Политика
![]() Канаш муниципаллӑ округӗ тунӑ сӑн Канаш муниципаллӑ округӗнче паян ирхине тӳре-шарасен ларӑвӗ иртнӗ. Вӗсем ку тӑрӑхри лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Чи пӗлтерӗшлӗ ыйтусен шутӗнче ҫуркунне ҫывхарнӑ май ейӳ тухасси пулнӑ. Муниципаллӑ округӑн пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов ҫавна май пӗвесемпе тӗрлӗ каналсене тӗрӗслесе тухма хушнӑ. Ларура ытти ыйтусене те сӳтсе явнӑ. Тӗслӗхрен, Канаш тӑрӑхӗнче иртнӗ эрнере ӗҫсӗррисен йышӗ ӳсни пирки чарӑнса тӑнӑ. Ку тӗлӗшӗпе ӗҫпе тивӗҫтерекен центра уйрӑмах Чакаҫ, Асхва, Шӑхасан, Энтрияль территори пайӗсенчен нумай килнӗ. Шӑхасан территори пайӗн начальникӗ Дмитрий Руссков регион шайӗнчи ҫулсем япӑх пулни пирки, ку ыйтӑва тӗрӗслесех тӑни пирки чарӑнса тӑнӑ. Ялсене ҫыхӑнтаракан ҫулсем те йӗркеллех мар. Ларӑва вӗҫленӗ май Сергей Михайлов ҫапла каланӑ: «Хисеплӗ коллегӑсем, ҫуркунне календарьпе кӑна мар ҫитрӗ, ҫанталӑк та ӑшӑта пуҫларӗ. Ҫавна май гидротехника сооруженийӗсем ейӗве хатӗррине лайӑх тӗрӗслемелле, лару-тӑру инкеке ҫаврӑнмалла мар, пӗтӗмпех йӗркеллӗ ирттӗр». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элӗк районӗнчи Мӑн Вылӑ ялӗнче пурӑнакан 81 ҫулти арҫын чӗри тӗлӗнчен ыратма тытӑнсан, сывлама йывӑрлансан арӑмӗ патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ вара васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсен яла ҫитнӗ те чирлӗ ҫын патне машинӑпа ҫитме май ҫуккине ӑнланнӑ. Дмитрий Ермаков тата Людмила Петрова фельдшерсем хӑйсен хатӗр-хӗтӗрне тата ванна илнӗ те ялти тепӗр икӗ ҫынпа уй урлӑ 2 ҫухрӑм ҫуран кайнӑ. Юрать-ха, тухтӑрсем вӑхӑтра ҫитнӗ. Вӗсем кайран ватӑ арҫынна ваннӑпа васкавлӑ медпулӑшу машини патне сӗтӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Муркаш тӑрӑхӗнчи ача-пӑча вулавӑшӗ тунӑ сӑн Муркаш муниципаллӑ округӗнчи А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча вулавӑшӗнче кӗнеке фондне ҫӗнетме палӑртнӑ. Ҫак ӗҫ валли 1 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Муркаш муниципаллӑ округӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вулавӑша ҫӗнӗ кӗнекесем ҫитме те пуҫланӑ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш кӗнеке издательстви, ҫавӑн пекех Раҫҫейпе паллӑ «Эксмо», «Треола» йышши издательствӑсем кӑларнӑ кӗнекесем. Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекисене илес пулсан Муркаш тӑрӑхӗнчи вулавӑш Елена Нарпи, Николай Ишентей, Ева Лисина тата ытти авторсен кӑларӑмӗсене суйланӑ. Кӗнеке фондне ҫӗнетес ӗҫ «Культура» наци проекчӗ шайӗнче пурнӑҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ку эрнере республикӑра уяр, ӑшӑ кунсем тӑрӗҫ, мӗншӗн тесен пирӗн пата антициклон ҫитнӗ. Ҫапах вӑйлӑ ҫил лӑпланмӗ-ха. Кӗҫнерникун тата эрнекун сывлӑш температури кӑнтӑрла 7-12 градус таран ӑшӑнӗ. Ҫӗрле те терометр 0 градусран ытларах кӑтартӗ. Канмалли кунсенче кӑштах сивӗтӗ. Ун чухне сивӗрех, уяр кунсем тӑрӗҫ. Ҫӗрле ҫулсе шуҫлакланӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Чӑваш Енре пурӑнакан ҫын ЧР Элтеперӗ патне ҫырупа тухнӑ. Вӑл унта Шупашкарти Илпек урамӗнче вырнаҫнӑ ҫар комиссариатне юсаса ҫӗнетме ыйтнӑ. «Хисеплӗ Олег Алексеевич! Эсир хӑвӑр е сирӗн ҫывӑх пулӑшуҫӑсем республикӑри сар комиссариатӗнче пулнӑ-и? Эпӗ унта ӗҫпе кӗтӗм, темле аван мар пулса кайрӗ. Ҫулталӑк ӗнтӗ ҫар операцийӗ пырать, пирӗн вара РФ Хӳтӗлев министерствин представительстви 30-40 ҫул каяллахи ҫуртрах вырнаҫнӑ. Мӗнле шутлатӑр, Чӑваш Ен ҫар комиссариачӗсене йӗркене кӗртме пултарать-и? Донбаса пулӑшатпӑр-ҫке, ахӑртнех, резервсем пур», — тенӗ ҫырура. ЧР юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби хурав панӑ: ҫар комиссариачӗсем РФ Хӳтӗлев министерствин тытӑмне кӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 10 сехет ҫурӑра Ҫӗнӗ Шупашкарта арҫын виллине тупнӑ. Вӑл машинӑра пулнӑ. Ку хыпара "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Хура тӗслӗ машина ращана хирӗҫ тӑнӑ. Малтан ун патне васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ, унтан - ҪҪХПИ тата полици ӗҫченӗсем. Каярахпа тӑванӗсем ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Шурҫамка» спектакль кӑтартрӗҫ. Асӑннӑ ӗҫпе паллашнисем спектакле тӗрлӗрен хакланӑ. Ҫакна халӑх тетелӗсенче ҫырнисем тӑрӑх пӗтӗмлетме май килет. «Питӗ килӗшрӗ, вӑйлӑ вылярӗҫ, выйлӑ лартнӑ. Куҫҫульсӗр пӑхаймӑн. Сӑмса тутрине илмеллех. Юхма Мишши ҫыравҫӑна та залра курма тӳр килчӗ», – тесе ҫырса хунӑ Юлия Маркиянова. Игорь Алексеев вара урӑхларах шухӑшлать. «Актерсем выляни сӑмах ҫук ҫӳллӗ шайра, анчах спектакль тӗлӗшӗ ҫукки ман кӑмӑла каймасть», — тесе пӗтӗмлетнӗ вӑл. |
Хулара
![]() kartinkin.net сайтри сӑн Шупашкарта пая кӗрсе хваттер туяннӑ ҫын застройщикрен суд урлӑ укҫа илнӗ. Вӑл 2018 ҫулта "А101" организаци тӑвакан ҫуртра хваттер илнӗ. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, хваттере 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен кая мар туса пӗтермелле пулнӑ. Анчах застройщик уҫҫине 2022 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче кӑна панӑ. Хваттер хуҫи куншӑн ҫав организацие суда панӑ. Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ организаци ӑна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе палӑртнӑ, 355 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Ял пурнӑҫӗ
«Нелидовские Известия» хаҫатри сӑн Чӑваш ялӗсене пӑрӑхпа килекен газ кӗртсе пӗтерме 2003 ҫулхи февралӗн 25-мӗшӗнче Н.В. Федоров алӑ пуснӑ Указпа килӗшӳллӗн пуҫласа ячӗҫ. Унтанпа ҫирӗм ҫул ҫитрӗ. Газ кӗртессин чи малтанхи тапхӑрӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсем тӗлне килнӗ. Ун чухне керосинкӑсене парахӑҫласа баллонлӑ газпа уҫӑ курма тытӑннӑ. Ҫак ӗҫе Канаш хулинче пуҫласа яма Елчӗк районӗнчи Тӑрӑмра ҫуралса ӳснӗ Н.И. Викторов та хутшӑннӑ. Ун чухне вӑл вакунсем юсакан заводра тӗп энергетик пулса ӗҫленӗ. Каярахпа пирӗн ентеш Канашри тата Ҫӗнӗ Шупашкарти партин хула комитечӗсене, Чӑваш АССРӗн облаҫри профсоюз советне ертсе пынӑ, республика правительствин председателӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Асаилӗве Н.И. Викторовӑн 2007 ҫулта тухнӑ «Вспоминая былое» кӗнекинчен илнӗ.
1959 ҫулхи январь уйӑхӗнче Канашри вакунсем юсакан завод начальникӗ В. Кузнецов мана хӑй патне чӗнтерчӗ: «Рабочисем пурӑнакан поселока газ кӗртме сӗнеҫҫӗ, сана ҫак ӗҫе мӗнле пуҫласа ямаллине, шӗветнӗ газа ӑҫтан тата мӗнле майпа илсе тӑмаллине, пӗтӗм ӗҫ-пуҫ мӗн чула кайса ларнине тӗпчесе пӗлме хушатӑп», – терӗ вӑл. |
Вӗренӳ
![]() Лидия Филиппова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Лидия Филиппова журналист, публицист, сӑвӑҫ, 22 литература кӑларӑмӗн авторӗ — 8-мӗш класра вӗренекен шкул ачисем валли кӑларнӑ «Их имена на все времена» учебник авторӗ те. Ҫӗнӗ кӑларӑма вырӑсла пичетлесе кӑларнӑ. Вӑл пирӗн паллӑ ентешӗмӗрсем ҫинчен. Лидия Филиппова пӗлтернӗ тӑрӑх, учебник авторӗ пулни уншӑн — ҫӗнӗ опыт. Вӗренме вара вӑл юратать. Кӗнекене кун ҫути кӑтартма пулӑшнӑшӑн автор республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине тата Вӗренӳ институтне тав тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |