ҫуришӗн 15 пин те 200 тенке куҫарса панӑ. Пӗлтерӗве хӗрарам мессенджерсенчен пӗринче асӑрханӑ. Йытта сутаканни пӗртен пӗр ҫурӑ тӑрса юлнине пӗлтернӗ. Ӑна туянас тесен транспорт тӑкакне те саплаштармалла тесе каланӑ. Хӗрарӑм укҫана куҫарса панӑ та йыта ҫуриллӗ пулайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() kremlin.ru сайтри сӑн Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Андрей Буйлова РФ Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей Геройӗн ятне панӑ. Андрей Александрович – генерал-майор, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, Суворов ҫар училищинче ӑс пухнӑ. Халӗ вӑл мотострелоксен Александрийск 15-мӗш уйрӑм гварди бригадин командирӗ. Ентешӗн бригадинчи 9 ҫар ҫынни, ҫав шутра командир та, Раҫҫей Геройӗн ятне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ldpr.ru сайтри сӑн Шупашкарта соцӗҫченре вӑй хунӑ хӗрарӑм ултавҫӑсене аллине лекнӗ. Ун патне шӑнкӑравлакан ҫын пуҫлӑхӗ пулнине ӗненнӗ вӑл. Ҫавна пула пухнӑ пӗтӗм укҫине куҫарса панӑ. Лешӗ каланӑ тӑрӑх, учрежденире тӗрӗслев пырать, кӗҫех ун патне ФСБ ӗҫченӗсем шӑнкӑравлӗҫ. Хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчи укҫана экстремистла организацие куҫарма хӑтланнӑ имӗш. Хӗрарӑм хӑраса кайнӑ та палламан ҫын хушнине йӑлтах пурнӑҫланӑ. Вӑл пурнӑҫ тӑршшӗпех пухнӑ укҫана йӑлтах куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе – 3,2 миллион ытла тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи Москакасси ялӗнче ача пахчине вӑхӑтра туса пӗтереймесен те пултараҫҫӗ. Шупашкарти «ГлавИнвестСтроя» организацин директорне строительство вӑхӑтне тӑҫҫа янӑран прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. «ГлавИнвестСтрой» общество малтанласа 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле пулнӑ, анчах кайран вӑхӑта пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗччен тӑсса панӑ. Анчах подрядчик ку вӑхӑта та ӗҫлесе ӗлкереймесен те пултарать. Хальхи вӑхӑтра ӗҫӗн 80 процент таран пурнӑҫланӑ. Контракт хакӗ — 219,3 млн тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри икӗ ҫынна Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Вӗсенчен пӗри — Сергей Муравьев. Сергей Иванович Шупашкарти «Стандарт» тулли мар обществӑра техника директорӗ (тӗп инженерӗ) пулса ӗҫлет. Тепри вара — Юлия Стройкова. Юлия Викторовна – Чӑваш Енен Элтеперӗн Администрацийӗнче пресс-службӑпа протокол управленийӗн пуҫлӑхӗ. Юлия Стройкова хӑй вӑхӑтӗнче республикӑн цифра аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑччӗ, унтан маларах вара — Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗнче директор ҫумӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |