
Чӑваш Енре Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсен пӗрремӗш кӑтартӑвӗсем паллӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: 22 ҫамрӑк экзаменра 100 балл пухнӑ. Вӗсенчен 17-шӗ хими предмечӗпе 100 балл илнӗ. Тепӗр 3 ҫамрӑк истори экзаменӗнче чи пысӑк кӑтартупа палӑрнӑ. Икӗ ҫамрӑк вара литературӑпа 100 балл пухнӑ.
Хими предмечӗпе 100 балл илнӗ 17 ҫамрӑк пирӗн республикӑшӑн – рекорд. Пӗлтӗр ун пеккисем 12 ҫын пулнӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫапла палӑртнӑ: «Ку – эпир республикӑра вӗренӗве аталантарнин системлӑ ӗҫ кӑтартӑвӗ. Эпир шкулсем тӑватпӑр тата вӗсене ҫӗнететпӗр, вӗсене хальхи йышши оборудованипе тивӗҫтеретпӗр, кашни ача валли талантне кӑтартма условисем туса паратпӑр».
100 балл пухнисен йышӗнче хула ачисем кӑна мар. Элӗк, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Муркаш округӗсенчи тата Етӗрне хулинчи ҫамрӑксем те палӑрнӑ.

Чӑваш Енри вӗрентекенсем валли ырӑ улшӑну пулӗ. Ку ӗҫ укҫине пырса тивет. Айнчах ҫӗнӗлӗх халех мар, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.
Ун чухне вӗрентекенсен оклачӗ 50 процент ӳсӗ. Кун пирки ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ.
Хаьлхи вӑхӑтра педагогсен шалӑвӗнче хавхалантаракан тӳлевсем, премисем, ӗҫ пахалӑхӗпе йывӑрлӑхӗшӗн хушса тӳленисем пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Малашне ҫак укҫана тӗп пая – оклада – куҫарӗҫ.
Ҫавӑн пекех нумай ҫӳл ӗҫленӗшӗн тата квалификаци категорийӗшӗн паракан тӳлев коэффиценчӗсене ҫӗнӗрен пӑхса тухӗҫ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, педагогсен тӗп оклад базин пайӗ хальхи 45 процентран 60-65 процента ҫитӗ.

Раҫҫейри влаҫсем республикӑсен патшалӑх чӗлхисемпе вӗренӳ кӗнекисен пӗрлӗхлӗ патшалӑх йышне тума йышӑннӑ. Патшалӑх правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак йышӑнӑва Раҫҫей патшалӑх чӗлхе политикин никӗсӗсене пурнӑҫа кӗртессин мероприятисен планне кӗртӗҫ.
Планпа килӗшӳллӗн специалистсем наци чӗлхисемпе литературӑна вӗрентмелли ҫӗнӗ методологие вырӑс чӗлхипе тачӑ ҫыхӑнтарса хатӗрлӗҫ. Ҫавӑн пекех шкулсем валли икӗ чӗлхеллӗ сӑмахсарсем кӑларма, вӗрентӳпе меслетлӗх базине йӗркелеме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне чӗлхесене патшалӑх реестрне кӗртмелли ӑслӑлӑх критерийӗсене те палӑртнӑ.
Чӗлхесен нумай тӗрлӗлӗхне сыхласа хӑварма кашни ҫул Раҫҫей шайӗнче преми парса чыслама, форумсемпе конференцисем ирттерме палӑртнӑ. Общество валли пӗлтерӗшлӗ литература кӑларма та патшалӑх пулӑшӗ. Ҫак ӗҫсем чӗлхесен нумай тӗрлӗлӗхне упраса хӑварма пулӑшӗҫ.

Чӑваш Енри вӗрентекен Раҫҫейре чи лайӑххисен йышне лекнӗ. Сӑмах – Татьяна Константинова пирки.
Вӑл Финанс университечӗн Канашри филиалӗнче студентсене вӗрентет. Педагог Пӗтӗм Раҫҫейри инноваци технологийӗсен «Чи ҫамрӑк преподаватель» конкурсне хутшӑнса палӑрнӑ.
Пӗрремӗш тапхӑрта ҫӗршыври 500 ытла вӗрентекен тупӑшнӑ. Иккӗмӗш тапхӑра 80 ҫын лекнӗ. Унта Татьяна Вячеславовна хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ, ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Жюри ӑна пысӑк хак панӑ. Ҫапла пирӗн ентеш 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Палӑртса хӑварар: Татьяна Константиновӑна Патшалӑх Думин ӑслӑлӑхпа аслӑ вӗрентӗвӗн комитечӗн пӗрремӗш ҫумӗн Тав хучӗпе те чысланӑ. Ӑна Татьяна вӗрентӗве пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тивӗҫнӗ.

2026 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикинчи Илеш районӗнчи Тури Яркей ялӗнче тӑван чӗлхесемпе литература вӗрентекенсен куҫса ҫӳрекен методика семинарӗ иртнӗ. Кунта тӗрлӗ наци ҫыннисем пухӑннӑ, тӗп тимлӗхе тӑван чӗлхене тата ӑна шкулсенче вӗрентессин ҫӗнӗ меслечӗсене уйӑрнӑ. Чӑваш ачисене тӑван сӑмаха юратма вӗрентесси — ку тӗлпулури ыйтусенчен пӗри пулнӑ.
Семинарта чӑваш чӗлхипе литературине шкулта вӗрентес ӗҫри ҫӗнӗлӗхсемпе Кырмыскалӑ районӗнчи Тинӗскӳл ялӗнчи вӑтам шкулта вӑй хуракан Людмила Николаевна Павлова паллаштарнӑ. Вӑл чӑваш литератури урокӗсенче «Блум кубикӗпе» усӑ курассин опычӗ пирки тӗплӗн каласа панӑ. Ҫак меслет ачасене чӑваш чӗлхине тарӑнрах пӗлме, тӑван сӑнарлӑх тӗнчине ӑнланма тата хӑйсен шухӑшне чӑвашла ирӗклӗн палӑртма пулӑшнине палӑртнӑ. Ҫакӑн пек инноваци меслечӗсемпе усӑ курни чӑваш чӗлхи урокӗсене кӑсӑклӑрах тата тухӑҫлӑрах тунӑ, ачасен пуплевӗпе чӗлхе компетенцине аталантарнӑ.
Тӑван чӗлхене аталантарассипе ҫыхӑннӑ ҫак семинара Пушкӑртстанри 15 ытла районтан тата хуларан педагогсем, методистсем, методика пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисем пухӑннӑ.

Чӑваш Ен делегацийӗ ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Тутарстан тӗп хулине Хусана кайнӑ. Ҫулҫӳревӗн тӗллевӗ — икӗ тата темиҫе чӗлхепе вӗрентес ӗҫри пуян опытпа паллашасси. Ку ӗҫ республикӑра чӑваш чӗлхине вӑйлӑрах вӗрентекен полилингваллӑ шкулсемпе классен проектне пурнӑҫа кӗртме пулӑшмалла.
Вӗрентӳ институчӗн кафедра заведующийӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Анна Егорова ертсе пыракан ушкӑн «Адымнар» комплексра пулнӑ. Унта шкул директорӗсемпе чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем методика кӗнекесемпе тата нормативлӑ документсемпе паллашнӑ.
Делегаци йышӗнчисем шкулта чӗлхе хутлӑхне епле йӗркеленине, кадрсем хатӗрлесси тата ашшӗ-амӑшӗпе ӗҫлемелли меслетсене пӑхса тухнӑ. Кӳршӗсен паха опычӗ республикӑра чӑваш чӗлхине упраса хӑварма тата вӗрентӳ пахалӑхне ӳстерме май парӗ. Ку ӗҫ «Молодёжь и дети» наци проекчӗпе килӗшӳллӗ иртнӗ.

Пушкӑртстанри Авӑркас районӗнчи Чӑваш Хурамалӗнчи Василий Николаев ячӗллӗ вӑтам шкул кӑҫал 125 ҫул тултарать. Вырӑнти «Урал сасси» хаҫат халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, юбилея кӗркунне ирттерме палӑртнӑ.
Асӑннӑ тӑрӑхра прӑнакансем иртнӗ ҫул ялӑн 285 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ун чухне тӗлпулу Авӑркас ҫӗрӗ ҫинче кӑна мар, Пелепейре те пулса иртнӗ.
«Чӑваш Хурамалсем иртнӗ эрнере чӑвашсем никӗсленӗ хулари 1-мӗш номерлӗ шкула килсе ҫитнӗ. Тӗп сӑлтавӗ — ялти пӗлӳ ҫурчӗн ҫавра ҫулӗпе ҫыхӑннӑ. Иртнӗ ҫул Пелепейӗнчи пӗрремӗш шкул хӑйӗн 130 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ, апла пулсан уяв мешехине, ӑна мӗнле йӗркелемеллине вӗсем лайӑх пӗлеҫҫӗ, ӑнланаҫҫӗ», — хыпарланӑ Юрий Листопад журналист хаҫатра.

ЧР Вӗренӳ институчӗ валли тинех ректор тупӑннӑ. Ку должноҫе унччен унта проректор пулнӑ Жанна Мурзинӑна шанса панӑ.
Жанна Владимировна 1969 ҫулта ҫуралнӑ. И. Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухнӑ, унтан Хусан патшалӑх педагогика университетӗнче аспирантурӑра пӗлӳ илнӗ. Вӑл – биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
Вӗренӳ институчӗн ректорӗн вырӑнӗ икӗ ҫул пушӑ пулнӑ. Аса илтерер: унчченхи ертӳҫӗ Юрий Исаев 2024 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӗҫрен кайнӑ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне ертсе пыма тытӑннӑ.

Чӑваш чӗлхи вӗренмелли «Хавал» уйлӑх кӑҫал та ӗҫлӗ. Кӑҫал вӑл утӑ уйӑхӗн 12-18-мӗшӗсенче, вырсарникунтан пуҫласа шӑматкунччен ӗҫлӗ. Ӑна «Мечта» (чӑв. Ӗмӗт) санатори-профилакторире йӗркелеме йышӑннӑ. Уйлӑх пӗлтӗрхи форматпах иртӗ, анчах унта 12 ҫултан аслӑраххисем валли программа хатӗрлеҫҫӗ. Уйлӑх вӑхӑтӗнче семинарсем, ҫавра сӗтелсем, социаллӑ-гуманитари, музыкӑпа ӳнер факультечӗсем ӗҫлӗҫ, чӗлхе тата спорт вӑййисем йӗркелӗҫ.
Университет халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче ҫапларах пӗлтернӗ:
«Мӗн-ха вӑл ҫуллахи «Хавал» университет? Пӗр эрне хушши эпир унта мӗн-мӗн тӑватпӑр?
1. Чӑваш чӗлхи ӑшӗнче пурӑнатпӑр тата ӑна уйрӑм ушкӑнсенче вӗренетпӗр. Чӑвашла сӗм пӗлменнисем валли те, чӑвашла лайӑх пӗлекенсем валли те уйрӑм вӗреневсем иртеҫҫӗ. Вӗреннине ҫирӗплетме, маннине аса илме пире Хавал университетра йӗри-тавра чӑваш чӗлхи янӑрани пулӑшӗ».

Чӑваш кӗнеке издательстви чӑвашла хӑй тӗллӗн вӗренес текенсем валли «Эпӗ чӑвашла вӗренетӗп. Я учу чувашский язык» ятлӑ кӗнеке кӑларнӑ. Ӑна Тамара Артемьевӑпа Галина Брусова авторсем хатӗрленӗ, редактор ӗҫне Надежда Вечеркина пурнаҫланӑ. Ҫӗнӗ кӗнеке чӑваш чӗлхине вӗренме пуҫлакансем валли питӗ меллӗ пулӗ тесе шутлаҫҫӗ. Пӗтӗм материала 27 урока пайланӑ, вӗсенче чӗлхе грамматикипе тата фонетикипе тӗплӗн паллаштарнӑ.
Авторсем кӗнекене чӑвашла вулама, калаҫма тата ҫырма вӗрентес тӗллевпе хатӗрленӗ. Тӗслӗхрен, виҫҫӗмӗш урокра «кам?» тата «мӗн?» ыйтусен уйрӑмлӑхне ӑнлантарса панӑ: чӑваш чӗлхинче чӗрчунсем «мӗн?» ыйту ҫине хуравланине палӑртнӑ. Ку кӗнекепе шкулсенче, колледжсенче усӑ курма е чӗлхене килте хӑй тӗллӗн вӗренме сӗнеҫҫӗ. Кӗнеке чӑвашла таса та тӗрӗс калаҫма пулӑшмалла.
