Калининград облаҫӗнче Балти флочӗн матросӗпе пӗлӗшӗ судра явап тытнӑ. Вӗсем «Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫар карапӗ ҫинчен ҫур тонна ытла топливо вӑрлама тӑнӑшӑн суд сакки ҫине ларнӑ.
Ҫак хура ӗҫе пурнӑҫлама матроса пӗлӗшӗ пулӑшнӑ. Анчах иккӗшӗн те, Иван Пуховский аслӑ матросӑн тата унӑн пӗлӗшӗн Валентин Шкалевӑн, суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Вӗсене преступлени вырӑнӗнче полицейскисем тытса чарнӑ.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫак ҫамрӑк арҫынсем «Ҫӗнӗ Шупашкар» тральщик базинчен 590 килограмм топливо вӑрлама тӑнӑ. Пӗтӗмпе – 17 пин те 760 тенкӗлӗх. Балти гарнизон ҫар сучӗ Пуховские – 30 пин тенкӗлӗх, Шкалева 27 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Сӑмах май, БТ-212 тральщике «Ҫӗнӗ Шупашкар» ята пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче панӑ.
Паян, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Мускавра Telegram мессенджера блокировка тӑвассине хирӗҫ ҫынсем митинга тухнӑ. Акци йӗркелӳҫисем унта 5 пине яхӑн ҫын хутшӑнассине пӗлтернӗ, митинга вара 10 пине яхӑн ҫын ҫитнӗ.
Мессенджера шухӑшласа кӑлараканӗ – Павел Дуров. «Пин-пин ҫамрӑк тата малашлӑха шанакан ҫын халӗ тӗнче тетелӗ ирӗклӗхне хӳтӗлесе Мускавра акцие тухнӑ. Пин-пин ҫын митинга утать. Эпӗ ҫак ҫынсемпе пӗр ҫӗршывра ҫуралнӑшӑн мӑнаҫланатӑп. Сирӗн вӑй-хал тӗнчене улӑштарать, - ҫырнӑ Павел Дуров «Контактра» халӑх тетелӗнче.
Акцие хутшӑннисем тӳпенелле хутран ӑсталанӑ самолетсем вӗҫтернӗ. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Мускаври Таганка район сучӗ Роскомнадзор ҫак мессенджера хупма ыйтнине тивӗҫтернӗ. Кӗҫех ҫыхӑну операторӗсем ӑна блокировка тума тытӑннӑ.
Раҫҫейре ҫу уйӑхӗнче ҫӗнӗ саккунсем вӑя кӗрӗҫ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗн» порталӗнче пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫленӗшӗн тӳлемелли чи сахал виҫе (МРОТ) ӳсӗ. Вӑл 11 пин те 163 тенкӗпе танлашӗ (халӗ – 9489 тенкӗ).
Курорт тӳлевӗ вая кӗрӗ. Алтай крайне, Краснодар крайне тата Ставрополь крайне кайма шут тытнӑ туристсенчен талӑкра пӗр ҫынран 50 тенкӗ пухӗҫ. Ҫитес ҫул ку виҫе 100 тенкӗпе танлашӗ.
Малашне клиент валюта операцийӗ ирттернӗ чухне банксен хирӗҫлеме май паракан сӑлтавсем нумайланӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен банксем Раҫҫей саккунӗсене пӑхӑнмасӑр ӗҫлекен лотерея, казино йӗркелӳҫисен счечӗ ҫине укҫа куҫарма ирӗк пулмӗ.
Ҫавӑн пекех ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне пула хӑрушсӑрлӑх мерисем вӑйланӗҫ. Ку Волгоград, Свердловск, Калининград, Чулхула, Ростов, Самар облаҫӗсене, Мӑкшӑ Республикине, Мускава, Питӗре, Хусана тата Сочие пырса тивӗ.
Раҫҫей МЧСӗ суту-илӳ центрӗсенче тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн малтанлӑха пӗтӗмлетӳ тунӑ. Шел те, Чӑваш Енри ҫакнашкал центрсенче йӗркене пӑснӑ тӗслӗх нумай тупса палӑртнӑ. Ҫавна май пирӗн регион ку енӗпе япӑххисен йышне лекнӗ.
РФ МЧСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, суту-илӳ центрӗсенче йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем Пушкӑртстанра, Удмурт, Чӑваш республикисенче, Краснодар крайӗнче, Брянск, Владимир, Калуга, Кострома, Мурманск облаҫӗсенче, Ханты-Манси автономи округӗнче нумай пулнӑ. Пӗтӗмпе пирӗн ҫӗршывра 40 суту-илӳ центрӗн ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ.
Аса илтерер: Кемӗрти пушар хыҫҫӑн МЧС тата прокуратура 10 пин ытла суту-илӳ центрне тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен ҫурринче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркисене пӑхӑнман.
Кемерово хулинче пулса иртнӗ трагедии хыҫҫӑн чылай та вӑхӑт иртмерӗ пулин те, каллех массӑлла информаци хыпарӗсенче унта та кунта пушарсем пулса тухни пирки пӗлтереҫҫӗ. Тӗрӗслевсем пур ҫӗрте те нарушенисем палӑртаҫҫӗ. Мӗншӗн тетӗр-и?Кунта пӗртте тӗлӗнмелли ҫук, манӑн шухӑшпа. Темӗнле ӑслӑ пулма та кирлӗ мар, ҫакӑ пулӑмсен чӑн сӑлтавне уҫма: кашни тӗрӗслев вали ятарлӑ комисси хатӗрлеҫҫӗ, укҫа уйӑраҫҫӗ. Ҫавӑ укҫа ӑҫта каять? Паллӑ ӗнтӗ кӗсъесене.
Кемеровори суту-илӳ цетрне илер тӗслӗхрен: унта вырнаҫтарнӑ йышши вылямалли конструкцисем тата вунӑ хулара, хӑшӗнче сӳтнӗ тӗслӗхсем пур? Пулмаҫҫӗ те, вӗсем патӗнче пушар пулман вӗт. Мӗншӗн-ха вӗсен пӑшӑрханмалла ҫукшӑнах. Мӗншӗн ют патшалӑхри автоконцернсем енчен те пӗр-икӗ машинӑра пӗрпекле неисправность пулсан, пур выпуска та кутӑн пухаҫҫӗ? Вӗсемшӗн компании ячӗ тупӑшран хаклӑрах.
Пирӗн тӑван патшалӑхра вара вӑрӑ-хурахсене чӑн-чӑн телей: енчен те ӑҫта-тӑр томограф списать турӗҫ-тӗк, пирӗннисем ҫавна ҫӗнӗ тесе илсе те ҫитереҫҫӗ тӑван ҫӗршыва. Укҫана вара ҫӗнӗ томограф чухлех уйӑраҫҫӗ кӗсъесене тултарса.
Роскачество Раҫҫейри аккредитациленӗ чи лайӑх ултӑ сӑнав центрӗнче, ҫав шутра Роспотребнадзорпа Росстандарт лабораторийӗсем, ҫӑкӑр тӗрӗсленӗ.
Атӑлҫи федераци округӗнче Киров, Чулхула, Ӗрнепур, Пенза, Самара, Сарӑту, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Пушкӑрт, Мӑкшӑ, Тутар, Удмурт, Чӑваш республикисенчи, Пермь крайӗнчи суту-илӳ маркӑллӑ 33 батон тӗрӗслев витӗр тухнӑ.
Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн, 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн тата «Петровский» ҫӑкӑр савучӗн батонӗсене пахаланӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, 1-мӗш ҫӑкӑр савутӗнче пӗҫерекен батона пысӑк пахалӑхлӑ тавар тесе йышӑннӑ. Тепӗр икӗ савутӑн батонӗсене те экспертсем пахалӑхлӑ тата хӑрушсӑр тавар тенӗ.
Раҫҫейре, ют ҫӗрышвсенче Telegram мессенджер чӑхӑмлама пуҫлани пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ. Халӗ Шупашкарти хӑш-пӗр провайдер мессенджер ӗҫне чарма пуҫланӑ. «Чебнет», «Мегафон» тата МТС провайдерсем telegram.org тата t.me сайтсене хупланӑ.
«Билайнран» ку сайтсем уҫӑлаҫҫӗ-ха. Telegram хальлӗхе штатлӑ режимра ӗҫлет.
Сӑмах май, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Мускаври суд мессенджера Раҫҫейре ӗҫлеме чарма йышӑннӑ.
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен Мӑнкун ыркӑмӑллӑх марафонӗ иртет. Вӑл «Пулӑшма вӑхӑт» ыркӑмӑллӑх фондне пулӑшать.
Марафон иртнӗ вӑхӑтра Юрия Славянская тата артистсен ҫемйи Антонпа Виктория Макарскисем чӗрӗ сасӑпа юрласа концерт лартӗҫ. Ҫавӑн пекех сусӑр ачасем, ваттисем патне кайма палӑртнӑ. Мари тата Чӑваш республикисенчи православи ҫамрӑкӗсемпе, нимеҫӗсемпе тӗл пулӗҫ.
Юлия Славянская Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Етӗрне хулисенче пулӗ. Антонпа Виктория Макарскисем Шупашкара ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче килӗҫ.
Шупашкарти икӗ канмалли вырӑн хӑтлӑ вырӑнсен федераци реестрне кӗнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтерне.
Реестра Раҫҫейри хуласенчи 125 канмалли вырӑн кӗнӗ. Вӗсен йышӗнчен иккӗшӗ – Чӑваш Енри. Мускав ҫыран хӗрри тата Константин Иванов скверӗ хӑтлӑх кӗртес енӗпе Раҫҫейре палӑрнӑ.
Ку архитекторсен тивӗҫӗ. Вӗсем хӑ йсен пултарулӑхне ҫак шайра кӑтартса Шупашкара юратнине палӑртнӑ. Кунта Шупашкар ҫыннисен тӳпи те пур. Вӗсем хулари чылай вырӑна хӑтлӑх кӗртнӗ чухне айккинче юлман.
Санкт-Петербургри гидрометеорологи университетӗнче вӗренекен каччӑ реанимацие лекнӗ. Вӑл тӑрӑхри «Фонтанка.ру» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, нумай пулмасть ҫеҫ 18 ҫул тултарнӑ яша Купчинӑри 5-мӗш ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ. Шӑмми-шаккине аванах хуҫса пӗтернӗскере реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнине ӗненсен, ҫамрӑк Фрунзе районӗнче хӑнара пулнӑ. Хӑй вӑл аслӑ шкулӑн Большевиксен проспектӗнчи общежитийӗнче регистрациленнӗ.
Каччӑ мӗн сӑлтавпа пиллӗкмӗш хутран персе аннине (е, тен, такам тӗксе янине) тӗпчевҫӗсем палӑртасса шанас килет.
Тӗнче тетелӗнчи эпир маларах асӑннӑ хаҫатра хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫуралнӑ каччӑ ӳсӗр пулнӑ, унтан эрех шӑрши аванах кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |