
Чӑваш Енре те тифлокомментатор пур. Пирӗн республикӑра профессилле ун пек специалист малтан пулман иккен. Халӗ пӗрремӗш ҫавӑн пек специалист пур. Вӑл ҫын — Наталия Перевезенцева, Чӑваш Республикин Л.Н. Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑшӗн директорӗ.
Вулавӑш ӗҫченӗ профессилле тифлокомментаторсен 14-мӗш ушкӑнӗнчен вӗренсе тухнӑ. Пӗлу параканни — Мускаври «Реакомп» институт.
Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи специалистсем виҫӗ эрне ҫурӑ вӗреннӗ. Вӗҫемпе «Реакомп» институтӑн профессионалӗсем тата аслӑ категориллӗ тифлокомментаторсем: Г.С. Елфимова, М.М. Сенаторов, П. В. Зотова тата тифлокомментировани ӑсти Я.А. Исаичкина ӗҫленӗ.
Наталия Перевезенцева аслӑ категориллӗ тифлокомментатор пулса тӑнӑ.

«Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсӑн республика тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Финала тӗрлӗ округри 23 педагог хутшӑннӑ. Вӗсем пурте уҫӑ уроксем, ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ, хӑйсен методикисемпе паллаштарнӑ. Йӗркелӳ комитечӗ 8 лауреата суйланӑ. Ҫӗртерӳҫӗ ятне вара чыславра кӑна пӗлтерӗҫ.
Сакӑр лауреат йышӗнче ҫаксем: Елчӗк округӗнчи Кристина Александрова, Шупашкарти Анна Виноградова, Шупашкар округӗнчи Татьяна Григорьева, Улатӑр округӗнчи Ольга Крисанова, Куславкка округӗнчи Людмила Новикова, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Татьяна Соколова, Ҫӗнӗ Шупашкарти Татьяна Тарасова, Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Наталья Шипунова.
Чыславра ҫӗнтерӳҫӗ ятне палӑртсан вӑл Чӑваш Ен чысне Раҫҫейри тапхӑрта хатӗрлемешкӗн хатӗрленме тытӑнӗ.

Шупашкарта Африкӑран пирӗн хулари аслӑ шкулсенчен пӗрне вӗренме килнӗ хӗр тавар вӑрланӑ.
Пӑтӑрмах иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Энгельс урамӗнчи пысӑк пӗр лавккара пулса иртнӗ. Сентре ҫинчен косметика, гигиена хатӗрӗсем, соуссем, кофе, пылак апат-ҫимӗс тата ҫӗр ҫырли ҫухалнӑ. Ку тавара укҫа ҫине куҫарсан 17 пинрен иртсе каять иккен.
Йӗрке хуралҫисем видеокамера пӑхнӑ та касса патӗнчен Африкӑран килнӗ ҫын сӑнлӗ хӗр иртсе кайнине асӑрханӑ. Кӗҫех вӗсем Мароккӑран Шупашкара вӗренме килнӗ 18 ҫулти студенткӑна тытса чарнӑ. Чӑваш Ене вӗренме вӑл 2025 ҫул вӗҫӗнче килсе ҫитнӗ иккен, анчах кӑштахран пӑтӑрмаха ҫакланнӑ.
Тӳрӗ ҫултан пӑрӑннӑ студентка тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӑн 158-меш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Аслӑрах ҫулхисем ачасене шкулта епле тытнине кура учительсем хак панине астӑваҫҫӗ ӗнтӗ. Дневника епле ҫырса хурасси яланах шиклентеретчӗ. Ун чухне ашшӗ-амӑшӗ хӑйсене учительтен чаплӑрах тесе шухӑшламан, ачисене хӳтӗлесе шкул тӑрӑх ятлаҫса ҫӳремен. Паян вара ачасем мӗн пӗчӗкрен права пирки пӗлеҫҫӗ, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ те (пурте мар-ха, паллах) ачи-пӑчи темле тытсан та хӳтӗлеме хӑтланать.
Шкулта ача епле тытнине хак пама пӑрахнӑранпа 30 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн ку йӑлана тавӑрас тенӗ. Ҫӗнӗ йӗрке 2027/2028 ҫулсенчи вӗренӳ ҫулӗсенче вӑя кӗрӗ.
Ачасен тыткаларӑшне виҫӗ ҫын хак парӗ: класс ертӳҫи, предмет верентекен педагог тата шкулти психолог. Вӗсем виҫӗ шкалапа хаклӗҫ: образцовое (чӑв. тӗслӗх илмелле); допустимое (чӑв. ун пек тытма юрать); недопустимое (чӑв. ун пек тытма юрамасть).

Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Поэзи кунӗ пулнӑ май Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ пирӗн шкулта ҫыравҫӑсемпе тӗлпулу йӗркеленӗ.
Олег Прокопьев, Ольга Иванова Австрийская, Улькка Элмен ачасене хӑйсен сӑвӑ-калав ҫырас ӗҫӗнчи пӗрремӗш утӑмӗсем ҫинчен каласа панӑ, хӑйсен сӑввисене вуланӑ, кӗнекисене шкул вулавӑшне парнелесе хӑварнӑ.
Шкулти чӑваш чӗлхи учителӗ Алина Петрова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем Антонина Андреева тата Ольга Тимофеева аслӑ классенче вӗренекенсемпе Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен калаҫнӑ, вӗсене интерактивлӑ вӑйӑ мелӗпе сӑвӑҫ пултарулӑхне тарӑнрах тӗпчеме пулӑшнӑ.
Иван Иванов чӑваш халӑх артисчӗ ачасене чун туртӑмне шкул ҫулӗсенчех шырамалли, камӑн мӗнле пултарулӑх пуррине кура ӑна аталантарса пымалли ҫинчен палӑртса хӑварнӑ.

Республикӑна кӑмӑллӑ хыпар ҫитнӗ: Шупашкарти 117-мӗш ача пахчи Пӗтӗм Раҫҫейри «Хальхи йышши ача пахчи» конкурсра чи лайӑххи пулса тӑнӑ!
Тупӑшу хӗрӳ иртнӗ: унта 1000 ытла шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ. Шупашкарти ача пахчи вӗсен йышӗнче пӗр иккӗленмесӗрех мала тухнӑ. Ҫапла вӑл Хальхи йышши ача пахчисен реестрне кӗнӗ. Эппин, ҫак учреждени ачасемшӗн хӑтлӑ, унта аталанмалли условисем вӑйлӑ пулнине тепӗр хутчен ҫирӗплетет.
Ҫак ача пахчинче вӑй хуракан Надежда Григорьева педагогӑн ӗҫне уйрӑммӑн палӑртнӑ. Ӑна «Чи лайӑх педагог-новатор» номинацире чысланӑ. Вӑл ҫак хисепе ачасене вӑйӑ урлӑ вӗренме пулӑшакан ҫӗнӗ программӑсене пурнӑҫланӑшӑн тивӗҫнӗ.

Республикӑра чи лайӑх класс ертӳҫисене палӑртнӑ. Пилӗк лауреат пулнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне ҫаксем кӗнӗ: Максим Донин (Улатӑрти 6-мӗш гимнази), Татьяна Иванова (Йӗпреҫ округӗнчи Чӑваш Тимеш шкулӗ), Наталия Качалина (Шупашкарти 45-мӗш шкул), Александра Митрофанова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкул), Ирина Рындина (Пӑрачкав округӗнчи Кудеиха шкулӗ).
Палӑртса хӑварар: финалта пӗтӗмпе18 педагог кӗрешнӗ.

Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, 2026 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен, шӑматкунтан, республикӑра ачасене пӗрремӗш класа ҫыртарма пуҫлӗҫ. Ҫак йышӑнӑва ашшӗ-амӑшӗшӗн меллӗ пултӑр тесе тунӑ: йышӑну кампанийӗ канмалли кун пуҫланни ҫемьесене ӗҫрен ирӗк ыйтмасӑр, документа лӑпкӑн тата васкамасӑр хатӗрлсе пама май парӗ.
Ача шкул ҫумне ҫирӗплетнӗ территорире регистрациленнӗ пулсан е унӑн ҫӑмӑллӑхсем пур пулсан, заявленине пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пама май пур. Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен вара, пушӑ вырӑнсем юлнӑ пулсан, ачасене урӑх шкула та ҫыртарма май пулӗ. Заявленине Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ, шкула хӑйне кайса е МФЦ урлӑ пама юрать.

Ҫак кунсенче Ачасемпе ҫамрӑксен республика вулавӑшӗнче Нина Димитриевӑн 75 ҫулхи юбилейне палӑртнӑ. Вӑл — Чӑваш Республикинчи вӗрентӳпе культура тытӑмӗн паллӑ ӗҫченӗ.
Нина Ивановна 30 ҫул ытла ачасене пӗлӳ панӑ. 1989 ҫулта вӑл республикӑра пӗрремӗш «Тӑван ен культури» предмета вӗрентме пуҫланӑ, программине хӑех ҫырнӑ. Унӑн «Чӑваш культурин тӗнчи» кӗнеки Раҫҫей шайӗнче ҫӗнтернӗ. Вӑл чӑваш чӗлхи стандарчӗсене хатӗрлес ӗҫе те хутшӑннӑ.
Халӗ Нина Димитриева ватӑсене нумай пулӑшать. Унӑн проекчӗсене пула пенсионерсем компьютерпа ӗҫлеме вӗренеҫҫӗ, скандинавла утма ҫӳреҫҫӗ.
Юбилей каҫне влаҫ ҫыннисемпе общество ӗҫченӗсем пухӑннӑ. Вӗсем Нина Ивановнӑна чӑваш культурине аталантарнӑшӑн чӗререн тав тунӑ.

Ҫак кунсенче тӗп хулара чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен пӗлтерӗшлӗ хула семинарӗ иртрӗ. Унӑн тӗп теми теорирен пуҫласа инновациллӗ практикӑпа ҫыхӑнтарса ӗҫлессине ҫутатасси пулнӑ. Семинарта «Тӑван чӗлхепе литературӑн чи лайӑх вӗрентекенӗ — 2026» ӑмӑртура ҫӗнтернӗ тата малти вырӑнсене йышӑннӑ педагогсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Семинара 30-мӗш шкулти Ольга Сильева педагог та хутшӑнчӗ.
Хальхи вӑхӑтра урок ачасемпе чӗрӗ диалог йӗркелесси, вӗсене хастар тӗпчевҫӗ пулма пулӑшасси пирки сӑмах хускатрӗҫ. Уҫӑ уроксемпе мастер-классенче ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисем ачасен тимлӗхне тыткӑнлама тата кулленхи пурнӑҫра ирӗклӗ калаҫма май паракан вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарчӗҫ. Тухса калакансем паянхи педагог чӗлхеҫӗ кӑна мар, психолог та, технологисене пӗлекен ӑстаҫӑ та пулнине палӑртрӗҫ. Ҫакӑн пек тӗлпулусем вӗрентекенсене чи актуаллӑ практикӑна ӗҫе кӗртме тата чӑвашла вӗрентес ӗҫе лайӑхлатма пулӑшма тивӗҫ.
