Раҫҫей интернет-кӑларӑмӗ Newsru.com «ҫӗршыври политика лару-тӑрӑвӗнчен» йӗркеленнӗ «экономика сӑлтавӗсене» пула хупӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. Сайт 21 ҫул ӗҫлерӗ. Юлашки уйӑхра сайта 3 млн ҫын кӗнӗ.
«Эпир экономика сӑлтавӗсене пула ӗҫлеме пӑрахатпӑр, анчах вӗсем шӑпах пирӗн патшалӑхри политика лару-тӑрӑвӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. 2014 ҫул хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрчӗ: улшӑнусем географипе тулаш политикӑна кӑна мар, шалти экономикӑна та тӗпрен пырса тивеҫҫӗ. Эпир тивӗҫтерекен кулленхи картина патшалӑх ресурсӗ ҫинче ӗҫлекенсен ӳкерчӗкӗнчен ҫав тери вӑйлӑ уйрӑлса тӑма пуҫларӗ, ҫавна пулах 2014 ҫул хыҫҫӑнхи пулӑмсем хыҫҫӑн рекламӑпа тивӗҫтерекен пысӑк компанисем пирӗнпе ӗҫлеме пӑрахрӗҫ, ыттисем вара кӑҫал уйрӑмах шикленме пуҫларӗҫ», — тенӗ сайтри пӗлтерӳре.
Кӑларӑм палӑртнӑ тӑрӑх, «тӑтӑшах мӗн те пулин чаракан саккунсем йышӑнни ҫинчен ҫырма тиврӗ, вӗсем вара кирек хӑш кун та пире хамӑрах пырса тивме пултараҫҫӗ». «Ытларах та ытларах хисеплӗ ҫынсемпе тӗрӗс информаци ҫӑлкуҫӗсене ют ҫӗршыв агенчӗ е экстремист тесе палӑрма тиврӗ. Экономикӑра тата право анлӑшӗнче йӗркеленнӗ лару-тӑру Newsru.com кӑларӑмӑн пахалӑхлӑ ӗҫне туса пыма май ҫук пуса тӑчӗ… Паянхи кун ку пирӗншӗн юлашки хыпар.
РФ Президенчӗ Владимир Путин ачаллӑ ҫемьесене тата ача кӗтекен хӗрарӑмсене укҫан пулӑшасси ҫинчен хушу алӑ пуснӑ. Кун пирки ТАСС пӗлтерет.
Аса илтерер: Владимир Путин ку категорие кӗрекен ҫынсене укҫа парасси пирки Федераци Канашне янӑ ҫырура каланӑччӗ. Хушупа килӗшӳллӗн, утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа тулли мар ҫемьере ҫитӗнекен 8-17 ҫулсенчи ачасемшӗн уйӑхсерен пособи парӗҫ. Ку ачана уйӑхра пурӑнма кирлӗ чухлӗ виҫен ҫуррипе танлашать. Раҫҫейре вӑтамран – 5600 тенкӗ.
Пепке кӗтекен хӗрарӑмсене, шута 12 эрнеччен тӑракансене, уйӑхсерен пурӑнма кирлӗ виҫен ҫуррине тӳлеме тытӑнӗҫ. Авӑнӑн 1-мӗшӗнчен 7 ҫул тултарман ачапа больничнӑй илнӗшӗн ӗҫ укҫине 100 проценчӗпех тӳлӗҫ.
TikTok валли видеоролик ӳкернӗ май шкулта вӗренекен икӗ хӗрача улӑм тивертнӗ те Пермь крайӗнчи фермӑна ҫунтарса янӑ. Кун пирки ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче крайри ГУ ШӖМ пресс-служби пӗлтерет.
Икӗ шкул ачи ӗнер Нытва районӗнчи фермӑна лекнӗ те унта 195 т ытла улӑм капанӗсем тупнӑ. Ролик ӳкерес тесе вӗсем улӑм куписене вут тивертсе сӳнтерме тытӑннӑ. Вӑйлӑ ҫулӑм тухнӑ хыҫҫӑн ферма ҫурчӗ хыпса илнӗ, хӗрачасем вара тарнӑ.
Ферма пурлӑхӗ 150 пин тенкӗлӗх ҫунса кайнӑ. Кам вут тивертнине участковӑй палӑртнӑ. Правӑна сыхлакан органсен сотрудникӗсем хӗрачасен ашшӗ-амӑшӗпе калаҫу ирттернӗ.
«РИА Новости» полици ҫапла хыпарланине пӗлтерет: «Ашшӗ-амӑшӗ тӗлӗшпе РФ КоАПӑн «Ашшӗ-амӑшӗ ҫул ҫитменнисене ӳстерес тата воспитани парас тӗлӗшпе хӑйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫламанни» 5.35 статьян 1-мӗш пайӗ тӑрӑх административлӑ майпа йӗркене пӑсни пирки протоколсем ҫырнӑ».
Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫул ҫитменнисен ӗҫӗсен тата вӗсен прависене хӳтӗлессин комиссийӗн ларӑвӗнче хӗрачасене полици пайӗнче профилактика учетне тӑратас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.
Ферма хуҫи суд урлӑ вӗсен ашшӗ-амӑшӗнчен сиен кӳнине шыраса илме пултарать.
Шупашкарти тепӗр ача пахчи Раҫҫейри чи лайӑххисен йышне кӗнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтерет.
Шупашкарти 205-мӗш ача пахчи Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри чи лайӑх 100 ача пахчи» конкурса хутшӑнса «Раҫҫейри чи лайӑх патшалӑх ача пахчи» номинацире лауреат пулса тӑнӑ.
Палӑртмалла: чи лайӑххисене ыйтӑмсем ирттерсе, анкета ҫыртарса, даннӑйсене тӗпчесе палӑртнӑ. Сӑмах май, унччен ҫак конкурсра Шупашкарти 82-мӗш тата 110-мӗш ача пахчисем ҫӗнтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче шкул ачисем те, студентсем те каникула кайӗҫ. Кун пирки РФ вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Дмитрий Афанасьев тата ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ.
Аслӑ шкулсенче каникул пирки хушу хатӗрлеҫҫӗ. Ҫапах канасси пирки аслӑ шкул ертӳлӗхӗ татӑклӑн калӗ.
Шкул ачисем те каникула кайма пултараҫҫӗ. Ҫутӗҫ министерстви ҫапла сӗннӗ. Ача пахчисенче дежурнӑй ушкӑнсем ҫеҫ ӗҫлӗҫ.
Аса илтерер: Владимир Путин президент ҫу уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче канасси пирки хушу кӑларнӑ.
РФ президенчӗ Владимир Путин ҫу уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче ӗҫлеменни пирки хушу алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа ҫу уйӑхӗн 1-11-мӗшӗсенче канмалли кунсем пулӗҫ.
Анчах ҫынсене ӗҫ укҫине мӗнле тӳлӗҫ? «Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна палӑртнӑ окладпа шутлӗҫ.
Хӑш-пӗр организаци ӗҫченӗсен ӗҫе тухма тивӗ /вӗсен ӗҫне татма юраманни шутланать пулсан/. Вӗсемшӗн палӑртнӑ кунсем ахаль ӗҫ кунӗсем пек пулӗҫ. Ҫавна май унашкаллисене ҫиелтен хушса тӳлемӗҫ. Ҫапла ӑнлантарнӑ «Раҫҫей хаҫачӗн» суд эксперчӗ.
Краснодар крайӗнчи Армавир шкулӗнче мачча ишӗлсе аннӑ, ҫавна пула икӗ ача пульница лекнӗ, — кун пирки Краснодар крайӗн прокуратура пресс-служби пӗлтерет.
«Армавир хулари шкулта турлукран тунӑ 10 тӑваткал метр мачча йӑтӑнса аннӑ, икӗ ачана пульница леҫнӗ», — пӗлтернӗ пресс-службӑра.
Сиенленнӗ ачасен сывлӑхӗ тӗлӗшпе хӑрушлӑх ҫук тесе палӑртнӑ. Прокуратура тӗрӗслев пуҫланӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ку шкулти маччана юлашкинчен 2018 ҫулта юсанӑ.
Ҫавӑн пекех РФ СК Краснодар крайӗнчи следстви управленийӗн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх вӗсен ведомстви следстви умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнӑ. Следователь пӑтӑрмах сиксе тухнӑ вырӑна ҫитнӗ.
Краснодар крайӗн оперативлӑ штабӗнче уҫӑмлатса каланӑ тӑрӑх пӑтӑрмах 1956 ҫулта хута янӑ Армавирти 2№ шкулта урок вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ. Шкул ачисене халь пушӑ кабинета куҫарнӑ, шкулӗ яланхилле ӗҫлет.
«Армавир хулин вӗренӳ управленийӗ тӗрӗслев ирттерет. Вырӑнта комисси ӗҫлет, унӑн пӑтӑрмах сӑлтавне тупса палӑртма, шкул вӗренекенӗсен сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултаракан пулӑмсенчен сыхланмалли мерӑсем йышӑнма тивӗ», — ҫапларах палӑртнӑ оперштабра.
Паян, пушӑн 24-мӗшӗнче, Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри ача пахчи» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Шупашкарти ача пахчисем унта ҫулсеренех хутшӑннине палӑртма кӑмӑллӑ. Ҫапла майпа конкурса хутшӑнакансем пӗр-пӗрин опычӗпе, практикипе паллашаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал чи лайӑххисен йышне тӗп хулари 11-мӗш, 16-мӗш, 125-мӗш, 130-мӗш, 185-мӗш, 209-мӗш ача пахчисем кӗнӗ.
Палӑртмалла: конкурса чи лайӑх учрежденисене тупса палӑртса вӗсене хавхалантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Ӗнер Тӗп банк ирттернӗ пресс-конфренцире 2021-2025 ҫулсенче укҫа-тенкӗн модернизацийӗ пулассине пӗлтернӗ. Ку – планпа килӗшӳллӗн.
Раҫҫей банкӗ 10, 50, 100, 500, 1000 тата 5000 тенкӗлӗххисене ҫӗнетесшӗн. Хальлӗхе укҫасенче Ҫурҫӗр Кавказ, Атӑлҫи, Урал федераци округӗсенчи хуласем ҫук. Ҫакна «тӳрлетме» йышӑннӑ, банкнотӑсем ҫине ҫак хуласене те сӑнласшӑн.
10 тенкӗлӗххи ҫинче Красноярск мар, Носоибирск пулӗ. 500 тенкӗлӗххи ҫинче Пятигорск вырӑнне Архангельск хулине ӳкерӗҫ. 1 пинлӗххи ҫинче Чулхула вырӑнне Ярославль пулӗ. 5 пин тенкӗлӗххи ҫине Хабаровск мар, Екатеринбурга ӳкерӗҫ.
Петӗрти Эрмитажра COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче унта ӗҫлекен 26 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Кун пирки музейӗн «Контактра» официаллӑ ушкӑнӗнче пӗлтерни тӑрӑх, «Питерские заметки» (чӑв. «Питер ҫырӑвӗсем») портал хыпарлать.
2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа Эрмитаж 4 уйӑхлӑха ҫынсене йышӑнма чарӑннӑ, онлайн-режимра ӗҫлеме пуҫланӑ.
Ҫак вӑхӑтра, ӗҫ-хӗле кирлӗ таран хӑрушсӑрлатнӑ пулин те, Эрмитажра ӗҫлекен 26 ҫыннӑн — ҫав шутра наука ӗҫченӗсен, музей пӑхаканӗсен, инженерсен, реставраторсен тата хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсен — пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Хальхи вӑхӑтра, ирӗксӗртен чарусем кӗртме тивет пулин те, Эрмитаж алӑкӗсем куракансем валли уҫӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |