Чӑвашлӑх
![]() «Шевле» юрӑҫи Кристина Лебедева Тюменьте ача-пӑча пултарулӑхӗн «Асамат кӗперӗ» наци пултарулӑхӗн 25-мӗш юбилей фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Унта Ямалти тата Юграри пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Фестивале кӑҫал 2,5 пин ытла конкурсант хутшӑннӑ. Фестивальте Муравленко хулинчи «Шевле» ансамбль те хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑ. Вӗсен унта хӑйсен чи хаклӑ туприне — ҫӗнӗ юрӑсене — илсе пынӑ. Ансамбль ҫавсене Ямалти хуласемпе ялсем тӑрӑх фольклор экспедицийӗсене ҫӳресе пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнӑ. Кашни нотӑна ҫавӑрттарса илме ҫӑмӑлах пулин те чӑваш юррисене шӑрантаракансем хӑйсен ҫепӗҫлӗхӗпе, сцена ҫинче тытма пӗлнипе куракана тыткӑнланӑ. «Шевле» ансамбле ҫӳрекен хӗрсем юрланипе пӗрлех тӗпчев ӗҫӗпе те аппаланаҫҫӗ. Чӑваш халӑхӗн кун-ҫулне тӗпчеҫҫӗ, йӑли-йӗркине тата чӗлхене хӑйне. Ушкӑна ҫӳрекен Марина Михайлова хӑй украинка пулин те ҫепӗҫ чӑваш кӗввине ытараймасӑр «Шевле» солистки пулса тӑнӑ. Ушкӑна ҫӳрекен тепӗр хӗр, Кристина Лебедева, Сургутран, Вӑл чӑваш пуканисем ҫӗлет. Тӑван чӗлхепе хитре калаҫнипе вӑл 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. «Шевлен» солистки Виктория Иванова «Вокал» номинацире ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци конгресӗн Тӑвайри уйрӑмӗн пайташӗсем Культура ӗҫченӗсен кунӗнче конгреса ӗҫлӗ тӗлпулӑва килнӗ. «Ку уйрӑма йӗркеленӗренпе кӗҫex ҫулталӑк ҫитет. Ҫaк кӗcke вӑхӑтрах вӗсем самай ӗҫ тума ӗлкӗрнӗ», — тесе пӗлтерет ЧНКн пресс-служби. Тӑвайсем конгресс президенчӗн ҫyмӗceмne Валерий Клементьевпа, Петр Ивантаевпа, информаци комитечӗн ертӳҫипе Алексей Леонтьевпа, «Чӑваш ялӗ» комитет ертӳҫипе Эдуард Бахмисовпа тӗл пулнӑ. Ӗҫлӗ калаҫу икӗ сехете тӑсӑлнӑ. ЧНК президенчӗн пӗрремӗш ҫyмӗ Валерий Клементьев тӑвайсене хастар пулнишӗн тав тунӑ. Конгресӑн Тӑвай районӗн уйрӑмӗн ертӳҫи Анатолий Кириллов вырӑнта мӗнле ӗҫлени, епле йывӑрлӑхпа тӗлпулни пирки каласа кӑтартнӑ. Енсем тӑван чӗлхе малашлӑхӗпе пуласлӑхӗ пирки те самай калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Канаш районӗнчи Чакаҫри вулавӑшра чӑвашсен поэчӗ Константин Иванов вилнӗренпе 100 ҫул ҫитнине тӗпе хурса асӑну каҫӗ иртнӗ. Ҫак кун тӗлне ялти вулавӑшра «Поэт юман пулса кашларӗ» курав йӗркеленӗ. Унта килекенсем «Константин Иванов» сӑнӳкерчӗксен альбомӗпе паллашнӑ. Чакаҫсем поэт ҫуралнӑ, ачалӑхне ирттернӗ тӑрӑхра пулса курнӑ. Вулавӑш заведующийӗ поэтӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл Константин Иванов чӑваш халӑхӗн мӑнаҫлӑхӗ, мухтавӗ пулнине палӑртнӑ. Хӑшӗ-пӗри Константин Иванов чылай хайлавне 17–18 ҫулта ҫырнине пӗлнӗ. Ҫамрӑк чухне вӑл ҫыравҫӑ кӑна мар, ӳнерҫӗ, педагог, мусӑкҫӑ пулнине те пӗлнӗ. Унтан пухӑннисем Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сыпӑксене вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Республика шайӗнче иртекен «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» конкурспа килӗшӳллӗн Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимеш ял тӑрӑхӗнче «Нарспи» вулатпӑр» флешмоб ирттернӗ. Унта Константин Ивановӑн поэмине ушкӑнпа вуланӑ. Акцие хутшӑнакансем поэма сыпӑкӗсене сасӑпа вуланӑ. Вӑл вулавӑшра пуҫланнӑ та урама, ял тӑрӑхӗн администрацин ҫуртне, ача пахчине, лавккана ҫитнӗ. Поэмӑна вулавӑша килекенсем те, ахаль иртен-ҫӳрен те вуланӑ. «Нарспи» поэма шыв юххи пек тикӗссӗн янӑранӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте