Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче Лариса Петровӑн кӗнеки кун ҫути курнӑ. «Кун ячӗсем. Дни недели» ят панӑ ӑна.

Ҫамрӑк ҫыравҫӑ «Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗслет.

Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма сӑвӑлла виҫӗ юмах кӗнӗ: «Кунсем выляҫҫӗ», «Кунсем ӗҫлеҫҫӗ» тата «Кунсем – хӑнара». Кӗнекепе пӗрле кун ячӗсемпе паллаштаракан карточка пуххи те пур-мӗн. Вӗсем чӑвашсен кун ячӗсем мӗне пӗлтернине каласа параҫҫӗ.

Ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Юлия Лутошкина.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall391792345_6771
 

Сывлӑх
cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти стоматологи поликлиникин тухтӑрӗсем 2024 ҫулта 51 пин ачана пулӑшнӑ.

Асӑннӑ поликлиникӑн тӗп направленийӗсенчен пӗри — ача-пӑча стоматологийӗ. Стоматологсем сакӑр подразделенире — пилӗк уйрамра тата 3 сиплевпе профилактика пӳлӗмӗнче — пулӑшаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне шкулсенче те стоматологи пӳлӗмӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Ун пеккисем хулара — 42.

 

Сывлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Вӑрнар округӗнчи Ярмушка ялӗнче пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ уҫӑлнӑ. Ку – ял ҫыннисемшӗн пысӑк савӑнӑҫ.

Халӗ унта 13 ял ҫыннисем медицина пулӑшӑвӗ илме килееҫҫӗ. Пӗтӗмпе – 2000 пин ҫын.

Палӑртмалла: округра 12 модульлӗ ҫӗнӗ ФАП тата 3 пӗтӗмӗшле практика

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12540
 

Хулара

Раштавӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарта йӑлана кӗнӗ ретро-троллейбус ҫула тухӗ. Вӑл яланхи пекех Трактор тӑвакансен проспектӗнчен пуҫласа «Университет» микрорайона ҫитӗ.

Троллейбус 9 сехет те 11 минутра ҫула тухӗ, рейса 16 сехет те 55 минутра вӗҫлӗ. Ӑна хитрелетсе Ҫӗнӗ ҫул сӗмӗ кӗртӗҫ.

Транспорт ӑҫта ҫитнине «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра курма пулать.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Ревель Фёдоров. Эпоха великой духовности» (чӑв. Ревель Фёдоров. Аслӑ ӑс-хакӑл тапхӑрӗ) астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Ӑна РСФСР халӑх художникӗ, Раҫҫей ӳнер академийӗн академикӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни Ревель Фёдоров (1929-2022) ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Ревель Фёдорович Раҫҫейри ӳнер академийӗн ылтӑн медальне, «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медальне, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ.

Художника аса илме унӑн пултарулӑхне хаклакансем тата унӑн ывӑлӗ Александр Фёдоров хутшӑннӑ. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти лицейра 4-мӗш класра вӗренекен Милана Киселева «Little Miss World Russia 2024» илем тата пултарулӑх конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ.

Вӑл Мускавра иртнӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 4-17 ҫулсенчи хӗрачасем хутшӑннӑ. Милана гимнастика енӗпе те номер кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрачасем сцена ҫине хитре кӗпесемпе тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_73692
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре рабочи профессине тӳлевсӗрех алла илме пулӑшакан организаци ӗҫлет. «Альма Матер» вӗренӳ центрӗ специалистсене пӗр-пӗр компани ыйтнине кура хатӗрлет.

Кӑҫал центр 200 ытла ҫынна вӗрентсе кӑларнӑ. Ҫав шутран 80-шӗ — электромонтажниксем. Вӗсене «Элекком Логистик» тулли мар яваплӑ общество валли хатӗрленӗ.

«Пирӗн тӗллев – регионти предприятисене кадр дефицитне ҫӗнме пулӑшасси тата ятарлӑ производствӑра кирлӗ специалистсене хатӗрлесси. Эпир куҫӑн тата куҫӑнсӑр мелпе вӗрентетпӗр», – каласа кӑтартнӑ вӗренӳ центрӗн ертӳҫи Максим Алексеев.

Квалификацие ӳстерме ӗмӗтленекенсем «Альма Матерпа» хӑйсем тӗллӗн те ҫыхӑнма пултараҫҫӗ.

 

Политика

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев асӑрханма ыйтать: телеграмра унӑн ячӗпе суя страница уҫнӑ.

«Ман ятран ҫырусем килеҫҫӗ. Ку суя. Вӗсене ан хуравлӑр, блокировка тӑвӑр. Ҫырусем мӗнле профильтен килнине тӗрӗслӗр. Асӑрханӑр, ултавҫӑсене ан ӗненӗр», - ҫапла ҫырнӑ Олег Алексеевич. Ун ҫумне суя страницӑран килнӗ ҫыру скринне ҫирӗплетнӗ.

Суя аккаунтра Элтеперӗн чӑн-чӑн страници ҫинчи евӗр сӑнӳкерчӗкех ларать.

 

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта кӗмӗл волонтёрсем валли ёлка ирттернӗ. Ӑна йӗркелекенни — Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр.

Хастар ватӑсене социаллӑ учрежденири «Палан» хор тата коллективӑн солисчӗсем Зинаида Никифорова, Галина Осипенко тата Вячеслав Судаков хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Центра ташлама ҫӳрекенсем те уява кӑмӑлтан хутшӑннӑ. Эльвира Зеленкова ятлӑ хастар ватӑ «Жизнь» сӑвва вуласа панӑ май юрӑ-кӗвӗ, хавас кӑмӑл тӗрлӗ йывӑрлӑха ҫӗнме пулӑшнине палӑртса кӑтартнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
pravdapfo.ru сайтри сӑн
pravdapfo.ru сайтри сӑн

Ытларикун каҫхине Канашра арҫын пуйӑс айне пулнӑ. Машинист рельссем ҫинче ҫын пулнине асӑрхасан пуйӑса чарма хӑтланнӑ. Анчах ӗлкӗреймен. Арҫын вилмеллех суранланнӑ. Халӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле районӗн сучӗ арҫынна ашшӗшӗн компенсаци тӳлеттермелле тунӑ. Унӑн ашшӗ 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пуйӑс айне пулса вилнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 80, 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, 89, [90], 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, 98, 99, 100, ... 3886
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ҫу, 04

1904
121
Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1954
71
Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
2000
25
Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ.
2000
25
Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...