Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Паян, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 14 сехетре Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Ӑна пула «пӑкӑ» пухӑннӑ.

Аварие куракансем каланӑ тӑрӑх, машинӑсем ҫапӑннӑ хыҫҫӑн пӗри сирпӗнсе кайнӑ. Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. Аварире пӗр ҫын вилни пирки пӗлтернӗ.

«Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапӑннӑ машинӑсем «Приора» тата «Камри» пулнӑ. Ҫунаканни - "Приора", унӑн водителӗ вилнӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Сосновски пултӑранӗпе ҫӗнӗлле кӗрешме сӗннӗ. Ку таранччен муниципалитетсем ҫак наркӑмӑшлӑ курӑка хӑйсем тӗллӗн пӗтернӗ. Ҫак тӗллев валли хыснаран кашни район валли укҫа уйӑрнӑ. Пӗтӗмпе - 16,6 миллион тенкӗ. Анчах укҫана пур муниципалитет та тӑкакласа пӗтермен.

Элтепер малалла ӗҫлемелли ҫӗнӗ мел сӗннӗ. Подрядчиксемпе 3 ҫуллӑха килӗшӳ тумалла. Олег Николаев кун пирки АПК атпланӑвӗпе иртнӗ канашлура каланӑ.

 

Чӑвашлӑх
vk.com/knighnaja_palata сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/knighnaja_palata сӑнӳкерчӗкӗ

Нумаях пулмасть пирӗн республикӑра «Чӑваш туйӗ» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ӑна алла илсен хӗр ҫураҫма кайнинчен тытӑнса туй хыҫҫӑнхи йӑла-йӗрке таранах пӗлме май килӗ.

Шел те, ытти йӑла-йӗрке пекех чӑваш туйӗ те манӑҫа тухса пырать. Анӑҫри йӑлана пӑхӑнса пӗрлешеҫҫӗ паян ҫамрӑксем: пӗр-пӗр ҫӗре пухӑнса ҫырӑнаҫҫӗ, пӗр пек тӗслӗ тум тӑхӑнаҫҫӗ, чечек ҫыххине ывӑтаҫҫӗ...

Кӗнеке виҫӗ пайран тӑрать: «Туй умӗн», «Туй», «Туй иртсен». Кӗнекене В.В. Степанов пухса хатӗрленӗ.

Кӗнекене хатӗрленӗ чухне К. П. Прокопьев пачӑшкӑн, филологи ӑслӑлӑхсен докторӗн Н.И. Егоровӑн, И.А. Патмарпа Э.И. Патмар фольклорҫӑсен, И. Тӑхти тата И. Тукташ сӑвӑҫсен, А.А. Осипов композиторӑн тата музыковедӑн ӗҫӗсемпе усӑ курнӑ. Кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен инстиутучӗн наука архивӗн, А.Н. Балтаевпа тата А.Л. Николаевӑн сӑнӳкерчӗкӗсемпе пуянлатнӑ.

 

Культура
Елизавета Долгован «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Елизавета Долгован «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн Аслӑ Пухӑвӗ пулӗ.

Елизавета Долгова «Контактра» тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмлетӳллӗ мероприяти Чӑваш наци вулавӑшӗн конференц-залӗнче 10:00 сехетре пуҫланӗ.

Регистраци ҫав кун 9:00 сехетре уҫӑлӗ.

Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пайташӗсене пурне те Аслӑ Пухӑва ҫитме чӗнеҫҫӗ.

 

Персона
Геннадий Кириллов архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Геннадий Кириллов архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Нумаях пулмасть «Вера Голубева» ятпа кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ — Геннадий Кириллов.

Кӗнекере РСФСР тава тивӗҫлӗ артисткин Вера Голубеван (1928-2020) кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Кӑларӑма артистка ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Кӗнекере артистӑн аса илӗвӗсене, дневника ҫырса пынисене, ҫырусемпе сӑнӳкерчӗксене, пьесӑсене куҫарнисене, вӑл уйрӑмах ӑнӑҫлӑ вылянӑ рольсене кӑтартса хӑварнине кӗртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall247228216_4640
 

Культура
 ulpravda.ru, pravdapfo.ru, gatd.archives21.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ куса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж
ulpravda.ru, pravdapfo.ru, gatd.archives21.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ куса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж

Чӑваш Енре ача-пӑча валли ҫыракансенсен алҫырӑвӗсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарма тата вӗсен ӗҫӗсене килес ҫул кун ҫути кӑтартма хыснаран 200 пин тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Ҫав укҫа виҫӗ ҫӗнтерӳҫе тивӗҫет.

«Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире Николай Ларионовӑн (Йӗлмелӗн) «Микки мыскарисем» ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Автор 50 пин тенке тивӗҫӗ.

Юрий Исаевӑн «Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем» алҫырӑвӗ «Вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире палӑрнӑ. Аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ ӗҫсенчен Сергей Павловӑн «Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Юлашкинчен асӑннӑ икӗ автора 75-шер пин тенкӗ парӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине Шупашкар районӗнчи Тутаркассинче 20 ҫулти хӗре машина ҫапса кайнӑ. Ку 21 сехетре пулнӑ. Водитель вырӑнтан тарнӑ.

Хӗр суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ӑна таптанӑ машина ВАЗ-21099, кӗмӗл тӗслӗ. Авари вырӑнӗнче фара ванчӑкӗсем тӑрса юлнӑ.

Водителе часах шыраса тупнӑ. Ӑна Шупашкар районӗнчи Шорчекасси уйӗнче тытса чарнӑ. Водитель 18 ҫулта, унӑн водитель прави ҫук.

 

Республикӑра

Ҫитес ҫул Чӑваш Ен хыснине 77,5 миллиард тенкӗ кӗме пултарать, расхутсем вара 80,4 миллиард тенкӗпе танлашмалла. Кун пирки ЧР Финанс министрӗ пӗлтерет.

Вӗренӳ тытӑмне 22,7 миллиард тенкӗ яма палӑртнӑ, соцполитикӑна – 19,5 миллиард тенкӗ, наци экономикине – 14,5 миллиард тенкӗ. Республика федераци хыснинчен тавӑрса памалли мар тепӗр 35,6 миллиард тенкӗ илессе шанать.

2024 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне патшалӑх парӑмӗ 14,5 миллиард тенкӗпе танлашма пултарать.

 

Республикӑра
Максим Иванов тунӑ сӑн
Максим Иванов тунӑ сӑн

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗнче 1961 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче пулнӑ пушарта вилнӗ ачасемпе вӗрентекенсен ячӗпе часавай ҫӗклӗҫ. Ку инкекре 106 ачан тата 4 вӗрентекенӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсене тӑванла вилтӑпринче пытарнӑ.

Часавай тӑвасси пирки пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнчех калаҫма пуҫланӑ, вырӑнне сӑвапланӑ та. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ пулӑшма шантарнӑ. Анчах ӗҫ пӑчланнӑ. Кӑҫал юпа уйӑхӗнче тин пӗрремӗш кирпӗче хунӑ. Халӗ унта иртен пуҫласа каҫчен ӗҫсем пыраҫҫӗ. Часавая ҫитес ҫул ҫулла туса пӗтермелле.

 

Республикӑра
novyefoto.ru сайтри сӑн
novyefoto.ru сайтри сӑн

Роспотребнадзор Йӗпреҫ районӗнчи Березовка шкулӗнче плана кӗртмен тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫитменлӗхсене тупса палӑртнӑ.

Ачасене палӑртнӑ менюпа килӗшӳллӗн ҫитермен, ирхи апатра порцисем виҫерен пӗчӗкрех пулнӑ. Кунсӑр пуҫне ачасене кашни кун сӗт юр-варӗ, улма-ҫырла паман. Апат блокӗнче ҫимӗҫсене маркировкӑсӑр упранӑ.

Роспотребнадзор шкул директорне 3 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Шкула вара асӑрхаттару ҫырса панӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 709, 710, 711, 712, 713, 714, 715, 716, 717, 718, [719], 720, 721, 722, 723, 724, 725, 726, 727, 728, 729, ... 3901
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑсталӑха пула эсир ку эрнере ушкӑнра чи кирлӗ ҫын. Ӗҫе улӑштарма е карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр. Тахҫанах палӑртнӑ плансене пурнӑҫлама тытӑнатӑр тӑк сирк ҫывӑх ҫынсен, ӗҫтешсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулӗ. Юратнӑ ҫын, тен, сирӗншӗн муза пулӗ. Эрех-сӑра ӗҫесрен пӑрӑнӑр, вӑхӑта хаваслӑ ирттермелли заведенисене сахалрах ҫӳрӗр.

Ҫу, 25

1957
68
Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ.
1972
53
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
1981
44
Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...