Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Раҫҫейре

Раҫҫейре
sravni.ru сайтри сӑн
sravni.ru сайтри сӑн

РФ Правительстви юлса аталакан 10 региона укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Кун пек регионсен йышне Чӑваш Ен те кӗнӗ. РФ Правительстви социаллӑ экономика кӑтартӑвӗсемпе кая юлса пыракан субъектсем валли икӗ тапхӑрпа 100 млрд тенкӗ уйӑрӗ.

Регионсене кӗҫех 50 млрд тенкӗ пайласа памалла. Кун пирки Марат Хуснуллин премьер-министр пӗлтернӗ. «Халӗ эпир ҫав регионсенчен программа ыйтса янӑ: ку укҫа ӑҫта тӑкакланать, проектпа смета джокументацийӗ пур-и? Вӑл е ку программӑна хӑҫан пурнӑҫлама палӑртнӑ?»

Хальлӗхе кашни региона миҫешер тенкӗ лекесси паллӑ мар. Аса илтерер: пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче кая юлса аталанакан регионсен йышне ҫаксене кӗртнӗ: Алтай, Тува, Карели республикисем, Курган облаҫӗ, Мари Эл, Алтай крайӗ, Псков облаҫӗ, Калмӑк Республики тата Чӑваш Ен.

 

Раҫҫейре
youtube.com сайтри сӑн
youtube.com сайтри сӑн

Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн варринче Шупашкарти пӗр каҫхи клубра ӳкернӗ видео тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ, унта ӳкерӗннӗ хӗр тӗнчипех «чапа» тухнӑ.

Видеона курсан ҫакӑ паллӑ: малтан 18 ҫулти хӗр бар стойки патӗнче ташлать, унтан барменсем хушнӑ «намӑс» ӗҫсене пурнӑҫлать. Хӗр юлашкинчен тумсӑрах тӑрса юлать.

Ку пӑтӑрмаха кӗҫех «Россия 1» телеканалпа пыракан «Андрей Малахов. Прямой эфир» кӑларӑмра сӳтсе явӗҫ. Телеканал ҫак пулӑма тишкернӗ, каҫхи клубсенче мӗн пулса иртнине тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ.

Кӑларӑма видеон тӗп сӑнарӗ, 18 ҫулти хӗр, хутшӑнӗ, чӑннипе мӗн пулса иртни пирки каласа кӑтартӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, сӗткене усӑ курма юраман япала ярса панӑ, ҫавна май вӑл нимӗн те астумасть.

Кӑларӑм паян каҫхине эфира тухӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62401
 

Раҫҫейре
Тӗнчесен архивӗнчи сӑн
Тӗнчесен архивӗнчи сӑн

Никита Тӗнче мӗнле пурӑнать унта? Никита тата унӑн ҫемйи пирки Инстаграмри страницинчи хыпарсенчен пӗлме пулать.

Аса илтерер: чӳк уйӑхӗнче Тӗнчесем пӗчӗк хӗрӗпе Айӑпа АПШна вӗҫнӗ. Вӗсем унта Нью-Йорк хули хӗрринче пӳлӗм тара илнӗ, Никита апат-ҫимӗҫ киле илсе ҫитерекен службӑра ӗҫленӗ.

Кун хыҫҫӑн Тӗнчесем страницинче хӑйсем пирки хыпарсем лартман. Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче ҫеҫ хыпар тупӑннӑ: Тӗнчесем аэропортра. Хальхинче вӗсем ӑҫталла вӗҫеҫҫӗ? Пӗлтермен. Хуравне страницӑна пӑхса тӑракансене тупма сӗнеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62245
 

Раҫҫейре
rtp.expert сайтри сӑн
rtp.expert сайтри сӑн

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май Раҫҫей чукунҫулӗ акци пуҫарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫулталӑк вӗҫлениччен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе сусӑрӗсем пуйӑссемпе тӳлевсӗрех ҫӳреме пултарӗҫ.

Ветерансен купере те, «люксра» та вырнаҫма май пур. Компанин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен хӑть те миҫе хутчен ҫула тӳлевсӗрех тухма юрать. Ку кӑна мар, ватӑскерсене илсе ҫӳрекен пӗр ҫын билетшӑн укҫа тӳлемӗ.

Сӑмах май, хулаҫум пуйӑсӗсенче те ку акципе усӑ курма пулать.

 

Раҫҫейре
kremlin.ru сайтри сӑн
kremlin.ru сайтри сӑн

Нумаях пулмасть, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, РФ президенчӗ Владимир Путин Питӗрте Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе тата патриотлӑх пӗрлешӗвӗсен элчисемпе тӗл пулнӑ. Владимир Владимирович унта Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май ветерансене 75 пин тенкӗ парассине пӗлтернӗ.

Сӑмах май, ытти ҫул уяв умӗн ветерансене 10 пин тенкӗ панӑ, тыл ӗҫченӗсене – 5 пин тенкӗ.

