«Ӳссен эсӗ кам пулатӑн?» — ҫакӑн пек калаҫу пулса иртрӗ ӗнер республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче. Мероприяти хулари 20-мӗш вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекенсемпе иртрӗ. Вӗсем Наталия Герасимова класс ертӳҫипе пырса ҫитрӗҫ.
Аслӑ классене ҫитсен яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ ҫул юппине пырса тухать: унталла каймалла-и е кунталла-и? Тен, унта та, кунта та мар, пачах тепӗр енне?.. Ҫапла пуҫ ватнӑ самантра вырӑссен пӗр юмахӗнчи самант аса килӗ. Астӑватӑр-и: сулахаялла кайсан вилӗм тупӑн, сылтӑмалла кайсан лашуна ҫухатӑн, тӳрӗ кайсан телей тупӑн тенӗччӗ-и-ха унта?.. Ҫапла, юмахра ӑҫта кайсан мӗн пулассине калаҫҫӗ хӑть. Пурнӑҫра вара апла мар — ҫиччӗ виҫсе пӗрре касма тивет.
«Епле професси суйлассине палӑртнӑ-и-ха эсир?» — ыйтрӗ ачасенчен вулавӑшӑн информаципе библиографи уйрӑмне ертсе пыракан Наталья Петроградская библиотекарь. «Космонавт!» — шӳтленӗн туйӑнчӗ ачасенчен пӗри (чӑннипех ҫавӑн патне ӑнтӑлать пулсан ӑна ӑнӑҫу сунасси ҫеҫ юлать). «Учитель», «инженер», — хуравларӗҫ хӑшӗсем. Чылайӑшӗ вара шарламарӗ.
Ҫӗр ҫинчи ҫӗр-ҫӗр профессирен пӗри — журналист. Ҫакӑн пирки каласа кӑтартрӗҫ те ачасене библиотекарьсем.
Вӗренӳ министерстийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх республикӑра шкул автобусӗсене улӑштарас ӗҫ пуҫарӑннӑ. Кӑҫал ҫичӗ ҫул каялла шкулсенче ӗҫлеме пуҫланӑ транспорта ҫӗнӗ автобуссемпе улӑштарӗҫ. Вӗсен шучӗ 49 ҫитет. Хула бюджечӗ ҫак паха ӗҫ валли ятарласа 63 миллион тенке уйӑрнӑ.
— Пӗрремӗш ПАЗ маркӑллӑ автобусем паян хулана ҫитрӗҫ. Авӑн уйӑхӗ умӗн республика Пежо маркӑлла самай хӑтлӑ автобуса туянма палӑртнӑ. Паянхи куна паркра шкулсем валли ятарлӑ 325 автобус тӑрать. Мӗн пур автобуссенче ГЛОНАСС системи пур, — пӗлтереҫҫӗ Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин пресс-службинче.
Ҫӗнӗ автобусем пуҫсӗр вӗренӳ литературине, компьтер, спорт тата столовӑй валли ҫӗнӗ ӗҫ хатӗресем туянма палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ автобусем ачасене вӗренӳ учрежденийӗсене хӑвӑрт тата хӑтлӑхлӑ туртарма пултарасси ҫинчен хула шкул директорӗсем шансах тӑраҫҫӗ.
Ҫапла, Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсар шкулӗнче 7-мӗш класра вӗренекен Прокопьева Екатерина 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Раҫҫей шайӗнче акӑлчан чӗлхипе «The Mystery of the British History» ятлӑ викторина иртнӗ. Унта инҫет майпа хутшӑнмалла пулнӑ. Викторинӑра ачасен Аслӑ Британипе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине акӑлчанла хуравламалла пулнӑ тата пултарулӑх ӗҫне тӑратма тивнӗ.
Ӗнер, ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче викторинӑна пӗтӗмлетнӗ — Катьӑн ӗҫне 1-мӗш вырӑн (чи нумай балл пухакансене) парса хакланӑ. Мала тухнӑ ачасем Чӑваш Енрен татах та пур — Шупашкарти 41-мӗш шкулти темиҫе ача 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
«The Mystery of the British History» викторинӑна «Фактор роста» ЦДМ ирттернӗ. Вӗсем тӗрлӗ предметпа викторина-конкурс таврашне хатӗрлеҫҫӗ.
2012–2013-мӗш ҫулсенчи вӗренӳ ҫулӗнче Шупашкар районӗнче ачасен обществӑлла пӗрлешӗвӗсен ӗҫне хакланӑ та Кӳкеҫ лицейӗнчи «Хунава» ҫитекенни ҫук тесе йышӑннӑ. Вӗсене пӗрремӗш вырӑнпа хакланӑ. Кӳкеҫ тенӗрен, унти тепӗр пӗлӳ ҫуртӗнче те — пӗрремӗш вӑтам шкулта — обществӑлла пӗрлешӳ аван ӗҫлет. Кун пек хыпара вуласан «районтисем вӑйлӑрахах-тӑр ҫав» текен шухӑш та, тен, ҫуралӗ. Ҫапах та апла калани йӑнӑш пулӗччӗ, мӗншӗн тесе ял шкулӗнчисем те маххӑ памаҫҫӗ. Акӑ, Ҫатра-Лапсар шкулӗнчи «Хунав» иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ача-пӑчан обществӑлла пӗрлешӗвӗсен районти фестивалӗнче чысланӑ. Унта 21 шкулти 170 хастар пухӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх университечӗн сайчӗ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акци вӗҫленни пирки пӗлтерет. Тӗрӗслев комиссине пӗтӗмпе 2304 ӗҫ ҫитнӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче хӑй пӗлӗвне 251 ҫын тӗрӗсленӗ, ыттисем хӑйсем пурӑнакан вырӑнта ҫырса ӗҫӗсене интернетпа ярса панӑ. Пӗтӗм ӗҫрен 1736 диктанта шута илнӗ, ыттисене хакланисен ретне кӗртме май килмен — техника сӑлтавӗсене пула (сканерпа куҫа курӑнмалла кӑларман, чылайӑшӗн е пуҫламӑшӗ, е пӗтмӗшӗ ҫук) тӗрӗслев комиссийӗ вӗсене пӑхса тухайман.
Хаклава тивӗҫлӗ ӗҫсенчен «5» палла тивӗҫнисем — 171 (9,8 %), «4» паллӑ илнисем — 677 (39 %), «3» паллӑ илнисем — 376 ( 21,7 %), «2» паллӑ илнисем — 512 ( 29,5 %).
«3» тата «2» паллӑ илекенсен хушшинче ытларах шкул ачисем, мӗншӗн тесен кӗҫӗнрех классенче вӗренекен ачасем тӗрӗс ҫырмалли правилӑсене пурне те вӗренсе ӗлкӗреймен. Шкулта 9 класс пӗтернӗ тӗле ҫеҫ орфографи тата пунктуаци правилисене туллин пӑхса тухаҫҫӗ, «Пӗтӗм чӑваш диктантне» вара шкул ачисем 5 класран пуҫласах хутшӑннӑ.
2012 ҫулта Владимир Путин Раҫҫейри шкулсенче пӗр ҫипуҫ кӗртес йӑлана ҫӗнӗрен чӗртсе ямалли ҫинчен калаҫсанах вырӑнти влаҫсем хушшинче тӳррех хӗрӳ ӗҫ пуҫланчӗ. Шкул тумтирӗн ятарлӑ проект саккуннӗ Патшалах думине те кӗртнӗ иккен. Паянхи куна пирӗн республикӑра «Чӑваш Республикинчи вӗренӳ ҫинчен» ятарлӑ хатӗрленӗ проектра та шкул вӗренекенӗсен тумтирсен пӗрлӗхӗ ҫинчен сӑмах пырать.
Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх саккун проекчӗпе килешӳллӗн шкул тумтирӗсен тӗсӗпе ӗлкине суйласси шкулсенченех килет. Ҫав хушӑрӑх асӑннӑ суйлав шкул ачисен амӑшӗпе ашшӗсен шухӑшӗпе килешӳллӗ пулмалла.
Чиновниксем палӑртнӑ тӑрӑх ятарлӑ пӗр тумтире шкулсенче кӗртни ачасем хушшинчи танмарлӑха пӗтерет, амӑшӗпе ашшӗсене те укҫа-тенкӗ енчен самаях тӑкак кӳрекен йывӑрлӑхран ҫӑмӑллатать. Шкула яма кашнинче тем тӗрлӗ ҫипуҫ туяниччен ачана шкулӑн пӗрлӗхлӗ тумтирӗпе ҫӳретсен лайӑх пулӗ.
Анчах та кӗртме паллӑртнӑ ҫӗнӗлӗхсемпе килӗшменнисем те тупӑнаҫҫӗ. Пӗрисен шухӑшӗпе пӗрлӗхлӗ шкул форми тем тесен те шкулсенчи ҫитменлӗхсене кӗҫ-вӗҫ пӗтереймест, социаллӑ танмарлӑха та тумтир айӗнче пытарма пултараймаҫҫӗ.
Иртнӗ шӑматкунпа вырсарникун Шупашкарти 47-мӗш шкулта республика шайӗнчи ачасен пултарулӑхӗн «Excelsior — 2013» конференци-фестивалӗн курӑмлӑ турӗ иртрӗ. Маларах ӑмӑртӑвӑн икӗ турӗ пулнӑччӗ — хула (район) шайӗнчи тата курӑмсӑр майпа иртнӗскерсем.
Курӑмлӑ пая малтанхи турсенче мала тухнӑ 11–18 ҫулхи ачасем хутшанчӗҫ. Акан 13-мӗшӗнче гуманитари ӑслӑлӑхӗсемпе ӗҫлекен вӗренекенсем ӑмӑртрӗҫ, акан 14-мӗшӗнче вара — техника ӑслӑлӑхӗсемпе ӗҫлекенсем. Пурӗ 400 ытла ача хутшӑнчӗ унта.
Конференци 11 сехетре уҫӑлчӗ — сӑмах тухса калакансем хушшинче ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Петрова Светлана Владимировна, «Эткер» шкул тулашӗнчи ӗҫсен центрӗн директорӗ Панченко Наталия Леонидовна, 47-мӗш шкул директорӗ Фёдорова Алевтина Николаевна пулчӗҫ. Конференцие уҫнӑ май шкулти пултаруллӑ ачасем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Шел те, шӑматкунхи кун сцена ҫинчен пӗр чӑваш сӑмахӗ те янрамарӗ — ӑмӑртӑвӗ республика шайӗнче иртрӗ пулин те.
Ҫӗнтерӳҫӗсен списокӗпе «Эткер» сайтӗнче паллашма пулать пулӗ, хальлӗхе унта унашкал информаци кӗртмен-ха.
Сӑнсем (38)
Кустӑрма (Кострома) облаҫри дума депутачӗсем Раҫҫей правительствине сӗнӳ ярасшан иккен — шкул автобусӗсенче те мӗлтлетмӗшсемпе усӑ курма ирӗк илмешкӗн. Вӗсен шухӑшӗпе сарӑ тӗслӗ мӗлтлетмӗш лартсан шкул автобусне ытти водительсем тӳрех асӑрхӗҫ, хӑйсене асархануллӑрах тытма пуҫлӗҫ.
Кустӑрма облаҫӗнче паянхи кун тӗлне пурӗ 120 шкул автобусӗ шутланать, вӗсенчен 95-ӗшӗ кашни кун шкул ачисене вӗренме илсе каять, уроксем пӗтсен килӗсене леҫет. Пурӗ 3 пин ача вӗсен пулӑшӑвӗпе шкула ҫитет, шкултан таврӑнать.
Чӑваш Енре те сахал мар вӗсем. 300 ытла автобус ялсенчи ачасене шкула ҫитерет. Ҫӗннисемпе те вӗсене улӑштарса тӑраҫҫӗ: пӗлтӗр, сӑмахран, 78 ҫӗнӗ автобус илмелле пулнӑ. Пысӑк пӑтӑрмахсем пирки калаҫу пуҫлас пулсан 2008 ҫулта пулса иртнине аса илме пулать — шкул автобусӗн водительне пула ун чухне Ишек (Шупашкар районӗ) патӗнче пӗри ҫаврӑнса ӳкнӗччӗ. Телее, никам та вӑйлӑ суранланманччӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкул вӗрентекенӗсемпе Муркаш тӑрӑхӗнчи вӗрентӳ ӗҫченӗсен хушшинчи туслӑ ҫыхӑну ҫирӗпленсех пырать. Иртнӗ ҫул ҫу уйӑхӗнче Муркаш районӗнчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем Пучинкере кашни ҫул иртекен «Чӑваш вӑййине» килнӗччӗ, ӗнер вара, пушӑн 27-мӗшӗнче, Муркашри «Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн» ӗҫченӗсем хӑнара пулчӗҫ. Хӑнасен тӗллевӗ — пучинкесенчен тухья тӑвас ӑсталӑха вӗренесси.
Ӗҫлӗ тӗлпулу шкулти таврапӗлӳ музейӗнче иртрӗ. Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Е.М.Михайловапа Л.Н.Клементьева мастер-класс ирттерчӗҫ. Вӗсем тухья ӑсталас вӑрттӑнлӑхпа паллаштарчӗҫ, вӗтӗ шӑрҫапа эрешсем ҫыхма вӗрентрӗҫ. Кружока ҫӳрекен ачасем те хӑйсен ӑсталахне кӑтартрӗҫ.
Тӗлпулу тухӑҫлӑ иртрӗ, хӑнасем кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
Ӗнер, пушӑн 25-мӗшӗнче, «Эсир пуртан кил-ҫуртӑм ӑшӑ» ятпа Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗнче уҫӑ класс сехечӗ иртрӗ.
4 класра вӗренекенсем Чиркина Н.А. класс ертӳҫипе пӗрле кашнин килӗнчех пулса курчӗҫ, пӗр-пӗрин ашшӗ-амӑшӗпе, аслашшӗ-асламӑшӗпе, кукашшӗ-кукамӑшӗпе ҫывӑхрах паллашрӗҫ.
Хӗрачасемпе арҫын ачасем сӑвӑсем каларӗҫ, класпа пӗрле маларах йӗркеленӗ слайдсене — сӑнӳкерчӗксен альбомӗн страницисене уҫса пынӑҫемӗн чи юратнӑ ҫынсем ҫинчен кала-кала пачӗҫ. Юрӑ-кӗвӗ те, ваттисен сӑмахӗсем те вырӑнлӑ пулчӗҫ кунта.
Туслӑ ҫемье тенине мӗнле ӑнланатӑр? Ҫемье телейӗ мӗнре-ши? Ҫемйӗре эсир мӗнпе пулӑшатӑр? — вӗрентекенӗн тӗрлӗ ыйтӑвӗсене туллин хуравларӗҫ ачасем.
Ачисен ашшӗ-амӑшне итлесе, пулӑшса пымалла, кирлӗ мар киревсӗр ӗҫсемпе хуйхӑртмалла мар. Кил-ҫуртра пурте ырӑ шухӑш-кӑмӑлпа пурӑнсан, пӗр тӗллевлӗ пулсан, пӗр-пӗрне хисеплесен, пурнӑҫ та малалла йӗркеллӗ аталанса пырать— пурте пӗрле ҫак шухӑш патне ҫитрӗҫ тӑваттӑмӗшсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.