Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шкулсем

Шупашкар районӗнчи «Ҫатра-Лапсар шкулӗ» лаптӑкӗнче палӑк пур — ӑна Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене халалласа лартнӑ.

Паллах, палӑка тирпей-илем кӗртмесен вӑл юхӑнса каять, сумлӑхне ҫухатать. Ку ӗҫе вара шкул ҫумӗнчи ачасен «Хунав» пӗрлешӗвӗ туса пырать: ҫулла ҫуп-ҫапран тасатаҫҫӗ, кӗр кунӗсенче типӗ ҫулҫӑсене шӑлса пуҫтараҫҫӗ, ҫуркунне чечек лартса вӗсене шӑвараҫҫӗ. Хӗлле те ӗҫ сахал мар — юр ҫуса тӑнӑран тасатса тӑмах тивет ачасен. Аслисем те айӑккинче тӑмаҫҫӗ — ӗҫе епле тумаллине вӗрентеҫҫӗ.

Урамра пуш уйӑхӗ тӑнӑран тӳперен юр ӳкме чарӑнмасть-ха. Ҫуркунне те пӗтӗм вӑйӗпе ака уйӑхӗ тӗлне ҫеҫ ҫитет пирӗн тӑрӑха. Темиҫе кун маларах вара хӗл те хӑйӗн халне ҫухатманнине пӗлтерес терӗ пулас: юра самай хӳсе тултарчӗ, ҫав шутра палӑк патне каякан ҫула та хупласа лартрӗ. «Хунав» пӗрлешӗве кӗрекен ачасем алла усмарӗҫ — кӗреҫесем тытса ҫула тасатса тухрӗҫ. Халь ӗнтӗ палӑк патне ҫӑмӑллӑнах ҫитме май пур!

 

Муркаш районӗнчи Кашмашри информаципе культура центрӗнче пушӑн 17-мӗшӗнче «Яланах театр» ятпа драма кружокӗсен курав-конкурсӗ иртрӗ. Палӑртнӑ вӑхӑта халӑх та пуҫтарӑнчӗ, Шупашкартан ятарлӑ комисси те килсе ҫитрӗ. «Халӑх» ятне тепӗр хут ҫирӗплетсе парас тесе Кашмашри тата Орининти халӑх театрӗн артисчӗсем ҫак саманта тахҫантанпах кӗтсе хатӗрленнӗ ӗнтӗ, ҫапах та хӑйсенче хумханни палӑрать. Кашмашри культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ халӑх театрӗ жюрипе курма килнисене Н.Угарин пьеси тӑрӑх лартнӑ «Юнланнӑ пӗркенчӗк» драмӑпа паллаштарчӗ. Спектаклӗн режиссӗрӗ — Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Г.Федоров. «Шупашкарти артистсенчен пӗртте кая мар, питех те лайӑх вылярӗҫ хӑйсене шанса панӑ ролӗсене. Маттур артистсене ятранах асӑнса хаварас килет: Т. Цвыга, Н.Ершов, Г.Ершова, И. Майков, О. Сурикова, П. Борзаев, Р. Николаева, Е. Тихонова.

Оринин театрӗн артисчӗсемпе пӗрле ҫак курава ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.С. Волков та килсе курма кӑмӑл турӗ, кунта ҫитме машина та уйӑрса пачӗ. Орининсем те Н. Угарин драматург ҫырнӑ «Тӗпсӗр сӑпкари ача сасси» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектаклӗн пӗр пайне лартса пачӗҫ.

Малалла...

 

ПУШ
17

Ҫӑварни уявӗ
 galina.belkova | 17.03.2013 18:51 |

Ӗлӗк-авалхи вӑхӑтра пирӗн чӑваш халӑхӗн ӗҫ-хӗлпе тата ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ йӑла-йӗркесем чылай пулнӑ. Вӗсен хушшинче — ҫӑварни. Ҫак уяв йӑлисене аса илсе тата малалла тӑсас тӗллевпе Хырхӗрри ӳнер ҫурчӗпе тӗп шкулӗн ӗҫченӗсем ҫӑварни ирттерчӗҫ. Культура ҫурчӗ умне халӑх чылаях пуҫтарӑнчӗ. Уява тӑван ен культурине вӗрентекен Г.А.Белкова уҫрӗ, Хырхӗрри ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне А.Н.Воробьева сӑмах пачӗ. Анатолий Николаевич пуҫтарӑннисене салам сӑмахӗ каласа уява тулли кӑмӑлпа ирттерме сунчӗ. Сцена ҫине Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекен ачасем тухса сӑвӑсем каларӗҫ. Унтан ӳнер ҫурчӗ ҫумӗнчи «Палан» фольклор ушкӑнӗ ҫӑварни юррисене илемлӗн шӑрантарчӗ. Ҫав вӑхӑтра ачасемпе ял ҫыннисем хӗл кӗлетки тавра ҫаврӑнса ташласа савӑнчӗҫ.

Уявра тӗрлӗрен спорт вӑййисем те пулчӗҫ. Вӗсене Вениамин Васильевич Белков спорт ветеранӗ ӗлӗкхи вӑйӑсемпе ҫыхӑнтарса выляттарчӗ, ӑна физкультура вӗрентекенӗ А.В. Гаврилов пулӑшса пычӗ. Чӑн малтан хӗрачасемпе хӗрарӑмсем атӑ-пушмак, арҫын ачасемпе арҫынсем урана калуш тӑхӑнса аяккарах ывӑтас енӗпе тупӑшрӗҫ.

Малалла...

 

ПУШ
16

Ҫӑварни иртрӗ
 jakvleva | 16.03.2013 22:26 |

Пӗрремӗшсем катаччи чупаҫҫӗ
Пӗрремӗшсем катаччи чупаҫҫӗ

Пушӑн 15-мӗш кунӗнче Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа шкулӗнче вӗренекенсем шкулта Ҫӑварни уявне ирттерчӗҫ. Уява кӗҫӗн тата вӑтам классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ.

Ачасем ятарласа ҫак кун валли икерчӗсем пӗҫернӗ, мӗншӗн тесен ҫӑварни уявӗ ӗлӗкренех тутлӑ икерчӗ ҫинипе, катаччи чупнипе, тӗрлӗрен вӑйӑсем вылянипе ачасен асӗнче юлнӑ. Ҫӑварни карчӑккине те ӑсталанӑ вӑййа йӗркелекенсем.

Уява йӑлтах чӑваш халӑх йӑли-йӗркине пӑхӑнса ирттерсе яма тӑрӑшрӗҫ Туҫа ачисем. Ҫӑварни юррине шӑрантарчӗҫ, вӑйӑсем вылярӗҫ, катаччине те чупрӗҫ, юлашкинчен Ҫӑварни карчӑккине ҫунтарчӗҫ. Ҫулталӑк хушшинче пухӑннӑ тасамарлӑха, «2» паллӑсене Ҫӑварни карчӑкки пӗрле илсе кайтӑр тесе ачасем кӑвайт сӳнсе пӗтичченех тӑрмашрӗҫ. Ҫапла пултӑрччӗ те вӗт!

 

Сурхурипе Мӑнкун хушшинче Ҫӑварни уявне пӗр эрне тӑршшӗпех паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫӑварни уявӗнче ҫамрӑксем сивӗ хӗле хӑвӑртрах хӑваласа, ирттерсе ярас, ӑшӑ ҫуркуннене кӗтсе илес тесе лаша ҫуни ҫине ларса хӗвеле май ярӑнса ҫӳренӗ. Паллах, вӑйҫӑсем те юнашарах пулнӑ. Вӗсем тӗрлӗ кӗвӗ хатӗрӗ каласа ҫамрӑксене Ҫӑварни юрри юрлаттарнӑ, савӑнтарнӑ. Ача-пӑча сӑрт-ту ҫинчен ҫунашкапа ярӑннӑ.

Кӑҫал пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗш кунӗччен ҫӑварни эрни тӑсӑлӗ. Ҫак уява Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш номерлӗ гимназинче те савӑнӑҫлӑ ирттерчӗҫ. Тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем пулса иртрӗҫ. Уява шкул ачисем, ашшӗ-амӑшӗсем пухӑнчӗҫ. Малтанах сӑвӑсем каласа, Ҫӑварни юррисем юрласа Хӗле ӑсатрӗҫ. Мӗн чухлӗ илемлӗ юрӑ шӑранмарӗ-ши Ҫӑварни ҫинчен? Ҫӑварни тӑвайккинчен ҫунашкапа ярӑнмасӑр мӗнле ирттӗр-ха? Пӗчӗкреххисем хаваспах тӑвайккине ҫунашка сӗтӗрсе чупрӗҫ. Пӗрне пӗри ярӑнтарчӗҫ. Эх, кайрӗ вара ача-пӑча сасси урам тӑрӑх…

 

Йӑлкӑш шкулӗ
Йӑлкӑш шкулӗ

Элӗк районӗнчи Йӑлкӑш шкулӗнче пуҫламӑш классенче вӗрентекенсен районти методика пӗрлешӗвӗн ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна Ф.Н. Тихонова ертсе пычӗ.

Г.В. Степанова вырӑс чӗлхипе 3-мӗш класра уҫӑ урок пачӗ. Унӑн вӗренекенӗсем А.С.Пушкин юмахӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ сценка лартса пачӗҫ. А.И.Самохвалова пӗрремӗш класра чӑваш чӗлхипе урок кӑтартрӗ. Ҫавӑн пекех «Эпӗ Раҫҫей гражданинӗ» класс тулашӗнчи калаҫу ирттерчӗ. А.Е.Иванова, Н.И.Силина та ӗҫтешӗсене хӑйсен опычӗпе паллаштарчӗҫ.

Йӑлкӑш вӗрентекенӗсем уроксенче ҫӗнӗ технологипе усӑ курчӗҫ. Компьютерпа пӗлсе ӗҫленине кӑтартрӗҫ.

 

«Сывӑ пурнӑҫ йӗрки инкекрен сыхлать», — ҫак темӑпа паян Тӑвай районӗнчи Кушкӑ шкулӗнче пӗлӳ пухакан 11 класрисемпе класс сехечӗ иртрӗ. Ҫын пурнӑҫӗ вӑл мӗнле йӗркепе пурӑннинчен нумай килет. Эрех-сӑрапа иртӗнни, пирус туртни, наркотиксемпе туслашни мӗн патне илсе ҫитерни пирки ачасемпе тӗрлӗ калаҫусем, класс сехечӗсем, конкурссем чылай иртеҫҫӗ. Хальхинче вара СПИД ҫинчен калаҫрӗҫ Портнова А.И. класс ертӳҫипе ачасем. Ачасем ҫак ыйту пирки хӑйсен шухӑшӗсене каларӗҫ, тавлашрӗҫ те.

СПИД чирӗ питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа сарӑлса пыни, хальлӗхе чиртен сывалмалли мелсем ҫукки пӗтӗм тӗнче умне хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Сыхӑ пулар, киревсӗр япаларан аякка пӑрӑнар. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнсан инкекӗ те айккине тарӗ.

 

ПУШ
09

Эх,Ҫӑварни, Ҫӑварни!
 aleks-lyda51 | 09.03.2013 20:17 |

Ҫӑварни — савӑнӑҫлӑ уяв, хӗле ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илни. Ӑна ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ вӑхӑтра паллӑ тунӑ. Ӗлӗк ҫӑварни кӗҫнерникун пуҫланнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте икӗ эрнене тӑсӑлнӑ. Пӗрремӗш эрни — Аслӑ Ҫӑварни, иккӗмӗшӗ — Кӗҫӗн Ҫӑварни. Христианлӑх сарӑлнӑ май чӑвашсен уявӗ вырӑссеннипе пӗрлешнӗ.

Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкул вӗренекенӗсем пушӑн 7-мӗшӗнче Ҫӑварни уявне ирттерчӗҫ. Урамра кунӗпех ҫил-тӑман алхасрӗ пулин те, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗсем шкул картишне пуҫтарӑнчӗҫ. Cавӑнӑҫлӑ уява шкулти воспитани енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ А.М.Максимовӑпа аслӑ вожатӑй Н.И.Шибаева йӗркелесе пычӗҫ.

Кашни класс ачисем сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ лартса тултарнӑ. Ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле кукӑль-пӳремеч, ҫуллӑ ҫатма икерчӗ хатӗрленӗ, вӗсен тутлӑ шӑрши сӑмсана кӑтӑклать. Кунтах сӑмаварсенче чей пӑсланать. Ачасем савӑнсах пӗр-пӗрне кӑна мар, хӑнасене те хӑналаҫҫӗ.

Уяв питӗ хаваслӑ та интереслӗ иртрӗ. Малтанах ачасем Ҫӑварни юррисем юрласа савӑнтарчӗҫ.

Малалла...

 

Ку эрнере пӗтӗм тӗнче Хӗрарӑмсен кунне паллӑ тӑвӗ. Чаплӑ кун. Ҫавӑнпах ӗнтӗ ӑна уявлама темиҫе эрне маларах хатӗрленме пуҫлаҫҫӗ. Уяв умӗнхи кунсенче вара мероприятисен шучӗ уйрӑмах нумай.

Ак Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсар шкулӗнче те «Супермама» (чӑв. Суперанне) шоу-программа ирттерчӗҫ. Ӑмӑртӑва 2, 4, 7 класра вӗренекенсен амӑшӗсем хутшӑнчӗҫ.

Чи малтанах хӑйсен маттурлӑхне шкулта ачисен кӑтартмалла пулчӗ — вӗсем хӑйӗн амӑшӗ ыттисенчен лайӑхраххи пирки ӗнентермелле каласа пачӗҫ. Малалла вара амӑшӗсем тупӑшрӗҫ — ӑмӑрту йӗркелевҫисем вӗсем валли тӗрлӗрен конкурссем хатӗрленӗ иккен: «Ума палата» (чӑв. «Ӑс-тӑн ҫӳпҫи»), «Угадай мелодию» (чӑв. «Ку кӗвве пӗлетӗн-и?»), «Устами младенца» (чӑв. «Пепке сӑмахӗпе»), «Мысли на расстоянии» (чӑв. «Инҫетри шухӑшсем») тата ыттисем. Килтен туса килмелли пай та пурччӗ — апат пӗҫерсе килесси.

Хутшӑнакансем тупӑшура балсем пухса пычӗҫ. Тӳресен йышӗнче Лапсар ял тӑрӑхӗн ветерансен канашӗн председателӗ Максимова Т.В., Лапсар ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ҫумӗ Козякова Л.Г., Лапсар ял тӑрӑхӗн ИКЦ директорӗ Афанасьева И.

Малалла...

 

Шупашкар хулинчи 37-мӗш шкулти вӗрентекенсем ачасене чӑвашла калаҫма, вулама вӗрентессисӗр пуҫне, уроксенче чӑваш халахӗн йӑли-йеркипе тӗплӗн паллаштараҫҫӗ. Ку йӑла-йӗркесене вӗсем сӑмахпа каласа кӑна мар, сцена ҫинче выляса параҫҫӗ.

Нумай пулмасть шкулти вӗрентекенсен фольклор ушкӑнӗ ӗлӗк салтака асатнӑ чух ирттернӗ йӑла-йӗркесемпе паллаштарчӗҫ. Ку кӑтартура шкул ачисем те хутшанчӗҫ. Куракансем таваллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илни пурне те хавхалантарчӗ. Купас сасси, ташӑ-юрӑ, салтака каякансен хурлӑхлӑ юрри пурне те тыткӑнларӗ.

Спектакль хыҫҫӑн куракансен куҫӗсенчен куҫҫӳль юхни вара, ҫак ӗҫ чӑн та тухӑҫлӑ, кирлӗ пулнине тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, [153], 154, 155, 156, 157, 158, 159, 160, 161, 162, 163, ... 172
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та