Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Чӑвашлӑх

Чӑвашлӑх

Чӑваш наци конгресӗ «Чӑваш тӗнчи» хаҫатӑн кӑҫалхи пӗрремӗш номерне кун ҫути кӑтартни пирки ЧНКн пресс-служби хавасланса пӗлтерет. Ӑна кӑларма республикӑн Информаци полтикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви панӑ гранта ҫӗнсе илни пулӑшнӑ иккен.

Пӗлтӗр хаҫата 16 страницӑпа кӑларса тӑнӑ улсан, кӑҫал 24 страницӑпа кун ҫути кӑтартнӑ.

Чӑвашла-вырӑсла пичетленекен статьясем ЧНК ӗҫӗ-хӗлӗпе, ытти регионти чӑвашсем епле пурӑннипе, тӑван культурӑпа ӳнер ӗҫӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе, пултаруллӑ йӑхташсемпе паллаштарма шантараҫҫӗ.

Хаҫата кӑларма «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗсем пулӑшаҫҫӗ иккен.

Хаҫат тусӗсене, ытти регионта пурӑнакансене уйрӑмах, кӑсӑклӑ хыпарсем пӗлтерсе тӑма ыйтаҫҫӗ.

«Чӑваш тӗнчи» хаҫат уйӑхра nӗppe тухса тӑрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/388.html
 

Чӑвашлӑх

Ҫак, кӗҫнерникун, ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкар хулин 2-мӗш ҫӑви ҫинче Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне асӑнма пухӑнӗҫ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.

Николаева Укахви Николаевна 1879 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче хальхи Красноармейски районне кӗрекен Шывпуҫ Чуракасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1970 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче вилнӗ, 10-мӗшӗнче пытарнӑ. Юлашки ҫулӗсене хӗрӗ патӗнче пурӑннӑ. Хулана ӑна хӗрӗ 1952 ҫулта илсе килнӗ — ун чухне ялтисене пенси тӳлемен. Вӑл вӑхӑталла Чӑвашра выҫлӑх ҫулӗсем пулнине шута илсен кӑна Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе тунӑ ӗнтӗ. Юлашки ҫулӗсене Шупашкарта пурӑнса ирттернӗ май ӑна Шупашкарӑн 2-мӗш ҫӑви ҫине пытарнӑ.

Ҫеҫпӗл Мишши сӑвӑҫӑн пурнӑҫне хисеплекенсене пурне те ҫак мероприятие хутшӑнма йыхравлатпӑр.

 

Чӑвашлӑх

Ҫӗрпӳ районӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем К.В. Иванов ҫуралнӑранппа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫакӑ тӗнчере вӑйли ҫук та этемрен» темӑпа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ.

Конференцие Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлпа ӳнер академийӗн чӑн пайташӗ, тавра пӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Николай Казаков ҫыравҫӑ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи хастар таврапӗлӳҫӗ Николай Кирюшин, Василий Журавлев паллӑ сӑвӑҫ тата Аслӑ Нагаткинти вӑтам шкул вӗрентекенӗ Лидия Ярославская хутшӑннӑ.

Чӗмпӗр облаҫӗнчи хӑнасене Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн, вӗренӳпе социаллӑ политика пайӗн пуҫлӑхӗ Алла Волчкова Тав хучӗпе чысланӑ, пӗрле ӗҫлесе пыма ырлӑх-сывлӑх суннӑ. Хӑнасем те, вӗрентекенсем те мероприятипе кӑмӑллӑ юлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chnk.ru/a/news/385.html
 

Чӑвашлӑх

Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Вӑрнарти клубра чылай кӗтнӗ премьера тинех сцена ҫине тухнӑ. Унта Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх спектакль лартнӑ.

2015 ҫула К.Иванов ҫулталӑкӗ тесе пӗлтерсенех халӑх театрӗн режиссерӗ Галина Иванова районти культура обществисене явӑҫтарса классикӑн поэми тӑрӑх спектакль хатӗрлеме шутланӑ.

Репетицисем тӑватӑ уйӑх ытла иртнӗ. Премьерӑна 70 ытла артист хутшӑннӑ. Спектакле халӑх питӗ лайӑх йышӑннӑ. Ӑна депутатсем те ырланӑ.

Нарспи рольне Галина Блинова вылянӑ, Сетнера вара — Владимир Димитриев. Тӑхтаман Иван Комаров пулнӑ, Сентти — Геннадий Никитин, Михетер — Валерий Кураков, унӑн арӑмӗ — Надежда Куракова, Сетнер амӑшӗ — Надежда Захарова. Ял халӑхне калӑпланма ытти ҫынсем пулӑшнӑ. Спектаклӗн сасӑ режиссерӗ — Павел Васильев, декораторӗ — Виктор Попов, операторӗ — Игорь Сидоров.

Сӑнсем (16)

 

Чӑвашлӑх

Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленӗ йыш вилӗмсӗр "Нарспи" поэма авторӗн К.В. Ивановӑн ҫулталӑкне халалланӑ мероприятие ирттерме анлӑ мероприяти ирттерме классик ҫуралнӑ яла, Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялне тухса кайӗ. Унта "Силпи-2015 фестиваль" иртмелле.

Шупашкартан ҫула тухакан и60 ытла ҫын хушшинче Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов, унӑн пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев, президиум пайташӗсем, комитетсен хастарӗсем, вӗрентекенсем, халӑх ӑстисем, эстрада юрӑҫисем пулассине пӗлтереҫҫӗ. ЧНКн районсенчи уйрӑмӗсем те те Слакпуҫне ҫитсе килӗҫ.

Программӑпа http://www.chnk.ru/a/documents/32.html каҫӑпа кӗрсе паллашма май пурри пирки пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chnk.ru/a/news/383.html
 

Чӑвашлӑх

Ҫак эрнере Чӑваш наци конгресӗн Ваттисен канашӗпе Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн Ваттисен канашӗ тӗп хулари урамсене, парксемпе чарӑнусене тӗрӗсленӗ. Ҫула тухнисен тӗллевне конгресӗн пресс-служби ҫапларах ӑнлантарать: часах Республика кунне, Акатуя тата тӗнче шайӗнчи спорт ӑмӑртӑвне сумлӑ хӑнасем килмелле, тӗп хуламӑра чи таса та хӑтлӑ тесе шутлатпӑр пулин те «пурнӑҫ курнӑ ҫынсен куҫне ҫитменлӗхсем те курӑнаҫҫӗ».

Шупашкарти Афанасьев урамӗ чарӑнӑва ислен унта тротуарсене тирпей-илем кӳмен имӗш, студентсем иртсе ҫӳрекен вырӑна Литература ҫулталӑкне кӑтартакан палӑртакан баннерсем вырнаҫтарман. Туберкулезран сиплекен диспансера сывӑ ҫынсенчен нимӗнле кратапа уйӑрманни те шур сухалсене тӗлӗнтернӗ. Ватӑсем ҫав сывату ҫурчӗ патӗнчен иртсе ҫӳрекен студентсен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ иккен.

«Шупашкара – 500 ҫул» паркра чӑваш сӗмӗ туйӑнманни пӑшӑрхантарнӑ. Пырса кӗнӗ ҫӗрте ларакан кивелсе кайнӑ палӑк та ЧНК Ваттисен канашӗн пайташӗсене килӗшмен.

Гузовский вӑрманне те кӗрсе тухнӑ. Анчах таса марришӗн чуна ыраттараҫҫӗ иккен тӑнлав пас тытнӑ ватӑсем.

Ятснее чӑвашла ҫырманни пирки те сӑмах хускатнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chnk.ru/a/news/382.html
 

Чӑвашлӑх

Элӗк районӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче чӑвашсен юрӑ уявне паллӑ тунӑ. «Хураҫтӳ» уявне паллӑ тума халӑх нумай пухӑннӑ.

Хураҫтӳ – юрӑ, ӗҫ, спорт, вӑйӑ уявӗ. Ӑна ҫураки вӗҫленсен Акатуй пек те уявлаҫҫӗ.

Мӗнпе ҫыхӑнна унӑн ячӗ? Вӑл Хураҫ ялӗнчи арӑмӗнчен тӑлӑха юлнӑ 60 ҫулти арҫынпа ҫыхӑннӑ. Вӑл Христос тӳпене хӑпарнӑ кун Юпшик Ялтӑрари вилсе чӗрӗлнӗ 18 ҫулти хӗрпе туй тума килӗшнӗ. Ҫавна май ярмӑрккӑна «Хураҫ туй» тенӗ.

Туй кунне Хураҫ ял халӑхне 5 пичке сӑра алтӑрпа ӗҫтернӗ. Туй питӗ лайӑх иртнӗ. Ҫавӑнпа уява «Хураҫтӳ» ят панӑ. Ҫапла ӑнлантарнӑ Элӗк районӗнчи Тавӑт ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче.

 

Чӑвашлӑх

Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче «Чӑваш вӑййи» уяв иртнӗ. Унта шкулта вӗренекенсем чӑвашсен тумӗсемпе пынӑ. Ҫавӑн пекех унта вӗрентекенсем, ял ветеранӗсем, хӗрарӑмсен канашӗн хастарӗсем, Канаш районӗнчи Катек ялӗнчи шкул ачисем, Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Н.Г.Федоров, Йӗпреҫ районӗнчи ЧНК уйрӑмӗн ертӳҫи В.А.Марушев тата ыттисем пулнӑ.

Хӑнасем умне Пучинкери ӳнер шкулне ҫӳрекен ачасен пултарулӑхне кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех ветерансен, хӗрарӑмсен канашӗн хастарӗсен, чӑваш апат-ҫимӗҫӗн куравӗсене йӗркеленӗ.

Хӑнасем Пучинке шкулӗнче сӑнав мелӗпе «Чӑваш халӑхӗн ырӑ йӑли-йӗрки» проекта пурнӑҫа кӗртессипе лайӑх ӗҫленине курнӑ.

Пучинкере чӑвашсен вӑйӑ карти илемлӗн курӑннӑ. Унта юрӑ-ташӑ, шӳт, такмак пулнӑ. Шкул ачисем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Ҫамрӑксем такмак каланӑ.

Пучинкере чӑвашсен авалхи йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/374.html
 

Чӑвашлӑх Вилле Хаапасало
Вилле Хаапасало

Чӑваш Ене кӗҫех Вилле Хаапасало актер килмелле-мӗн. Вӑл «Волга с Вилле Хаапасало за 30 дней» проектпа килӗ.

Кӑҫал ҫурла тата авӑн уйӑхӗсенче Атӑл пирки вунӑ сериллӗ проект старт илӗ. Вӑл финн телекуравӗ валли пулӗ.

Марат Никитин режиссер пӗлтернӗ тӑрӑх, Вилле Хаапасало актер Чӑваш Енре темиҫе кун пулӗ. Вӑл чӑвашсемпе тӗл пулӗ, вӗсем пулӑшнипе вырӑнти йӑла-йӗркепе паллашӗ.

Фильма авалхи чӑвашсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ӳкерӗҫ. Ҫавӑн пекех унта республикӑри ҫамрӑксем пирки каласа кӑтартӗҫ.

Сӑмах май, Вилле Хаапасало — финн тата Раҫҫей актерӗ. Вӑл — РФ патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2003). Ӑна ҫак ята литература тата ӳнер тытӑмӗнче «Кукушка» фильмӗшӗн панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77408
 

Чӑвашлӑх

Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне Питӗр чӑвашӗсен пайташӗсем финн вӑрҫинче паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫне хунӑ, Ленинград тӑрӑхӗнче тӑванла масарта пытарнӑ Сергей Бутяков вилтӑпри ҫине кайса килнӗ. Ушкӑнра Ваттисен Канашӗн ертӳҫи Виталий Золотов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Станислав Кошкин, «Парне» чӑваш ансамблӗн ертӳҫи Татьяна Ильина, малтан чӑваш центрӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Юлий Леонтьев, Шалти ӗҫсен министерствин полковникӗ Николай Парфенов, Святослав Ларионов юрист, чӑваш ентешлӗх хастарӗсем Николай Васильевпа Валерий Филиппов тата наципе культура автономийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Живов хӑйӗн улттӑри Михаил мӑнукӗпе пулнӑ.

Чӑваш пайташӗсене Ленинград облаҫӗнчи Красноозер тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Заремский кӗтсе илнӗ. Вӑл унти вырӑнпа паллаштарнӑ тата ҫавӑнта пытарнӑ паттӑрсен вилтӑприйӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӗсен хушшинче чи малтисен шутӗнче Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫнӗ Сергей Бутяков та пулнине палӑртнӑ. Тӑванла масар ҫинчи хурлӑхлӑ митинга Приозерск тӑрӑхӗнче пурӑнакан ветерансем, шкул ачисем, ахаль ҫынсем, nypӗ ukҫӗpe яхӑн ҫын пуҫтарӑнчӗ тесе пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/372.html
 

Страницӑсем: 1 ... 103, 104, 105, 106, 107, 108, 109, 110, 111, 112, [113], 114, 115, 116, 117, 118, 119, 120, 121, 122, 123, ...142
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кӑштах хӑвартлӑха чакарса пӗччен пулас, тӗллевсем пирки шутлас килӗ. Шлати сасса итлесе тӗрӗс йышӑну тӑвӑр — кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр. Пулӑмсене ан васкатӑр — кашнин хайӗн вӑхӑчӗ.

Пуш, 25

1897
129
Трофимов Захар Трофимович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1898
128
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор ҫуралнӑ.
1909
117
Иванова Мария Петровна, чӑваш актриси, режиссёрӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ ҫуралнӑ.
1926
100
Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ .
1927
99
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1933
93
Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1936
90
Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Алферова Надежда Валентиновна, чӑваш халӑх артистки ҫуралнӑ.
1952
74
Виноградова Людмила Геннадьевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ промышленность ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1960
66
«Шупашкар керамики» савута хута янӑ.
1961
65
Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1971
55
Красноармейски районӗнче Ҫурткасси ялне пӗтернӗ.
1977
49
Марков Борис Семёнович, чӑваш артисчӗ, режиссёрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1993
33
Улатӑрти ӳнер музейне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи