Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпарсем: Раҫҫейре

Раҫҫейре

Биробиджан хӗррипе юхса иртекен Бира юханшыв тӗлӗнтермелле хурмӑллӑ пӑрпа витӗннӗ. Шыв ҫийӗнче пухӑнса ларнӑ хӑйне евӗр пӑрлӑ «икерчӗсене» вырӑнти халӑх ӳкерсе илсе халӑх тетелне вырнаҫтарнӑ. Хӑшӗ-пӗри пӑр калӑпне пиццӑпа танлаштарнӑ.

Тӗлӗнмелле ҫутҫанталӑк феноменӗ чылай хула ҫыннин кӑмӑлне ҫӗкленӗ, вӗсем ку пулӑм пирки тӗрлӗрен шӳтлеме пикеннӗ, теприсемсем вара хӑйсен шиклӗхне кӑтартнӑ. Тепӗр тесен, юлашки вӑхӑтра экологи пӑтӑрмахӗсем чылай пулса иртнӗрен, ҫакнашкал шиклӗх ҫавах ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине пӗлтерет. Биробиджансем ҫак феномен сӑлтавне шыв ҫинче ҫуллӑ ункӑсем тӑвакан нефть юхса тухнипе ӑнлантарса пама пӑхнӑ. Анчах та «икерчӗсенчен» пӗрине ирӗлтерсен шӗвекре нефть тупайман.

Хулари гидрометеорологи бюровӗн ертӳҫи Елена Чернобровина каланӑ тӑрӑх, тӗрӗслесе пӑхнӑ пӑрта йӳҫекпе сӗлтӗ балансӗ йӗркеллӗ, пӑр катӑкӗсем хӑрушӑ мар. Вӗсен ҫапла хурмӑллӑ пулнин сӑлтавӗ вара температура хӑвӑрт улшӑннипе тата ункӑланса хытса ларма май панӑ ятарлӑ кӑпӑк тухнипе ҫыхӑннӑ.

Биробиджан — Еврей автономи облаҫӗн административлӑ центрӗ, унта 70 пин ытла ҫын пурӑнать. Бира — Амур шывӗн сулахай юппи.

Малалла...

 

Раҫҫейре

Татьяна Голикова вице-пермьер юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 7-мӗшӗччен Раҫҫейре канмалли кунсем тума сӗнни пирки пӗлтернӗччӗ. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ.

Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин йышӑну тунӑ. Ҫак кунсенче канмалли кунсем пулӗҫ. Кӑшӑлвирус енчен йывӑр лару-тӑруллӑ регионсенче юпан 23-мӗшӗнченпех кану кунӗсем тума сӗннӗ. Унашкаллисен чӳкӗн 7-мӗшӗ хыҫҫӑн та каникула тӑсма ирӗк пур.

Владимир Путин канмалли кунсенче те ӗҫченсен шалӑвӗ ҫавӑн пекех сыхланса юлмаллине каланӑ.

 

Раҫҫейре

Паян Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ пуҫланнӑ. Вӑл 1 уйӑх пырӗ, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Чӑваш Енре 370 участок ӗҫлет. Вӗсем шкулсем, культура ҫурчӗсем, вулавӑшсем, нумай функциллӗ центрсем ҫумӗнче уҫӑлнӑ. Кӑҫал ҫырава технологисем пулӑшнипе ирттереҫҫӗ. Унта виҫӗ мелпе хутшӑнма пулать.

Пӗрремӗшӗ: киле пыракан ҫыравҫа кӗтсе илмелле. Иккӗмӗшӗ: хӑвӑр участока пыма пултаратӑр. Виҫҫӗмӗшӗ: Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ. Палӑртмалла: порталта хуравсем ҫине чӑвашла та хуравлама май пур (тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн хӑш-пӗр ыйтусен хуравӗсем ҫеҫ вырӑсла пулнине калама пулать, пӗтӗмӗшле йӗркеллех куҫарнӑ).

Ҫыравҫӑн хӑй ҫумӗнче паспорт, планшет пулмалла. Ҫырава хутшӑнакансен 33 ыйтӑва хуравламалла. 23-шӗ – пӗтӗмӗшле ыйтусем: ӳсӗм, ҫемьери статус, чӗлхе тата ытти те. 10 ыйту ҫурт-йӗре пырса тивет. Ыйтусене хуравлама вӑтамран 23 минут кирлӗ. Пӗр ҫын пӗтӗм ҫемьешӗн хуравлама пултарать.

 

Раҫҫейре

Чӳк уйӑхӗнчи пӗрремӗш эрнере 4 кун кантараҫҫӗ: 4,5,6 тата 7-мӗшӗсенче. Ку эрнере 5 кун ӗҫлекенсене пырса тивет.

Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ – Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ. Вӑрӑм кану кунӗсем ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ та. Юнкун, чӳкӗн 3-мӗшӗнче, ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ.

Чӳкӗн 5-мӗшӗнче кӑрлач уйӑхӗшӗн канатпӑр. РФ Ӗҫ кодексӗпе килӗшӳллӗн, кӑрлачӑн 1-6-мӗшӗсенче тата 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ ҫулхи каникул. Вӗсем шӑматкунпа вырсарникуна лексен кану кунне урӑх куна куҫараҫҫӗ.

Кун хыҫҫӑн вӑрӑм каникул пире Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫеҫ кӗтет. Кӑҫал раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ӗҫлеместпӗр.

 

Раҫҫейре

Алтайра 83 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Вӑл Чӑваш Ене килме пултарнӑ. Ҫапла пӗлтерне Чӑваш митрополийӗн сайтӗнче.

Евдокия Захарова Алтай Республикинчи Турочак районӗнчи Лебедское ялӗнче пурӑнать. Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӑл килтен кайнӑ та таврӑнман. Ывӑлӗ пулӑшу ыйтать.

Ватӑ хӗрарӑм нерв тытӑмӗн чирӗпе аптӑрать, ҫавӑнпа вӑл тӑван тӑрӑхне, Чӑваш Ене, килме пултарнӑ. Евдокия Захарова имшер кӗлеткеллӗ, 150 сантиметр ҫӳллӗш. Тухса кайнӑ чухне хӗрлӗ куртка, хура атӑ тӑхӑннӑ, симӗс тутӑр ҫыхнӑ. Ӑна куракансене ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (800) 700-54-52.

 

Раҫҫейре

2022 ҫул вӗҫӗнче Раҫҫейре ҫӗнӗ 100 тенкӗлӗх укҫа ҫаврӑнӑша тухӗ. Ун ҫинче пысӑк хисепсем, куҫ курманнисем валли рельефсем /миҫе тенкӗллӗхине алӑпа хыпашласа пӗлме май пур/ пулӗҫ.

Кредит организацийӗсене шутламалли-сортировка тумалли машинӑсене ҫак купюрӑна йышӑнмашкӑн куҫарма вӑхӑт панӑ. Ҫавна май хальлӗхе ҫӗнӗ 100 тенкӗлӗх укҫа ҫаврӑнӑша тухман.

Ҫӗнӗ укҫа тӗсӗпе, калӑпӑшӗпе хальхи пекрех пулӗ. Тепӗр енче Тӗп федераци округӗнчи паллӑ вырӑнсем пулӗҫ.

 

Раҫҫейре

Раҫҫейре те, Чӑваш Енри пекех, Ашшӗн кунне паллӑ тӑвӗҫ. Ку хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, уява юпа уйӑхӗнчи виҫҫӗмӗш вырсарникун паллӑ тӑвӗҫ.

Кӑҫал Ашшӗн кунӗ юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗ ҫине лекӗ. Сӑмах май, Чӑваш Енре уява пӗлтӗр паллӑ тума тытӑннӑ. Анчах пирӗн патра ӑна юпа уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Пӗлтӗр пӗрремӗш хутчен паллӑ тунӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлнине пула ачасем унта хутшӑнман.

 

Раҫҫейре
Ҫурса тӑкнӑ машина. Подслушано в Ростове-на-Дону ушкӑнра вырнаҫтарнӑ сӑн
Ҫурса тӑкнӑ машина. Подслушано в Ростове-на-Дону ушкӑнра вырнаҫтарнӑ сӑн

Килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсен ушкӑнӗ кушака тытма хӑтланса иномаркӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Хулара пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки «Контактри» «Подслушано в Ростове-на-Дону» (чӑв. Дон ҫинчи Ростовра курни-илтни) ушкӑнра пӗлтернӗ.

«Звездный» (чӑв. Ҫӑлтӑрлӑ) ҫурт комплексӗнче вырнаҫнӑ Пултарулӑх урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра хаяр килсӗр йытӑсем кушака туртса ҫурас тенӗ. Мӗскӗн чӗрчун тӑратса хӑварнӑ «Ситроенӑн» мотор уйрӑмне пытанса ларма май тупнӑ, анчах та йытӑсем ун патне ҫитес тесе машинӑна ҫӗмӗрмех пуҫланӑ.

Йытӑсем бамперпа капота кӑшланӑ, пралуксене тӑпӑлтарнӑ, тусанран хӳтӗлекен пайсене ҫурса тӑкнӑ. Хӑраса ӳкнӗ кушак ирчченех машина айӗнче ларнӑ, капот уҫӑлсан тин, тӗрӗс-тӗкелскер, унтан сиксе тухнӑ, ҫав вӑхӑтрах, ирхине хӑйӗн «Ситроенне» йӑлт ҫӗмӗрсе тӑкнине асӑрханӑ Ростов хӗрарӑмӑн машинӑна хаклӑ юсав тума тивӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-62371937_2149284
 

Раҫҫейре
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

Кинотеатрсенче кино кӑтартмалли йӗркесене улӑштарнӑ. Вӗсем ҫитес ҫултан пурнӑҫа кӗрӗҫ. Унчченхи йӗркесене 25 ҫул каяллах йышӑннӑ.

Ҫӗнӗ йӗркепе килӗшӳллӗн, кинотеатра килекенсене реклама тата трейлер мӗн чухлӗ вӑхӑт пулнине пӗлтерӗҫ. Ку информаци касса патӗнче ҫакӑнса тӑрӗ. Ҫапла ҫынсем вӑхӑта тӗрӗс пайласа сеанса кая юлмасӑр ҫитме пултараҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех фильмсемпе мультфильмсем кӑтартнӑ чухне субтитрсем, трифлокомментарисемпулӗҫ. Ку куҫ курманнисемшӗн тата хӑлха илтменнисемшӗн меллӗ.

Кунсӑр пуҫне кинотеатрсем кинозалти экран мӗн сарлакшӑне, мӗнле проектор, сасӑ тытӑмӗ пулнине кӑтартӗҫ.

Хушӑва РФ правительстви алӑ пуснӑ, ҫӗнӗ йӗркесем 2022 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74276
 

Раҫҫейре
rod-storonatar.ru сайтри сӑн
rod-storonatar.ru сайтри сӑн

Ҫитес ҫул Раҫҫейре амашӗн капиталӗн виҫи ӳсӗ-и? РФ Ӗҫлев министерстви ку ыйтӑва хуравланӑ. Ведомство ертӳҫи Антон Котяков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул амӑшӗн капиталӗн виҫи нумайрах пулӗ.

2022 ҫулта пӗрремӗш ача ҫуралнӑшӑн 503 пин те 237 тенкӗ парӗҫ. Иккӗмӗш ача ҫуралсан пӗтӗмӗшле сумма 665 пин те 9 тенкӗпе танлашӗ. Ҫемье пӗрремӗш ачишӗн амӑшӗн капиталне илнӗ тӗк иккӗмӗшӗ кун ҫути курсан 161 пин те 772 тенкӗ парӗҫ.

Сӑмах май, кӑҫал амӑшӗн капиталӗ пӗрремӗш ачашӑн 483800 тенкӗпе танлашнӑ. Иккӗмӗш ачашӑн халӗ 639400 тенкӗ параҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74114
 

Страницӑсем: 1 ... 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, [22], 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, ... 109
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ҫӗртме, 16

2007
18
Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть