Чӑваш ҫулҫӳревҫи Никита Тӗнче, хальхи вӑхӑтра Питӗре ҫитнӗскер (Финляндирен 150 ҫухрӑмра кӑна ларать), Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗрӗ ҫине лекнӗ «Мировое кочевье» (чӑв. «Тӗнче тавра ҫаврӑнни») ҫулӑн пайне пӗтӗмлетнӗ. Ку самант тӗлне Никита ҫемьи (аса илтеретпӗр, ку ҫулҫӳреве Никита арӑмӗпе Аяран хӗрне илсе тухнӑ) 1500 ҫухрӑм патнелле кайнӑ. Вӗсен ҫулӗ сакӑр субъект — Чӑваш Ен, Мари Эл, Чулхула, Иваново, Кустӑрма, Ярославль тата Ленинград облаҫӗсем — урлӑ иртнӗ. Пӗр кун хушшинче иртнӗ чи вӑрӑм ҫул тӑршшӗ 77,8 ҫухрӑм пулать иккен.
Хӑйӗн пӗтӗмлетӗвӗнче Никита ҫавӑн пекех ҫулсемпе ҫынсен пурнӑҫӗн пахалӑхне те хакланӑ. Чи япӑх ҫул пахалӑхӗ ун шучӗпе Ярославль облаҫӗнче. Мари Элте, Чулхулапа Кустӑрма облаҫӗсенче вара ҫынсен пурнӑҫӗ чи япӑххи. «Чулхула облаҫӗнчи пек ишӗлчӗк ял ҫурчӗсене эп Ҫӗпӗрте те асӑрхаман», — хӑй кӑмӑлне палӑртать чӑваш велоҫулҫӳревҫи. Аса илтеретпӗр, ҫулсене суйланӑ чухне Никита пысӑк автоҫулсенчен пӑрӑнма тӑрӑшнӑ.
Сӑмах май, каян, урӑн 3-мӗшӗнче, Андриян Николаев чӑваш космонавтне асӑнса ҫулсерен иртекен велочупу пулӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пуҫланӗ те Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта вӗҫленӗ.
Раҫҫейре ача пособине ӳстерме палӑртнӑ. Сахал тупӑшлӑ, 1,5-3 ҫулсенчи ачана ӳстерекен ҫемьесене уйӑхсерен 10 пин тенкӗ таран тӳлеме тытӑнасшӑн. Халӗ хӑш-пӗр ҫемье организацирен уйӑхне 50 тенкӗ илсе тӑрать, анчах ку тӳлеве пурне те памаҫҫӗ.
Ку ыйту пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин ирттернӗ «тӳрӗ линире» калаҫнӑ. Ун чухне Владимир Владимирович ку пособие ӳстермелли пирки пӗлтернӗ.
Хальлӗхе саккуна йышӑнман, ӑна сӳтсе яваҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, улшӑну 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.
Шупашкарта пурӑнакан электрик, Павел Соколов, «Что? Где? Когда?» кӑларӑмри вӑйӑҫсене ыйту панӑ. Лешсем хуравлайман, ҫапла майпа пирӗн ентеш 80 пин тенкӗ выляса илнӗ.
Унӑн ыйтӑвӗ вара ҫапларах янӑранӑ: «1998 ҫулта Сергей Кастальский журналист асаилӳ статйи ҫырнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, ҫак статьян тӗн сӑнарӗ КПССӑн 2-мӗш съездне, 1-мӗш хоккей чемпионатне, уйӑхра кирлӗ чухлӗ турӑх нормине ҫӑмӑллӑнах улӑштарма пултарнӑ. Ҫак сӑнар, журналист ҫырнӑ тӑрӑх, совет халӑхӗ валли виртуаллӑ тӗнчене ҫул уҫнӑ. Ӑна ҫӗнтерме ҫук, куҫ умӗнчен илсе пӑрахаймастӑн. Ӑна кирек ӑҫта пытарсан та хӑйӗн патне туртать. Мӗншӗн тесен эсир пӗлетӗр: вӑл килте. Ыйту: ҫак статьян тӗп сӑнарне калӑр».
Вӑйӑҫӑсем ку ыйтӑва нумай сӳтсе явнӑ. Вӗсен тӗрлӗ верси пулнӑ: календарь, телевизор, такамӑн портречӗ… Юлашкинчен вӗсем «телевизор» тенӗ. Ку – тӗрӗс мар хурав. Статьян тӗп сӑнарӗ – Рубик кубин-мӗн.
Халӗ иккӗмеш тата ун хыҫҫӑнхи ҫуралакан ачасемшӗн Амӑшӗн (ҫемье) капиталне параҫҫӗ. Темиҫе ҫул ӗнтӗ унӑн виҫи 453 пин тенкӗпе танлашать, юлашки ҫулсенче вӑл хӑпарман.
2020 ҫултан Амӑшӗн капиталӗн виҫине ӳстересшӗн. Ҫитес ҫул кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӑна индексацилеҫҫӗ. Вӑл 470 пин тенкӗпе танлашӗ. Ҫапла майпа Амӑшӗн капиталӗ 17 пин тенкӗ ӳсӗ. Ку инфомацие РФ ӗҫлев министрӗ Максим Топилин ҫирӗплетнӗ.
Палӑртмалла: Амӑшӗн капиталне Раҫҫейри икӗ тата ытарах ача ҫуратнӑ ҫемьесене 2007 ҫултанпа пама тытӑннӑ.
Чӑваш Енри виҫӗ пике Пӗтем Раҫҫейри «Тӗнчери Раҫҫей миссисӗ» конкурса хутшӑнать. Халӗ сасӑлав пырать, вӑл паян вӗҫленмелле.
Раҫҫей шайӗнчи илем конкурсне ҫӗршыври 30 хӗр хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Пирӗн регион чысне вара виҫӗ чиперук хӳтӗлет: Ольга Батракова, Алина Корнилова тата Александра Обухова. Вӗсенчен кашниех ҫӗнтерӳҫӗ ятне илме пултарать. Ку сирӗнтен те нумай килет: килӗшнӗ пикешӗн официаллӑ сайта кӗрсе сасӑламалла.
Хальлӗхе 1-мӗш вырӑнта – Ҫӗнӗ Шупашкарти Ольга Батракова. Вӑл 1121 сасӑ пухнӑ. Алина Корнилова 2-мӗш вырӑнта-ха. Уншӑн 726 ҫын сасӑланӑ. Александра Обухова 6-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Вӑл 133 сасӑ пухнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансен интереслӗ те кӑткӑс ыйтӑвӗсене «Что? Где? Когда?» (чӑв. «Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?») кӑларӑмра илтме пулать. Хальхинче Евгений Сергеев хӑйӗн ыйтӑвне ярса панӑ. Анчах вӑл унта хутшӑнакансене выляса илеймен.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, эфира тухнӑ кӑларӑмра ҫиччӗмӗш раундра Чӑваш Ен ҫыннин ыйтӑвӗ янӑранӑ. Вӑл ҫапларах пулнӑ: «Кин Хаббарад мӗн пирки каланӑ: 10 ҫынран 9-шӗ унсӑр калаҫу пуҫараймаҫҫӗ».
Ку ыйтӑва Борис Левин хуравланӑ. Вӑл тӳрех акӑлчан юморисчӗ тата карикатурисчӗ мӗн пирки каланине тавҫӑрнӑ: ҫанталӑк ҫинчен. Ку хурав тӗрӗс пулнӑ.
Ҫитес ӗҫ эрни кӗскелӗ. Кун пирки Роструд аса илтерет. Раҫҫейре пурӑнакансем ытларах канӗҫ. Ку Раҫҫей кунне уявланипе ҫыхӑннӑ.
Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗ юнкуна лекет. Ҫавна май ҫак кун кантарӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫӗртме уйӑхӗнчи ӗҫ кунне те кӗскетӗҫ – ҫынсем 1 сехет маларах киле кайӗҫ.
«Раҫҫей хаҫачӗ» ҫырнӑ тӑрӑх, ку уйӑхра ҫынсен пӗтӗмпе 19 кун ӗҫлемелле пулӗ. 11 кун вара, Раҫҫей кунӗнчи канмаллине шута илсе, канӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре роминг пулмӗ. Постановление, «Ҫыхӑну пирки» саккуна улшӑнусем кӗртнӗскер, РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ. Чӑннипе, роуминга пӗтересси пирки пӗлтӗр раштав уйӑхӗнчех сайтра пӗлтернӗччӗ, халӗ тепӗр хутчен аса илтерер.
Ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен абонентсен ытти региона шӑнкӑравланӑшӑн укҫа ытларах тӳлеме тивмӗ – пур ҫӗрте те пӗр тариф пулӗ. Ҫавӑн пекех Крымра пурӑнакансем вӗсем патне шӑнкӑравланӑшӑн укҫа тӳлемӗҫ.
Аса илтерер: роуминга пӗтересси пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче саккун алӑ пуснӑ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн лайӑх хыпар пӗлтерме васкатпӑр. РФ Президенчӗ Владимир Путин Тӑван ҫершывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, сусӑрӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн укҫан хавхалантарасси пирки калакан саккуна алӑ пуснӑ. Тӳлев 10 пин тенкӗпе танлашать.
Ку Раҫҫейре, Латвире, Эстонире пурӑнакан ветерансене пырса тивет. Сӑмах май, пӗлтӗр те Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ветерансене 10 пин тенкӗ панӑ. Кӑҫал вара ку тӳлеве ҫулсеренех пама йышӑннӑ.
Палӑртмалла: кӑҫалхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 377 ҫын тата 154 сусӑр пурӑнать.
Ку таранччен ҫул ҫинче авари пулсан ӳсӗр водитель тарма пултарнӑ. Ҫапла майпа ӑна освидетельствовани тӑвайман. Кайран вара авари вӑхӑтӗнче ӳсӗр пулнӑскере урӑх статьяпа (ӳсӗр пулманнисене пырса тивекеннипе) суд тунӑ. Ара, вӑл авари вӑхӑтӗнче ӳсӗр пулнине ниепле те ӗнентеремӗн-ҫке-ха.
Малашне урӑхла пулӗ. Водитель освидетельствовани тухмасть пулсан, авари вырӑнӗнчен тарать тӗк ӑна УКн 264-мӗш статйин 2, 4 тата 6-мӗш пайӗсемпе килӗшӳллӗн айӑплӗҫ (ҫул-йӗр правилисене пӑснӑран ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳни е вӗлерни).
Водитель аварире ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ, вырӑнтан тарнӑ пулсан ӑна колони-поселение 4 ҫул таран ӑсатма пултараҫҫӗ. Пӗр ҫын вилнӗ тӗк – 2-7 ҫуллӑха, икӗ е ытларах ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ тӑк 4-9 ҫуллӑха айӑплӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.