|
Республикӑра
![]() Игорь Степанов (сылтӑмра). medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Фармаци» республикӑн унитарлӑ предприятийӗн генеральнӑй директорне ӗҫрен кӑларнӑ. Асӑннӑ пукана Игорь Степанов йышӑннӑ. Игорь Владимировича ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчӗ вырнаҫтарнӑ. «Фармаци» республикӑн унитарлӑ предприятийӗ Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнса тӑрать. Игорь Степанова мӗншӗн ӗҫрен кӑларнине официаллӑ хутра пӗлтермен. Ку должноҫе ӑна пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче лартнӑччӗ. Игорь Степанов 2002 ҫулта Питӗр хулинчи И.И. Мечников ячӗллӗ патшалӑх медицина академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Курганта та, Архангельск облаҫӗнче те ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Республикине тепӗр ҫӗнӗ тӑватӑ троллейбус илсе килнӗ. Техникӑна «УТТЗ» АО контрактпа килӗшӳллӗн кӳрсе килнӗ. Унпа килӗшӳллӗн ҫулталӑк вӗҫлениччен 10 троллейбус илсе килмелле. Ҫӗнӗ троллейбуссем – лутра урайлӑ, кун пеккисем сывлӑх енчен хавшак ҫынсемшӗн тата кӳмепе ҫӳрекен хӗрарӑмсемшӗн меллӗ. Транспорт автономи мелӗпе нумай ҫӳреме пултарать. Палӑртса хӑварар: юлашки 5 ҫулта Чӑваш Ен правительстви пулӑшнипе Чӑваш транспорт управленийӗ 220 ытла транспортпа пуянланнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республики Раҫҫейре ҫак транспортпа тивӗҫтерессипе пӗрремӗш вырӑн йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() ast.mk.ru сайтри сӑн Чӑваш Республикинче юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче инкеклӗ лару-тӑру ҫинчен пӗлтерекен системӑна тӗрӗслесси пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах кӑштах улшӑнусем пур, сирена ҫав кун янӑрамӗ. Ку ӗҫӗ юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗ ҫине куҫарнӑ. Вӑхӑчӗ ҫавах юлнӑ. Аса илтерер: ҫак кун сирена темиҫе минут янӑрӗ. Хӑраса ан ӳкӗр: хӑвӑрӑн ӗҫӗрсене малалла тӑвӑр. Тӗрӗслев икӗ тапхӑрпа иртӗ: 10 сехет те 40 минутра тата 11 сехетре. Ҫак вӑхӑтра телекурав тата радио урлӑ вӗренӳ пулни пирки пӗлтерӗҫ. «Внимание всем!» тесе хыпарлӗҫ. Унтан диктор ку вӗренӳ пулнине пӗлтерӗ. Ку йӑлтах техника хатӗрӗсен ӗҫне, службӑсен координацине тӗрӗслеме кирлӗ. Ҫак кун сирене янӑрасси пирки тӑвансене те пӗлтерӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() lenta.ru сайтри сӑн Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикинче Украинӑран вӗҫсе килнӗ 12 БПЛАна ҫапса антарнӑ. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ Раҫҫей Хӳтӗлев министерстви тата регион влаҫӗсем. Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Хӳтӗлев министерстви пирӗн регионта 2 БПЛА ҫапса антарнине пӗлтернӗ. Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар хулине нумай беспилотник тапӑннӑччӗ. Ун чухне миҫе ҫапса антарнине хыпарламан. Кун хыҫҫӑн утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тата 29-мӗшӗнче БПЛАсене тӗп тунӑ. Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче регион влаҫӗ 2 беспилотнике пенине хыпарланӑ. Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче каллех БПЛАсене пенӗ – миҫине пӗлтермен. Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче регион влаҫӗ пирӗн патра 2 беспилотнике тӗп тунине хыпарланӑ. Сӑмах май, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Енре «БАРС» отряд ӗҫлет. Вӗсем республикӑри пӗлтерӗшлӗ объектсемпе предприятисене беспилотниксенчен сыхлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() elprof.ru сайтри сӑн Республикӑри 12 округра ҫуртсене ӑшӑтмалли сезон пуҫланнӑ. Чи малтанах ӑшӑ социаллӑ учрежденисене ҫитме тытӑннӑ. Пилӗк округра – Елчӗк, Патӑрьел, Вӑрмар, Комсомольски, Элӗк округӗсенче авӑн уйӑхӗнчех ӑшӑ пама пуҫланӑ. Ӗнер Вӑрнар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Тӑвай, Етӗрне округӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ҫуртсене ӑшӑ килме тытӑннӑ, Шупашкар хулинче вара – паянтан. Пӑрачкав тата Ҫӗмӗрле округӗнче юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пама тытӑнӗҫ. Ытти муниципалитетра вӑтам сывлӑш температури 8 градус ӑшӑ пуласса кӗтме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() commons.wikimedia.org сайтри сӑн Чӑваш Республикинче юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче инкеклӗ лару-тӑру ҫинчен пӗлтерекен системӑна тӗрӗслӗҫ. Ку пӗлтерӳ системине тӗрӗслени кӑна пулӗ. Ҫак кун сирена темиҫе минут янӑрӗ. Хӑраса ан ӳкӗр: хӑвӑрӑн ӗҫӗрсене малалла тӑвӑр. Тӗрӗслев икӗ тапхӑрпа иртӗ: 10 сехет те 40 минутра тата 11 сехетре. Ҫак вӑхӑтра телекурав тата радио урлӑ вӗренӳ пулни пирки пӗлтерӗҫ. Ку йӑлтах техника хатӗрӗсен ӗҫне, службӑсен координацине тӗрӗслеме кирлӗ. Ҫак кун сирене янӑрасси пирки тӑвансене те пӗлтерӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Контактри» сӑн Шӑмӑршӑ округӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче чӑваш ҫӗрӗн аслӑ ывӑлӗ, СССР халӑх артисчӗ ҫуралса ӳснӗ, ачалӑхне ирттернӗ ҫурт ҫине асӑну хӑми ҫакнӑ. Унта тӑванӗсем, вӗренекенӗсем, сцена ҫинчи ӗҫтешӗсем, администраци ӗҫченӗсем тата округ ҫыннисем пухӑннӑ. Асӑну хӑмине РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева, режиссёрӑн ывӑлӗ Вадим Яковлев тата муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Сатеев уҫнӑ. Асӑну кунӗ Шӑмӑршӑ ялӗнчи Культура керменӗнче малалла тӑсӑлнӑ. К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» (Константин Иванов хайлавӗ) спектакльпе сцена ҫине тухнӑ. Ҫак драмӑна Валерий Яковлев режиссер 2015 ҫулта лартнӑ. Аса илтерер: Валерий Николаевич 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 84 ҫулта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче каҫхине Карачура патӗнче дежурствӑра тӑракан ҫул-йӗр инспекторӗ патне пӑшӑрханса ӳкнӗ арҫын чупса пынӑ та салонра унӑн ывӑлӗ аптӑранине пӗлтернӗ: 7 ҫулти ачан тӑрук чӗри тӗлӗнчен ыратма тытӑннӑ. Вӑл йывӑррӑн сывланӑ, тӑн ҫухатма тытӑннӑ. Инспекторсем пӗр тӑхтамасӑр ачапа амӑшне хӑйсен патруль машинине лартнӑ та часрах Ача-пӑча республика пульницине илсе ҫитернӗ. Юрать-ха, халӗ арҫын ача сывалса пырать. Амӑшӗ вара ҫав инспекторсем патне тав тума пынӑ, вӗсене хут турӑшсем парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() 18-меш лицей сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра ӗҫлекен Людмила Турковская «Чӑваш Республикин халӑх вӗрентекенӗ» ята тивӗҫнӗ. Людмила Николаевна — физика учителӗ. Хӑй вӑл Ҫӗмӗрле хулинче 1960 ҫулта ҫуралнӑ. 1982 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен «физик, преподаватель» специальноҫа алла илни ҫинчен калакан дипломпа вӗренсе тухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра физика учителӗ пулса 1991 ҫултанпа ӗҫлет. Аслӑ квалификаци категориллӗ учитель. 1995 ҫултах ӑна «Халӑх вӗрентӗвӗн отличникӗ» паллӑпа чысланӑ. 2003 ҫулта хӗрарӑм Чӑваш Республикин Президенчӗн премине «чи лайӑх учитель» пулнӑ май тивӗҫнӗ. Тепӗр ҫулхине ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» ят панӑ. Педагог тӗрлӗ шайри конкурсра та пӗрре ҫеҫ мар палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Республикинчи ҫӑлавҫӑсен катерпа йывӑрлӑха лекнӗ ҫынсемпе йытӑсене пулӑшма тивнӗ. Ку авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулнӑ. Ултӑ ҫын, ҫав шутра икӗ ача, Амоксар утравӗсен ҫывӑхӗнче йывӑрлӑха лекнӗ. Вӗсен катерӗ шӑпах ҫавӑнта ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Кун пек чухне, паллах, хӑрушлӑх та сиксе тухма пултарать. Вӗсем ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вара вырӑна часах ҫитнӗ. Ҫак ҫынсемпе пӗрле икӗ йытӑ пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫыннисене те, йытӑсене те ҫӗмрӗк катер ҫинчен эвакуациленӗ. Вӗсене ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Ҫапла вӗсен умне тухса тӑнӑ хӑрушлӑх сирӗлнӗ. Пурте килӗсене чипер-йӗркеллӗ таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
