Шупашарта ҫак кунсенче икӗ пульница ҫӗнелнӗ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ. Кӑнтӑр поселокӗнчи Хулари клиника пульницин 4-мӗш поликлиники тата Хулари ача-пӑча клиника пульницин 1-мӗш поликлиникин филиалӗ алӑкӗсене уҫнӑ.
4-мӗш поликлиникӑра Кӑнтӑр поселокӗнчи тата Алькешри 22 пин ытла ҫын сипленет. Унта 12 терапевт, хирург, уролог, невролог, окулист тата эндокринолог ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех рентген пӳлӗм, УЗИ тумалли аппаратсем, эндоскопи пӳлӗмӗ пур.
Ача-пӑча поликлиникинче ҫын нумай пухӑнтӑр тесе приема кунсемпе палӑртнӑ, тӗрлӗ этажра пулнине те шута илнӗ.
Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайлансах пырать. Ӗнер ку йыша 38 ҫын хушӑннӑ пулсан паян – 42. Ку таранччен 9147 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 7691-шӗ сывалнӑ. 111 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ.
Юлашки талӑкра 51 ҫын сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне вилекенсем, шел те, пулнӑ – икӗ ҫын вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче харӑсах виҫӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑччӗ.
Шупашкар хулинче транспорта маскӑсӑр лартма пӑрахӗҫ.
Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирус сарӑлса пыни пирки хыпарласах тӑраҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнни хамӑршӑнах. Апла пулин те ҫавна пур ҫын та ӑнланасшӑн мар. Ирӗксӗрех «ҫӳлтен» хушма тивет. Паянтанпа Шупашкар хулинчи транспорта маскӑсӑр ҫынсене лартма чарас тенӗ. Ку йышӑнӑва хулари оперштабӑн ларӑвӗнче тунӑ. Маскӑсӑр пассажирӑн салонран тухма тивӗ.
Маскӑсӑр ҫӳрекенсене 1 пин тенкӗрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран штрафлама юрать. Пассажирсене турттаракансен те яваплӑх пирки манмалла мар. Вӗсен штраф тата пысӑк.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» А-151 ҫул ҫинче инкек пулнӑ. Пӑтӑрмах кӑнтӑрла, 12 сехет тӗлӗнче, сиксе тухнӑ.
«Мерседес» минивэн водителӗ ҫулӑн сулахай енче ларакан манипуляторпа ҫапӑннӑ.
Ҫӑмӑл машинӑра 9 пассажир пулнӑ. Вӗсене водитель Мускавран Патӑрьел районне илсе килнӗ. Анчах Ҫӗрпӳ районӗнче ҫынсем инкеке ҫакланнӑ. Манипуляторпа ҫапӑнсан «Мерседес» водителӗ аманнӑ. Унсӑр пуҫне тӑватӑ пассажира пульницӑна ӑсатнӑ. Ыттисене вырӑнта пулӑшнӑ.
Чӑваш Енӗн ШӖМӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ют ҫӗршывра кӑларнӑ ҫӑмӑл автомашина водитель тимсӗрлӗхӗпе ҫыхӑнма пултарнӑ.
Чӑваш Енре кашӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайлансах пырать. Талӑкра унччен вӑтамран 30 ҫын инфекциленнӗ пулсан паян – 38. Ку таранччен республикӑра 9105 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 7640-шӗ сывалнӑ.
Шел те, вилекенсен йышӗ те кунсерен тенӗ пекех нумайланса пырать. Паянхи кун тӗлне тепӗр 2 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Ҫапла майпа каварлӑ вирусран вилекенсен йышӗ 111 ҫынна ҫитнӗ.
Палӑртмалла: «Ҫурҫӗр» поликлиника та кӑшӑлвируспа чирлекенсене йышӑнма пуҫланӑ. Чирлекенсем нумайланнине кура пульницӑсенче койкӑсем те сахаллансах пыраҫҫӗ.
Пӑрачкав шкулӗнчи 5-11-мӗш классенче вӗренекен 414 ачана кӗркуннехи каникула маларах яни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унта ОРВИпе чирлекен вӗрентекенсем нумайланнӑ.
Паян кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешекен оперативлӑ штабӑн ларӑвӗнче ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Пӑрачкав шкулӗнче кӑшӑлвируспа чирлекенсем пуррине палӑртнӑ. Пӗтӗмпе – сакӑр ҫыннӑн: ултӑ вӗрентекен тата икӗ вӗренекен.
Юпан 19-мӗшӗнче каникул вӗҫленмелле. Шкула сӑнаса тӑмалли тапхӑр, 14 кун, юпан 20-мӗшӗнче пӗтет. Эппин, кӗҫех ачасем вӗренме тытӑнӗҫ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен шучӗ ӳссех пырать. Ҫакӑн пирки паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче иртнӗ оперштаб ларӑвӗнче палӑртнӑ. Унта Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская, сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, чирлекенсен шучӗ ӳсни хӑрушсӑрлӑх мерисене ҫителӗксӗр пӑхӑннипе ҫыхӑннӑ: маскӑсемпе перчеткесем тӑхӑнманни, пӗр-пӗринпе ҫума-ҫумӑн тӑни (ларни), сывлӑша сиенсӗрлетменни.
Олег Николаев обществӑлла апатлану предприятийӗсенче банкетсем, туйсем ирттерме тата ҫын вилсен асӑнма пухӑнма тытӑнса тӑма сӗнсе каланӑ.
«Эпир ресторансемпе кафесене хупасси пирки каламастпӑр, халӑх йышлӑ пухӑнакан мероприятисене ирттерме тытӑнса тӑма сӗнетпӗр», – тенӗ республика ертӳҫи.
Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин 3-мӗш акушер стационарӗнче 57 ача ҫуралнӑ.
Асӑннӑ стационар респиратор вирусӗпе, гриппа, кӑшӑлвирус инфекцийӗпе чирлисене ҫур ҫул ытла йышӑнать. Ҫав вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлӗ 165 хӗрарӑма пулӑшнӑ, 57 ача ҫуралнӑ.
3-мӗш акушер стационарӗн акушер уйрӑмӗн заведующийӗ Эльвира Васильева каланӑ тӑрӑх, тухтӑрсемшӗн чи хакли – тав сӑмахӗ калани.
Тав сӑмахӗ калакансем йышлӑ. Калӑпӑр, Людмила ятлӑ хӗрарӑм ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӑмӑлланнӑ. Тухтӑрсем ҫине тӑнипе унӑн ачи таса сывӑ ҫуралнӑ. Вӑл – ҫемьери иккӗмӗш пепке. Хӗрарӑм Александр Белебенцев анестезиолог-реаниматолога уйрӑмах тав тӑвать.
Чӑваш Енри пульницӑсем кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма хатӗр. Паянхи кур тӗлне республикӑри 10 пульницӑра COVID-19 диагнозӗллисем, гриппа тата ӳпке шыҫҫипе чирлекенсем валли 1462 койка хатӗрленӗ, пушӑ койкӑсен шучӗ – 186.
Ырантанпа Шупашкарти иккӗмӗш хула пульницинче тепӗр 135 койка уҫӑлӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кирлӗ пулсан 48 сехетре тата тепӗр 358 койка уҫма хатӗр.
Кӑшӑлвируспа чирлисем валли «Вӑрман юмахӗ» санаторире обсерватор ӗҫлет. Унта 140 вырӑн пур. Кирлӗ пулсан тепӗр 154 койка хатӗрлеме пултараҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Тулӑран санавиаци вертолечӗпе пирӗн ентеше илсе килнӗ. Пуҫне суранлатнӑ арҫын ҫав хуларах сипленнӗ-мӗн, кайран сывалӑхне Шупашкарта ҫирӗплетме шухӑшланӑ.
Шупашкарта санитари вертолечӗ ӗҫленине унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ вӑл ав Тулӑна ҫитсе пациента Шупашкара илсе ҫитернӗ, ӑна Республикӑри клиника пульницине вырнаҫтарнӑ. Пациента ҫакӑн пек инҫтрен санитари машинипе илсе килес тӗк вӑхӑт нумайрах кирлӗ.
Республикӑри ҫынсене те санавиаци пулӑшать. Ҫак кунсенче тепӗр 2 пациента Шупашкарти пульницӑна илсе килнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |