Вӗренӳ
![]() «Чӑваш Ен» ПТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти 5-мӗш гимназие ҫӳрекен 24 хӗрпе каччӑ шкулта пӗлӳ илнипех пӗрлех ҫӑкӑр пӗҫерме, тӗрлӗ пылак апат-ҫимӗҫпе сыр хатӗрлеме вӗреннӗ. Ҫак ӑсталӑха вӗсем Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче туптанӑ. Халӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа професси илнине ҫирӗплетекен свидетельство панӑ. «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 8-шӗ пылак ҫимӗҫ хатӗрлеме, 5-шӗ ҫӑкӑр тавраш пӗҫерме вӗренме кӑмӑл тунӑ. «Технологи урокӗнче ҫуралнӑ пуҫару аслӑ шкулшӑн та, гимназипе унта вӗренекенсемшӗн те, ачасен ашшӗ-амӑшӗшӗн те усӑллӑ пулса тухнӑ», — пӗтӗмлетнӗ свидетельствӑллӑ пулса тӑнӑ ачасемпе тӗл пулса калаҫнӑ хыҫҫӑн тележурналистсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() chgtrk.ru сайтри сӑн Ҫулла Шупашкарта Сочи хулине кашни кунах самолет вӗҫӗ. Ҫапла пӗлтерет Шупашкарти аэропорт. Хальхи вӑхӑтра пирӗн патран Сочи хулине эрнере икӗ хутчен самолет вӗҫет. Паянхи кун ку енӗпе «Северный ветер» /чӑв. «Ҫурҫӗр ҫилӗ»/ авиакомпани ӗҫлет. Ҫулла вара «Победа» /чӑв. «Ҫӗнтерӳ»/ авиакомпани те рейссем уҫӗ. Палӑртмалла: рейссене ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен нумайлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнче 19 ҫулти каччӑна шырани пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Ӑна пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе шыранӑ. Аса илтерер: каччӑ Кӗрекаҫ ялӗнчен пулнӑ. Вӑл килтен тухса кайнӑ, тӑванӗсем ун пирки нимӗн те пӗлмен. Ӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем, полицейскисем шыранӑ. Каччӑна тупнӑ. Анчах, шел те, виллине. Вӑл мӗнле вилнине пӗлтермен. Ҫав кунах Вӑрнар арҫынни, 58 ҫултискер, ҫухалнӑ. Ӑна та тупнӑ, вӑл вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() "Чӑваш Ен" НТРК архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ, халӑха ҫырулӑх парнеленӗ, пӗрремеш чӑваш букварне кун ҫути кӑтартнӑ Иван Яковлевҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнӗ май мероприятисем Тутарстанпа Чӗмпӗр облаҫӗнче те иртӗҫ. «Чӑваш Ен» НТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Иван Яковлев ҫуралнӑ ака уйӑхӗ форум-фестивальпе уйрӑмах пуян пулӗ. Шӑпах ун чухне Чӑваш Енре Раҫҫей шайӗнче йӗркелекен ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ, тӑван чӗлхене вӗрентекенсен «Пӗрлӗхре – вӑй» форум, Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ, «Туслӑх хӗлхемӗ» республика фестивальне тата ытти уява ирттерӗҫ. Тутарстанра «Яковлев вулавӗсене» йӗркелӗҫ. «Сувар» чӑваш хаҫачӗ вара Иван Яковлев халалӗпе хайлавӗсене чи лайӑх вулакансен конкурсне ирттерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Маргарита Красотина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ольга Дуняк художник, педагог пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки Маргарита Красотина журналист халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Ольга Дуняк кантӑка ирӗклӗн вӗрсе карӑнтарса тӗрлӗ хитре япала тума пӗлекен ӑста пулнӑ. Александр Дуняк артист хӗрӗ Ленинградри аслӑ ӳнер промышленнность училищинче экскурсире пулнӑ чух кантӑка юратса пӑрахнӑ та ҫав енӗпе вӗренме кӗрес шухӑшпа ҫунатланнӑ. Ҫунатланнӑ та, ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ. Пӗр ӗмӗчӗ ҫеҫ унӑн пурнӑҫланайман — Шупашкарта та вӑл ҫавӑн пек производство уҫма ӗмӗтленнӗ. Пирӗн республикӑмӑрӑн тӗп хулинче «чӑваш кантӑкӗпе хрусталь цехӗ» тума май килменрен вӑл Дон ҫинчи Ростова тухса кайнӑ. Унта ӑсталанӑ ӗҫӗсене Шупашкара илсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kaztag.info/ru сайтри сӑн Ҫӗрпӳ районӗнче икӗ ҫын Ҫӗпӗр язвипе чирлени ҫирӗпленнӗ. Унччен вӗсем ҫак чир паллисемпе пульницӑна лекнӗ. Паян вара диагноз чӑннипех те ҫапла пулни палӑрнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те выльӑх пуснӑ чухне аманнӑ. Ку чир Ҫӗпӗрте 100 ҫула яхӑн каялла алхаснӑ. Ун чухне вун-вун пин выльӑх, пин-пин ҫын вилнӗ. Раҫҫейре юлашки хутчен Ҫӗпӗр язвипе пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ставрополь крайӗнчи хӗрарӑм чирленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() goodcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти спорт шкулӗсенчен пӗринче иртнӗ баскетбол матчӗ хыҫҫӑн Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен ҫамрӑкӑн наушник ҫухалнӑ. 8 пин тенкӗ ытла тӑракан хаклӑ япалана студент раздевалкӑра хӑварнӑ. Унтан чи кайран унпа пӗрле вӗренекен каччӑ тухнӑ. Япала ҫухатнӑ ҫын тӗшмӗртни тӗрӗсех пулнӑ. Чӗмпӗрти каччӑ наушника комисси лавккине кайса панӑ. 21 ҫулти каччӑ унччен судпа айӑпланман. Тӑкака вӑл пӗтӗмпех саплаштарнӑ. Суд каччӑна 7 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() t.me/bbbreaking сайтран илнӗ скриншот Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансенчен 95 миллион ҫын кунсерен тӗнче тетелне кӗрет. Унта вӗсем вӑтамран 4 сехете яхӑн ирттереҫҫӗ. Ҫакӑн пекмпӗлтернӗ «Mediascope» тӗпчев компанийӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Ксения Ачкасова. Интернет аудиторийӗ ӳснине специалистсем аслӑ ҫулхисем те унта вӑхӑта ирттернипе сӑлтавлаҫҫӗ. «Ҫамрӑксем пирӗн унта», — тенӗ эксперт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил ялӗнче пӗр ҫемьере пушар пулнӑ. Йывӑҫ ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Унта нумай ачаллӑ ҫемье пурӑннӑ: 46-ри хӗрарӑм, унӑн 11-ти, 15 ҫулти тата 7-ри ачисем, 45 ҫулти арҫын /хӗрарӑмӑн савнийӗ/. Пушар тухни пирки ҫур ҫӗр иртни 2 сехет ҫурӑра пӗлтернӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ тата 11 ҫулти ача пушарта вилнӗ. 7-ри хӗрача тата 15 ҫулти арҫын ача, 45-ри арҫын чӳрече ҫӗмӗрле урама тухма ӗлкӗрнӗ. Пушара ирхи 4 сехет тӗлне сӳнтернӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑме кӳршӗри ҫуртсем ҫине куҫма паман. Палӑртмалла: ҫемье шутра тӑман. Ку ҫемье эрех-сӑрапа иртӗхни пирки те тивӗҫлӗ органсене пӗлтернӗ тӗслӗх пулман. Халӗ тивӗҫлӗ органсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Республикӑра
(c) РИА Новости / Александр Кряжев Чӑваш ялӗсене пӑрӑхпа килекен газ кӗртсе пӗтерме 2003 ҫулхи февралӗн 25-мӗшӗнче Н.В. Федоров алӑ пуснӑ Указпа килӗшӳллӗн пуҫласа ячӗҫ. Унтанпа ҫирӗм ҫул ҫитрӗ. Асӑннӑ Указра ҫакна палӑртнӑччӗ: «Газ кӗртсе пӗтерессине чи кирлӗ патшалӑх задачи тесе палӑртас»; «ҫак ӗҫе 2003 – 2004 ҫулсенче республика тата федераци укҫи-тенкипе, халӑхран пуҫтарнӑ укҫапа тата ытти майсемпе туса ҫитерес»; «газ кӗртме халӑха банксенчен укҫа кивҫен илме пулӑшас». Сӑмах май каласан, каярахпа халӑхран пуҫтарнӑ укҫана каялла тавӑрса парас пирки нумай кӗрлерӗҫ. Ҫакна палӑртса хӑварар, «историлле» Указра кун пирки ним те каламан. Пулни-иртнине, ҫав шутра лайӑххине те, час манатпӑр ҫав. Пирӗн ялсене «кӑвак ҫулӑм» ҫилпе вӗҫсе килнӗ пек туйӑнать халь. Анчах пысӑк ӗҫе пуҫласа ярса вӗҫне ҫитерме, кирлӗ пек оборудованипе материал кал-кал илсе тӑма, «газ хуҫисене» хӳтерсе те хавхалантарса ӗҫлеттерме ҫӑмӑл пулман. Ҫакна ҫирӗплетме Канаш районӗнчи Пукӑртан ялӗнчи ӗҫ-пуҫа аса илер. Ял вӗҫӗнче экскаваторсемпе бульдозерсем кӗрлесе кайсан ватти-вӗтти мӗнле савӑнни прики калама та кирлӗ мар. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |