Никита Тӗнче мӗнле пурӑнать унта? Никита тата унӑн ҫемйи пирки Инстаграмри страницинчи хыпарсенчен пӗлме пулать.
Аса илтерер: чӳк уйӑхӗнче Тӗнчесем пӗчӗк хӗрӗпе Айӑпа АПШна вӗҫнӗ. Вӗсем унта Нью-Йорк хули хӗрринче пӳлӗм тара илнӗ, Никита апат-ҫимӗҫ киле илсе ҫитерекен службӑра ӗҫленӗ.
Кун хыҫҫӑн Тӗнчесем страницинче хӑйсем пирки хыпарсем лартман. Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче ҫеҫ хыпар тупӑннӑ: Тӗнчесем аэропортра. Хальхинче вӗсем ӑҫталла вӗҫеҫҫӗ? Пӗлтермен. Хуравне страницӑна пӑхса тӑракансене тупма сӗнеҫҫӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май Раҫҫей чукунҫулӗ акци пуҫарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫулталӑк вӗҫлениччен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе сусӑрӗсем пуйӑссемпе тӳлевсӗрех ҫӳреме пултарӗҫ.
Ветерансен купере те, «люксра» та вырнаҫма май пур. Компанин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен хӑть те миҫе хутчен ҫула тӳлевсӗрех тухма юрать. Ку кӑна мар, ватӑскерсене илсе ҫӳрекен пӗр ҫын билетшӑн укҫа тӳлемӗ.
Сӑмах май, хулаҫум пуйӑсӗсенче те ку акципе усӑ курма пулать.
Нумаях пулмасть, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, РФ президенчӗ Владимир Путин Питӗрте Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе тата патриотлӑх пӗрлешӗвӗсен элчисемпе тӗл пулнӑ. Владимир Владимирович унта Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май ветерансене 75 пин тенкӗ парассине пӗлтернӗ.
Сӑмах май, ытти ҫул уяв умӗн ветерансене 10 пин тенкӗ панӑ, тыл ӗҫченӗсене – 5 пин тенкӗ.
«Пӗлетӗр-и: паян кунта килнӗ чухне кун пирки шутларӑм, пуҫа ансат шухӑш килчӗ. Мӗн пирки вӑл? Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитет, ҫавӑнпа эпир ку хисеппе ҫыхӑннӑ пулӑшу парӑпӑр: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене тата ҫак категорипе танлаштарнисене 75-шер пин тенкӗ парӑпӑр, тыл ӗҫченӗсене – 50 пин тенкӗ», - тенӗ Владимир Путин.
Чӑваш Енре пурӑнакан каччӑ Раҫҫей эстрадинчи паллӑ артистран Николай Басковран «айфон» тивӗҫнӗ.
Ку акӑ мӗнлерех пулса иртнӗ: Николай Басков Ҫӗнӗ ҫул умӗн конкурс ирттернӗ. Унта хутшӑнакансен хӑйсен кушакӗпе видео ӳкерӗнмелле пулнӑ (кушак пулӑран е какайран хатӗрленӗ апата суйлани пирки).
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Роман Павлов хӑйӗн Грю ятлӑ кушакӗпе хӑйне евӗр видео ӳкернӗ те «Инстаграма» вырнаҫтарнӑ. Николай Басков ҫак ролике пысӑк хак панӑ, Романа «айфон» туянмашкӑн 100 пин тенке яхӑн ярса панӑ.
Палӑртмалла: ҫӳнтерӳҫӗсен йышӗнче Раҫҫейри тепӗр икӗ ҫын пулнӑ.
Ҫак кунсенче «Что? Где? Когда?» телекӑларӑмӑн финалӗ иртнӗ. «Телекуравҫӑсем знатоксене хирӗҫ. 6 очко таран вылятпӑр», - пӗлтернӗ телеертӳҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫыннӑн ыйтӑвне вуласа панӑ. «Сире хирӗҫ техника документацийӗн разработчикӗ, Шупашкарти Алексей Оганесян вылять», - ҫапла каланӑ телеертӳҫӗ.
Ҫав вӑхӑтра Алексей ӗҫре пулнӑ, кӑнтӑр апачӗ ҫитнӗ. Вӑл вӑййа чӗнессе кӗтмен те. «Чи малтанах ӗҫрен яччӗр тесе кун пирки пуҫлӑха пӗлтертӗм», - каласа кӑтартнӑ Алексей.
Алексейӑн ыйтӑвне знатоксем хуравлайман. Ҫапла майпа пирӗн ентеш ҫур миллион тенкӗ выляса илнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен эрех каллех хакланать. РФ Финанс министерстви алкоголӗн чи пӗчӗк хакне кӑтартни пирки калакан хушӑва пичетленӗ.
Ҫитес ҫултан ҫур литр эрехшӗн сахалтан та 230 тенкӗ кӑларса хума тивӗ (халь чи йӳнни – 215 тенкӗ). Чи йӳнӗ коньяк 433 тенкӗ пулӗ (халӗ 388 тенкӗ).
Бренди тата ытти продукцин чи йӳнӗ хакӗ 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 315 тенкӗпе танлашӗ. Халӗ ку хак – 307 тенкӗ.
2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫи ӳсӗ – РФ Патшалӑх Думи ҫакна виҫҫӗмӗш вулавра йышӑннӑ.
Депутатсем чи пӗчӗк шалу виҫи мӗн чухлӗ ӳсессине палӑртнӑ – 7,5 процент. Документра пулӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫултан ку виҫе 12 пин те 130 тенкӗпе танлашӗ. Ҫапла майпа вӑл 850 тенкӗ ӳсӗ. Палӑртмалла: халӗ чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫи 11 пин те 280 тенкӗпе танлашать.
Халех, часрах! Телевизор ҫутӑр, «Россия 1» телеканлапа пыракан «Тӳрӗ эфир» программӑна ярӑр. Унта Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ Падиаровсен ҫемйине кӑтартаҫҫӗ. Мӑшӑр, Марийӑпа Евгений, 13 ачана воспитани парать.
«Россия 1» телеканал сайтӗнче 2019 ҫулти чи лайӑх нумай ачаллӑ ҫемьене суйлас тӗллевпе сасӑлав ирттереҫҫӗ. «Андрей Малахов. Прямой эфир» кӑларӑмра унта хутшӑнакан кашни ҫемьене кӑтартӗҫ. Чӑваш Енри Падиаровсем те кӑларӑм хӑнисен йышӗнче.
Кӑларӑм паян «Россия 1» телеканалпа 17 сехет те 25 минутра эфира тухать.
Город-россии.рф сайтра ҫӗршыври чи илемлӗ хулана суйлас тӗллевпе хӗрӳ сасӑлав пырать. Вӑл вӗҫлениччен пӗр уйӑхран та катӑкрах юлнӑ. Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: паянхи кун тӗлне Шупашкар пӗрремӗш вырӑнта пырать. Уншӑн 258 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Нальчик, виҫҫӗмӗшӗнче – Курск.
«Раҫҫей хули. Наци суйлавӗ» проект сасӑлавӗ 2012 ҫултанпа иртет. 2013 ҫулта Шупашкар сасӑлавра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Хальхинче те унӑн чи илемлӗ хула пулас шанчӑк пысӑк. Эппин, васкӑр!
Сасӑлав раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырать, ҫав кун 15 сехетре вӗҫленет. Сасӑлава ҫак каҫӑпа хутшӑнмалла: http://xn----etbdra6aacodma.xn--p1ai/.
Шупашкарта пурӑнакан Мария Комарова СТС телеканалпа пыракан «Русские не смеются» (чӑв. «Вырӑссем кулмаҫҫӗ») кӑларӑма хутшӑнса укҫа выляса илнӗ.
Шоуна хутшӑнакансен тӳресене култармалла. Вӗсем хӑнасем каласа кӑтартнӑ шӳтрен йӑл кулчӗҫ тӗк укҫа параҫҫӗ. Мария Комарова вара ҫакна тума пултарнӑ. Ҫапла майпа вӑл 50 пин тенкӗ выляса илнӗ.
«Эпӗ кунта хутшӑннине никам та пӗлмест. Эпӗ кунта канма килтӗм. Манӑн каялла таврӑнас килмест», - тенӗ Мария.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.