«Пӗлетӗр-и: паян кунта килнӗ чухне кун пирки шутларӑм, пуҫа ансат шухӑш килчӗ. Мӗн пирки вӑл? Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитет, ҫавӑнпа эпир ку хисеппе ҫыхӑннӑ пулӑшу парӑпӑр: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене тата ҫак категорипе танлаштарнисене 75-шер пин тенкӗ парӑпӑр, тыл ӗҫченӗсене – 50 пин тенкӗ», - тенӗ Владимир Путин.

 

Раҫҫейре
Инстаграмри сӑн
Инстаграмри сӑн

Чӑваш Енре пурӑнакан каччӑ Раҫҫей эстрадинчи паллӑ артистран Николай Басковран «айфон» тивӗҫнӗ.

Ку акӑ мӗнлерех пулса иртнӗ: Николай Басков Ҫӗнӗ ҫул умӗн конкурс ирттернӗ. Унта хутшӑнакансен хӑйсен кушакӗпе видео ӳкерӗнмелле пулнӑ (кушак пулӑран е какайран хатӗрленӗ апата суйлани пирки).

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Роман Павлов хӑйӗн Грю ятлӑ кушакӗпе хӑйне евӗр видео ӳкернӗ те «Инстаграма» вырнаҫтарнӑ. Николай Басков ҫак ролике пысӑк хак панӑ, Романа «айфон» туянмашкӑн 100 пин тенке яхӑн ярса панӑ.

Палӑртмалла: ҫӳнтерӳҫӗсен йышӗнче Раҫҫейри тепӗр икӗ ҫын пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61812
 

Раҫҫейре
ru.wikipedia.org сайтри сӑн
ru.wikipedia.org сайтри сӑн

Ҫак кунсенче «Что? Где? Когда?» телекӑларӑмӑн финалӗ иртнӗ. «Телекуравҫӑсем знатоксене хирӗҫ. 6 очко таран вылятпӑр», - пӗлтернӗ телеертӳҫӗ.

Шупашкарта пурӑнакан арҫыннӑн ыйтӑвне вуласа панӑ. «Сире хирӗҫ техника документацийӗн разработчикӗ, Шупашкарти Алексей Оганесян вылять», - ҫапла каланӑ телеертӳҫӗ.

Ҫав вӑхӑтра Алексей ӗҫре пулнӑ, кӑнтӑр апачӗ ҫитнӗ. Вӑл вӑййа чӗнессе кӗтмен те. «Чи малтанах ӗҫрен яччӗр тесе кун пирки пуҫлӑха пӗлтертӗм», - каласа кӑтартнӑ Алексей.

Алексейӑн ыйтӑвне знатоксем хуравлайман. Ҫапла майпа пирӗн ентеш ҫур миллион тенкӗ выляса илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61762
 

Раҫҫейре
style.rbc.ru сайтри сӑн
style.rbc.ru сайтри сӑн

Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен эрех каллех хакланать. РФ Финанс министерстви алкоголӗн чи пӗчӗк хакне кӑтартни пирки калакан хушӑва пичетленӗ.

Ҫитес ҫултан ҫур литр эрехшӗн сахалтан та 230 тенкӗ кӑларса хума тивӗ (халь чи йӳнни – 215 тенкӗ). Чи йӳнӗ коньяк 433 тенкӗ пулӗ (халӗ 388 тенкӗ).

Бренди тата ытти продукцин чи йӳнӗ хакӗ 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 315 тенкӗпе танлашӗ. Халӗ ку хак – 307 тенкӗ.

 

Раҫҫейре
promdevelop.ru сайтри сӑн
promdevelop.ru сайтри сӑн

2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫи ӳсӗ – РФ Патшалӑх Думи ҫакна виҫҫӗмӗш вулавра йышӑннӑ.

Депутатсем чи пӗчӗк шалу виҫи мӗн чухлӗ ӳсессине палӑртнӑ – 7,5 процент. Документра пулӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫултан ку виҫе 12 пин те 130 тенкӗпе танлашӗ. Ҫапла майпа вӑл 850 тенкӗ ӳсӗ. Палӑртмалла: халӗ чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫи 11 пин те 280 тенкӗпе танлашать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61456
 

Раҫҫейре
"Россия 1" телеканал сайтӗнчи сӑн
"Россия 1" телеканал сайтӗнчи сӑн

Халех, часрах! Телевизор ҫутӑр, «Россия 1» телеканлапа пыракан «Тӳрӗ эфир» программӑна ярӑр. Унта Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ Падиаровсен ҫемйине кӑтартаҫҫӗ. Мӑшӑр, Марийӑпа Евгений, 13 ачана воспитани парать.

«Россия 1» телеканал сайтӗнче 2019 ҫулти чи лайӑх нумай ачаллӑ ҫемьене суйлас тӗллевпе сасӑлав ирттереҫҫӗ. «Андрей Малахов. Прямой эфир» кӑларӑмра унта хутшӑнакан кашни ҫемьене кӑтартӗҫ. Чӑваш Енри Падиаровсем те кӑларӑм хӑнисен йышӗнче.

Кӑларӑм паян «Россия 1» телеканалпа 17 сехет те 25 минутра эфира тухать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61315
 

Страницӑсем: 1 ... 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, [29], 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, ... 109
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем