Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Раҫҫейре

Вӗренӳ

Санкт-Петербургри гидрометеорологи университетӗнче вӗренекен каччӑ реанимацие лекнӗ. Вӑл тӑрӑхри «Фонтанка.ру» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, нумай пулмасть ҫеҫ 18 ҫул тултарнӑ яша Купчинӑри 5-мӗш ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ. Шӑмми-шаккине аванах хуҫса пӗтернӗскере реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ.

Тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнине ӗненсен, ҫамрӑк Фрунзе районӗнче хӑнара пулнӑ. Хӑй вӑл аслӑ шкулӑн Большевиксен проспектӗнчи общежитийӗнче регистрациленнӗ.

Каччӑ мӗн сӑлтавпа пиллӗкмӗш хутран персе аннине (е, тен, такам тӗксе янине) тӗпчевҫӗсем палӑртасса шанас килет.

Тӗнче тетелӗнчи эпир маларах асӑннӑ хаҫатра хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫуралнӑ каччӑ ӳсӗр пулнӑ, унтан эрех шӑрши аванах кӗнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.fontanka.ru/2018/04/04/013/
 

Раҫҫейре

Паян, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Мускавра суту-илӳ центрӗ ҫунма тытӑннӑ. «Персей» хулан хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ.

Тӑватӑ хутлӑ ҫурта кӑнтӑрла ҫулӑм ярса илнӗ. Пушара 2-мӗш ранг йывӑрлӑхӗпе танлаштарнӑ. «Интерфакс» пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарта аманнисем пур. Вӗсем иккӗн. Пӗр ҫын вилнӗ. Анчах информацие официаллӑ майпа ҫирӗплетмен. Суту-илӳ центрне (унта ача-пӑча япалисене сутаҫҫӗ) пынисене ҫӑлав пусмипе урама кӑларнӑ. Палӑртмалла: центрта ачасем валли вылямашкӑн аттракционсем те пур.

Пушар вӑхӑтӗнче центртан 300-е яхӑн ҫынна кӑларнӑ. Вӗсен йышӗнче унти ӗҫченсем те пулнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Кемӗрти хӑрушӑ пушарта 64 ҫын вилнӗ. Вӗсенчен 41-шӗ — ачасем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48916
 

Раҫҫейре

Пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗнче Волгоград облаҫӗнче «Тайота RAV4» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та тепӗр «Тайотӑпа» ҫапӑннӑ. Аварире иккӗмӗшӗн водителӗ тата унӑн 7 ҫулти ывӑлӗ вилнӗ.

Волгоград облаҫӗнчи МИХсем ун чухне «Тайота RAV4» тепӗр машинӑран иртсе каяс тесе транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухни пирки, ҫав вӑхӑтра тӗтре пулни ҫинчен ҫырнӑ. Аварире айӑплӑ водительпе унӑн пассажирӗ те аманнӑ-мӗн.

Пуҫиле ӗҫе судра пӑхса тухма вӑхӑт ҫитсен аварире айӑплӑ ҫын таҫта ҫухалнӑ. Ӑна полици шырама пуҫланӑ. Нумаях пулмасть ҫав ҫынна Чӑваш Енре тупнӑ. Хайхискер Улатӑрти мӑнастирте послушник пулнӑ.

Вӑл – Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ 44 ҫулти арҫын. Хӑйӗн ҫылӑхне каҫарттарас тесе вӑл пурнӑҫне мӑнастирпе ҫыхӑнтарма шухӑшланӑ.

 

Раҫҫейре

Велосипедпа тӗнче курса ҫӳреме юратакан Никита Васильев савнипе Анастасия Сафроновӑпа Алтай тӑрӑхне тухса кайнӑ. Никита унта ҫурт тума тытӑннӑ.

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тӗнче тетелӗнче вӑл ҫурт тума пуҫланине ӳкернӗ видео тухнӑ. Кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Никитӑна пӗрене хатӗрлемешкӗн 24 кун кирлӗ пулнӑ. «30 йывӑҫран 60 пӗрене тухрӗ. Ҫуркунне ҫитрӗ. Пӗрене хатӗрлесе пӗтертӗм. Ку питӗ кӑткӑс ӗҫ пулчӗ. Малашлӑхра интересли пайтах», - тенӗ Никита.

Вӑл унччен ҫурт туса курман. Ҫак ӗҫре вӑл пуртӑпа, рулеткӑпа, пӑчкӑпа кӑна усӑ курать.

Сирӗн ӑна пулӑшас килет тӗк – Никита хирӗҫ мар. Строительство валли материалсем кирлӗ: кантӑк, кирпӗч тата ыттисем те.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48834
 

Раҫҫейре

Ыран, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ хальхи пек тӗрлӗ тӗслӗ пулмӗ. Кемӗрти суту-илӳ центрӗнче пысӑк инкекре шар курнисене асра тытнине, вӗсемпе пӗрле хурланнине пӗлтерсе сайт хурапа шурӑ тӗс ҫине куҫӗ. Турра шӗкӗр (усаллинчен ыр хӑватсем хӑтарччӑр), яланлӑха мар. Пӗр кунлӑха.

Ыран пирӗн ҫӗршывӗпех Хурлӑх кунӗ тесе йышӑннӑ. Кун пирки Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Вӑл хӑй те Кемӗрте пулнӑччӗ.

Сӑмах май, унта ҫынсем митинга тухнӑ. Пухӑннисем ҫӑлавҫӑсен ӗҫӗпе кӑмӑлсӑрланса калаҫнӑ. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗ яваплисене тупмаллине, право енчен хак памаллине хытарса каланине федераци телеканалӗсем ирех пӗлтерчӗҫ-ха.

Ҫӗршыв прокуратури регионсенчи суту-илӳ центрӗсенче тӗрӗслев ирттерме хушнӑ.

 

Раҫҫейре

Ӗнер Кемӗрте суту-илӳ центрӗ ҫунни пирки, унта ҫынсем вилни ҫинчен сайтра тин кӑна пӗлтернӗччӗ. Ку инкек хыҫҫӑн РФ Генеральнӑй прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Буксман регионсенчи суту-илӳ центрӗсене тӗрӗслеме хушнӑ.

Регионти прокурорсем ИӖМпа пӗрле рейда тухӗҫ, суту-илӳ комплексӗсенче пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗслӗҫ. Уйрӑмах сигнализаци тата пушар сӳнтермелли тытӑм юсавлӑхне тимлӗ пӑхӗҫ. Ҫитменлӗхсене тупса палӑртсан суту-илӳ центрӗсен ертӳлӗхӗ тӗлӗшпе прокуратура предписани ҫырӗ.

Аса илтерер: Кемӗрти хӑрушӑ пушарта 64 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫулӑма паян ирхи 3 сехетчен сӳнтернӗ. Анчах кӑнтӑрла тӗлнелле суту-илӳ центрӗ ҫӗнӗрен ҫунма тытӑннӑ.

 

Раҫҫейре

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 16 сехет те 10 минутра, Кемӗрте «Зимняя вишня («Хӗллехи чие ҫырли») суту-илӳ центрӗнче пушар тухнӑ. Ҫулӑма ирхи 3 сехет тӗлнелле ҫеҫ сӳнтерме май килнӗ.

РФ МЧСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑрушӑ пушарта 64 ҫын вилнӗ. Тепӗр 10 ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗн сывлӑхӗ хӑрушлӑхра. 11-ти тата 17 ҫулти арҫын ачасем тӑваттӑмӗш хутран сикнӗ, вӑйлах суранланнӑ. Шӑпах вӗсен сывлӑхӗ йывӑртарах. 34 ҫынна килте медпулӑшу панӑ.

Пушарнӑйсем ҫулӑмпа нумай кӗрешнӗ. Ир енне пушара сӳнтернӗ тесе пӗлтернӗ. Анчах кӑнтӑрла тӗлнелле Кемӗртен япӑх хыпар килнӗ: суту-илӳ центрӗ каллех ҫунма тытӑннӑ.

Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хальлӗхе тӑватӑ ҫынна тытса чарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.kommersant.ru/doc/3585120
 

Политика

Агитаци тапхӑрӗнчи йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем вунӑ регионта уйрӑмах йышлӑ. Кун пирки паян Элла Памфилова пӗлтернӗ. Тӗп суйлав комиссине ҫакӑ йӑлӑхтарса ҫитернӗ, ҫавна май вӑл ҫирӗп йышӑнусем тума шутлать.

Шалӑп ҫыракансене уйрӑмах вырӑнти тӳре-шара хӑйӗн влаҫӗпе ытлашши усӑ курни кӑмӑла кайман. Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссине пурӗ 5,5 пин заявленипе ыйтса ҫырни ҫитнӗ, тӳре-шара хӑйӗн влаҫӗпе йӗркерен тухса усӑ курнипе ҫыхӑннисем — 471.

Элла Памфилова асӑннӑ вунӑ регион хушшинче Чӑваш Ен те пур. Ҫавӑн пек ку тӗлӗшпе Мускав облаҫӗ, Питӗр хули, Ставрополь енӗ, Ленинград, Ростов, Челепи, Кемӗр облаҫӗсем, Мӑкшӑ тата Мари Эл республикисем «палӑрнӑ». Пирӗн республикӑна виҫҫӗмӗш вырӑнта тӑрать. Йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсем пирки каланӑ май Элла Памфилова ҫапах та Кемӗр тата Ленинград облаҫӗсене кӑна уйрӑммӑн асӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://tass.ru/politika/5036634
 

Раҫҫейре

Раҫҫейре Л.С.Выготский ячӗллӗ конкурс иртнӗ. Нумай пулмасть эксперт канашӗ ӑна пӗтӗмлетнӗ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: конкурс ҫӗнтерӳҫисен йышне Шупашкарти 10 ача пахчин педагогӗсем кӗнӗ: 2, 8, 70, 95, 106, 123, 127, 164, 167, 201-мӗш номерлисенче ӗҫлекенсем. Пӗтӗмпе конкурса 2769 ҫынран заявка килнӗ. Вӗсен йышӗнче шкул умӗнхи вӗренӗвӗн педагогӗсем тата аслӑ шкулсенче ҫак профильпе ӑс пухакан студентсем пулнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗ педагогсене 50-шар пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Мала тухнӑ студентсене вара 20-шер пин тенкӗ лекӗ.

Кунсӑр пуҫне Шупашкарти 123-мӗш тата 164-мӗш ача пахчисен педагогӗсене «Ҫуллахи шкула» чӗннӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем экспертсемпе тӳлевсӗрех тӗл пулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=192998
 

Раҫҫейре

Ӗнер «Что? Где? Когда?» (чӑв. Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?) кӑларӑм эфира тухнӑ. Унта хутшӑнакансем Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан студенткӑн ыйтӑвне хуравлайман. Ҫапла майпа пирӗн ентеше 50 пин тенкӗ лекнӗ.

Анастасия Скрябина вӑйӑҫӑсене спортпа ҫыхӑннӑ ыйту панӑ. Вӗсене 1930-мӗш ҫулсенчи сӑнӳкерчӗке кӑтартнӑ. Унта манекенщица пулнӑ. Вӑл пилӗкӗ ҫумне хӑйне евӗр ункӑ (обруч) ҫирӗплетнӗ. Ҫав ункӑпа мӗн тӗллевпе усӑ курнӑ-ши? Ҫакнашкал ыйту пулнӑ.

Вӑйӑҫӑсем икӗ вариант пирки шухӑшланӑ. Пӗрремӗшӗ: вӑл ишнӗ чухне кирлӗ пулнӑ. Иккӗмӗшӗ: ункӑ юбкӑна кӑпӑшкарах кӑтартнӑ. Вӑйӑҫӑсем пӗрремӗш варианта суйланӑ.

Анчах вӗсем йӑнӑшнӑ. Унка (обруча) конькипе ярӑнакансем тӑхӑннӑ-мӗн. Вӑл пӑр тӑрук катӑлсан шыва анса кайма паман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48403
 

Страницӑсем: 1 ... 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, [40], 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, ... 109
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть