Кӑшӑлвирус сарӑласран йышӑннӑ мерӑсене епле пӑхӑннине тӗрӗслеме Шупашкар хулинче кунсерен 18 ушкӑн тӗрӗслеве тухать. Ӗнер кӑна 54 вырӑна ҫитни пирки пӗлтереҫҫӗ, ҫав шутра ваккӑн суту-илӳ тӑвакан 44 точкӑра, 4 обществӑлла апаталну предприятийӗнче, 3 парикмахерскинче, йӑла пулӑшӑвӗ кӳрекен 3 предприятире пулнӑ.
Шупашкарти М. Горький урамӗнчи «Itech» сервис-центр, Калинин урамӗнчи «Продукты» лавкка, Калинин урамӗнчи «Мята Лаундж» кафе, 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 5-мӗш ҫуртри косметика тата килте кирлӗ тавар сутакан уйрӑмсем йӗркене пӑснӑ.
Общество транспортӗнчен маскӑсӑр анакан ҫынсене те тытса чарнӑ. Вӗсен тӗлӗшпе 4 акт тата 2 протокол ҫырнӑ.
Чӑваш Енре COVID-19 тесчӗсем епле кӑтартнине хӑвӑрт пӗлтерме тытӑнӗҫ. Ку тытӑм чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗ хыҫҫӑн ӗҫлесе кайӗ.
Ковид-тест результачӗсене хӑвӑрт пӗлме май ҫукки пирки ҫынсем пӑшӑрханса калаҫнине вӗҫӗмех илтме тивет. Ун пирки вӗсем тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ушкӑнра ҫыраҫҫӗ.
Тест кӑтартӑвне пӗлес тесе ҫынсен пӗр эрне кӗтсе ларма, ҫав вӑхӑтра тухтӑр патне шӑнкӑравласа аптӑратма тивмӗ.
Тест кӑтартӑвӗ лабораторие ҫитсен ун пирки 48 сехет хушшинче е смс-ҫырупа, е электрон ҫырупа, е телефонпа шӑнкӑравласа тухтӑрсем хӑйсемех пӗлтерӗҫ.
«Мир» телеканал нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ каччине кӑтартнӑ. Вӑл Мускав облаҫӗнчи реабилитаци центрӗнче сипленет. 2016 ҫулта сусӑрланса юлнӑскер сывалас тесе шанчӑка ҫухатмасӑр сипленет.
Хӑй вӑхӑтенче каччӑ ачасемпе ҫамрӑксене акробатикӑна тата ташлама хӑнӑхтарнӑ. Пӗчӗккисем аслӑ тусӗ пек пулма ӑнтӑлнӑ. Анчах пӗр кунхине Евгенйи Александров хусканӑвӗ ӑнӑҫсӑр пулса тухнӑ. Вӑл ҫавӑн хыҫҫӑн ҫурӑм шӑммине амантнӑ. Каччӑ хӑй те, амӑшӗ те парӑнасшӑн мар.
24 ҫулти ҫамрӑка 350 пине яхӑн тенкӗ кирлӗ. Ҫемьен ун чухлӗ укҫа ҫук. 3443 кӗске номер ҫине «Живой» (каччӑ валли укҫӑ пухакан ыркӑмӑллӑх ҫавӑн ятлӑ) тесе смс ямалла, миҫе тенкӗ куҫарса парассине кӑтартмалла.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви амбулатори мелӗпе (тепӗр майлӑ каласан, килте) сипленекенсем валли пульницӑсенче «хӗрӳ лини» телефонӗсем ӗҫлени пирки пӗлтерет.
Элӗк районӗнчи пульницӑна 8 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен 8 (835-35) 22-1-70 номерпе шӑнкӑравлама пулать; Патӑрьел районӗнчине — 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен 88353961961, 88353961487, 88353961164 номерсемпе; Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине — 8 сехетрен 19 сехетчен 8 (8352) 23-54-14 номерпе; Шупашкарти хулари иккӗмӗш пульницӑна — 8 сехетрен 20 сехетчен 8 (8352) 23-47-72 номерпе; Вӑрнар районӗнчи пульницӑна — 8 сехетрен 17 сехетчен 8(937)390-89-58 е (835-37) 2-52-78 номерпе; Хулари 1-мӗш номерлӗ клиника пульницине — 8 сехетрен 20 сехетчен 8 (8352) 23-56-88 номерпе; Хулари ача-пӑча клиника пульницине — 8 сехетрен 19 сехетчен 8 (8352) 31-47-97 номерпе; Йӗпреҫри район пульницине — 8 сехетрен 17 сехетчен 8 (83538) 2-19-67, 8 (83538) 2-19-68 номерсемпе; Хӗрлӗ Чутайрине — 8 сехетрен 14 сехетчен 8-987-576-49-84 номерпе, 14 сехетрен 20 сехетчен 8-987-575-28-48 номерпе; Канашри район пульницине — 8 сехетрен 16 сехетчен 8(83533)49-4-49, 8(83533)49-3-47, 8(83533)49-4-32 номерсемпе; Канашри медицина центрне — 8 сехетрен 18 сехетчен 8 (83533) 2-22-29 номерпе; Куславккана — 8 сехетерен 17 сехетчен 8(906)388-97-13 е 8(83534)2-25-53 номерсемпе; Комсомольскине — 8 сехетрен 17 сехетчен 8(83539)5-19-87 номерпе, 17 сехетрен 8 сехетчен 8(83539)5-12-30 номерпе; Сӗнтӗрвӑррине — 8 сехетрен 16 сехетчен 8(83542) 2-11-36 номерпе; Муркаша — талӑкӗпех 8(83541) 62-4-32 номерпе; Ҫӗнӗ Шупашкарти медцентра — 8 сехетрен 19-ччен 8 (8352) 76-33-84 номерпе; Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине — 8 сехетрен 20 сехетчен 8 (8352) 73-09-08 номерпе; Хулари клиника центрне — 8:00-тан 20:00-чен 8 (969)759-00-40 е 59-00-40 номерсемпе; Шупашкарта пӗрремӗш хула пульницине — 8.
Ырантан, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар шкулӗсенчи 9-11-мӗш класс ачисене тата студентсене инҫет ҫыхӗпе вӗрентӗҫ. Ку ыйтӑва Правительство ҫуртӗнче паян иртнӗ канашлура сӑмах хускатнӑ. Йышӑну хальлӗхе икӗ эрнене пырӗ.
Кӑшӑлвируспа пирӗн республикӑра 114 вӗренекен чирленӗ. Вӗсенчен пысӑк пайӗ Шупашкарта-мӗн. Ковид тӗп хулара 104 ачана ернӗ. Вӗрентекенсем те чирлеҫҫӗ. Вирус 54 педагога лекнӗ. Ку йышран 17-шӗ — Шупашкарта.
Кӑшӑлвируса пула Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш, Вӑрнарти 2-мӗш тата Хӗрлӗ Чутай районӗнчи шкулсене вӑхӑтлӑха хупнӑ. 34 класс инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗренет.
Кӑшӑлвирусран килте сипленекен ҫынсене тӳлевсӗр эмелсем парасси пирки пӗлтернӗччӗ. Унашкаллисене пулӑшма ятарлӑ центр та йӗркеленӗ. Пациентсене эмелсем пама тытӑннӑ ӗнтӗ.
Эмелсене тухтӑрсем киле пырса параҫҫӗ. Вӗсен ӗҫне ҫӑмӑллатас тесе транспортпа тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫапла майпа вӗсем нумай пациента пулӑшма пултарӗҫ.
Олег Николаев Элтепер ытти регион опытне шута илсе тӳре-шарана тухтӑрсене машинӑпа тивӗҫтерес ыйтӑва татса пама хушнӑ. Ют регионсенче тухтӑрсене тӳре-шаран машинисене уйӑрса панӑ.
Сӑмах май, республикӑра килте сиплекен пациентсене сӑнаса тӑракан 30 центр йӗркеленӗ.
Паян ирпе республикӑн Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев инҫет ҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗ. Вӑл шӑнса пӑсӑлнӑ иккен. Тӳре-шарапа республика ертӳҫи килтен ҫыхӑннӑ.
«Шел пулин те, кӑштах чирлерӗм. Хальлӗхе сипленетӗп, ыранах сывалса командировкӑна тухса кайма хатӗрленмелле», – пӗлтернӗ вӑл планеркӑна пухӑннисене.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак эрнере Олег Николаев Мускава ӗҫпе кайма, унта тӗлпулусем ирттерме палӑртса хунӑ.
Паянхи кун тӗлне тепӗр 6 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку таранччен пирӗн республикӑра 234 ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫак вируса пула татӑлнӑ.
Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 11598 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 10491-шӗ сывалнӑ. Палӑтмалла: иккӗмӗш талӑк ӗнтӗ чирлекенсен йышӗ 100-тен иртсе пырать. Паян 107 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ, ӗнер 104 ҫын инфекциленнӗ.
Юлашки талӑкра 146 ҫын сывалнӑ. Чӳк уйӑхӗнче 90 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ.
Шупашкарта, Васкавлӑ медулӑшу пульници умӗнче, вертолет анса лармалли лапам тунӑ. Паян унта санавиаци пӗрремӗш хут анса ларнӑ. Унпа Улатӑр районӗн тӗп пульницинчен инфаркт пулнӑ 74 ҫулти кинемее илсе килнӗ.
Лапама тумашкӑн республика хыснинчен 6,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Лапамра ҫутӑ та тӑвӗҫ. Капла вертолет ҫӗрле те анса ларма пултарӗ.
Сӑмах май, ку таранччен санавиаци 31 ҫынна пулӑшнӑ. Вӗсенчен пӗри — ача.
Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 7 ҫын вилнӗ. Ку таранччен республикӑра вируса пула 228 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки федераци информаци центрӗ хыпарлать.
Паянхи кун тӗлне 11491 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 10345-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 104 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем нумаййӑн пулнӑ: 174 ҫын.
Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирусран вилекенсем нумайланнӑ. Чӳк уйӑхӗнче кӑна 84 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |