Шупашкарти пӗр компанин графика дизайнерӗ Мария Франк офис ӗҫченӗсен хушшинче ирттерекен Пӗтӗм тӗнчери илем конкурсне хутшӑнать. Кунашкалли Чӑваш Енре – пӗрремӗш хут.
Мария ҫурмафинала тухмашкӑн кастинг витӗр тухнӑ ӗнтӗ. Чӑваш Ен пикине пулӑшас килет тӗк ҫак сайта кӗрсе уншӑн сасӑлама май пур: www.missoffice.ru. Тӗнче тетелӗнчи сасӑлав юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗччен иртӗ. Конкурс йӗркипе килӗшӳллӗн, сайта кӗрсен пӗр талӑкра килӗшекен 3 пикене суйлама ирӗк пур.
Ҫак тапхӑр вӗҫленсен 30 пике юлӗ. Вӗсем «Офис мисӗ – 2018» конкурсӑн финалне хутшӑнӗҫ. Вӑл Мускавра раштавӑн 1-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫе корона тата 2 миллион тенкӗ парӗҫ.
Конкурсҫӑсене общество деятелӗ Ирина Хакамада хаклӗ.
Роспотребнадзор Кемӗр облаҫӗнчи пӗр предприятире ҫын сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан крем туса кӑларнине тупса палӑртнӑ. Пите тата алла сӗрмелли крем хӑрушсӑрлӑх требованийӗсемпе килӗшсе тӑмасть-мӗн. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хыпарлать.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пите тата алла сӗрмелли крема, «M Solo Active» ятлӑскере, туртса илнӗ. Ӑна «Кристал Косметик» туса кӑларнӑ. Вӑл микробиологи кӑтартӑвӗсемпе хӑрушсӑрлӑх требованийӗсемпе килӗшсе тӑмасть.
Ку кӑна та мар, предприятире туртса илнӗ кремра синегнойлӑ патак тупса палӑртнӑ.____
Шупашкарти 130-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Лев Гренадёрский Максим Галкин ертсе пыракан «Лучше всех» кӑларӑма хутшӑннӑччӗ. Кӑларӑм ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче эфира тухнӑ. Халӗ 5 ҫулти ача Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра «Гид любитель. До 18 лет» номинацире тупӑшать.
Конкурса Раҫҫейри географи обществи йӗркелет. Унта хутшӑнакансен икӗ минута тӑсӑлакан ролик-видеоэкскурси ӳкерсе ярса памалла. Лев хутшӑнакан номинацие 600 ытла заявка панӑ.
5 ҫулти ача видеора Шупашкарти паллӑ вырӑнсем пирки сӑвӑласа каласа кӑтартать. Ӑна вӗсем амӑшӗпе ҫырнӑ. Лев Гренадёрские ҫӗнтерме пулӑшас килет-и? Youtube-канала кӗрсе курӑр. Жюри ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ чухне ролике миҫе ҫын пӑхнине, мӗнле хак панине шута илӗ.
Олег Долгов 1976 ҫулта Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнӑ. Каярахпа унӑн ҫемйи Самар облаҫне куҫса кайнӑ. Ҫара кайсан вӑл Дагестанри Кизляр хулине лекнӗ. Ун чухне унта шӑпах ҫапӑҫусем пынӑ. Шел те, Чӑваш Ен каччин ӗмӗрӗ кӗске пулнӑ – вӑл 1996 ҫулта спецоперацире паттӑрла вилнӗ. Ӑна кун хыҫҫӑн Раҫҫей Геройӗн ятне панӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енре ҫуралнӑ каччӑ ячӗпе Раҫҫей почти марка кӑларнӑ. Унта Олег Долговӑн портретне, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медале сӑнланӑ. Маркӑна 115 пин тиражпа кӑларнӑ, вӑл 27 тенкӗ тӑрать.
Шӑмӑршӑ районӗн каччи 20 ҫул та тултарса ӗлкӗреймен. Паттӑрӑн ятне ҫапла хисеп туни чӑннипех те мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратать.
Пӗрремӗш каналпа пыракан «Ырӑ ир» каларӑмра Чӑваш Енри Кулибин пирки кӑтартнӑ. Вӑл сусӑрсем валли хатӗр шухӑшласа кӑларнӑ.
Кӑларӑм ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче эфира тухнӑ. Унта Раҫҫейри Кулибинсем пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсен йышне Шупашкарти Вячеслав Васильев та кӗнӗ.
Вӑл шухӑшласа кӑларнӑ хатӗр пушмака алӑсӑрах хывма май парать. Пӗшкӗнмелле те мар. Хатӗр урана пылчӑкпа вараласран та сыхлать.
Чӑваш Енри хӗрарӑм Крымра каннӑ чухне ту ҫинче аманнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Крымри ҫӑлавҫӑсен пульчӗ ҫине хыпар килнӗ: хӗрарӑм канат ҫулӗнчен инҫех мар аннӑ чухне ӳксе суранланнӑ-мӗн. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ.
Хӗрарӑм ту ҫинчен хӑй тӗллӗн анайман. Ун патне Ялтӑри аварипе ҫӑлав отрячӗн 4 ҫынни тата 1 техника ҫитнӗ. Вӗсем «Ай-Петри» плато ҫине хӑпарсан 1975 ҫулта ҫуралнӑ, Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑма тупнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем хӗрарӑма пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Унтан наҫилкка ҫине хурса канат ҫулӗпе васкавлӑ медпулӑшу машини патне илсе ҫитернӗ. Хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ.<s></s>
Мускаври GayRussia юхӑм хастарӗ Николай Алексеев Чӑваш Енри тата Воронеж облаҫӗнчи ӗҫтешӗсемпе Сарӑту облаҫӗнчи 5 район центрӗнче гей-парад йӗркелеме планланӑ. Унта 300 ҫын хутшӑнмалла пулнӑ.
Николай Алексеев парада Вольск, Балаково, Маркс, Пугачев, Энгельс тӑрӑхӗсенче ирттерме шухӑшланӑ. Вольскра 3 акци йӗркелесшӗн пулнӑ, кун пирки район пуҫлӑхне те ҫырса пӗлтернӗ. Икӗ мероприяти ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртмелле пулнӑ. Ҫурлан 29-мӗшӗнче вара юхӑм хастарӗсем гей-парад ирттерме шутланӑ.
Хайхискерсем Вольск районӗн пуҫлӑхне «общество йӗркелӗхӗпе тата хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерме» ыйтнӑ. Анчах ертӳҫӗ кунашкал парада ирттерме хирӗҫ пулнине пӗлтернӗ, хастарсене федераци саккунӗсем пирки аса илтерсе ҫырӑва хуравланӑ.
РФ Финанс министерстви эрехӗн чи пӗчӗк хакне палӑртнӑ. Анчах ку улшӑну 40 градуслине пырса тивмест.
«РИА Новости» пӗлтернӗ тӑрӑх, 40 градуслӑ эрехӗн ҫур литрӗ сахалтан та 205 тенкӗ тӑрать. Унччен 37-39 градуслӑ эрехсем валли урӑх йӗрке пулнӑ. Халӗ вара вӗсене 40 градуслипе танлаштарнӑ. Пӗр сӑмахпа, вӗсен чи пӗчӗк хакӗ 205 тенкӗ. Ку таранччен унашкал эрехе 4-9 тенкӗ йӳнӗрехпе туянма май пулнӑ.
Эрех туса кӑларакан савутсем валли те норма палӑртнӑ. Унта эрехе 178 тенкӗрен йӳнӗрехпе туянма пулмӗ. Курттӑмӑн илес тӗк 173 тенкӗ кӑларса хумалла.
Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ача-пӑча ҫыравҫи, Совет Союзӗн тата Раҫҫей писателӗ, Эдуард Успенский пурнӑҫран уйрӑлнӑ. «ТАСС» пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл Мускавра вилнӗ.
Эдуард Успенский шухӑшласа кӑларнӑ сӑнарсене ачасем лайӑх пӗлеҫҫӗ: Гена крокодил, Чебурашка, Матроскин кушак аҫи, Шарик йытӑ, Хветӗр пичче, Печкин почтальон. Вӑл «Гена крокодил тата унӑн тусӗсем», «Хветӗр пичче, йытӑ тата кушак аҫи» кӗнекесене кун ҫути парнеленӗ.
Эдуард Успенский 80 ҫулта пулнӑ. Ҫыравҫӑ 1937 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл – драмтург та, сценарист та, телеертӳҫӗ те.
Ҫурла уйӑхӗн 3-5-мӗшӗсенче Мускав облаҫӗнчи Дубровское ялӗнче «Санкцисене – 4 ҫул» сыр фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Мускав ҫывӑхӗнче пурӑнакан сыродел тата блогер Олег Сирота йӗркеленӗ.
Олег Сирота Мускав облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрне Андрей Воробьева тата РФ промышленноҫ суту-илӳ министрне Денис Мантурова фестивале йӗркелеме пулӑшнӑшӑн тав тунӑ. Унта 200 фермер, 45 пине яхӑн ҫын килсе курнӑ.
«Русский Пармезан» сыр нӳхрепре 1,5 ҫул ытла «пиҫсе» выртнӑ. Фестивальте ӑна аукцион ирттерсе сутнӑ, укҫа-тенке хосписсене пулӑшакан «Вера» ыркӑмӑллӑх фондне панӑ.
Фестивальте 1500 сыртан пицца хатӗрленӗ. 50 сантиметр сарлакӑшскере 20 минутра пӗҫернӗ. Ҫапла майпа нимӗҫсем 110 сортран хатӗрленӗ пиццӑран та ирттернӗ, рекорда ҫӗнетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.