Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх
t.me/nikamran каналти видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran каналти видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Берлинта пурӑнакан чӑвашсем пухӑннӑ. Кун пирки Телеграмри «Пруинчен малтан» каналта пӗлтернӗ.

Тӗлпулӑва нумаях пулмасть Германие куҫса кайнӑ Савӑнпи (София Толстова) блогер йӗркеленӗ-мӗн.

Чӑваш ҫамрӑкӗсем кафесенчен перичне пуҫтарӑннӑ. Ӑна Чӑваш Енре ҫуралнӑ пикепе унӑн савнийӗ, яппун каччи, уҫнӑ. Тӗлпулӑва пухӑннисем пӗр-пӗринпе паллашнӑ, «Вупӑр» вӑйӑ вылянӑ. Ҫамрӑксем пурте чӑваш тумтирӗпе, капӑрлӑх ҫакса пынӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16081
 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗ пысӑк суммӑлӑх улталанӑ тӗслӗхпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Фирмӑсенчен пӗрин ертӳҫи Ӑслӑлӑхпа техника сфери енӗпе аталанма пулӑшакан фонда ӳсентӑран чӗртаварне туса илмелли хатӗр туянма заявка панӑ. Анчах ӗҫне пурнӑҫламан. Пысӑк технологиллӗ обордовани туянман, проекта хутшӑнакансене ученӑй ячӗсене суйса парса тухнӑ, ӗҫе пурнӑҫлани пирки суя отчетсем тунӑ.

Ҫапла вара фирма 2019 тата 2020 ҫулсенче уйӑрса панӑ укҫана патшалӑха улталаса илнӗ. Тӑкак виҫи - 3,5 миллион тенкӗ ытла.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Евгения «Пятница!» телеканалпа пыракан «Тӑватӑ арӑм» шоуна хутшӑннӑ. Кӑларӑм нумаях пулмасть эфира тухнӑ.

Хальхи вӑхӑтра вӑл Турцире пурӑнать. Ҫулталӑк каялла ҫак шоурах Евгения чӑваш-турккӑ туйне туса ирттернӗ. Халӗ вара шоура турккӑ упӑшкипе мӗнле пурӑннине кӑтартнӑ.

Евгения каланӑ тӑрӑх, вӑл кутӑн арӑм, пӗҫерме, тирпейлеме юратмасть-мӗн, анчах упӑшкине пите тарӑхтарма пултарать. Вӑл тӑрӑшса турккӑ чӗлхине вӗренет, маркетологра ӗҫлет.

Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, Евгения 64 балл пухса шоура 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13936
 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Ӗнер Шупашкар ҫывӑхӗнче Вӑрнар ҫулӗ ҫинче 85 ҫулти старике машина ҫапса кайнӑ.

Ватӑ арҫын «Мебельщик» чарӑну патӗнче «зебрӑпа» ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ун ҫине «Хендай» пырса кӗнӗ. Старике тӳрех пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах, шел те, тухтӑрсем темле тӑрӑшсан та унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман.

Ҫакӑ паллӑ: водитель ӳсӗр пулман. Вӑл руль умӗнче 25 ҫул ытла ларать.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Паян ирхи 9 сехетренпе ҫынсем Шупашкарта, хӑш-пӗр округра мобильлӗ интернет ҫуккине сиснӗ.

Ку пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем вӗҫес хӑрушлӑх пулнипе ҫыхӑннӑ. Хӑрушлӑх сирӗлсенех интернет пулассине пӗлтереҫҫӗ.

Мобильлӗ интернета сӳнтернӗрен лавккасенче тӳлев терминалӗсемпе тӳлеме чӑрмавлӑрах, «Ӑслӑ транспорт» приложени те ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫавӑн пекех такси нумай кӗтме тивет, кунсӑр пуҫне унта хаксем хӑпарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Муркаш районӗнчи Шомикри иртернат-ҫурт директорӗ пулнӑ ҫынна суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе тата 187-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ.

Экс-директор интернатра пурӑнакан ҫынсен пенсийӗн пӗр пайӗпе усӑ курнӑ, вӗсем валли тавар туяннӑ пек туса суя килӗшӳсем тунӑ. Хӗрарӑм ватӑсене 420 пин ытла тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Пӗтӗмпе вӑл 114 ҫынна улталанӑ.

Хӗрарӑма тӗрмене хупса хумасӑр 3 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарнӑ. 100 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
yandex.ru/search/?text=чебоксары+36+детский+сад сӑнӳкерчӗкӗ
yandex.ru/search/?text=чебоксары+36+детский+сад сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Ленин районӗнчи прокуратура хулари 36-мӗш ача пахчи япӑхса кайни пирки халӑх тетелӗнче ҫырни тӑрӑх пӗлнӗ те тӗрӗслев ирттернӗ.

1950 тата 1975 ҫулсенче туса лартнӑ корпуссенчен тӑракан ача пахчинче, чӑн та, тӗплӗ юсава ҫурта хута янӑранпа та ирттермен иккен. Кӑлтӑк ача пахчи патне пымалли ҫул япӑхса кайнинченех пуҫланнӑ. Вӑл темиҫе ҫул каяллах шӑтӑк-путӑкланса пӗтнӗ пулин те вӗренӳ учрежденийӗн ертӳҫисем кун пирки яваплисене пӗлтермен, кӑлтӑка пӗтерме ҫине тӑман-мӗн. Шалта вара стена та, урай та, мачча та, чӳрече рамисем те япӑхса пӗтнӗ. Унсӑр пуҫне кантӑк ваннӑ вырӑнсем те пулнӑ.

Прокуратура кӑлтӑка пӗтерме ыйтса хула администрацине хут ҫырса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ултавҫӑсен капкӑнне темле майпа та ҫакланакан пур. Шупашкар хулинче пурӑнакан 22 султи хӗр патне почта уйрӑмӗнче тесе шӑнкӑравланӑ та посылкӑна илме епле меллӗрех тесе кӑсӑкланнӑ. Тата меллӗрех пултӑр тесен ятарлӑ каҫӑпа иртсе приложенире регистрациленме сӗннӗ. Хер темиҫе хутчен те пароль ҫырса пӑхнӑ, регистрациленме май килмен.

Темиҫе минутран хӗр патне урӑх ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл ӑна унччен Украинӑри аферистсемпе калаҫни, халӗ вӗсем унӑн даннӑйӗсемпе усӑ курса асӑннӑ ҫӗршыва пулӑшассине пӗлтернӗ. Ун пек ан пултӑр тесен хӑш-пӗр ӗҫ пурнӑҫлама ыйтнӑ. Ҫав шутра видеоҫыхӑнупа вшшӗ-амӑшӗн хваттерӗнче шырав ирттерме, пухса пынӑ укҫана кӑтартма, вӗсене тӗрлӗ счет ҫине куҫарма, микрозайм илсе ӑна та куҫарса пама.

 

Ял хуҫалӑхӗ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарта ку уйӑхӑра «Пехет» агромаркет уҫӑлӗ. Вӑл «Каскад» суту-илӳ центрӗн цоколь хутӗнче пулӗ. Унта общество апатланӑвӗн 4 вырӑнӗ, 8 павильон, 76 фермер вырӑнӗ тата вырӑнти производительсем валли 12 яхӑн зона пулӗҫ.

Агромаркет уҫас шухӑш 2021 ҫултах ҫуралнӑ. Ӑна уҫма темиҫе хутчен те хӑтланнӑ, анчах каярах вӑхӑта куҫарса пынӑ. Хальхинче вара чӑнах та уҫӑлассине ҫирӗплетсе калаҫҫӗ.

Чӑваш Ен премьерӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп строительство ӗҫӗсем вӗҫленнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_22390
 

Республикӑра

Красноармейски округӗнче кӗҫех «19-мӗш ӗмӗрти чӑваш хресченӗн усадьбӑллӑ кану бази» уҫӑлӗ. Ку пуҫару – вырӑнти фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗн Валерий Шумиловӑн.

Пӗлтӗр вӑл «Агротуризм» федераци грантне – 8 миллион тенке – выляса илнӗ. Ку укҫапа вӑл хӑйӗн проектне аталантарать.

Хальхи вӑхӑтра 5 хӑна ҫурчӗ, «хура мунча» туса лартнӑ, кӗҫех хальхи йышши мунча пулӗ. Чи интересли – ӗлӗкхи ҫурт, унта 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнчи йӑла палӑрӗ.

Территорие 300 тӗмӗ фундук тата 500 кедр хунавӗ илемлетет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_22365
 

Страницӑсем: 1 ... 84, 85, 86, 87, 88, 89, 90, 91, 92, 93, [94], 95, 96, 97, 98, 99, 100, 101, 102, 103, 104, ... 4024
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 04

1987
38
Насул Антал, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...