хаваслӑн илтӗннӗ. Пӗр сӑмахпа, никам та айккинчен иртсе кайман, акцие пурте хутшӑннӑ. Пурте чӑваш литературин классикӗн поэмине тулли кӑмӑлпа вуланӑ. Каҫхине вулавӑша ялти хӗрарӑмсен канашӗн элчисем пухӑннӑ. Чей ӗҫнӗ май вӗсем поэмӑна сӳтсе явнӑ, Константин Ивановӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашнӑ. Хӗрарӑмсем хӑйсен шухӑшӗсене те пӗлтернӗ. Кӗтмен ҫӗртен ирттернӗ флешмоб халӑха кӗнеке вулама илӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ыран — Константин Иванов ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ кун. Энциклопедисенче вӑл пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вилнӗ тесе палӑртаҫҫӗ, анчах та чӑннипе, ҫӗнӗ стильне шутласан вӑл шӑп та лӑп ыранхи куна лекет. Ҫак куна асӑнса тата кӑҫӑл Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнине шута илсе ыран, пушӑн 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологи факультечӗн студенчӗсем, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫтешӗсем, ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗ Шупашкарти академи драма театрӗ ҫумӗнчи палӑк патне чечек хума тухӗҫ. Мероприяти 13 сехетре иртӗ. Пурне те йыхравлаҫҫӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Хамӑрӑн тымарсем пирки манмалла мар. Уйрӑмах — халь. Кашни ачанах тӑван патшалӑх историне хисеплеме вӗренмелле. Ҫакӑн пек тӗллевсем лартнӑ республикӑри пӗр хулара иртнӗ канашлура. Улатӑрта регионсен хушшинче «Социокультура тымарӗсем» канашлу иртнӗ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Михаил Васильевич канашлӑва уҫнӑ май чӑваш халӑхӗ пуян культурӑллӑ пулнине, хӑйӗн йӑли-йӗркине куҫ пек упранине палӑртнӑ. Ҫак пуянлӑха ӑруран ӑрӑва куҫармаллине те каланӑ Михаил Игнатьев. «Социокультура тымарӗсем» канашлу вӗрентекенсене чӑн-чӑн патриотсене хатӗрлеме те пулӑшать. Улатӑр хули сӑнав лапамӗ шутланать. Ҫак проекта мӗншӗн шӑпах ҫак хула пурнӑҫа кӗртме тытӑнни те ахальтен мар. Чылайӑшӗ Улатӑра православиллӗ Атӑлҫин центрӗ тесе шутлать. Проекта хула духовенстви хастар хутшӑнать. «Социокультура тымарӗсем» вӗренӳ курсӗпе килӗшуллӗн ачасем тӑван ен историне тарӑннӑн вӗренеҫҫӗ, паллӑ ҫынсем пирки пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӳнерпе, живопиҫпе паллашаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче «Халӑх хитре — йӑлипе» республикӑри ача-пӑча фестивалӗ иртнӗ. Унта Шупашкар хулин «Чӑваш чӗлхине анлӑн вӗрентнӗ май ачасене пур енлӗн аталантарасси» проектпа ӗҫлекен 10-мӗш, 35-мӗш тата 59-мӗш шкулӗсен 1–5-мӗш класӗсенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. «Кашни класс чӑваш халӑхӗн ырӑ йӑли-йӗркипе, ҫепӗҫ юррипе, илемлӗ ташшипе, янӑравлӑ кӗвӗ-такмакӗпе, хаваслӑ вӑййи-куллипе хӑйне май паллаштарчӗ», — тесе пӗлтерет ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, Чӑваш наци конгресӗн президиум пайташӗ, фестивалӗн тӳри Геронтий Никифоров. «Кашни йӑла, кашни уяв хӑйӗн асамлӑхӗпе, илӗртӳлӗхӗпе тата таран шухӑшӗпе паха пулчӗ», — тет вӑл. Тӳресем ӑмӑртӑва хутшӑнакансен ӑсталӑхне чӑвашла тӗрӗс калаҫма пултарнине, пуплев тасалӑхне, юрра-ташша пӗлнине, артист ӑсталӑхне, уявпа вӑййа тӗрӗс кӑтартма пултарнине тата наци тумне пӗлсе тӑхӑнма пултарнине пӑхса хакланӑ. 1-мӗш вырӑн 35-мӗш шкулӑн 3-мӗш «э» класс ачисем, 2-мӗш вырӑна 10-мӗш шкулӑн 1-мӗш «и» тата 59-мӗшсен 4-мӗш «я» класс ачисем, 3-мӗш вырӑна вара 10-мӗш шкулӑн 2-мӗш «и», 4-мӗш «и», 5 «и» класрисем тата 35-мӗш шкулӑн 2-мӗш «л» класс ачисем йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Урхас Кушкӑ шкулӗ ҫумӗнче пӗчӗккисем валли ушкӑн йӗркеленӗ. Нумаях пулмасть унта чӑваш наци вӑййисен ярмӑрккине ирттернӗ. Ярмӑрккӑра тӗп сӑнарсем Марине (Вика Александрова) тата Симун (Павел Егоров) ачасем пулнӑ. Вӗсем ачасене кӗтсе илнӗ, хӑнасене чӗнсе пӗчӗк чухне урамра вылянӑ вӑйӑсене выляма йыхравланӑ. Шӑпӑрлансем пурте пӗрле Ылтӑн хапхалла, Ят пӗлмелле, Пӳртле, Чана чӗпписене ҫитермелле вылянӑ. Юлашки ачасене уйрӑмах вилӗшнӗ. Пӗчӗкскерсем чана чӗпписем выҫӑ ан ларччӑр тесе тӑрӑшнӑ, йӑвана тӗл лектерсе ҫитерме тӑрӑшнӑ. Тупмалли юмахсем те айккинче юлман. Ку пӗчӗккисен тавракурӑмне аталантарма пулӑшать. Шӑпарлансем Верук аппан тупмалли юмахӗсен хуравӗсене йӑлтах пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех ачасем Лаша тытмалла, Ҫӗлӗк тӑхӑнмалла вылянӑ. Юлашкинчен Верук аппа пурне те тав тунӑ. Пӗчӗкскерсем асламӑшӗсемпе аслашшӗсем вылянӑ вӑйӑсене аса илнӗшӗн тем пек хӗпӗртенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пишпӳлекри тӗлпулура Нумаях пулмасть Пушкӑртстанри Пишпӳлек вулавӑшӗн чӑваш секторӗнче «Чӑваш халӑх пурнӑҫӗнчи «Урал сасси» хаҫатӑн пӗлтерӗшӗ» темӑпа «ҫавра сӗтел» иртнӗ. Унта Пишпӳлек районӗнчи чӑваш вулавӑшӗн ӗҫченӗсем‚ тӑван чӗлхе вӗрентекенсем‚ вырӑнти «Шурӑ хурӑн» халӑх фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсем‚ «Ҫутӑ ҫул» район хаҫачӗн чӑваш дубляжӗн ӗҫченӗсем тата хаҫат вулакансем пухӑннӑ. «Ҫавра сӗтеле» Пишпӳлек библиотекин Пушкӑртстан Республикинчи чӑваш халӑхӗпе ӗҫлекен секторӗн заведующийӗ Наталья Тарасова уҫнӑ. Вӑл кашни вулав ҫурчӗ «Урал сасси» хаҫата ҫырӑнса илсе ҫӗлесе пынине пӗлтернӗ. Чӑваш хаҫачӗ сентре ҫинче тусанланса выртмасть иккен‚ ӑна вулавҫӑсем ҫӗтӗлсе пӗтиччен тенӗ пекех алӑран ямаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Светлана Прокофьева автор "Урал сасси" хаҫатра пӗлтернӗ. Наталья Петровна «ҫавра сӗтел» ӗҫне малалла тӑсса Пишпӳлек районӗнчи Чӑвашсен канашӗн ертӳҫине И.В. Никитина сӑмах панӑ. — «Урал сасси» республикӑри чӑвашсен пурнӑҫӗпе‚ пултарулӑхӗпе паллаштарса тӑрать. Хамӑр тӑван чӗлхене‚ культурӑна‚ литературӑна аталантарас ӗҫре унӑн пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫавра сӗтелте. Г. Зотова тунӑ сӑн Ӗнер Хӗрлӗ Чутайри ял тӑрӑхӗсен пӗрлехи вулавӑшӗнче районта ҫуралса ӳснӗ тата ку тӑрӑхра пурӑнакан ҫыравҫӑсемпе тӗлпулу ирттерчӗҫ. Ӑна хатӗрленсе вулавӑш ӗҫченӗсем Литература ҫулталӑкне тата Константин Иванова халалласа ку тӑрӑхран тухнӑ ҫыравҫӑсен тата Константин Ивановӑн кӗнекисен куравне йӗркеленӗ, «Хӗрлӗ Чутай ҫыравҫисем» хӑтлав (презентаци) хатӗрленӗ. Ҫыравҫӑсенчен ытларахӑшӗ районти тӗрлӗ ялтах пурӑнать, теприсем Шупашкарта тӗпленнӗ. Ҫавра сӗтел хушшинче хӑнасем тӗрлӗ ыйту сӳтсе яврӗҫ: ҫырма пултаракансене тупса палӑртасси, вӗсене малалла аталанма пулӑшасси; Хӗрлӗ Чутай ҫыравҫисем ҫинчен кӗнеке кӑларасси; таврапӗлӳҫӗсемпе ытларах ҫыхӑну тытасси; Хӗрлӗ Чутай район энциклопедине кӑларнӑ ҫӗре хутшӑнса пулӑшасси. Ҫыравҫӑсемпе тӗл пулма ялсенчи библиотекарьсемпе Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта вӗренекенсем те хастар хутшӑнчӗҫ. Тӗлпулӑва Елена Чубайкина йӗркелесе ертсе пычӗ. Ҫыравҫӑсене администрацин вӗренӳ пайне ертсе пыракан Татьяна Шереметьева, культура пайӗн ертӳҫи Александр Самсонов саламларӗҫ, Литература ҫулталӑкӗнче пултарулӑхра татах та ытларах ҫитӗнӳсем тума ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |