Республикӑра пурӑнакан тепӗр 3 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Ҫапла вилнисен йышӗ 109 ҫынна ҫитнӗ. Ку таранччен 9027 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 7539-шӗ сывалнӑ.
Пӗр талӑкра чирленисен йыше ӳссех пырать. Унччен 25-30 ҫын пулнӑ тӑк паян – 38. Сывалакансен йышӗнче 28 ҫын. Сӑмах май, пӗр кунра пӗр ҫын ҫеҫ сывалнӑ тӗслӗх те пулнӑ.
Палӑртмалла: Раҫҫей кӑшӑлвируспа чирлес енӗпе рекорд лартать. Паян, пӗр талӑкра, 14 пин те 231 ҫыннӑн инфекци пуррине палӑртнӑ. Кунашкалли пандеми пуҫланнӑранпа пулман.
Кӑшӑлвирус инфекцийӗнчен асӑрханмалли пирки юлашки вӑхӑтра нумай калаҫаҫҫӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче маска тӑхӑнмалла, пӗр-пӗрне таптаса каяс пек чышӑнмалла мар. Анчах йӗркене пур ҫӗрте те пӑхӑнмаҫҫӗ. Халӑха турттаракан транспортра (уйрӑмах – ирпе ӗҫе кайнӑ чухне тата каҫпа ӗҫрен таврӑннӑ вӑхӑтра) салон лӑк тулли.
Прокуратура черетре халӑх йышлине те тупса палӑртнӑ. Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Калинин районӗн администрацийӗн (вӑл Октябре 50 ҫул урамра вырнаҫнӑ) фойинче 10 ытла ҫын черетре хӗсӗннӗ. Вӗсем социаллӑ хӳтлӗх пайне лекме ӑнтӑлнӑ.
Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центр пуҫлӑхне прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ, ӗҫе хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнса йӗркелеме сӗннӗ.
Республикӑра юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 1 ҫын ҫеҫ сывалнӑ. Чирлекенсем вара 35-ӗн пулнӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ 9 пине ҫывхарать – пӗтӗмпе 8954 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 7477-шӗ сывалнӑ. Юлашки вӑхӑтра вилекенсен йышӗ нумайланнӑ – 105 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ.
Палӑртмалла: Раҫҫейре талӑкра 13592 ҫын инфекциленнӗ. Кунашкали ку таранччен пулман.
Федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра кӑшӑлвируспа чирлесе сывланисен йышӗ 7476 ҫынна ҫитнӗ. Пӗтӗмпе вара 8919 ҫын инфекциленнӗ.
Юлашки вӑхӑтра вилекенсен йышӗ ҫине-ҫинех пулнӑ: 105 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫакна палӑртса хӑвармалла: юпа уйӑхӗнче республикӑра 12 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ.
Пӗр талӑкра сывалакансен йышӗ нумай пулман – 8 ҫын каварлӑ вируса парӑнтарнӑ. Чирлекенсем вара нумайланнӑ: 33 ҫын инфекциленнӗ.
Хальхи вӑхӑтра 1338 ҫын килте е пульницӑра сипленет.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран каллех вилнӗ. Хальхинче – 3 ҫын. Ҫапла майпа республикӑра чирлисен йышӗ 105 ҫынна ҫитнӗ.
Пӗр талӑкра 31 ҫын инфекциленнӗ, 23 ҫын сывалнӑ. Ку таранччен 8886 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 7468-шӗ сывалнӑ.
Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре чирлекенсен йышӗ нумайлансах пырать. Пӗр талӑкпа 12846 ҫын инфекциленнӗ. Ку – рекорд. Чӑваш Енре, пӗтӗмӗшле илсен, лару-тӑру йӗркеллех, кунсерен 30 яхӑн ҫын инфекциленет.
Республикӑра кӑшӑлвируса пула тепӗр икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫапла майпа вилнисен йышӗ 102 ҫынна ҫитнӗ.
Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 8855 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 7445-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 29 ҫын вируса парӑнтарнӑ, 32 ҫын чирленӗ.
Хальхи вӑхӑтра 1308 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Вӗсенчен 1147-шӗ пульницӑра выртать. 860 пациентӑн сывлӑхӗ йывӑртарах. 287 пациентӑна вара сывлӑхӗ питӗ йывӑр. Ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче 28 ҫын выртать. Пульницӑри койкӑсен 43,5 проценчӗ пушӑ.
Чӑваш Ен ертӳҫисем кӑгшӑлвируспа ҫине кӗрешни пирки МИХсенче хыпарласах тӑраҫҫӗ-ха. Ҫынсен хӑйсен яваплӑ пулмалла тесе асӑрхаттараҫҫӗ.
Паян Чӑваш Республикин Правительствинче кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперштаб ларӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов чирлекенсен йышӗ ӳснине каланӑ.
Паян пире республикӑра пин ытла ҫын чирлет. Ҫав шутра — сакӑр ача. Ӳпкене искусствӑлла майпа сывлаттаракан аппаратпа 28 ҫынна пулӑшаҫҫӗ.
Кӑшӑлвируспа чирлекенсем тупӑннипе Пӑрачкаври шкулта вӗренекенсене каникула янӑ.
Кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешекен республикӑри оперативлӑ штаб паян черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Иртнӗ эрнере ӑна Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Алла Салаева ертсе пынӑччӗ, хальхинче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑй хутшӑннӑ.
Республика Элтеперӗ тимлӗ пулмаллине аса илтернӗ. Кунта дезинфекци тӑвасси, маска тӑхӑнасси, гигиена кӗрет.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская вӗҫемех рейдсем ирттернине ӗнентернӗ. Автобус-троллейбуссен водителӗсене перчеткесемпе, антисемпитксемпе тивӗҫтерменни, пассажирсенчен ҫурри маска тӑхӑнманни ҫиеле тухнӑ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑра тепӗр виҫӗ ФАП тума палӑртнӑ. Ҫавна май виҫӗ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
ФАПсем Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫра, Шупашкар районӗнчи Шуркассинче, Етӗрне районӗнчи Янӑмра пулӗҫ. Аукционри малтанхи хак – 4 миллион ытла тенкӗ. Аукционсем юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗҫ. Унта ҫӗнтернӗ подрядчиксен ФАПа кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
ФАП пӗр хутлӑ пулӗ. Унта йышӑнмалли пӳлӗм, процедура тумалли пӳлӗм, эмел упрамалли пӳлӗм тӑвӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал республикӑра 6 ФАП тума пуҫланӑ ӗнтӗ.
Чӑваш Енре кӑшалвирусран вилекенсен йышӗ татах нумайланнӑ – 100 ҫынна ҫитнӗ. Паянхи кун тӗлне икӗ ҫын вируса парӑнтараймасӑр вилнӗ. Кун пирки федераци информации центрӗ пӗлтерет.
Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗ тӗлне чирлисен йышне 30 ҫын хушӑннӑ. Кӑтарту 8789 ҫынпа танлашнӑ. Вӗсенчен 7385-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 25 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑри 1304 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Чӑваш Енри кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,02-пе танлашать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |