Нумай ачаллӑ, ипотека илнӗ ҫемьесемшӗн ку ҫӑмӑллӑх тинех ҫитет. Кун пирки кӑҫал нумай калаҫрӗҫ-ха, анчах саккун вӑя кӗменччӗ. Сӑмах – нумай ачаллӑ ҫемьесене ипотекӑна тӳлемешкӗн 450 пин тенкӗ парасси пирки.
Халӗ паллӑ: ку саккун авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Ку тӳлеве ҫемьесем 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2022 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗччен ҫуралнӑ виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачашӑн тивӗҫеҫҫӗ. Укҫапа ипотекӑн тӗп парӑмне тӳлеме май пулӗ. Ку сумма 450 пин тенкӗрен пӗчӗкрех пулсан – процентсемшӗн.
450 пин тенке илмешкӗн ҫемьесен банка пырса заявлени ҫырмалла.
РФ премьер-министрӗ Татьяна Голикова пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулта амӑшӗн капиталне малтанлӑха палӑртнӑ инфляци чухлӗ – 3,8 процент – ӳстересшӗн. Ҫитес ҫул амӑшӗн капиталне тӳлемешкӗн хыснарана 149,9 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Инфляципе килӗшӳллӗн иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑн ҫуралакан е усрава илекен ачашӑн паракан ҫак тӳлев виҫи 466 617 тенкӗ пулмалла.
Аса илтерер: амӑшӗн капиталне Раҫҫейре 2007 ҫултанпа параҫҫӗ. 2015 ҫултанпа вӑл 453 026 тенкӗпе танлашать, мӗншӗн тесен унӑн виҫи тӑватӑ ҫул ӳсмен. Амӑшӗн капиталӗн укҫипе ҫурт-йӗре лайӑхлатма, ача вӗреннӗшӗн тӳлеме е амӑшӗн пенсине пысӑклатма пулать.
НТВ телеканалпа пыракан «Своя игра» кӑларӑма пирӗн ентеш хутшӑннӑ. «Эпӗ 26 ҫулта. Юрист профессине алла илнӗ. Пӗр банкра юридици уйрӑмӗнче ӗҫлетӗп», - ҫапла паллаштарнӑ хӑйӗнпе Виктор Моисеев.
Пӗрремӗш раундра Виктор ыттисенчен иртсе кайнӑ. Анчах ва-банк вӑйӑ ӑнӑҫлӑ пулман, ыйтӑва хуравлайман. Ҫапла вӑл мӗнпур укҫана ҫухатнӑ.
Иккӗмӗш раундра та вӑл ыттисенчен ирттернӗ. Ва-банк вӑйӑра вӑл укҫа суммине икӗ хут нумайлатнӑ. Ҫапах вӗҫӗнче конкурентран кӑштах кая юлнӑ.
Виҫҫӗмӗш раундра та вӑл ва-банк вылянӑ, унта 2800 балл илнӗ. Юлашкинчен пӗтӗмпе 14900 балл пулнӑ. Ку ыттисенчен нумайрах. Ҫапла майпа пирӗн ентеш ҫӗнтернӗ. Тепӗр вӑйӑра вӑл унчченхи вӑйӑри ҫӗнтерӳҫӗпе вӑй виҫӗ.
Раҫҫей эстрада юрӑҫи Жанна Фриске усал шыҫӑпа чирленӗ чухне ун валли укҫа-тенкӗ пухнӑ. Анчах, шел те, пӗтӗм нухрат сиплев валли кирлӗ пулман – юрӑҫ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫав юлнӑ укҫапа онкологипе чирлӗ пилӗк ачана сиплӗҫ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш Енри шӑпӑрлан та пур.
Ҫав ачасем 3-14 ҫулсенче. Вӗсем Чӑваш Енрен, Самар облаҫӗнчен, Сочирен тата Питӗртен. Ачасене сиплеме пӗтӗмпе 13 миллион та 653 пин те 214 тенкӗ кайӗ.
Палӑртмалла: Жанна Фриске валли ҫак пухнӑ укҫа унӑн еткерҫисенче пулнӑ. 2017 ҫулта суд ӑна шыраса илме йышӑну тунӑ, ҫапла майпа нухрат «Русфонда» таврӑннӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Мускав ҫывӑхӗнче Крыма вӗҫме тухнӑ Airbus A321 куккурус уйне анса ларнӑ. Летчиксем 200 ытла пассажирӑн пурнӑҫне ҫӑлни пирки тӗнчипех калаҫнӑ.
«Раҫҫей хаҫачӗ» ҫырнӑ тӑрӑх, «Жуковский – Симферополь» маршрутпа вӗҫнӗ самолет сывлӑша хӑпарнӑ чухне чарлансен ушкӑнӗпе тӗл пулнӑ. Кайӑксем двигателе лекнӗрен пушар тухнӑ, техника ӗҫлеме пӑрахнӑ. Экипаж инструкципе килӗшӳллӗн ӗҫленӗ: двигателе сӳнтернӗ, шассие пуҫтарнӑ та уя анса ларнӑ. Самолетра ҫав вӑхӑтра 233 пассажир пулнӑ.
Самолет командирӗ Дамир Юсупов тата иккӗмӗш пилот Георгий Мурзин тӑрӑшнипе самолет куккурус уйне чиперех анса ларнӑ. Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: Дамир Юсупов Шупашкарта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетӗнче куҫӑн мар майпа вӗреннӗ, 2005 ҫулта диплом илнӗ. Хӑй вара Красноярск крайӗнче ҫуралса ӳснӗ.
2018 ҫултанпа Раҫҫейре пӗрремӗш ача ҫуратнӑшӑн пособи пама тытӑннӑ. Анчах ӑна илес тесен ҫемьен тупӑшӗ пурӑнма кирлӗ виҫерен 1,5 хут ытларах пулмалла мар. РФ Президенчӗ ҫитес ҫултан улшӑнусем пуласси пирки хушу алӑ пуснӑ.
2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрекен саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, пособие ача 3 ҫул тултариччен (унччен 1,6 тултариччен пулнӑ,) тӳлӗҫ. Ҫитес ҫултан ку пособие ытларах ҫемье тивӗҫӗ: тупӑш пурӑнма кирлӗ виҫерен 2 хут ытларах пулмалла мар.
Палӑртмалла: халӗ ку пособие 3628 ачана параҫҫӗ. Ҫитес ҫултан ҫак пособие тивӗҫекен ҫемьесен йышӗ 7600 ҫитме пултарать.
Красноярск крайӗнче пушарсем алхасаҫҫӗ. Унта ял-хула ҫывӑхӗнче 17 пушар тухнӑ. Региона пулӑшу кирлӗ, ҫавна май Красноярск крайне Чӑваш Енрен 85 ҫынна янӑ.
Красноярск крайӗнче паянхи кун тӗлне пушар 960 гектар ҫӗре ярса илнӗ. ҫулӑма сӳнетерес ӗҫре 609 ҫын тӑрӑшать. Кунсӑр пуҫне Инкеклӗ лару-тӑру министерствинче ӗҫлекен 400 ҫын, 21 техника пушар сӳнтерет.
«Ӗнер Шупашкартан 85 ҫынна янӑ», - ҫапла пӗлтернӗ Патшалӑх Думин депутачӗ Игорь Швыткин Красноярск крайӗнчи Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пуҫлӑхӗпе Игорь Лисинпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн. Ҫакна вӑл Фейсбукри хӑйӗн страницинче ҫырнӑ
РФ Правительстви ҫитес ҫул мӗнле канасси пирки халех пуҫ ватать. Ҫак кунсенче 2020 ҫулта хӑш кунсенче кантарасси пирки постановлени алӑ пуснӑ.
Кӑрлачӑн 4-5-мӗшӗсем канмалли кунсене лекнӗрен вӗсене ҫу уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсем ҫине куҫарнӑ. Ҫитес ҫул Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн кӑрлачӑн 1-8-мӗшӗсенче кантарӗҫ. Темиҫе куна тӑсӑлакан «каникул» пилӗк хутчен пулӗ: нарӑсӑн 22-24-мӗшӗсем, пушӑн 7-9-мӗшӗсем, ҫу уйӑхӗн 1-5-мӗшӗсем, ҫу уйӑхӗн 9-11-мӗшӗсем, ҫӗртмен 12-14-мӗшӗсем.
Кунсӑр пуҫне чӳкӗн 4-мӗшӗнче кантарӗҫ. Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, ӗҫе тухмалла мар. Каласа хӑвармалла: кӑҫал раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ ӗҫлемелли кун пулӗ.
Раҫҫейри кашни ҫула мӗне те пулин халалласси йӑлана кӗчӗ. Кӑҫал – Театр ҫулталӑкӗ. Ҫитес ҫула мӗне халаллӗҫ-ха?
2020 ҫулта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 75 ҫул ҫитет. Ҫулталӑка та ҫакӑнпа ҫыхӑнтарӗҫ: вӑл Астӑвӑмпа мухтав ҫулталӑкӗ пулӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин хушӑва ӗнер, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ҫакна Владимир Владимирович историе асра тытмаллине тӗпе хурса тунӑ.
Аса илтерер: 2018 ҫул Раҫҫейре Хӑйирӗкҫӗсен ҫулталӑкӗ пулнӑ, 2017 ҫул – Экологи ҫулталӑкӗ, 2016 ҫул – Раҫҫей киновӗн ҫулталӑкӗ, 2015 ҫул – Литература ҫулталӑкӗ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Раҫҫей Тӗп банкӗ Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалласа укҫа кӑларӗ. Кӗмӗлтен тунӑскер 3 тенкӗлли пулӗ, ун ун ҫине «550-летия основания г.Чебоксары» (чӑв. «Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалласа») тесе ҫырӗҫ.
Кӗмӗл укҫан пӗр енче Шупашкарти паллӑ вырӑнсене сӑнлӗҫ: драма театрӗ, администраци ҫурчӗ тата Успени храмӗ пулӗҫ. Укҫа пӗтӗмпе 3 пин тиражпа тухӗ.
Сӑмах май, Шупашкар юбилейӗ тӗлне ӗҫпе палӑрнӑ ҫынсене юбилей медалӗсемпе чысланӑ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ.
Палӑртса хӑварар: Шупашкар 550 ҫулхи юбилейне ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче уявлать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.