
Паян Чӑваш наци музейне тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.Анчах унта пуҫа тӑхӑнмалли наци хатӗрӗпе килмелле. Ку акцие Раҫҫей кунне халалланӑ. «Шапочное знакомство» курав вара авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗччен ӗҫлет. Унта – 36 япала: кокошник, очипок, тюбетейка, тастар, кичка, дьябака… Паллашма питӗ кӑсӑклӑ.
Музея паян кӑнӑ тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ. Васкӑр! Наци пуҫ хатӗрне тӑхӑнма ан манӑр. Музей паян 20 сехетчен ӗҫлет.

Ҫеҫпӗ Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалах ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ сезона ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хупӗ. Ҫав кун унта куракансене Ева Лисинӑн «Ҫӑкӑр чӗлли» калавӗ тӑрӑх лартнӑ спектакле кӑтартӗҫ.
Ева Лисина калава Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑнхи ҫулсенче выҫӑпа вилнӗ ачасене асӑнса ҫырнӑ. «Ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ ҫемьен йывӑр пурнӑҫӗ калавра хӗрача куҫӗпе уҫӑлса пырать. Ҫула май чӑваш халӑхӗн наци характерӗ те курӑнсах тӑрать кунта.
«Ҫут тӗнчере савӑнӑҫпа хурлӑх пӗр тан валеҫӗнес пулсан, ман ҫӗршывӑм тахҫанах ырӑлӑхра пурӑнмалла», – пӗтӗмлетсе калать автор вӗҫӗнче», — хыпарланӑ театр сайтӗнчи анонсра.

Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче, ыран, Чӑваш наци музейӗнче Раҫҫей халӑхӗсен пуҫ хатӗрӗсен куравӗ ӗҫлеме тытӑнӗ.
Экспозицире 200 ытла экспонат пулӗ, вӗсемпе Раҫҫей этнографи музейӗ тивӗҫтернӗ.
Ҫавӑн пекех ачасемпе вӑйӑ занятийӗсем, квестсем, ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ. Курав аван уйӑхӗччен ӗҫлӗ.
Сӑмах май, ӗлӗк пуҫ хатӗрӗсене кура ҫыннӑн ӳсӗмне, социаллӑ статусне пӗлме пултарнӑ.

Чӑваш Енре «Туризм тата хӑнасене кетсе илесси» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн глэмпингсем тӑвассине эпир унчечн темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ. Тӗллевле укҫана тивӗснисенчен пурте унпа йӗркелле тата вӑхатра усӑ курайманнисенчен кӗмӗле каялла илнине те хыпарланӑчче.
Глэмпингсене Йӑлӑмра, Улатӑр, Шупашкар, Куславкка тата Красноармейски тӑрӑхӗсенче тунӑ. Вӗсем хӑнасене йышӑнма та пуҫланӑ. Инвесторсен укҫипе хута янӑ глэмпингсем те пур.
Республикӑн экономика министре
«Эпӗ республикӑри мӗнпур глэмпинга ҫитсе куртӑм, вӗсен пахалӑхӗ тата сервисӗ аван. Паллах, ӗҫлемелли, лайӑхлатмалли татах пур, анчах юлашки ҫулсенче пурнӑҫ ыйтнипе тан пыни питӗ лайӑх», — тенӗ Дмитрий Краснов вице-премьер.

Ҫӗршывӑмӑрӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланса тӗпленнӗ йӑхташӑмӑрсем тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине тытса пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Чӗмпӗр облаҫӗнче Акатуя пуҫтарӑннӑ. Унта облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ те хутшӑннӑ. Вӑйӑ картине Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем тӑнӑ. Хӑнасене наци апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ.
Ленинград облаҫӗнчи Бугры хулин Тӗп тӳремӗнче те Акатуй кӗрленӗ. Уява вӑл тӑрӑхри чӑвашсен пӗрлӗхӗ, Питӗрти наципе-культура автономийӗ хатӗрленӗ.

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, чӑваш театрӗн мухтавӗ, тӗлӗнсе каймалла пултаруллӑ сцена ӑсти, РСФСР халӑх артистчӗ Нина Яковлева 85 ҫул тултарнӑ.
«Хаклӑ Нина Михайловна! Сире халӑх юратать, сирӗн пултарулӑхран тӗлӗнет, сирӗнпе мухтанать, савӑнать.
Кашни кун сирӗншӗн ырӑ тӗлӗнтермӗш илсе килтӗр. Пурнӑҫӑр такӑр та телейлӗ пултӑр. Пирӗнпе юнашар нумай-нумай ҫул савӑнса пурӑнмалла, ӗҫлемелле пултӑр», — тесе саламланӑ ӑна Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн странцинче.

Шупашкарта кӑҫал та пукане театрӗсен «Карусель сказок» (чӑв. Юмахсен каруҫҫелӗ) фестивалӗ иртнт. Мероприятисем ҫӗртме уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче пулӗҫ.
Театр ҫав кунсенче 15 ытла коллектива йышӑнӗ.
Аса илтерер: фестивалӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ ҫу уйӑхӗн 7-10-мӗшӗсенче пулса иртнӗ. Хальхи – иккӗмӗш тапхӑр.
Фестиваль программине Республика кунне тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Шупашкарта урамра кино кӑтартма тытӑннӑ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Ҫеҫпӗл» кинозалӗ кинона урамра кӑтартать. Ҫӑвӑн малтанхи уйӑхне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче «Отряд Светлячков» фильм кӑтартнӑ. Тӳлевсӗр черетлӗ кинона ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче курма май килӗ. Ун чухне «Пять сыновей Марии» кинона йыхравлаҫҫӗ. Енчен ҫанталӑк начар пулсан, ҫумӑр ҫусан кинона пӗчӗк залта кӑтартӗҫ.

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Фёдор Карягин ученӑй-экологӑн 80 ҫулхине халалланӑ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.
Мероприятие Чӑваш Енри Агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен союзӗ, Вырӑс географи обществин Чӑваш Енри уйрӑмӗ, Раҫҫейри экологи обществи, Раҫҫейри гидрометеорологи обществи, Чӑваш Енри наукапа ӳнер академийӗ йӗркеленӗ.
Конференцире ученӑйӑн тӗрлӗ енлӗ ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан докладсем тунӑ. Аса илтерер: Фёдор Карягин — учёнӑй-педагог, географи наукисен кандидачӗ, профессор, Чӑваш Енри вӗренӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экологе, СССР халах вӗрентӗвӗн отличникӗ.

Шупашкарти ваттисем «Бичурин тата хальхи самана» музея ҫитсе курнӑ. Кӳкеҫре вырнаҫнӑ ҫак учреждени фончӗ пуян. Музейра краведенипе тата этнографипе ҫыхӑннӑ материалсемпе паллашма пулать. Кунсӑр пуҫне унта Никита Бичурин пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ, унӑн тӗпчевӗсем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Никита Бичурин Шупашкар тӑрӑхӗнчи Шемшер ялӗнче ҫуралнӑ. Нумай вӗренме ӳркенменскер паллӑ ученӑй-синолог пулса тӑнӑ.
«Никита Бичурин пурнӑҫӗ питӗ тӗлӗнтерчӗ. 1Китайра 13 ҫул ӗҫлесе пурӑнна чӑваш ӑсчахӗ Раҫҫее Китайпа ҫывӑхлатнӑ», — хавхаланса каласа кӑтартнӑ музейра пулса курнӑ хыҫҫӑн Любовь Сазанова пенсионерка.
